29500.fb2 Савал саралсан - читать онлайн бесплатно полную версию книги . Страница 10

Савал саралсан - читать онлайн бесплатно полную версию книги . Страница 10

10. Тарӑн касӑ

1

Тарӑн касӑ анана йӑранлать.

Ваттисен сӑмахӗ.

Пуҫ тӑрринчи тӑри Павела хӑй юррипе савӑнтарать. Итлет каччӑ тӑрсах, хӗвелтен ҫамкине ал тупанӗпе картласа, тӳпене сӑнать. Тӗрлӗ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ кайӑк пирки. Епле вӑл телейлӗ! Тӑван ҫӗре вӑл ҫӳлтен-ҫӳлтен курать. Ӑна ҫӗр хӑвачӗ, ҫӗр пуянлӑхӗ вӑй-хӑват парса ҫӗкленӗ. Вӑл тӳпене савать, тӳпене пиллет, анчах вӑл та тӳпе чухӑннине пӗлет-ши? Ҫав хушӑрах тӑри каллех ҫӗре анать. Кайӑкӑм, пӗчӗк кайӑк, сухаҫӑсен чӗрине ҫунатлантармах ҫуралман-ши эсӗ? Вӗсен шухӑшӗсене те хӑвпа пӗрнех тӳпене ҫӗклетӗн, ҫав хушӑрах аннемӗр-ҫӗр ҫинчен мантармастӑн.

Павел хӑйӗн плугӗпе сухалама Салука вӑрманӗ хӗрринчи кӗллӗ тӑпраллӑ ҫӗре суйласа илчӗ. Аллӑ гектар. Пӗр ҫичӗ ҫул каялла ҫав лаптӑка сухаласа та, акса та пӑхнӑ. Акнӑ вӑрлӑхӗ те каялла тухмарӗ. Унтанпа ун ҫине алӑ сулчӗҫ. Ӳсет халь унта чӑлтӑр-чӑлтӑр хӗрлӗ мӑк курӑкӗпе чӗкеҫ курӑкӗ, урӑх нимӗн те ӳсмест. Сурӑх кӗтӗвӗсем чӗпӗткелеҫҫӗ кӑшт-кашт курӑка. Правленинче Трофим Матвеевич ҫапла каларӗ:

— Тырри пулмасан, вӑрлӑхне те хӑвӑнтанах шыраса илетӗп. Опыт тесе аксан ҫеҫ. Саланма сакӑр алӑк, пуҫтарма пӗр алӑк.

Тата тепӗр улшӑну пулса иртрӗ паян. Павел хӑйпе ӗҫлеме плугарь тупаймарӗ. Павел Трофим Матвеевичран ҫын тупса пама ыйтрӗ.

— Мана ярӑр, кум, — терӗ Павел сӑмахне илтнӗ Нина.

— Эс мӗн, ӑсран тайӑлтӑн-и? — ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ председатель.

— Килте пӗччен ларса ӑсран мар, сывлӑхран та тайӑлатӑн. Халӑхпа пӗрле хуйхи-суйхи иртекен.

— Плугарь хӗрарӑм ӗҫӗ мар.

— Ӗҫ никам ҫумне те ҫыпӑҫмасть.

— Виссарион Маркович пулсан, сана плугарь тунӑшӑн мана пуҫран шӑлатчӗ-и?

Анчах, калаҫсан-калаҫсан, килӗшрӗҫ.

Каччӑ тракторӗпе плугне кӑнтӑрла иртсенех Салука хӗрне кайса лартрӗ. Ыран яла каймалла ан пултӑр.

Паян хӗвел тухичченех вӑранса ҫӑвӑнчӗ Павел. Нина та персе ҫитрӗ. Арҫын евӗрлех тумланнӑ хӑй: фуфайкӑпа, шӑлаварпа, резинӑ атӑпа. Шупка тӗрӗллӗ кӑвак тутӑрӗ айӗнчен уйрӑлса тухнӑ ҫӳҫ пайӑрки палӑрать. Ывӑнчӑклӑрах сӑнлӑ симӗс хурлӑхан тӗслӗ куҫӗ те паян улшӑннӑ: вӗсем савӑнӑҫлӑрах. Ҫилпе тата ирхи сивӗпе пичӗ хӗрелнӗ, сылтӑм пит ҫӑмарти ҫинчи тур палли татах та лайӑхрах палӑрать.

— Эп куҫлӑ та илтӗм. Унта курӑнмиех тусан вӗҫет пуль. Мана эс вӗрент, атту эп тӗренсене антарма вай ҫитмесрен хӑратап, — терӗ вӑл пӳрте кӗнӗ-кӗменех.

— Тусан та вӗҫмест, хӑрама та кирлӗ мар. Эп сана, ҫур аки пӗтиччен плуг тӗренӗсене антарса хӑпартма мар тракторпа ҫӳреме те вӗрентӗп, — хавхалантарма тӑрӑшрӗ ӑна Павел.

— Аюк. Эп трактор ҫине лармас. Ӑна чарма та пӗлес ҫук.

— Вӗренен, — кулчӗ Павел. — Кур-ха, эс тумланасса та чӑн-чӑн тракторист пек тумланнӑ.

— Вӑрманпромхозра эп грузчикре ӗҫленӗ. Ҫав тум-тирсемех, — терӗ Нина, Павелпа тан утма васкаса.

Акӑ мотор ҫӑра тӗтӗмпе чыхӑна-чыхӑна кӗрлеме тытӑнчӗ. Павел, вараланнӑ аллисене ҫӗтӗкпе шӑлса, Нинӑна плуг антарса хӑпартма вӗрентрӗ.

— Ҫул урлӑ каҫнӑ чух ҫеҫ хӑпарт тата ҫаврӑннӑ чух. Ак ҫапла. Каҫма тытӑнсанах е касса ӳксен, антар. Ак ҫапла. Мана тӑратас тесен, ак ҫак пралукран турт, вара эп чаратӑп, — вӗрентрӗ Павел.

— Ку плугӗ те трактор плугӗ евӗрлӗ мар. Тӗве ҫине ларса пынӑ пек.

— Ҫӗр ӑшне ансан пӗчӗкленет. Малтанхи утӑм.

Мотор сасси вӑйланчӗ, плуг туртӑнса хытрӗ те, суха кассисем ҫӗр ӑшне кӗрсе ҫухалчӗҫ. Хӑвӑртрах тапа пуҫларӗ чӗре, кӑкӑрта темӗнле юрӑ кӗвви карталанчӗ. Куҫсем умра выртакан парлака ҫӗре ҫеҫ курчӗҫ. Павела самантлӑха каллех Казахстан ҫеремне уҫнӑн туйӑнчӗ. Павел чӑтаймасть, трактора чарать те сухаланӑ ҫӗре пырса пӑхать:

— Плуг ӗҫлет! Ӗҫлет плуг! Нина! Урра! — кӑшкӑрать Павел. Вӑл хӑй патне пынӑ хӗрарӑма пилӗкӗнчен тытса ҫӳлелле ҫӗклет. — Плуг ӗҫлет! Тырӑ пулать!

— Мӗн ухмахла кӑшкӑратӑн, — чарать ӑна плугарь. — Ӗҫлемест сан плугу.

— Мӗн пӗлен эс, апӑрша. Лар, лар хӑпарса. Тепӗр ҫирӗм метртан каччӑ каллех тракторне чарать. Халь малтанхи савӑнӑҫа шухӑшлӑх хуплать: мӗншӗн кӗллӗ тӑпра йӑлтах аяла анса пӗтмест? Виҫҫӗмӗш сий тӗренне маларах куҫармалла мар-ши?

Куҫарса пӑхать, Анчах ҫаплах тӗллӗн-тӗллӗн хӑпаракан амӑш тӑпри ҫинче кӗллӗ тӑпра ҫийӗҫем курӑнкалаҫҫӗ.

Тата мӗн, тумалла? Ӑҫта йӑнӑшнӑ вӗсем?

Павел тӗренсене хӑпартать, йӑнӑшсем ҫакӑнтах. Вӑл иккӗмӗш сий тӗренне ытларах авма хӑтланать, анчах мӗнех тӑвӑн пӗр мӑлатукпа?

Чунне хытарсах тӑрӑшать Павел. Унӑн халь намӑс курас килмест. Ӗҫне тӑвичченех шавлама лекни, унӑн плугӗ ҫинчен райком секретарӗ пӗлни ӑна пӑшӑрхантарать. Час-часах чарса тӑратать, тӗрлӗ хӑвӑртлӑхсемпе ӗҫлесе пӑхать, анчах ҫаплах кӗллӗ тӑпра пытанмасть.

Кӑнтӑрлахи апат ҫӗклесе Арҫук Гени амӑшӗ Кулине инке ҫитрӗ. Трактористсемпе килӗшсе Павел ӑна хӑех повар турӗ. Час-часах пӗрле пулмалла, чиркӳрисем сырӑнсан та вӗсенчен хӑптарма ҫӑмӑлтарах пулать, терӗ.

Каччӑн хӑйӗн хумханӑвне Нинӑна кӑтартас килмест. Вӑл савӑнӑҫлӑрах пулма тӑрӑшать.

— Эс манӑн чаплӑ плугарь пулса та тӑтӑн, — ырлать вӑл.

— Хӑнӑхма пулать, — килӗшет Нина.

Апата ҫерем ҫине ларса ҫирӗҫ. Йӳҫӗтнӗ купӑста яшки ытла та тутлӑн туйӑнчӗ Павела. Нина та юратсах ҫирӗ, ашне ҫеҫ хурларӗ:

— Чӗн пек хытӑ. Ват выльӑх ашӗ пулас.

— Чӑмла та, ҫисе ярайманнине хама пар, — шӳтлерӗ каччӑ.

— Икӗ сехете яхӑн вӗретрӗм, яшки те тухса кайрӗ, ҫаплах пиҫмен пек, — хӑйне айӑплӑн туйрӗ апат ҫитерме килнӗ Кулине инке. — Каҫхи апатпа килес-и е хӑвӑр пыратӑр?

— Кил. Ыттисене ҫитер малтан.

— Вӗсем патне ачасене ярӑп.

Павел Нинӑна та киле ячӗ, хӑй плугне кӑкарсах тимӗрҫӗ лаҫҫине кайрӗ. Петӗрпе вӗсем иккӗмӗш сий тӗренӗсене паяльнӑй лампӑпа хӗртсе аврӗҫ. Татах хире васкарӗ каччӑ. Кӗллӗ тӑпра сахалланчӗ. Павел ҫаплипех ӗҫлеме шут тытса хучӗ. Урӑххи шухӑшлаттарчӗ-ха ӑна: тен, ҫиелти касне те тӑпрана сирсе пӑрахмаллах тумалла пулнӑ? Мальцев меслечӗпе курӑк тымарӗсем начар ванаҫҫӗ. Сӳре, ав, вӗсене еплерех пуха-пуха сиктерсе хӑварать. Епле пулсан та, гербицид тупмалла, унсӑрӑн кӑҫал кунта ҫумлӑ пулма пултарать.

Гусеницӑллӑ тракторсем пурте ҫур акире. Павел ҫине тӑнипе лашасемпе иккӗмӗш кун сӳрелеҫҫӗ. Сӳреленӗ лаптӑксем типӗ, паян Элекҫи тӳрех культиваци тума тухрӗ. Гришка кӗр калчи сӳрелет.

— Сӳреленин усси ҫук. Ӗҫ кунӗ тӑккалани кӑна, — хирӗҫ пулчӗ Трофим Матвеевич.

— Ваттисем каланӑ тӑрах, кӑҫалхи ҫур шӑрӑх килет. Ҫавӑнпа нӳрӗк сыхласа хӑвармалла, — ҫине тӑчӗ Павел. — Сӳрелени хӑй хакне кӑларать.

Вӑл хушнипех платниксем кӗреш юмансене чутласа катоксем тума тытӑнчӗҫ. Кӑҫал вӑл пӗр лаптӑка та пусмасӑр хӑварасшӑн мар. Капла тырӑ хӑвӑртрах шӑтать, ҫурхи нӳрӗк пӗтиччен вӑй илсе юлать.

Кӗрлет трактор. Ӗҫлеме ырӑ. Павел кабинӑ алӑкӗсене иккӗшне те илсе хучӗ. Варкӑш ҫил кӗлеткене, ҫан-ҫурӑма уҫӑлтарать.

Хӗвел анас чух Трофим Матвеевич ҫитрӗ. Йӗнерлӗ юлан утпа. Ҫӗре сиксе анса лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтрӗ. Чарӑнчӗ. Чӗлпӗрне вӗҫермесӗрех аттипе сухаланӑ ҫӗре сире-сире пӑхрӗ, унтан кукленсе ларсах аллипе чавалама тытӑнчӗ. Трактор ун патнелле ҫывхарнӑ май, хӑранӑ лаша хуҫине каялла сӗтӗрме пикенчӗ.

«Эккей, ӑнман чӗрчун, — шухӑшларӗ Павел, моторне чарса. — Ӗмӗрӗнче трактор курман пекех хӑрать.

Председатель кӑмӑлсӑр. Ӑна Павел ҫӗре аничченех сисрӗ. Акӑ, хӑй патне пынӑ-пыманах калама та пикенчӗ:

— Тӑранмаслах хӑтланатӑн, парторг. Кунта эс аллӑ гектарах ҫавӑрса илтӗн. Ҫав курӑк тымарӗсем ҫинче тыр пулать тетӗн-и? Ахалех ҫунтаратӑн соляркӑна. Мӗн усси пултӑр? Каларӑм эп сана: вунӑ гектарпа ҫитет тесе. Кирек епле ватӑран ыйт: кунта Ҫавалкас пуҫланнӑранпа тырӑ мар, курӑк та ӳсмест. Мӗн ку сан! Сыснасене кӑларса ярсан, лайӑхрах ҫемҫетеҫҫӗ. Пӗлмес: мӗн тума кирлӗ ҫак плуг? Чи вӑйлӑ трактор унпа ларать. Ме, вула райхаҫат: уй енчи колхозсем акса пӗтереҫҫӗ, эпир тытӑнман. Ҫынсем Хисеп хӑми ҫине лекеҫҫӗ, пире хура хӑма кӑна, — хӗрӳленчӗ Трофим Матвеевич.

— Коммунист сӑмахӗ: ҫӗр сая каймасть, — ҫиелех хӑпарнӑ арлан тӑприне чавса кӑтартрӗ Павел. — Тырри те улӑхринчен кая пулмасть. Хисеп хӑмине ӑна, Трофим Матвеевич, ҫур акине хӑвӑрт вӗҫленӗшӗн мар, вӑйлӑ тыр-пул пухса кӗртнӗшӗн тумалла. Ят илес тесе, лапра ҫине акаймастпӑр.

— Район ӑна пӗлмест. Паян та инспекцинчен виҫӗ хут шӑнкӑравларӗҫ: акӑр та акӑр. Мӗн тетӗн эсӗ? Ҫӗр гектар акрӑмӑр, тесе сводкӑ патӑмӑр.

— Акма тытӑнман та, — пӳлчӗ председателе Павел. — Тытӑнмалла ӗнтӗ. Эс те кунта лапӑртатса ларатӑн. Тӑватӑ сеялкӑ кӑкарса кӗрлеттермелле кӑна.

— Эп кӑна, Трофим Матвеевич, сухаласах пӑрахатӑп. Ыран урапаллӑ тракторсене кӑларатпӑр.

— Эх, кутӑн та эс, — терӗ председатель. Унтан, кӑштах шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, атӑ кунчине чӗлпӗрпе ҫапкаларӗ. Тусанланнӑ кунча ҫинче йӗрсем тӑрса юлчӗҫ.

— Трактортан сан уйрӑлмах тивет. Эс кунта аппаланатан, ыттисем тем мурӗ тӑваҫҫӗ. Вӗсене кам тӗрӗслет? Эс бригадир вӗт. Кам ыттисен ӗҫне виҫет, кам ӗҫ кунӗ парать? Манӑн пӑхса ҫитерме вӑхӑт ҫук.

— Ҫемене эп каҫхи сменӑна тухма хушрӑм, — тавӑрчӗ Павел.

— Эп Якур Типушкина тупрӑм. Вӑл ыран ӗҫе тухма пултарать. Паллатӑн-и? Вӑрманпромхозри тракторист. Вӗсене халь шала. Сӑр хӗрне хӑвалаҫҫӗ. Якур каймасть. Килӗ-ҫурчӗ ялта, арӑмӗ колхозра ӗҫлет.

— Аван ҫын.

— Эп усаллисене суйламас, — куланҫи пулчӗ председатель. — Пӗтӗм шанчӑк халь сан ҫинче. Ыран эп вӑрманпромхоза каятӑп. Унта икӗ-виҫӗ кун иртет. Ҫынсем тырӑ акчӑр, эп, ак, укҫа пухса кӗртетӗп. Вӗсен ҫурчӗсене илесшӗн, — куҫӗсене чеен ялкӑштарчӗ Прыгунов. — Давай, тӗрӗслесех тӑр.

— Пирӗн ӗҫ, тырӑ шӑтсан, хӑех курӑнать, — тавӑрчӗ Павел.

— Шӑтсан тин, кая юлать, — утланса ларчӗ председатель.

Сыв пуллашмасӑрах лашине юрттарчӗ.

2

Вӑрманпромхоз директорӗ каҫхине шӑнкравласан, Трофим Матвеевич йӑлтах канӑҫне ҫухатрӗ, чан сассине илтнӗ пушар лаши евӗр тӑпӑртатрӗ: пӗрре бухгалтерине кӗчӗ, счет ҫинчи укҫа хисепне тӗрӗслерӗ, клубран Марьене чӗнтерсе пычӗ. Ыран ирех каймасан, ытти колхозсем ӗлкӗрме пултараҫҫӗ.

Укҫа. Ҫав хытах шухӑшлаттарчӗ ӑна. Пулас тупӑш ҫунатлантарса ячӗ. Анчах колхоз счечӗ, ҫинчи пӗр ҫурт илме ҫитӗ-и, ҫук-и? Перекет кассине хӑй хунипе усӑ курсан?

Марье сӑмах та чӗнтермерӗ.

— Ҫири кӗпене хывса парса, хӑв ҫатта ҫарамас юл, — тавӑрчӗ арӑмӗ.

Трофим Матвеевич укҫана хай ячӗпе хуманшӑн кулянса кайрӗ. Пӗрре амӗш хут вӑл хӗрарӑма виҫесӗр шаннипе хӑй ытла та вӑйсӑр тӑрса юлнине ӑнланчӗ. Каллех техничкӑна чӗнсе илчӗ. Ирхине, тӑватӑ сехет тӗлне, правленине Павела, Виктор Андреевича, бригадирсене чӗнме хушрӗ. Ҫивӗчленсе кайнӑ ӑс-тӑнӗ тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа ӗҫлерӗ: вӑл укҫа тупатех.

Каҫхине вӑл пӗр-икӗ сехет кӑна ҫывӑрчӗ, Марьене вӑратас мар тесе, хӑех ҫӑмарта ӑшаласа ҫирӗ. Правленине ҫитнӗ ҫӗре чӗннисем пурте пухӑннӑччӗ ӗнтӗ. Кашнинех ал пачӗ. Тӗлӗнчӗҫ вӗсем: Трофим Матвеевич унашкал пулакан Марччӗ.

— Юлташсем, — пуҫларӗ вӑл, — Май уявӗ ҫывхарать. Эпир государствӑна уявччен вӑтӑр тоннӑ аш сутма обкомах сӑмах патӑмӑр. Самӑртнӑ сысна сахал, пӑрусем начар, ҫавӑнпа пӗр аллӑ пуҫ лаша ӑсатма тивет. Кашни бригадӑран вуншар лаша.

— Мӗнле лаша? — тӗлӗнчӗ Санька, — Ман бригадӑра пӑрахӑҫлани ҫук, кӳлмеллисем пурте сӳрере.

— Анкартисене мӗнпе сӳхалас? Свет юписене мӗнпе куҫарас? Вунӑ лаша парсан, кӳлмелли те бригадӑра сакӑр пуҫ кӑна юлать, — хутшӑнчӗ пӗр эрне каялла бригадира лартнӑ Федор Васильевич.

— Унпа ҫитет. Тракторсем пур халь, сухалӑр. Павел пурин валли те ҫитерет.

— Пӗтӗм уя сӳрелесе пӗтермесӗр пӗр лаша та ямастпӑр, — татса каларӗ Павел. — Хӗвел епле ҫунтарать, вӗри ҫил епле вӗрет… Ҫуллахи пек шарӑх халь. Нӳрлӗхе хупласа хӑвармасан, кӑҫал тырӑсӑр юлатпӑр.

— Лашасемсӗр епле юлас? — иккӗленчӗ Митрофанов бригадир. — Виҫҫӗшӗ паян вӑрлӑх патӗнче, пӗри горючи турттарать, тепри — шыв. Вунӑ лаша ярсан, пӗтӗмпе те ҫиччӗ юлать. Сӳрелемелли тата ҫӗр гектар.

— Ҫур аки пӗтмесӗр ямастпӑр, — ҫине тӑчӗ Павел.

— Яратӑр! — сасартӑк ҫӗкленсе сӗтеле чышкипе ҫапрӗ Трофим Матвеевич. — Кунта кам хуҫа? Эпӗ-и е Кадышев? Эс ху сакӑр вунӑ лаша вӑйлӑ тракторпа лӗпӗрти ӗҫпе супатӑн. Сӳрелемелле пулсан, сӳре! Манпа ан хуҫалан.

Павел татах ҫакна ӑнланчӗ: председатель унӑн ӗҫне сая каякан ӗҫ тесе ӗнентерме пӑхать. Ӗнер ҫынсем вӑл сухаланине тухса пӑхрӗҫ, хӑшӗсем куҫранах, «уссӑр ӗҫ», тесе кӳрентерчӗҫ.

«Йыварлахсем сахал мар пулӗҫ, ан хӑра, ан чак..» — шухӑшларӗ Павел хӑй ӑшӗнче.

— Ачи ҫураличчеяех суккӑр пулать, тесе ӗнентеретӗр, Трофим Матвеевич. Аксан куратӑр. Анчах сӳре пӗтмесӗр пӗр лаша та ямастпӑр — ҫирӗппӗн тавӑрчӗ Павел. — Май уявӗччен тата икӗ кун.

— Яратӑр! Кӑнтӑрлаччен сӳрӗр, кайран тӑварса ҫитерӗр те — мясокомбината. Хушнине пурте тунӑ пултӑр, ахаллӗн ыранах бригадирсене улӑштаратӑп. Марш ӗҫе! Тӑратӑр кахал салтак пек палкаса, — янрарӗ председатель.

Павелпа Виктор Андреевич тата бригадирсем пӗрле урама тухрӗҫ.

— Аслати иртрӗ, ҫанталӑк уяртать, — терӗ Виктор Андреевич, фермӑсем еннелле утса. Павел, эс молодец. Матвейч пуртӑпа касать, эс чул пек хӑнк та тумастӑн.

— Ун кантри пиҫӗ пулакан, — хутшӑнчӗ Федор Васильевич.

— Тепӗр тесен, — чарӑнчӗ Виктор Андреевич, — юмана ҫил-тӑвӑл кӑкласа пӑрахсан та, ӳкнӗ чух тӗпӗ йывӑҫ ҫине ҫапӑнсан та, вулли хуҫӑлмасть. Председатель тесе, пӗлнӗ ҫӗртех йӑнӑш ҫулпа каяс-и?

— Павел майлӑ ма пулмарӑн? — йӗкӗлтерӗ ӑна Санька. — Халь сан урӑхла философи.

— Эп вӑл мӗн тӑвасшӑнне ӑнланса та юлаймарӑм, — тӳрре тухма хӑтланчӗ Виктор Андреевич.

— Коммунистсем халлӗхе пӗр шухӑшлах мар-ха, — шухӑшларӗ Павел, хирелле утса…

Трофим Матвеевич конюх илсе килнӗ ӑйӑр ҫине утланса района тухса кайрӗ. Ӗҫ пуҫланнӑ тӗле вӑрман-промхоза персе ҫитрӗ.

Директорпа вӗсем туслӑ. Пӗр чӗлхе часах тупӑнчӗ:

— Клуба параймастӑп, ӑна райӗҫтӑвком йышӑннӑ тӑрӑх, шкула памалла. Пысӑк ҫуртсенчен столовӑя, икӗ общежитие илме пултаратӑн. Ыттисене хӑв кайса суйла. Асӑн Михаил Петровича. Шел, урӑх ӗҫлейместӗп, пенсие кайма вӑхӑт ҫитрӗ, — пӗлтерчӗ директор.

— Трофим Матвеевич ырӑ тунине манмасть, уяв чух апат-ҫимӗҫӗ манран, — ялкӑшрӗ председатель, директора лӑпкаса.

Бухгалтер ҫуртсен хакӗсене ҫырса хунӑ баланс кӗнекисене йӑтса кӗчӗ. Ҫурчӗсен хакӗсене усӑ курнӑшӑн тата ҫулсем иртнӗрен мӗн чухлӗ чакарнине шутласа кӑтартрӗ. Йытӑ ҫӳппи ҫеҫ-мӗн.

Трофим Матвеевич вӑрман пункчӗсӗне тухса кайрӗ. Ҫулне вӑл вӑрман витӗрех, утара каякан сукмакпа тытрӗ. Уйӑх ытла кӳлмесӗр тӑнӑ кӑвак ӑйӑр вырӑнтан ташласа хускалчӗ.

Вӑрман ҫӗрӗ типме те шухӑшламасть. Лаша ури пусмассеренех палӑрмалла йӗр юлать, чӗрни айӗнчен е лачӑртатса, е сирпӗнсех шыв тухать. Унта та кунта ҫеҫпӗл чечекӗсем курӑнаҫҫӗ, темӗнле палламан вӗтӗр-вӗтӗр курӑксем симӗсленсе кайнӑ, сап-сарӑ чечексем тапса тухнӑ. Сертесем пӑт-пат ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ пулсан та, вӑрмана ун шӑрши сарӑлнӑ. Киленсех сывлать Трофим Матвеевич.

Кайӑксем юрлаҫҫӗ. Вӗтӗ-вӗтӗ кайӑксем. Хӑш чухне вӗсем лаша ури айӗнченех, тепӗр чух пуҫ тӑрринчи турат ҫинчен ҫӗкленсе, пӑр! ҫеҫ вӗҫсе каяҫҫӗ. Ҫывӑхрах улаппа макӑрать: «У-ӳ-кӗп — ви-лӗп, ӳ-кӗп: — ви-лӗп». «Ухмахшӑн ӳксе вилмелле-и, пурнас пулать ӗҫ ӑннӑ -чух», — шухӑшлать Трофим Матвеевич. Улаппа кӗвви ӑна урӑхла илтӗнет: «Васка-васка». Юман тӑрринчи курак икӗ хутчен кӑшкӑрчӗ. Унӑн пӗр тӗрлӗ сасси те хальхинче урӑхларах тухнӑн туйӑнчӗ: «Каях! Кая-ях!»

Утма ҫул умӗнчи санкӑлтара лаша чарӑнса тӑчӗ, ҫӑварлӑх витӗр сӑрӑхтара-сӑрӑхтара шыв ӗҫрӗ. Хыҫалта, хӑрнӑ хыр ҫинче, таккаса ларакан ула такка шӑпланчӗ, унтан кӗҫех пулемет пек ҫатӑртаттарма пуҫларӗ: «Ан-тӑр, ан-тӑр, — тӑр-тӑр, ан-тӑр, ан-тӑр!»

Трофим Матвеевич утне тӑраниччен ӗҫтермесӗрех чӗлпӗрӗнчен туртрӗ.

— Тупнӑ ӗҫмелли шыв, — мӑкӑртатрӗ вӑл, лашине юртӑпа ярса. — Васкас пулать, тӑванӑм, васкамалла. Кам маларах ҫитет, ҫав тутӑ пулать.

Кӑнтӑрла ҫитиччен колхоз председателӗ лесничествӑна кӗчӗ. Унӑн куҫӗнчен нимӗн те пытанмасть, сисет вӑл ҫынсем хускалнине. Унта та кунта ҫуртсен алӑкӗсене хӑмасемпе хӗреслесех ҫапса лартнӑ. Ҫуртсен ҫывӑхӗнче тӗрлӗ ҫӗтӗк-ҫатӑксем, кӗнеке е хаҫат тӗркисем, савӑт-сапа ванчӑкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ. Ҫынсем хӑйсен ӗнерхи пурнӑҫӗнчен ытлашшине паян йӑлтах кивӗ вырӑна тӑкса хӑварнӑ. Пӗр ҫурт умӗнчи пахчара тимӗр кӑмака ларать. Унӑн урисем кӑна кӑштах лапчӑннӑ. Трофим Матвеевич карта урлӑ сиксе каҫсах ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ.

«Эккей, — шухӑшларӗ вӑл, — пур ҫав тӗнчере тӑмсайсем. Цыганла ҫуркунне киличченех тӑлӑпне хывса пӑрахаҫҫӗ, кайран хӑйсемех кирлӗ кунта катӑк пуртӑ та кирлӗ пулнине ӑнланаҫҫӗ. Кӑна колхоза илсе кайсан, путексен ҫуртне хутса пурӑнма юрать е чӗпсен витине…»

Кӑмакана, йӑтса тухса, ҫенӗк картлашки айне пытарсан кӑна вӑл, ҫӑмӑллӑн сывласа ярса, малалла утрӗ.

Комендант пӗр хӗрӗхсене ҫитне типшӗм питлӗ, ҫырӑ куҫлӑ тӑсланкӑ арҫын кӑмӑллах пулмарӗ:

— Ҫӳретӗр вӑхӑтсӑр, — шӑмарчӗ вӑл. — Манӑм общежитисенчен ҫынсем кӑлармалла, ҫемйисене ӑсатмалла, обществӑлла япаласене пӗр ҫӗре пухмалла. Ҫулӗ тата мӗнле! Ӳсӗрсене ҫӳреме кӑна юрӑхлӑ. Начальствӑна мӗн? Панӑ та приказ — пурнӑҫла. Пӗтӗм шӑрпӑкӗ сан ӳте тӑрӑнать. Автомашинӑ тупса пар, лав е трактор тупса пар, вакуншӑн заявкӑ пар. Тракторпа ӑсататпӑр. Мӗншӗн ҫуллаччен тӑхтамалла пулман? Куҫакан этем вӑл йӑваран ҫӗрле хускатнӑ кайӑкла: кивӗ йӑвинех анасшӑн, ҫӗннине шырама ҫӑмӑл мар. Халь анкартишӗн тапранчӗҫ, ҫӗнӗ вырӑна ҫитсе ҫӗр улми лартасшӑн. Сан пур, юлашкинчен тухса каймалла. Сана акӑ ҫуртсем кӑтартмалла, — палкарӗ комендант..

— Эс ан хӑра. Прыгунова усӑ тӑвакан пайтасӑр юлман. Эс вӑн вӑхӑт ҫук та, вӑхӑт ҫук, тетӗн. Вӑхӑт вилсен ҫеҫ пулать. Кӗртсе пӑрахаҫҫӗ те сана, ҫывӑр тӑраничченех. Чӗрӗ чух кайса ӳкичен ӗҫлемесен, вилсен сана пӗр шуйттан та ӗҫлеттерес ҫук, — тавӑрчӗ председатель, директор ҫырса панӑ хута кӑларса. — Ме-ха, вӑрҫиччен вула.

Комендант хута икӗ хутчен вуласа тухрӗ, кӗсйинчен блокнот кӑларчӗ те ун ӑшне чиксе хучӗ.

— Начальствӑ хушать пулсан, мана мӗн? Куҫакансен кӗтмелле пулать вара, — терӗ вӑл, — Эй, Борис! — кӑшкӑрчӗ кил хушшинче хӗрсех велосипед юсакан ачине. — Ҫӑраҫҫи ил те Семеновсен хваттерне кайса питӗр. Асӑрха, чӳречисене вӑтса ан хӑварччӑр.

Комендант ертсе ҫӳреипе Трофим Матвеевич ҫуртсене тулашӗнчен те, шалтан та сӑнарӗ, пӗренисем ҫӗрнипе ҫӗрменнине тӗреслеме килтен илсе килнӗ ат пӑрипе чике-чике пӑхрӗ. Ҫыннисем тухса кайма ӗлкӗреймен хваттерсене ҫеҫ шала кӗме хӑймарӗ.

Ҫурчӗсем нумайӑшӗ пӗрешкелтерех: е икшер, е тӑватшар хваттерлӗ. Кашни ҫемье валли уйрӑм алӑк каснӑ.

Трофим Матвеевича уйрӑмах общежити ҫурчӗсем савӑнтарчӗҫ. Ҫамрӑксем клуб туса пар тесе антратаҫҫӗ. Пӗр икӗ общежити илсен, клуб мар, чиркӳ тума пулать.

Хӑйне килӗшнӗ ҫуртсен алӑкӗсем ҫине Трофим Матвеевич кӑмрӑкпа «Ҫавал» колхоз тесе ҫыра-ҫыра хучӗ.

— Мӗн ахалех варалатӑн? — вӑрҫрӗ ӑна комендант. — Директор каланӑ пулсан, сирех сутаҫҫӗ.

— Кун пек ҫырсан, туяннӑ пекех туйанать.

Вӑл тӗп поселокран ҫирӗм пӗр ҫурт суйларӗ, вӗсен виҫине, мӗнпе витнине хӑйӗн блокночӗ ҫине ҫырса хучӗ, Вара тин столовӑйне апат ҫиме кайрӗҫ. Коньяк тупӑнмарӗ, ҫуттипех ҫырлахма лекрӗ. Типшӗм комендантӑн салху сӑнӗ ӗҫсен те улшӑнмарӗ.

Унӑн кӑмӑлне ҫавӑрас тесе, эрехне ытларах та ытларах ярса пачӗ:

— Эпир санпа кунашкал мар хӑналанӑпӑр-ха. Тӑхта ак. Пирӗнпе вилместӗн эс. Ҫурчӗсене халех куҫармастпӑр. Ҫапла-и? Унччен колхозран хурал ярас пулать. Эпир ямастпӑр. Сана шанатпӑр: Иксӗмӗр договор ҫыратпӑр та, пӑхса усранӑшӑн — сана улт ҫӗр тенкӗ. Мӗн, сахал-и? — комендант йӗрӗнчӗклӗн кулнине асӑрхарӗ председатель. — Сахал тетӗн пулсан, ҫич ҫӗр паратпӑр.

— Килӗшетпӗр, — сасартӑк унӑн аллине чӑмӑртарӗ тӑсланкӑ. — Эп уншӑн мар. Ултӑ ҫул хушши тӑрӑшрӑм поселокшӑн. Пӗлетӗн-и, вӑрман ӑшӗнче тесе, материалсем тупма ҫӑмӑл пулнӑ тетӗн-и? Эй-ей, йӑнӑшатӑн. Тепре чух патшалӑх валли хатӗрленӗ йывӑҫа та хамӑр валли илсе юлнӑ. Ҫӳлтисем пӗлсен? Лекетӗн вӗт. Халь ак, салататӑп. Сыв пуллаш вара Герман Филиппович поселокпа, каллех ҫӗнӗ вырӑн туп. Вун тӑватӑ ҫул комендантра. Иккӗмӗш вырӑнта. Вӑрман тырӑ мар, кашни ҫулах шӑтса ӳсмест. Вырма вара ҫулталӑкӗпех выратпӑр. Техники тата мӗнле? Куҫ умӗнчех ҫаратса пырать.

— Вӑл тӗрӗс. Ху аллупа тунӑ япалана аркатма тимӗр чӗре кирлӗ, — Герман Филипповича тӗк май шӑлма тӑрӑшрӗ председатель.

— Ҫавӑнпа кашни ҫемье тухса каймассерен мӑкӑрас килет.

— Договорне паянах ҫырӑпӑр-и? — калаҫӑва хӑй енне ҫавӑрма тӑрӑшрӗ Трофим Матвеевич.

— Сирӗн ирӗк. Хӑть паянах ҫыр.

— Юрать. Аштӑрти поселок та сан ҫинех кӗрет-и?

— Манӑнах.

— Апла унта та кайса килер…

— Мӗнпе? Каҫ та пулать.

— Лаша тупатпӑр. Юлан утпа.

— Ман ӗҫ кунӗ вӗҫленчӗ, — сехечӗ ҫине пӑхрӗ комендант.

— Уншӑн эп татах хушса паратӑп. Ан хӑра, ахаль тӑвас ҫук.

— Кайсан, кӗҫӗр таврӑнаймастпӑр, Унта вун икӗ ҫухрӑм.

— Ҫӗр выртмаллах кайӑпӑр апла-тӑк. Ӗҫмелли-ҫимелли илӗпӗр.

Алӑ тытрӗҫ. Трофим Матвеевич телефонпа вӑрманпромхоз директорӗпе, унтан тӑван ялӗпе калаҫрӗ. Вӑл ыйтнипе Марьене чӗнсе пычӗҫ:

— Наряд пар ырана валли. Павел тракторӗ те акма пуҫлатӑр. Эп ыран кӑнтӑрласӑр ҫитейместӗп, — терӗ вӑл арӑмне.

Аштӑрта Трофим Матвеевич виҫӗ общежитипе чылаях пысӑк вите суйласа хучӗ. Юписем юман, пӗренисем шултра, маччапа урай та сарнӑ, тӑррине чус витнӗ. Тепӗр виҫӗ-тӑватӑ сыпӑ хушсан, виҫ ҫӗр пуҫ сысна вырнаҫмалӑх лайӑх вите пулать.

Вӗсем Аштӑрти общежитире ҫӗр каҫрӗҫ.

Тепӗр кунне вӑл ирех вӑрманпромхоза васкарӗ. Ҫитсен, бухгалтера ҫуртсен хакне шутлаттарчӗ те, директор патне кӗрсе, тав туса тухрӗ. Вара тин ялалла ҫул тытрӗ.

Таврӑнасса вӑл хаваслӑ таврӑнчӗ. Ӗнерхи тавлашу ҫинчен те манса кайрӗ.

3

Марье упӑшки шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑнах правлени техничкине хӑй пӳлӗмне чӗнсе кӗртрӗ.

— Чи малтанах Павела туп, — хушрӗ вӑл. — Ҫула май бригадирсене кала. Кладовщик Петӗре те чӗнме ан манса кай.

— Каҫ пулать, ӑҫтан эп пурне те тупса пӗтеретӗп, — хирӗҫме пӑхрӗ техничкӑ.

— Пурне те тупмасан та, Павела туп!

«Мӗншӗн Павела? — шухӑшларӗ Марье, пӗччен тӑрса юлсан. — Ҫавӑншӑн, — тавӑрчӗ вӑл хӑйне хӑех, — унпа эп эрне ытла калаҫман. Манран тарса ҫӳрет… Ӑна эп хӳтӗлетӗп, упӑшка умӗнче яланах юрлатӑп, вӑл пур эп ҫуннине, эп тӑрӑшнине шута та илмест».

Павел ҫак вӑхӑтра хирте пӑрҫа акакансем патне пырса тухрӗ. Элекҫи кӑна акать-мӗн, Гришка тракторӗ ларать.

— Мӗн пулнӑ? — ыйтрӗ Павел.

— Ак, — илсе пычӗ Гришка йӗкӗте пӑрҫа миххисем патне. — Кӑна эп акмастӑп. Кунта пӑрҫинчен ытларах утмӑл туратпа пукра вӑрри те сӗлӗ. Вӑрлӑх вырӑнне фуражлӑха хӑварнине парса янӑ. Вӑт жулик, — вӑрҫрӗ тракторист.

— Бригадир ӑҫта?

— Яла кайрӗ. Элекҫин, ав, таса вӑрлӑх. Илсе килни пӗтмерӗ те, ӗҫлет. Манӑн пӗр сехет ҫухалчӗ, кӗҫ сменӑ улӑштармалли вӑхӑт ҫитет, — пӑшӑрханса пӗлтерчӗ тракторист.

Юрать нумаях кӗтмелле пулмарӗ, кӗҫех ял уничинчен автомашинӑ курӑнчӗ. Тепрер темиҫе минутранах ҫитсе чарӑннӑ машинӑран Федор Васильевич тухрӗ. Брюки айне хӗстернӗ пушӑ кӗпе ҫанни тухса кайнӑ. Тути ҫунса кушӑрканӑ.

— Давай! — кӑшкӑрчӗ вӑл кузовра михӗсем ҫинче ларакан колхозниксене, — курмастӑр-им трактор тӑнине? Давай!

Ҫӳлтисем сиксе аничченех машинӑ бортне уҫса ячӗ, хӑрах аллипех михӗ ҫыххинчен ҫулса тытса ҫурӑм ҫине ҫавӑрса хучӗ. Йывӑр миххе пула суллана-суллана сеялкӑ патнелле тапаҫланчӗ.

Павел та пулӑшма пычӗ.

Машинӑ пушанса юлни сисӗнмерӗ те.

Трактор акма пуҫласан ҫеҫ Федор Васильевич Павелпа калаҫма пуҫларӗ:

— Сволочь! Астарса ячӗ те ӑна Трофим Матвеевич, ӗҫет… Отне ӗҫет.

— Ҫитӗ-ҫке ятлаҫса… Ахаль те ура ҫине тӑраймиех хӗнерӗн, — тавӑрчӗ шофер. — Ыран, ак, ӗҫе те тухаймӗ.

— Парӑп эп ӑна тухаймӗ. Мӑйӗнчен вӗренпе сӗтӗрсе кӑларатӑп.

Федор Васильевич йӗркйпех каласа пачӗ. Кӗлетри пӑрҫана колхозниксем миххе тултарса лартнӑ пулнӑ. Уя ярас вырӑнне Петӗр вӑрлӑхлӑх пӑрҫана фермӑсем валли авӑртма армана, фуражне уя тиеттерсе янӑ. Хӑй ӳсӗр-мӗн.

— Чӑтаймарӑм, Павел. Шӑллӑм вӗт, шӑллӑм. Ҫапрӑм пӗрре те — сирпӗнсе кайрӗ. Мӗн тӑван урӑх унпа?

Тӑнне те ҫухатрӗ. Юрать-ха машинӑ тупӑнчӗ, халь унта, ак, виҫсе паракан та ҫук, кӗлечӗсем те уҫах. Арӑмӗ патне ятӑм та…

— Ҫапма кирлӗ пулман. Пире ал йӑтни килӗшӳсӗр. Усала ватнипе ылтӑн тӑваймӑн.

— Ҫаплах-ха та… Анчах ху пулсан та чӑтас ҫук.

— Суда парӗ ак.

— Патӑр ҫеҫ. Хӑй те вӑл тасах мар. Эп шӑллӑм тесе пӑхсах тӑмӑп. Хамах сиснӗ, паян та шофер каларӗ те…

— Мӗн каларӗ? — тӗпчерӗ Павел.

— Тӑхта-ха, лайӑх пӗлмесӗр каламӑп. Тӗрӗс пулсан, пытарас ҫук. Каҫармастӑп. Хам председательте чух кӑларса ҫапнӑччӗ. Трофим Матвеевич татах лартрӗ.

Павел Ҫавал леш енчи шырлансене лартнӑ йывӑҫсене пӑхма кайрӗ. Чӗрӗлнӗ, пурте пекех чӗрӗлнӗ йывӑҫсем. Папаккисене кӑларнӑ. Шырлансене акса хӑварнӑ клеьерпа люцернӑ вӑррисем ҫеҫ шӑтман-ха. Вӗсем те шатӗҫ.

Ҫавал тӗлӗрет. Пулӑсеп каҫхи вӑййи иртнӗ. Пӗр кая юлнӑ партас ҫурхи шыв ҫийӗн чалт! сиксе илетте ункӑ хӑварса каялла чӑмать. Кӑптӑрла шурлӑхсенче ларса ирттернӗ кайӑк-кӑвакалӗсен кӗтӗвӗ пуҫ тӑрринчех ҫунаттисемпе шӑхӑрттарса иртрӗ.

Ҫур ҫӗр иртсен пулӑ юхма пуҫлать, паян тетел тухса каратӑп», — шухӑшларӗ Павел Ҫавал ҫыранӗ тӑрӑх килнелле утнӑ май. — Вӗсем халь вӑлча сапнӑ, тытма юрать.

Килне кӗрсе, тетел илсе анчӗ.

Амӑшӗ ҫыхнӑччӗ ӑна. Лартманни те халь ҫичӗ ҫул ҫитет. Ҫирӗп кӗр ҫиппинчен ҫыхнӑ пулсан та, шӑтӑкӗсем епле вӗтӗ. Чӑн-чӑн ӑсталӑхпа ҫыхнӑ ҫав. Халь те ҫирӗп. Хӑйӑр ӑшпе чиксе лартмалли патакӗсем те тухса ӳкмен.

Лартма анкарти хыҫнех, юхӑм пӗр енне перӗнсе тарӑнланнӑ ҫӗре лартрӗ. Шыв ӑшӑнсах ҫитеймен-ха, юхӑм та йӑлтах чакман. Шӑлаварне хывмах тиврӗ. Ҫырана тухсанах хӑй шӑнса кайнине туйрӗ. Ҫапах пӳрте кӗрес килмерӗ.

— Ҫур ҫӗр иртмесӗр ҫывӑрас марччӗ, — шухӑшларӗ вӑл килнелле утнӑ май.

Пӳртре вӑранмасла ҫывӑрса каясран хӑраса ҫенӗкех, ашшӗн кнвӗ тӑлӑпне урайне сарса тӑсӑлса выртрӗ.

…Колхоз правленинчех Павела кӗтсе ывӑннӑ Марье тарӑхсах ҫитрӗ. Ҫук, тупайман ӑна техничкӑ ниҫта та.

Вӑл хут татӑкӗ ҫырчӗ те Павела пама хушрӗ.

— Ыран ирех килне кайса пар, — хытарчӗ вӑл техничкӑна.

Лешӗ ӑна ҫиллентерес тенӗнех, ҫапла хуравласа хучӗ:

— Пӗл хальхи хусахсене.. Вӗсем те килте ҫывӑраҫҫӗ, те тӑлах арӑмсем патӗнче? Марье шарламарӗ.

Чунсӑр Павел пиркиех мӗнешкел каҫ ҫухалать. Эх, тамсай! Чунсӑр этем вӑл, ҫын хуйхи уншӑн ют.

Салхуллӑн килнелле утрӗ Марье. Унӑн асне пӗр сӑвӑҫ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисем аса килчӗҫ:

Юрамасть унашкал юратмашкӑнХӑвпа ҫеҫ ҫак паха тӗнчере.Ҫын хуйхи сан хуйху пулмасассӑн,Ниме юрӑхсӑр санӑн чӗре.Ҫын телейӗ сана тивмесессӗн,Ҫын кулли култармасть-тӗк сана —Тӗнчене мӗншӗн килнӗ-ха эсӗ?Тӗнчере — эсӗ ҫӗрӗк кӑна.

Тӗлӗнмелле улшӑнать чун юлашки вӑхӑтра. Нихҫан та сӑвӑ вулама юратман Марье кашни пушӑ вӑхӑтрах сӑвӑ кӗнеки тыта пуҫларӗ. Хӑш-пӗр сӑввисене хӑй ҫинченех ҫырнӑн туйӑнчӗ. Мӗнле пӗлме пултараҫҫӗ-ха поэтсем ҫын чунӗнче пӑлханусене? Аса та часах кӗрсе юлаҫҫӗ унашкаллисем. Виҫӗ-тӑватӑ хутчен вуласан, пӑхмасӑрах калама пулать…

Ӗне суса ӑш сӗт ӗҫрӗ, ҫухӑракан сыснисене апат пачӗ, вара, чи лайӑх платйине тӑхӑнса, пӗр пӗчӗк тӑкӑрлӑкпа Ҫавал хӗрне тухрӗ. Кӗсйине чиксе ҫӳремелли фонарьпе вӑл сайра хутра ҫеҫ усӑ курчӗ.

Кӗме анкартипех кӗчӗ. Ҫенӗк алӑкӗ уҫах пулни ӑна хӑратсах пӑрахрӗ. «Пӗччен мар пулсан? Ытти трактористсем те инҫе каясран кунтах ҫывӑрсан? Наряд пама килнӗ», тейӗп.

Хӑраса чылай хушӑ сарайран тухмасӑр тӑчӗ. Юрату хӑранине ҫӗнтерчӗ. Вӑрра каякан кушак пек сассӑр утса ҫурт хӗррипе ҫенӗк патне ҫывхарчӗ. Хӑпарнӑ чӳх аттине хывса йӑтрӗ. Шалта лӑпкӑн сывлани илтӗнет. Ҫук, иккӗн мар пулас. Фопарьне ҫутатса ячӗ те хӑвӑрт сӳнтерчӗ. Сасӑ пуласран хӑраса, ҫенӗк алӑкне хӑлӑпӗнчен йӑтса хупрӗ, тӗккине печӗ. Каччӑ вӑранмарӗ.

Павел месерле выртнӑ. Сылтӑм аллине пуҫӗ вӗҫне хунӑ. Ывӑннӑ сӑн-питӗнче шухӑшлӑх палӑрать. Акӑ вӑл тутипе амӑшӗн кӑкӑрне ӗмсех ҫывӑракан ача пек хускатса илчӗ, сулахай алли вӑйсӑррӑн кӑкӑрӗ ҫинчен шуса анчӗ.

Чӗриклетрӗ хӗрарӑм пуснӑ хӑма. Марье Павел сарнӑ тӑлӑп ҫине чӗркуҫленчӗ.

— Павлик, — пӑшӑлтатрӗҫ тутисем.

Тулта таҫтан сасартӑк тухнӑ ҫилпе йӑмра турачӗсем хусканса шӗпӗртетсе илчӗҫ.

Хыттӑн, ҫунатне ҫапсах авӑтса ячӗ Микулай мучисен автанӗ.

…Вӗсем Ҫавал хӗрне аннӑ чухне тул ҫутӑлса килнин палли те ҫукчӗ-ха. Павел витрисене ҫырана лартса хывӑнчӗ, вара ҫутатакан фонарь ҫутипе хуллен асӑрханса Ҫавала кӗрсе кайрӗ. Тетел ҫуначӗсене пӗр ҫӗре пуҫтӑрчӗ.

Чӑтаймарӗ Марье. Ҫыран хӗрринченех витресем йӑтса сикрӗ, кӗлетке кӳлепине чараймасӑр шыв патне ҫитичченех шуса анчӗ.

— Эх, платйӗне чӗртӗм ӗнтӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

— Васкатӑн ҫав. Эп йӑтса хӑпараттӑмччӗ, — хуравларӗ Павел.

Икӗ витри те кӑшт кӑна тулаймарӗ. Кунта партассем те, темиҫе хура куҫ, ытларахӑшӗ вара ыраш пӑтрисем кӗрсе тулнӑ.

— Телейлӗ эс, — терӗ Марье, ассӑн сывласа. Ҫыран хӗррине хӑпарчӗҫ. Каччӑ васкасах тумланчӗ.

— Илсе каях пӗр витрине, — хушрӗ Павел. — Теприне Кулине инкене паратӑп. Ыран трактористсене пулӑ яшки пӗҫерсе патӑр.

— Эх, Павел, пулӑ кирлӗ-и мана? Эс, эҫ кирлӗ, — пӑшӑлтатрӗ Марье. Эс чунсӑр, эс ҫурхи Ҫавал шывӗ пек сивӗ. Сывӑ пул. Хирӗҫ тавӑрман юрату — юрату мар. Аса илӗн-ха, Павлик, мана, пайтах аса илӗн.

Вӑл качча ыталаса илчӗ, чуп турӗ, вара нимӗн сӑмах чӗнмесӗрех Ҫавал хӗрринчи сукмакпа утрӗ. Тем терирен ҫеҫ фонарь ялтлатса сӳнчӗ.

Павел йӗпе тетелпе тата икӗ витрепе анкарти хыҫнех тӑрса юлчӗ.

Тул ҫутӑлас чух тин ҫывӑрса кайрӗ каччӑ. Ыйхи те канлӗ пулмарӗ, тӗлӗксемпе аташрӗ. Ун умне хӗреснашшӗ тухрӗ. Николай Андреевич пуҫне тухӑҫри халӑх ҫынни пек чалма ҫыхнӑ, урисене хуҫлатса, тӗпелти сак ҫинче ларать. Павел, ача чухнехи пек, урисене тӑсса урайне ларнӑ. Вӗрентет хӗреснашшӗ, пӳрнипе юнаса вӗрентет.

— Сыхлан, Павел. Юрату тени ӑслӑ этеме те час-часах ӑссӑрлатать. Тепӗр чухне чун савнине калама кирлӗ мар вӑрттӑнлӑхсене те каласа паратӑн. Хӑрушӑ, питӗ хӑрушӑ хӗрарӑм ҫилленсен. Сыхлан, Павел, сыхлан.

— Марье ман арӑм мар, эп унран уйрӑлмаллипех уйрӑлтӑм, — хирӗҫлет каччӑ.

— Арӑму пекех пулчӗ ӗнтӗ вӑл. Ял пӗлет халь сирӗн ҫинчен. Пӗтӗм Ҫавалкас калаҫать, — тавӑрать чалма ҫыхнӑ хӗреснашшӗ.

— Пӗлеҫҫӗ пулсан — пӗлччӗр! — кӑшкӑрса ярать каччӑ.

Хӑй сассинчен хӑй шартах сиксе вӑранать Павел. Чӳречерен шаккаҫҫӗ-мӗн.

Колхоз технички ӑна хут тыттарчӗ, Марье ҫырнӑскер.

«Кадышев юлташ! Паян С-80 тракторпа е культиваци тума, е тулӑ акма кай. Трофим Матвеевич вӑрман таврашӗнче сухалама чармашкӑн хушрӗ. Прыгунова».

— Акӑ, тавӑрать те, — тӗлӗкне аса илчӗ Павел. Неушлӗ тӗлӗк тени тӗрӗсех пулать? Пулма пултараймасть.

Ӑна Марье каҫхинех ҫырнине пӗлеймерӗ каччӑ.

4

Владимир Сергеевич бюросем ирттерекен залран такам тапса кӑларса янӑ пек васкаса тухрӗ. Тулти алӑкне шартлаттарса хупрӗ, приемнӑйри пӗртен-пӗр чӳрече кантӑкӗсем сиксе чӗтренчӗҫ. Асӑрханса тем шухӑшланӑн, икӗ-виҫӗ утӑм турӗ, тарланӑ ҫамкине шӑлма аллине ҫӗклерӗ. Сисеймерӗ пулас, шӑлса илнӗ чухне куҫлӑхӗ аяккалла ывтӑнса кайрӗ. Чӑнкӑр! — турӗҫ куҫлӑх кантӑкӗсем юман паркет ҫинче. Ванчӑкӗсем урайне салаланса сирпӗнчӗҫ.

Хӗрелнӗ пичӗ сасартӑках шурса кайнӑн туйӑнчӗ, куҫӗ хӑйӗн тӗлсӗррӗн пӑхать. Вӑл ҫухалса кайни таҫтанах палӑрать. Куҫлӑхӗ ӳкнӗшӗн ҫеҫ кӑштах ҫӳҫеннӗ пек пулчӗ.

Прнемнӑйра паян Оля дежурствӑра тӑрать. Пӗр вӑтӑрсенчен иртнӗ хӗрарӑм вӑл. Ҫивчӗ чӗлхеллӗскер. Владимир Сергеевича куҫлӑхне илсе пачӗ.

— Савӑт-сапа телее сиссе арканать, теҫҫӗ. Куҫлӑх мӗне сиссе арканать? — ыйтрӗ Оля, инструкторпа ҫепӗҫрех пулма тӑрӑшса. Вӑл та пулса иртнӗ трагедие ӑнланчӗ пулас, ытти чухнехи пек, Владимир Сергеевича йӗкӗлтемерӗ.

— Тавтапуҫ, — хӑйне алла илме тӑрӑшрӗ Владимир Сергеевич. — Куҫлӑх вӑл, Олечка, инкек-синкеке сиссе ванать. Пушкин пек каласан: «То вознесет его высоко, то броснт в бездно без следа». Ҫӳле илсе хӑпартрӗҫ малтан. Кайран тӗпсӗр авӑрах пӑрахрӗҫ. Мӗншӗн? Альтруист пулнӑшӑн, парти, ҫӗршыв интересӗсене чи малти вырӑна лартнӑшӑн. Кӑтартрӑм районта хам инициативӑна, — терӗ Владимир Сергеевич. Унӑн питӗнче йӗрӗнчӗклӗ кулӑ ҫуралчӗ.

Оля ӑна йӑпатасшӑн кулчӗ курӑнать, анчах хӑй инструктора юратманни палӑрчӗ-палӑрчех. Е чӗлхине чараксӑртарах тыткалама хӑнӑхнӑран ҫапла пулса тухрӗ-ши?

— Аптрамӑр-ха эсир… Хӑшӗсем авӑра ӳксен те путмаҫҫӗ.

Инструктор хӑйне вӑйлах тивертнине ӑнланчӗ, ҫапах шутлеме пӑхрӗ:

— Тӗрӗс, Олечка. Тислӗк путмасть, шлепке путмасть. Ҫапах мана асӑнма васкасах ҫурта лартрӗҫ. Ҫӳле ҫыратӑп. Вӗсем вӗрсе сӳнтерме пултараҫҫӗ. Эп хамшӑн мар, парти интересӗсемшӗн тӑрӑшнӑ, — хурав-ларӗ вӑл, секретарь илсе панӑ куҫлӑх ҫаврашкине хыпаласа. Приемнӑйӗнчен вӑл коридора пӗкӗнмесӗр, пуҫне каҫӑртса тухса кайма тӑрӑшрӗ. Алӑка уҫсан каялла ҫаврӑнчӗ, тӗссӗрлене пуҫланӑ куҫӗсемпе Оля ҫине пӑхрӗ те:

«Будь, словно, дуб, который,Попав под ураган,Хоть выворочен с корнем,Но не согнул свой стан», —

тесе хӑварчӗ.

«Артист — шухӑшларӗ секретарь, — пулса ҫитеймен артист».

Кӑштах тӑхтасан обком бюровӗ саланчӗ. Варринче кавир сарнӑ приемнӑя бюро членӗсем, пай заведующисем тухрӗҫ, сектор заведующийӗ хутсем йӑтса, хыпалансах иртрӗ. Шӑп коридор калаҫупа тулчӗ.

Советсен ҫурчӗн вестибюльне ансан, Василий Иванович ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. Акӑ, иртрӗ те вӑл кӗтнӗ бюро. Виҫӗ сехет еннех тӑсӑлчӗ пӗр ыйту. Малтанах ҫырса хунӑ йышӑнӑва та пӑсма лекрӗ. Райком секретарьне айӑпламалла ҫырнӑччӗ унта Владимир Сергеевич. Обком инструкторӗ хӑй такӑнасса шута та илмен. Василий Иванович хӑйӗн тата райком йӑнӑшӗсене йышӑнчӗ. Халӑх пуҫарӑвӗ тесе, хӑш-пӗр колхозсем ҫӑмӑл ҫул ҫине тӑма пикеннӗ, вӗсене вӑхӑтра тӳрлетмен. Акӑ ун айӑпӗ. Анчах вӑл ҫеҫ айӑплӑ-и? Мӗншӗн патшалӑха улталама хӑш-пӗр ҫӳлте ӗҫлекенсен те хӗтӗртмелле? Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем района пысӑк обязательствӑ илме хистеҫҫӗ? Вӗсем пӗчӗк ачасем мар, хӑйсен вӑйне хӑйсем пӗлеҫҫӗ. Мӗншӗн Владимир Сергеевич паман аш-какайшӑн панӑ тесе, суя квитанци ҫыртарттарать? Мӗншӗн колхозниксенчен аш сутӑн илсе плана тултармалла?

Василий Иванович сӑмсине столовӑйран тухакан апат шӑрши кӳ-кӳ пырса ҫапрӗ. Вӑл халь тин иртенпе апат ҫименнине аса илчӗ, хырӑмӗ выҫса кайнине туйрӗ. Киле кайиччен апат ҫиме, тесе, Советсен ҫуртӗнчи столовӑя кӗчӗ.

5

Марье нарядне Павел пӗр сӑмахсӑрах пурнӑҫларӗ. Ҫеменпе иккӗшӗ вӗсем ҫӗнӗ плугпа пӗр ҫирӗм гектар ытларах сухаласа пӑрахма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ҫав лаптӑк ҫине Павел Володьӑна дисклӑ культиваторпа культиваци тутарчӗ, хӗреслӗ майпа тулӑ акса хӑварттарчӗ.

— Мӗнех вара, малтанлӑха ҫирӗмпе те ҫитӗ, кӗркунне кӗрхи ҫӗртме лаптӑкне ытларах сухалӑпӑр, — шухӑшларӗ каччӑ.

Павел, тракторне Ҫемене парсан, хӑйне ирӗклӗн туйрӗ. Сӳререн тӑварсах лашасене аша панӑ хыҫҫӑн тата хӑй тракторне сухаланӑ ҫӗртен акма куҫарнӑранпа Трофим Матвеевичпа каччӑ хушшинче сивлеклӗх ҫуралчӗ, хӑйсене вӗсем хӗсмет ҫыннисем пек ҫеҫ тыткаларӗҫ. Колхоз председателӗ унпа канашлама пӑрахрӗ, правленине ҫитсе кӗнӗ ҫӗре ун валли хатӗр нарядсем выртатчӗҫ.

Каччӑ ал сулчӗ кӑна: унӑн халь чӑркӑшланса тӑма вӑхӑт юлмарӗ. Вӑл агитаторсене пухса канашларӗ, вӗсене бригадӑна ячӗ, боевой листоксем кӑларма пулӑшрӗ. Запаслӑ пайсем илме РТСа кайса килчӗ, пӗр хутчен куҫса ҫӳрекен мастерскоя чӗнме тиврӗ. Пушӑрах вӑхӑтра вӑл хӑех ҫӗр картти тума тытӑнчӗ: йӳҫек тӑпраллӑ лаптӑксене палӑртрӗ.

Тата тепӗр ыйту хумхантарчӗ Павела: ӑвӑслӑх уйӗнче ҫӗр гектар еннех клеверпа тимофеевкӑ ҫӗрсе кайнӑ. Ӑна халех сухаласа акмалла-ши е кӗркунне кӑна пӑсса ыраш акмалла? Ҫак ыйтупа вӑл Трофим Матвеевич патне кайрӗ, анчах ӑна тӗл пулаймарӗ. Техничкӑ каланӑ тӑрӑх, вӑл кунӗпех вӑрманта-мӗн; ӑна уй енчен килнӗ колхоз председателӗсем, колхозииксем канӑҫ памаҫҫӗ. Ҫаплипех вӑл илнӗ ҫуртсене сутать имӗш, колхоз машинисем те йалтах ҫуртсем пӑсса турттараҫҫӗ. Вӑрлӑхсене лашасемпе илсе тухаҫҫӗ, ӗлкӗрмен чух тракторах яма тивет.

Паян ирхине Павел чӳрече умӗнчи машинӑ сассипе вӑранчӗ. Тахӑшӗ чӳречерен хытах шаккарӗ. Павел васкасах тумланса чӳрече каррине сирчӗ, чӳречине уҫрӗ.

— Сирӗнпе эп кӑмӑллӑ, — терӗ председатель, типпӗн, сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн. — Акса пӗтернӗ терӗҫ. Ҫаплах-и?

— Тӗрӗсех, — тавӑрчӗ Павел, анасне пытарса. — Кантӑр та акнӑ, ҫӗр улми лартатпӑр. Хура тулпа вир кӑна юлать.

— Маттур. Ҫавна ан ман: уй-хир ӗҫӗсемшӗн эс полнӑй ответ тытатӑн. Ман ерҫӳ ҫук. Колхоза эрнере пӗр аллӑ пин тупӑш патӑм. Ӗҫ пӗтмен-ха, тепрер аллӑ пин ҫаклатма пулать пуль. Трактористусене савӑнтар: икӗ электростанци туянтӑмӑр. Айта, ӑҫта каймасть, патшалӑх лини килсе парасса кӗтмӗпӗр. Йывӑҫӗ халь мастерской тумалӑх та, сутлӑх та пур. Ерҫӳллӗ тракторусене вӑрмана яр, — наряд панӑ пекрех каларӗ председатель.

— Авӑслӑх уйӗнчи клеверпа мӗн тумалла? Унта курӑкӗ ҫуккӑпа пӗрех. Пушанакан тракторӗсене ҫавна пӑсма куҫарасшӑн.

— Клевер. Юлтӑр. Катаран сип-симӗсех курӑнать.

— Ҫум курӑкӗ вӑл, Трофим Матвеевич.

— Ну, тӑхта, хам пӑхмасӑр ан пӑсӑр, — машинӑ кабинине кӗрсе ларчӗ председатель. Хӑй ӑҫта каяссине те шарламарӗ, хирелле тухнӑ тӑрӑх ҫеҫ вӑл каллех вӑрмана кайнине ӑнланчӗ.

Тӑпрари нӳрӗк пӗтмен-ха, Павел, мӗн пулать те мӗн килет тесе, Ҫемене каллех хӑй плугӗпе кивӗ лаптӑках сухалама хушрӗ.

6

Володьӑн чӗри тинех хӑй вырӑнне ларчӗ.

Кукурузӑ ани ҫине тислӗк ҫителӗклӗ таран кӑларчӗ.

Витесем патӗнчи янкара РТСран чӗнсе илнӗ мӑшинӑсемпех турттарчӗҫ, колхозниксем вара салатса пачӗҫ.

Унтан пӗр хут культиваци туса пӗтерчӗ. Татах ҫум курӑкӗ шӑтасса кӗтрӗ. Тухма пуҫӑнсанах иккӗмӗш культиваци турӗ. Кӑҫалхи пек ӗҫ ӑнсах пыманччӗ-ха ун. Кӑпӑк пек ҫемҫе, пӑрҫа пек структурӑллӑ тӑпра унӑн чунне ҫунатлантарсах ячӗ.

— Гектартан пин центнер симӗс массӑ илетӗп. Вӑрри аллӑ центнертан кая мар пулать. Кӑтартам сире комсомол мӗн тума пултарнине, — ывӑҫласа юхтарчӗ вӑл тӑпрана.

Кашни кунах Володя ҫӗр температурине виҫсе пӑхрӗ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, градуснике ӗненмесӗр, Ҫавал хӗрринчи ҫӗмӗртлӗхе чупрӗ. Ҫук, ҫӗмӗрт ҫурӑлайман, сапакисем лаштӑрах усӑнса аннӑ, анчах чечек чӑмӑрккисем уҫӑлса каяйман. Ытти ҫулхи сӑнавсем тӑрӑх, вӑл ҫавна пӗлет, ҫӗмӗрт ҫурӑлсан, кукурузӑ акма юрать.

Кӗтнӗ вӑхӑт ҫитрӗ. Пӗр ирхине ирех Ҫавал хӗрринчи улӑха кукурузӑ вӑрлӑхӗ тиенӗ лав тухрӗ. Володя сеялкӑсен витрисем ҫине вӑрлӑхлӑха хӑй тултарчӗ, аллипе тикӗслерӗ. Малтан туп-турӗ йӗр тума ӳлӑх леш енне Гайкӑ Ваҫҫин карттусне ҫакнӑ шӑчча кайса лартрӗ. Хусканчӗ трактор. Пӗр ҫирӗм метр кайсанах сеялкӑ мӗнле акнине анса тӗрӗслерӗ:

— Витрисене сӑнаса пыр, вӑрлӑх юхать-и? — хистерӗ тракторист Ваҫҫука.

Тӗрӗс тӑваткалсем тумалли виҫӗ пӑралукне вӑл малтан хӑех анса куҫарчӗ, ҫав хушӑрах хӑйпе пӗрле акма тухнӑ ачана та вӗрентрӗ. Халиччен туман ӗҫ ҫӑмӑлах мар: е хытӑ карӑнтармастӑн, е тӗрӗс лартаймастӑн.

Малтанхи кунне ӗҫ кал-калах пымарӗ: пӗрре тракторӑн картерӗнчен системӑна ҫу пыма пӑрахрӗ. Айӑпне тупса юсассишӗн икӗ сехет иртрӗ. Ҫапах тултарчӗҫ нормӑна. Ваҫҫук та хӑнӑхсах пычӗ. Ҫамрӑк ача ҫивӗчлӗхӗ Володьӑна савӑнтарчӗ: трактор ҫавӑрӑннӑ ҫӗре виҫе пӑралукне те куҫарнӑ, тракториста турӗ тытса пыма кӑтартакан йӗр тумалли диска та антарнӑ. Улӑхра мӗн хевел тухса сӗм ҫӗрлечченех трактор сасси кӗрлере. Виҫҫӗмӗш каҫхине тракторист Ваҫҫука килне те ямарӗ:

— ГЭС пӳртӗнче ҫывӑратпӑр, — терӗ вӑл. Ҫӑвӑнма вӗсем Ҫавал хӗррине анчӗҫ. Володя пилӗк таранах хывӑнса ҫӑвӑнчӗ, Ваҫҫук аллипе питне ҫеҫ йӗпеткелерӗ.

— Мӗн сивӗрен хӑратӑн? Хывӑнсах ҫӑвӑн, — хистерӗ вӑл хӑйне пулӑшакана. — Салтака илсе кайсан, хӗлле те ҫарамасах урамра физзарядкӑ тутараҫҫӗ. Хӑнӑх.

Ҫывӑрма ӑшах пулмарӗ Ваҫҫук улӑм ури тӗпӗнче юлнӑ улӑма темиҫе ҫӗклем илсе килсе хучӗ. Вӗсене урайне тӑсӑлса выртрӗҫ. Ывӑннӑ каччӑ тӗлӗрсе кайма пуҫласанах, Ваҫҫук ӑна тӗрлӗрен ыйтусемпе аптратрӗ:

— Мӗншӗн сана Социализмла Ӗҫ Геройӗ ятне памаҫҫӗ?

— Пурне те парсан, ҫур ҫӗршыв герой пулать. Ҫывӑр.

— Гектартан пин центнер илсен, мана Мускава яраҫҫӗ-и?

«Мускава?» сасартӑк ыйхи вӗҫет Володьӑн. Ку шухӑш ӑна та канӑҫ памасть. Унӑн тахҫанах ҫӗршыв чӗрине ҫитсе курасси килет. Ӑҫтан пӗлтӗр вӑл ярассипе ярас маррине. Хыт кукар Трофим Матвеевич путевкӑ парсассӑн та урӑх колхоза сутса ямалла. Анчах епле-ха ача кӑмӑлне хуҫатӑн?

— Яраҫҫӗ. Кӗркунне кукурузӑ пухса кӗртетпӗр те, иксӗмӗр Мускава тухса каятпӑр. Выставкӑна ҫитсе куратпӑр, метрора тӑраниччен ярӑнатпӑр, университета, Кремле ҫитсе куратпӑр.

— Мавзолея кӗретпӗр-и?

— Унсӑрӑн мӗнле Мускава кайни пултӑр.

— Сана ярӗҫ те, мана ярас ҫук, — ассӑн сывлать Ваҫҫук. Унӑн айӗнчи улӑм чаштӑртатать.

— Тупрӑн юрӑ. Эпир иксӗмӗр ҫӗр гектар ҫинче ӳстеретпӗр. Асаннепе мар. Мана чӗнсессӗн, сана та чӗнеҫҫӗ. Ҫывӑр. Ҫитет халап ярса. Сана ыран виҫҫӗрех тӑрататӑп.

— Тӑхта-ха, Володя, партие миҫе ҫула ҫитсен илеҫҫӗ? — каллех аптратать Ваҫҫук.

— Тунрӑн калаҫу. Унта иксӗмӗр пеккисене илмеҫҫӗ. Малтан ӗҫпе чапа тухмалла. Ленин коммунистсем пирки мӗн каланӑ? — сасартӑк ыйтать Володя. Ку ыйтуран вӑл хӑй те хӑраса каять. Мӗн каланӑ, чӑнах? Эх, ҫакӑнта Завьялов пулсан…

— Эп ӑҫтан пӗлетӗп, — хаштах сывласа ярать Ваҫҫук.

Ӑҫтан намӑс куртӑр-ха комсорг? Ӑнлантараймасан, вӑл комсорг та мар.

— Ленин ҫапла каланӑ: малтан коммунистла ӗҫлеме вӗренмелле, вара партие кӗме юрать. Сан ӗҫӳ ҫине пӑхса ял ҫыннисем: вӑт ку Ваҫҫук, партие кӗме тивӗҫ ҫын теччӗр.

— Пин центнер илсен, эп кӑҫалах кӗресшӗн.

— Вӑт, санпала. Кам илет сана вун саккӑра ҫитмесӗр?

— Тепӗр уйӑхран эп вун ултта каятӑп. Гектартан пин центнер илсен, Василий Иванович яла килет-тӗк, тӳрех ҫапла калӗ ак: кӗр, Ваҫҫук, партие, ҫитет комсомолра тӑрса, эс самай парти этемӗ.

— Ҫывӑратӑн-и эс кӗҫӗр, парти этемӗ, е ҫук? — тарӑхнӑ пек тӑвать Володя.

— Юрӗ, ҫывӑратӑп, — тавӑрать Ваҫҫук.

Ирхине вӗсем тухӑҫ кӑвакара пуҫласанах шӑнса кайнипе вӑранчӗҫ. Ыйту палли пек хуҫланса выртнӑ Ваҫҫука Володя ҫӗклесе тӑратрӗ:

— Марш зарядкӑна! — канӑҫ памарӗ вӑл. — Чуп, чуп! Мӗн ревматизмлӑ старик пек тӑратӑн? Ху тата партие кӗресшӗн, — аллинчен ҫавӑтсах чуптарчӗ Ваҫҫука каччӑ. — Санран эп тата ҫулталӑкран чӑн-чӑн этем тӑватӑп, — ахӑлтатрӗ комсорг, пилӗк таран хывӑнна Ваҫҫука шывпа сирпӗтсе.

— Эс мана тракторпа ҫӳреме вӗрент, — пачах та кӳренмерӗ лешӗ.

— Вӗрентетӗп ҫеҫ мар, ҫулталӑкран трактора ху хӑлхуна курнӑ пек пӗлме пуҫлатӑн.

— Яланах сан шӑл йӗресси.

Ҫур сехетрен трактор сасси пӗтӗм улӑха янратса ячӗ. Кунӗ уяр пулчӗ, ҫавӑнпа мӗн тӗттӗм пуличченех вӗҫлерӗҫ.

— Миҫе гектар акрӑмӑр пулӗ? — кӑсӑкланчӗ Ваҫҫук.

— Ҫирӗме ҫитрӗ пуль…

Тепӗр ирхине те уяр пулчӗ. Кӑнтӑрла иртсен, вӗсем акса пӗтерчӗҫ. Юлнӑ вӑрлӑх миххисене лавҫӑран парса ярса Володя акнӑ участока катокпа тикӗслесе тухасшӑнччӗ, анчах вӑрман хыҫӗнчен кӑвакарса ҫӗкленекен пӗр лаптӑк пӗлӗте курсан, вӑл шухӑша пӑрахрӗ.

— Ҫутҫанталӑк хӑех пулӑшать, — терӗ вӑл, тракторне тапратса. Вӗсем, сеялкине кӑкарса, кивӗ ГЭС ҫурчӗ патне те ҫитеймерӗҫ, ҫумӑр вӗтӗртетме пуҫларӗ. Вӑйланчӗ. Чарӑнсах тӑма тиврӗ. Иккӗшӗ те хӑйсем ҫывӑрнӑ ҫурта тарса кӗчӗҫ.

— Турри хамӑрпах мар-и? — савӑнчӗ Володя. — Ак ислетет. Трофим Матвеевича ӗҫ кунӗ перекетлесе парать. Хыт кукарӑн таҫтан та ӑнать мар-и? Так, — аллине ҫӗмрӗк чӳрече витӗр тӑсрӗ вӑл. Ҫурт аркинчен тумлакан тумламсем, ывӑҫ тупанӗ ҫине ҫапӑнса, чӑлтӑр та чӑлтӑр саланаҫҫӗ.

— Кукурузӑ пулать, — ӳсӗрсе илчӗ Ваҫҫук.

— Пулать ҫав. Пирӗн пулать.

Ҫӗр улми лартакан Элекҫипе Гришка тракторӗсемпех кӗрлеттерсе ҫитрӗҫ. Моторӗсене чарса, иккӗшӗ те Володьӑсем патне чупса кӗчӗҫ.

— Эпир те лартса пӗтертӗмӗр. Сире тӑнине куртӑмӑр та килес теремӗр. Вунӑ кун курман пуль, — кепкине хывса силлерӗ Элекҫи.

Трактористсем улӑм ҫине ларчӗҫ, Гришкӑпа Элекҫи пирус пачки кӑларса мӑкӑрлантара пуҫларӗҫ.

— Санькӑн туйӗ хӑҫан? — ыйтрӗ Гришка Володьӑран.

— Пӗлсех каймастӑп ҫав. Ҫитес шӑматкун, терӗҫ.

— Мӗнле вара вӑл комсомол туйӗ? Мӗн вӗсен ҫынсем пек авланма килӗ ҫуккӑ-и? Беда хальхи яш-кӗрӗмпе. Клубра авланаҫҫӗ тата. Сӑра-эрех пулать-и унта? — тӗпчӗрӗ Гришка.

— Хам та пӗлместӗп. Елена Егоровна шухӑшӗ вӑл. Туй мӑн кӗрӗвӗ — комсомол райкомӗн секретарӗ, — тавӑрчӗ каччӑ.

— Эс ху ма авланмастӑн? Хӗр ҫуккӑ-им? Елена Егоровнах ил. Ма ӑна Ҫавалкасран ярас? Завьялов пек тӳрккес мар, чӗлхи-ҫӑварӗ шӑпчӑкӑнни пек. Юрри мӗне тӑрать. Кулли тата. Нарспи пек кулать. Ӑна качча илсен, ик эрне апат ҫимесӗр пурӑнмалла, — чӗлхипе чаплаттарса илчӗ Элекҫи.

— Пирешкел трактористсене интеллигентсем пырас ҫук, — тавӑрчӗ Володя. — Вӑл Павел енне ытларах пӑхать.

— Эс калаҫӑва аяккалла ан пӑр, кала-ха, ма авланмастӑн? — ҫыпҫӑнчӗ Гришка та.

— Ма тесе сурӑх ҫеҫ макӑрать. Тӗрӗсне пӗлес килет пулсан, каласа пама пултаратӑп, — кулса ячӗ Володя. Вӑл малтан чӳречерен тӳпе ҫине пӑхса илчӗ.

— Ҫумӑр халех иртес ҫук, анӑҫ кӑн-кӑваках, — лӑплантарчӗ Гришка.

— Ҫук, Салука енче ҫумасть. Павелӑн участокне ҫумасарах хӑварать. Ҫылӑха кӗнӗ ӗнтӗ, — хуравларӗ Володя.

Вӑл улӑм ҫине чӗркуҫленсе ларчӗ те аллине кивӗ эрӗм ути тунине илсе ҫавӑркаларӗ. Пурте вӑл каласса кӗтсе шӑплансан, вӑл йӑлтӑр кулса илчӗ те сиксе тӑчӗ вара:

— Ҫумӑр иртет. Ҫитет сӑмах акса. Машинӑсем патне! Улӗмрен йӑлтах каласа парӑп, — тесе, пӳртрен хӑвӑрт тухрӗ.

7

Трофим Матвеевич чӗринче кунашкал ҫӗкленӳ сахал пулнӑ. Утти те ун йӑрӑланчӗ, ҫывӑрасса та талӑкра виҫӗ-тӑватӑ сехетрен ытла ҫывӑраймарӗ. Хӑй ӗҫӗпе хӑй йӑпанчӗ вӑл, хӑй кӑмӑлне уҫрӗ. Кӑҫалхи уй-хир ӗҫӗсем кал-кал пыни те савӑнтарчӗ ӑна, Марье каласа панине тимлесе итлерӗ.

Пӗр каҫхине колхоза телеграммӑ килчӗ. Трофим Матвеевича «Ч» хулинчи тусӗ васкасах тухса пыма чӗнет-мӗн. Ахальтен ҫак хӗрӳ вӑхӑтра вӑл телеграммӑ ярас ҫук, ахӑртнех, хӗҫ тимӗр тупса парать пулӗ. Каҫхине вӑл ҫула хатӗрленчӗ, ирхине ирех ӑна Марье машинӑпа станцӑна леҫрӗ…

…Колхоз председателӗ пӗтнӗ клевера пӑхнӑ хыҫҫӑн пӑсма ирӗк панӑ пулӗ тесе, Павел ирех колхоз правленине чупрӗ. Техничкӑ ӑна председательпе арӑмӗ машинӑпа района кайни ҫинчен пӗлтерчӗ. Каччӑ наряд кӗнекине илчӗ, анчах унта уй пӑсасси ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук.

Кампа канашламалла? Коммунистсемпе-и? Правлени членӗсемпе-и? Мӗнле пухас халь вӗсене? Трактористсем вӑл хушасса кӗтсе лараҫҫӗ. Павел Марьене кӗтме шутларӗ.

Правление ҫынсем пухӑна пуҫларӗҫ. Хул пуҫҫи урлӑ кирзӑ сумкӑ ҫакнӑ, хӑрах хулӗ хушшине шагалкӑ хӗстернӗ Федор Васильевич ҫитрӗ. Председатель пӳлӗмне те вӑл хутлатса хунӑ шагалкипех кӗчӗ, Павела сывлӑх сунса, наряд кӗнеки ҫине тӑрӑнчӗ. Виктор Андреевич фермӑна ҫырса панӑ фураж пӗтет, анчах никама та ал пустарса илме май ҫук, тесе вӗтеленчӗ. Кӗткелерӗҫ те, иккӗшӗ те тухса утрӗҫ.

Марье правленине сасӑсӑр кӗчӗ. Ахӑртнех, анаталла аннӑ чух машинӑн моторне ӗҫлеттермен пулас. Вӑл кӑвак свитер тӑхӑннӑ. Хӑмӑр тӗрӗллӗ тутӑр вӗҫне, ҫивӗтне ӗнсе хыҫне пуҫтарса, майралла ҫыхнӑ. Сӑнран пӑхсан, вӑл 20 — 22 ҫулсенчи хӗр пекех ҫамрӑк курӑнать. Кӗрсенех, Павелпа иккӗшӗн хушшинче нимӗн те пулман пекех, каччӑ аллине ҫирӗппӗн, арҫынла чӑмӑртарӗ. Куҫсем тӗл пулчӗҫ. Павел ҫине вӗсем киленсе те илӗртсе пӑхрӗҫ. Каччӑн куҫӗсем Марьене салхуллӑн тинкерчӗҫ.

— Ҫӗрнӗ клевер уйне пӑсма хушман-и? — ыйтрӗ каччӑ.

— Трофима ӑсатрӑм, — тавӑрчӗ Марье ыйтӑва илтмен пек.

— Мария Сергеевна, эп трактористсене пӑсма хушатӑп, — терӗ каллех Павел. — Е хӑвӑр пырса пӑхатӑр-и? Атту халь машинӑсене пирӗн те вӑрмана ямалла, те акана?

Марье бухгалтерире ӗҫлекенсем панӑ хутсене алӑ пусса пӗтерчӗ те, тутӑрне ӗнсе хыҫне ҫавӑрса ҫыхса, ҫӳхе хром перчеткине тӑхӑнчӗ.

— Илтрӗр-и? — терӗ вӑл бухгалтеринчисене, — Эп уйра пулатӑп. Кӑнтӑрласӑр ан кӗтӗр. Ыйтсан-тусан Трофим пирки… калӑр: вӑл чирленӗ… Василий Иванович ыйтсан, командировкӑра тейӗр. Кадышев юлташ, — ниме пӗлтермен сасӑпа чӗнчӗ вӑл. — Кайрӑмӑр.

— Эп те сирӗнпех пыратӑп, — ҫыхланчӗ вӗсен ҫумне Санька.

Юрать Санька асӑрхамарӗ: Марье ун ҫине самантрах курайманлӑхпа тулнӑ куҫӗпе пӑхса илчӗ, ҫав самантрах, роле лайӑх вылякан артист пек, сӑнне улӑштарса йӑл кулчӗ:

Клеверӗ сан бригадӑн-и?

— Манӑн, ӑнманскер, — тавӑрчӗ бригадир. Павелпа Санька хыҫалти ларкӑч ҫине ларчӗҫ. Калаҫу ытларах ҫанталӑкпа Санькӑн пулас туйӗ ҫинчен пычӗ, унта Марье те хутшӑнчӗ, кула-кулах вӑл Николай Андреевич хӑй хӗрне Санькӑна парас мар пирки Трофим Матвеевич патне пырса калаҫнине каласа кӑтартрӗ.

— Курнӑҫланать вӑл старик, — тавӑрчӗ бригадир. Хирте вӗсем час-часах машинӑна тӑрата-тӑрата анса пӑхрӗҫ. Бригадирпе Марье ӑнланчӗҫ: клевер ҫӗрнӗ, пӑсмалла.

Машинӑ тракторсем патне ҫитрӗ. Санька ансанах, Марье Павела тӑхтама хушрӗ, вара хӗрӳлӗн пӑшӑлтатрӗ:

— Кӗҫӗр эп сана тул ҫутӑличчен кӗтетӗп. Илтетӗн-и? Пымасан, эс этем мар.

Каччӑ нимӗн те шарламарӗ. Вӑл хӑйне кӗтсе ларакан трактористсем патне ҫывхарчӗ.

— Ӗҫӗ, ачасем, талӑк ҫурӑлӑх. Кунти тӑпра кӗллӗрех, тарӑнӑшне пӗр ҫирӗм пилӗк сантиметр ярас, — пуҫларӗ вӑл. — Акма сӗлӗпе хутӑш викӑ, сӗлӗпе хутӑш пӑрҫа акмалла пулать. Урӑх вӑрлӑх ҫук.

— Апла, «по машинам»! — тракторӗ патне васкарӗ Володя. Колхозӑн пӗтӗм тракторӗсем уя тухса ларнӑ иккен.

Хир мотор шавӗпе тулса ларчӗ.

Тӑватӑ гусеницӑллӑ трактор хӑй хыҫҫӑн шоссерен те сарлака лаптӑка ҫавӑра-ҫавӑра пӑрахса шӑвать. Вӗсем Павела самантлӑха ҫерем уҫнӑ малтанхи ҫулсене аса илтерчӗҫ. Ун чухне те ҫапла, пӗтӗм бригадипе, вун тӑватӑ тракторпа тухнӑччӗ. Анчах унти лаптӑкӗ куҫпа виҫеймиех сарӑлса выртатчӗ. Ҫавалкас ҫӗрӗ Казахстан мар, кӗске. Ав, Авӑслӑх тӑвайккинченех Ҫавал ҫыранӗ курӑнать, Карталлӑ уй вӑрманӗ ешерет. Тракторсем кӗр калчи хӗррине ҫитсе ҫаврӑнаҫҫӗ, айлӑм тӑрӑх шӑваҫҫӗ.

Мӗнле аван пӗрле ӗҫлеме!

8

Лена пурнӑҫӗнчи улшӑну ытла та сисӗнкӗсӗр те хӑвӑрт пулса иртрӗ. Комсомол райкомӗн пленумне кайрӗ те, Ҫавалкас фермине ӗне сума та, шкулти ачасем патне те таврӑнаймарӗ. Ӑна комсомол райкомӗн пӗрремӗш секретарьне суйларӗҫ. Унӑн ятне харӑсах икӗ-виҫе ҫамрӑк асӑнчӗҫ. Завьялова хирӗҫ вара чылайӑшӗ куренсе калаҫрӗҫ, халӑхпа ӗҫлеме пӗлмест тесех критиклерӗҫ.

Кӑнтӑрла иртсенех, ҫав тери пӑшӑрханса ӳкнӗ Александр Петрович — ӑна сейф уҫҫипе пичет пачӗ.

— Эс ссылкӑра икӗ ҫул еннех пурӑнтӑн, халь мана черет ҫитрӗ, — мӑкӑртатрӗ Завьялов, пӑшӑрханса.

Ленӑн ӑна ятласа тӑкасси килчӗ, колхоза ӗҫлеме хӑй ирӗкӗпе юлнине пӗлтерме шухӑшларӗ, анчах каччӑн ахаль те пӑтранчӑк та пусӑрӑнчӑк кӑмӑлне пӑсас темерӗ.

— Ялта кунтинчен виҫӗ хут лайӑх. Командировкӑсене ҫӳрес ҫук, хӑвна валли вӑхӑт та ҫителӗклӗ, — тавӑрчӗ хӗр.

— Пурӑнсан курӑпӑр, — хуравларӗ Завьялов. Ленӑшӑн ӗлӗкхи пекех канӑҫсӑр кунсем пуҫланчӗҫ…

Малтанласа вӑл гостиницӑра ҫывӑрчӗ, ӗнер кӑна юлташӗсем пӗр-пӗччен карчӑк патне хваттер тупса пачӗҫ.

Хваттер ӑна килӗшрӗ. Ҫавалкасри япаласене кӑна илсе килмелле.

Ҫавалкас тенӗрен… Пӗр эрне пурӑнсах аса килекен пулчӗ. Каҫсерен вӑл тӗп урамра вырнаҫнӑ гостиницӑра ҫывӑрса каяймасӑр тӗрлӗ шухӑшсемпе асапланчӗ. Чӳрече умӗнченех ҫурта кисрентерсе машинӑсем ирте-ирте каяҫҫӗ, юнашар пӳлӗмре шавла-шавлах картла выляҫҫӗ. Пӗчӗк ҫеҫ пӳлӗм те, больницӑри пек шурӑ ҫи виттипе витнӗ икӗ таянмалли пукан, пӗр пӗчӗк сӗтел, шап-шурӑ сӑрпа сӑрланӑ тумбочкӑ уншӑн ют. Вун икӗ сехетпе ҫывӑрма выртать. Хӑлхара кӗҫ-вӗҫ юрласа лаша шӑваракан Илюш конюхӑн кӗвви илтӗнессӗн туйӑнать. Ҫук юрӑ. Ҫук. Ҫаплипех юнашар пӳлӗмре картла выляҫҫӗ, ҫаплипех кая юлса таврӑнакан машинӑсем чӳрече кантӑкӗсене чӗтрентереҫҫӗ…

Ирхине вӑл райкомолта ӗҫлекенсене пухрӗ, кашни валлиех ӗҫ тупса хӑварчӗ, хӑй, вырсарникунччен тесе, командировкӑна Ҫавалкаса тухса кайрӗ. Райкомра машинӑ та, лӑша та ҫук, ҫавӑнпа тӳрӗрен вӑрман ҫулӗпе ҫуранах утрӗ.

Мирон Ленӑна ҫур ҫулта хӑваласа ҫитрӗ. Палларӗ курӑнать: мотоциклне чарса, сӑпкин брезентне уҫса пачӗ.

— Елена Егоровна, тархасшӑн, ларма ыйтатпӑр, — мотоциклӗ ҫинчен сиксе анчӗ те брезент ҫине ларнӑ тусанне силлерӗ, ларкӑчне шӑлса тата вӗрсе тасатрӗ. — Тархасшӑн, Елена Егоровна. Эсир те Ҫавалкаса пулас, — вӗтеленчӗ вӑл.

— Тавтапуҫ сире, — хуравларӗ хӗр, мотоцикл сӑпки ҫине меллӗн вырнаҫса ларса.

— Каҫарӑр, сире суйланӑ ятпа саламлама мансах кайнӑ. Кая юлса та пулин, пӗтӗм чӗререн ӗҫре телей сунатӑп, — аллине тӑсрӗ каччӑ. — Инспекципе комсомол хушшинче тачӑ ҫыхӑну пуласса шанатӑп. Райкомола кӗрсе калаҫмалли ыйтусем пур-ха. Мӗнле калас, аванах та мар, личнӑй ыйту пур. Паллах, халӗ каламастӑп, унашкаллине уй варринче калаҫмаҫҫӗ. Ерҫсессӗн, кӗретӗп ак. Атту Завьялов, трагикпа пӗрех вӑл, унпа чӗререн калаҫма ҫук.

Ҫул ҫинче сӑмах ӑнмарӗ, Салука тӳпинче ҫеҫ хӗр чарӑнса тӑма ыйтрӗ.

Лена куҫӗ умне Ӑвӑслӑх айлӑмӗ тухрӗ. Катаран шӑрпӑк коробки пек кӑна курӑнакан тракторсем шӑваҫҫӗ. Карталлӑ уй вӑрманӗ патӗнчи хир сип-симӗс калчапа витӗннӗ.

Лена самантлӑха куҫне хупрӗ те ҫавӑнти пӗр трактор ҫинче ларса пыракан Павела ас илме тӑрӑшрӗ. Анчах вӑл мӗнле ӗҫленине, мӗн тунине ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ. Самантлӑха каччӑн хура та пысӑк куҫӗ кӑна ун ҫине ҫунтарса ярасла пӑхнӑн туйӑнчӗҫ.

— Мана эсир ҫав тракторсем патне леҫеймӗр-ши? Комсомол организаци секретарӗ Баранов ҫавӑнта пулма кирлӗ, — хӗрелсе кайрӗ хӗр.

— Хаваспах, — хуравларӗ Мирон. — Тен, унта кӑштах бензин та тупма пулӗ…

…Павел, карттӑ кӑларса, ҫӗрсе кайнӑ клеверӗн лаптӑкне виҫме пикенчӗ. Чарусӑр ҫил ӗҫлеме чӑрмантарасшӑн пулнӑ пекех сумкинчен кӑларакан хутсене тӑрмаларӗ. Виҫсе пӗтерме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, ют мотор сассипе пуҫне ҫӗклерӗ. Ун ҫинеллех чылай пысӑк хӑвӑртлӑхпа мотоциклет килет, рулӗ умӗнче лараканни ҫилпе тусанран сыхланмалли куҫлӑх тӑхӑннӑ пулин те, Павел ӑна тӳрех палласа илчӗ: Мирон.

Мотоцикл чарӑнчӗ, сапка ҫинче курпунланса тӑракан брезент ваштах уҫӑлчӗ. Унтан самантранах яштак пӳллӗ хӗр сиксе тухрӗ, ҫӗре аннӑ-анманах янӑравлӑ кулли шӑнкрав пек янӑрарӗ.

— Шофер та вара! Тусантан тармалӑх хӑвалаймасть, — кӑвак кофтине хывса, ларнӑ тусана силлерӗ хӗр. Ҫав вӑхӑтра майне чӗркенӗ шап-шурӑ кашнене ҫил ҫулса тытрӗ, сисеймерӗ те, вӗҫтерсе ячӗ. Вӑл лӗпӗш пек вӗлтӗртеткелесе илсе, ҫӗре ҫапӑнчӗ, унтан каллех, сывлӑш хумӗпе ҫӳлелле ҫӗкленсе, Павел ури ҫывӑхӗнчи кӑвак эрӗм утинчен пырса ҫакланчӗ. Каччӑ кашнене васкамасӑр, хуратасран хӑраса, икӗ пурнипе тытрӗ. Хӗр, сиссе илсенех, кашне хыҫҫӑн ыткӑнчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, Павел умне чупса ҫитрӗ. Иккӗшӗ те пӗр-пӗрне пӑхса кулса ячӗҫ, иккӗшӗ те сывлӑх сунма манса кайсах пӗр-пӗрне тинкерчӗҫ.

— Каҫарӑр, хуратрӑм пулас, — вӑтаннӑ пекрех персе ячӗ каччӑ.

— Темех мар, — тавӑрчӗ хӗр кашнене илсе.

Павел кашне ҫинче хӑйӗн пӳрнин йӗрӗсене асӑрхарӗ, питех те пысӑк айӑпа кӗнӗн аван марланса кайрӗ. Темӗнле таса та ҫутӑ япалана ытла та сарӑмсӑр хуратса тӑкнӑн туйӑнчӗ ӑна.

— Кӑна сире эп хам ҫуса парӑп, — нимӗн шӳтлемесӗр сӑмах хушрӗ Павел.

— Халь Ҫавал тӑрӑлнӑ, кашне мар, тем те ҫумалла, — тавӑрчӗ хӗр.

— Здрасте — сасартӑк вӗсем патне пырса тӑчӗ Мирон, анчах алӑ памарӗ. Темӗнле хаклӑ япалана алран туртса илнӗнех туйӑнчӗ Павела. Вӑл Мирон пурри ҫинчен те манса кайнӑччӗ ӗнтӗ, ҫак айлӑм тӳпемӗнче вӗсем Ленӑпа иккӗшӗ кӑна хире-хирӗҫ пӑхса тӑнӑн туйӑнатчӗ.

— Ну, здравствуйте, — тавӑрчӗ Павел, хӑйне чӑрмантарнине пытарма тӑрӑшса.

— Эсир ҫаплах акса пӗтереймен-ҫке. Района сводкӑ панӑ. Эпир — республикӑна. Ку мӗн? Очковтирательствӑ-и? — пачах кулмасӑр ыйтрӗ вӑл. — Халь акма та кая юлнӑ.

— Мӗнле очковтирательствӑ? Курмастӑн-им, уҫман ҫереме уҫатпӑр. Планран ирттерсе акнишӗн кам ятлать. Акма та кая юлман. Ваттисем Микулнӑ, ҫитиччен акма юрать, теҫҫӗ. Вӑл вырсарникун пулать. Тата виҫӗ кун-ха.

— Эс карчӑксен сӑмахӗ тӑрӑх ан анраш. Илтетӗр-и, Елена Егоровна, вӑл тӗн уявӗсене те пӗлет. Тахҫанах ӑна комсомол пухӑвӗнче сӳтсе явмалла, — кӑмӑлсӑрланчӗ агроном.

Павел ун ҫине куларах пӑхрӗ. Лена ӑна пӗрремӗш хут курать пулас, ҫавӑнпа вӑл Мирон калаҫнине тӗлӗнсе итлерӗ, хӑйне мӗнле тыткаламалли пирки шухӑшларӗ.

Мирон никам та чӗнменнине кура ун-кун пӑхкаларӗ, вара пуҫне ҫӗре чикрӗ. «Пысӑк шухӑшсем ӑнсӑртран килеҫҫӗ», тенешкел, вӑл та тупсӑмне ҫаклатрӗ.

— Тӑхта, тӑхта. Ак ку вӗт клевер, — ҫӗре пӗшкӗнчӗ Мирон.

Шуранкӑрах ҫаврака пичӗ хӗрелсе кайрӗ, пиншакӗ айӗнчен тухса кайнӑ вӑрӑм галстукӗ ҫӗрелле ӗне хӳри пек тӑсӑлса анчӗ.

— Ӑнлантӑм, — тӳрленсе тӑчӗ вӑл. — Вильямс системине критиклекенсем хыҫҫӑн кайнӑ. Пусӑ ҫаврӑнӑшне пӑсма кам ирӗк панӑ сире? Райком-и, инспекци-и? Прыгунов ӑҫта? Да, эп ӑна паянах райком бюровне чӗнтеретӗп. Унта часах юсаса яраҫҫӗ, — хӗремесленчӗ Мирон.

— Трофим Матвеевичӑй кунта айӑп ҫук. Эп хушрӑм пӑсма, — тавӑрчӗ Павел.

— Кам эс? Эс кам?

— Ыйтмасӑрах пӗлме кирлӗ. Колхозник эп. Ҫӗр хуҫи. Эс ху кам? — лӑпкӑн хуравларӗ Павел. — Мана эс ан кашкӑр: эп сан ачу мар.

Лена кулса ячӗ. Анчах Мирон комсомол райкомӗн секретарӗ умӗнче хӑйӗн ятне яма шутламарӗ. Павел унран хӑрамасӑрах ответлени ӑна ҫиллентерсе ячӗ.

— Эс бригадир. Чар сухалама! Пӗл эс хӑв кама пӑхӑннине! Эс ман подчиненинче, — сурчӑкне сирпӗтсех хирӗлме пикенчӗ Мирон.

— Ятлаҫиччен эс аяларах анса пӑх. Унта клевер йӑлтах ҫӗрсе кайнӑ. Уру айӗнчине ан пӑх эс, — лӑпкӑн тавӑрчӗ Павел.

Тракторсем ҫаврӑнса ҫитрӗҫ. Мала ӳкнӗ Элекҫи каллех анаталла кайма хатӗрленчӗ. Тӑпах тӑракан Мирон сасартӑк трактор патнелле ыткӑнчӗ, машинӑпа юнашар утса мотора чарма хушрӗ. Тракторист ӑна те асӑрхамасӑр, те юри ӑсӑрхасах тӑратасшӑн пулмарӗ. Вара хӑна трактор умне чупса кайса тӑчӗ, аллипе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана чарӑнма хушрӗ.

— Каҫарӑр, Лена, — терӗ Павел, хӗр ҫине ӑшшӑн пӑхса. — Кунта вӗреннӗ ҫынсен дуэлӗ пырать. Сире эп кӑштах пӑрахса хӑварам.

Павел та васкасах тӳпемрен айлӑмалла анчӗ.

— Сухалама пӑрах! Юрамасть! Инспекци ячӗпе калатӑп! — янрарӗ Мирон.

Павел тракториста ал сулса малалла кайма хушрӗ.

Элекҫи вӑл кӑшкӑрнине лӑпкӑн итлесе каллех кабинӑна кӗрсе ларчӗ. Мирон мотора чарасса, Павел — тапратасса кӗтрӗҫ.

Тракторист агронома «сыв пул» тенӗн пӗчӗк ача евӗрлех темиҫе хутчен аллипе сулчӗ, унтан трактора вырӑнтан хускатрӗ. Мирон хӑйне итлеменнине туйса илчӗ. Ҫук, парӑнма шутламарӗ вӑл, каллех трактор умне чупса кайса тӑчӗ. Элекҫи татах кула-кула малалла кайрӗ. Агрономӑн чунӗ шикленчӗ пулас, пӑрӑнчӗ, маларах чупса кайса тӑсӑлса выртрӗ.

Мотор чарӑнчӗ. Гусеницӑ ҫине кабинӑран Элекҫи тухса тӑчӗ.

— Эй, ыр ҫын! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Тӑр! Атту гусеницӑна лапчӑтатӑн. Тӑр, ан ухмахланса вырт.

Мирон сиксе тӑчӗ, Элекҫи патне чупса пырса тӑвӑлса ҫитнӗ сассипе хӑйӑлтатрӗ:

— Эс, айван, эп каланине те итлеместӗн-и? Мӗншӗн лайӑх клеверах пӑсан? Чарӑн, тетӗп сана, эс малалла каян!

— Клеверӗ ӑҫта? — сиксе анса хулӗнчен ҫулса илчӗ ӑна тракторист. — Ну, ӑҫта? Парам эп сана айван! — аллине ҫӗкленҫи пулчӗ тракторист.

Мирон карт! туртӑнса вӗҫерӗнчӗ те ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ, куҫлӑхне кӑларса тӑхӑнчӗ, темӗн шырама тытӑнчӗ.

Ытти тракторсем те ҫитсе чарӑнчӗҫ, трактористсем сике-сике анчӗҫ. Халь Павел та вӗсем патне ҫывхарчӗ. Пурте Мирон ҫине кӑсӑкланса та кулса пӑхаҫҫӗ. Тӑрса юлнӑ Лена та ҫитрӗ.

— Мирон Семенович! Эс чӗкеҫ курӑкне клевертан уйӑрса илейми пулнӑ-мӗн, — йӗкӗлтерӗ ӑна Гришка.

— Клеверне шырама микроскоп илсе кил, — ахӑлтатрӗ Якур Типушкин.

Лешӗ шарламасть. Туять вӑл хӑй ырӑ мар хӑтланнине, анчах пурин куҫӗ умӗнчех йӑнашне юсас килмест. Хӑй йӑлтах хӗремесленсе кайнӑ, куҫлӑхне пӗр хывать, пӗр тӑхӑнать. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитермелле, ҫавӑнпа кӗпӗрленсе пынӑ трактористсем патне пычӗ.

— Кунта ҫуккӑ тейӗпӗр, вӑн, лери ҫӗрмен, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ вӑл.

— Мирон Семенович, — пуҫларӗ Павел. — Нивушлӗ эс колхозра ухмӑхсем ӗҫлеҫҫӗ тетен? Эпир пӗрре касиччен ҫиччӗ виҫсе пӑхнӑ. Ху пысак пуҫлӑх пулнине кӑтартас тетӗн пулсан, эс ӑслӑ шухӑш сӗнетӗн пулсан, сана эпир кӑшкӑрмасӑр та итлетпӗр. Ма халь ӗҫе тулӑксӑр чарса тӑратрӑн?

— Кадышев, эс айӑплӑ. Малтан мана тӗрӗс информировать тумарӑн, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ вӑл, куҫлӑхне тӑхӑнса. — Ӗлӗкхинех манаймастӑн, тавӑратӑн халь.

— Эх, анкӑ-минкӗ иккен эс, Мирон, — хаш сывласа ячӗ Павел. — По машинам! Ҫитет ӗҫсӗр тӑрса! — шӳтлерех кӑшкӑрчӗ те вӑл трактористсене, Лена еннелле ҫаврӑнчӗ. — Комеди пӗтрӗ, эсир хирӗҫ мар пулсан, яла ҫуран каяр мар-и?

— Мотоцикл урӑх тупӑнас ҫук ӗнтӗ, — куларах хуравларӗ Лена.

Мирон сӑмах чӗнмесӗрех тӑрса юлчӗ, хутлатмалли метр кӑларса, сухалакан ҫӗре виҫсе пӑхрӗ, мотоциклӗ ҫине ларса айлӑмалла анса кайрӗ. Вӑл лайӑх клевера пӑсаҫҫӗ тесе шутларӗ пулас.

Павелпа Лена пӗр хушӑ сӑмах хушмасӑр утрӗҫ.

— Ҫитес шӑматкун комсомол туйӗ тӑватпӑр, — терӗ хӗр, шурӑ кашнине юсаса.

— Мӗнле туй тата? Кам авланать? — пӗлмене печӗ Павел.

— Парторг пӗлмесен намӑс. Санька Аннана илет.

— Савни савнине илет те, савманнине кам пырать, — шӳтлесе юрласа ячӗ Павел. — Алли ҫӑмӑл пултӑр. Пирӗн хусахсен союзӗ арканать. Ваттисенчен ялта эп те, Володьӑпа Петӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр.

— Сире те авлантаратпӑр, — кулчӗ хӗр. — Володьӑпа Петӗрӗнне комсомолла туй, сирӗнне коммунистла туй тӑватпӑр.

— Мӗнлескер вӑл коммунистла туй? — кӑсӑкланчӗ Павел.

— Ӑна вара хам та пӗлместӗп.

— Пӗлмесӗрех каламӑр. Халь темӗнле ҫӗнӗ йӑла та йӗркене кӗрет. Хам авланас пулсан, туй туса авланас ҫук. Мӗншӗн телейпе ҫын умӗнче мухтанас? Каламалла тӳрех: савнӑ тусӑм, эс манӑн мӑшӑр пулма хирӗҫ мар-тӑк, ҫав самантран манран ан уйрӑл. Эп ӑҫта каятӑп, эс те ҫавӑнта пыр. Эп ЗАГС та йӗркешӗн тунӑ учреждени ҫеҫ тетӗп. Тырри пулсан, виҫи нумай, теҫҫӗ. Юрату пулсан, пурте пур, пулмасан законпа та тытса тӑраймастан. Коммунистлӑ туй тенӗрен, Коммунизм вӑхӑтӗнче ЗАГС пулмасть, анчах мӑшӑрсем паспорт ҫине штамп лартмасӑрах обществӑ умӗнче вунӑ хут ответлӑрах пулӗҫ. Эпир халь тепре чухне ятлаҫса-хирӗҫсе пурӑнакан мӑшӑрсене сӑмах чӗнейместпӗр. Икӗ аякки-тӑвайкки. Ун чухне кашни ҫын шӑпи сана хумхантарӗ, — вӗҫлерӗ Павел.

— Эс коммунизм теоретикӗ иккен, — кулса ячӗ хӗр. — Анчах йӑнӑш ҫулпа ан кай. Мӑшӑрланнӑ ҫынна паракан свидетельствӑ ун чухне те пулӗ. Ман шутпа, уйрӑласси ҫинчен хаҫатсене ҫапакан пӗлтерӳсене пӗтермелле. Ҫын мӑшӑрланни ҫинчен нимӗнле хаҫат та шарламасть, уйрӑласси ҫинчен райхаҫатран пуҫласа республикӑ хаҫачӗсем таранах пичетлеҫҫӗ. Вуласан хӑраса каятӑн: эй, ҫынсем, ҫав териех ҫураҫаймастӑр-ши эсир? Халь мӑшӑрланнинчен ытларах уйрӑлни курӑнать. Эпир комсомолла туй туса, паянхи ҫамрӑк пӗрлешнине кӑтартасшӑн. Райхаҫатран корреспондент килет. Анчах, эс каланӑ пек, телее ҫынран пытарма кирлӗ мар, — хирӗҫлерӗ Лена, «эс» ҫине куҫса.

Калаҫни ун вырӑнлӑ, хусканӑвӗсем чипер йӑрӑ та кӑвак куҫӗсем паян шухӑшлӑрах, куҫ шӑрҫинчи кантӑр вӑрринчен пӗчӗк пӗрчӗсем кӑна темӗнле ҫут ахах кӗртсе хунӑ пек ялтӑртатаҫҫӗ. Унпа калаҫнӑҫем, унпа паллашнӑҫем ҫав куҫсенчи ҫутӑ вӗресе тӑракан яшлӑх хӑвачӗ ҫынна ыр сунакан кӑмӑлран килнине ӑнланатӑн.

— Санькӑна халь комсомолла туй туса парасшӑн. Ху ӑна пула Ҫавалкасра ӗҫлерӗн, — терӗ Павел.

— Вӑл килме пулӑшрӗ. Эп ӑна тав тӑватӑп кӑна. Мана вӑл пурнӑҫа пӗлме вӗрентрӗ. Ялта ӗҫлени халь комсомол ӗҫӗнче пулӑшать.

Мирон вӗсене мотоциклпа хӳса ҫитсе иртсе кайрӗ. Урапа айӗнчен ҫӗкленекен тусан Павелпа Ленӑна пӗр хушӑ хупласа илчӗ.

— Хӑй те тусанпа пӗрех. Пӗрре килсе хуратса хӑварать те ҫухалать. Шӑрши те юлмасть, — терӗ Павел.

Лена кам ҫинчен калаҫу пынине ӑнланчӗ, вӑл та ҫапла хушса хучӗ:

— Кулӑшла этем. Тем ҫитмест унӑн хӑтланӑвӗнче.

— Ӑс-тӑн, — тавӑрчӗ Павел.

Хӗре ӑсатасси пулмарӗ. Пӗр тракторӗ чарӑнса ларнӑ-мӗн. Павела кӑшкӑрса илсех чарчӗҫ. Шӑпланчӗ тавра. Каччӑпа хӗр каҫхине клубра тӗл пулма килӗшсе уйрӑлӗҫ. Павел трактор патне кайрӗ.

Таврӑнасса вӑл хӗвел анас чухне тин таврӑнчӗ.

Чӳречесем умӗнчи пахчасене лартнӑ сиреньсенчен, шап-шурӑ ҫӗмӗртсенчен таврана ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ. Ӑна ялта ҫеҫ мар, униче патне ҫитнӗ чухнех туятӑн. Ҫутҫанталӑк хӑйӗн чи капӑр илемне пытармасӑр, ҫынсем пӗлмелле, ҫынсем курмалла, ӑнланмалла уҫса панӑн туйӑнать.

— Телее ҫынран пытарма кирлӗ мар, — Лена сӑмахӗсене аса илчӗ Павел.

Халь ҫеҫ йӳҫсе ҫитнӗ, хӑмлине сӗрме вӑхӑт ҫывхаракан сӑра пек уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывлать Павел. Чӑнах та сӑра евӗрлех-мӗн: юна хускатать, тӑна ҫивӗчлетет, шухӑша улӑштарать.

Ҫуркунне малтанах ӑшшипе савӑнтармарӗ. Халь ӗнтӗ ҫуллахи евӗрлех шӑрӑх. Чечекӗсене ҫурса яраймасӑр тунсӑхланӑ йывӑҫсем туй тӑваҫҫӗ: кашни ҫеҫке, кашни ҫулҫӑ савӑннӑн туйӑнать. Ҫӗр сӗткенне пухса ҫамрӑкланнӑ ҫӗмӗртсемпе чиесем, улмуҫҫипе сиреньсем ачипе юнашар выртса ҫывӑрнӑ телейлӗ амӑшне аса илтереҫҫӗ.

Пӳрте кӗнӗ Павел хӑй чӗринче сасартӑк тунсӑх капланнине туйрӗ. Мӗнтен ҫуралчӗ вӑл? Хӑлхара мотор шавӗ янрама пӑрахнӑран-и? Этем умӗнче тӗллев пулсан, ӑна пурнӑҫлассишӗн ҫуннӑ чух вӑхӑт иртни те сисӗнмест, чӗре тунсӑх мӗнне пӗлмест. Кӑшт кӑна канӑҫ ҫеҫ пултӑр, ирӗклӗ пушӑ вӑхӑт ҫеҫ тупӑнтӑр, шухӑш, тунсӑх сырса илет. Чӑнах та, телей тени, чи пысӑк телей ӗҫре кӑна. Павела паян ӗҫлеттерме пӑрӑхсан, вӑл хӑйне обществӑран уйӑрнӑ пекех туймалла. Тен, уявлӑха хӑнӑхман чӗре ҫеҫ ҫавнашкал канӑҫсӑр?

Ыран Авӑслӑх уйӗнче ака-суха пӗтет. Вӑрман пунктӗнчен ҫуртсем куҫармалла, витесем, мастерской тумалла, электричествӑ кӗртме юпасем касса тутармаллӑ, фермӑри ӗҫсене механизацилеме тытӑнмалла. Пӗрлешӳллӗ пуху пулманни икӗ уйӑх. Шарламасть ун пирки Прыгунов. Ӑна аса илтермелле. Халӑха ӑнлӑнтармасӑр мӗн тӑвӑн?

Агитаторсен отчечӗсем тӑрӑх, кӑҫал халӑх нихӑҫанхинчен те лайӑх, нихӑҫанхинчен те хастартарах ӗҫлет иккен. Ҫынсем вӑрманпромхозран колхоза таврӑнчӗҫ, пӑчкӑ вырӑнне пуртӑ е сенӗк тытрӗҫ. Ҫав халӑх ҫӗкленӗвне халь пӗр самант та чакармалла мар…

Павел васкасах ҫӑвӑнчӗ, сухалне хырса, питне хӗп-хӗрлӗ пуличчен одеколонпа сӑтӑрчӗ. Шап-шурӑ кӗпе тӑхӑнса ҫухине пиншак ҫухави ҫинчен кӑларса ячӗ.

Пӗлет вӑл: ӑна Марье кӗтет. Самантлӑха Павел унӑн илӗртӳллӗ куҫӗсене курать, шап-шурӑ та тикӗс шӑлӗсем йӑлтӑртатса кулаҫҫӗ. Ҫухалать Марье куҫран. Вӑл Ленӑпа улшӑнать.

Павел килӗнчен тухса клубалла утать.