29500.fb2
Кадышев правленирен тухса хире кайма хатӗрленнӗччӗ кӑна, ӑна телефон патне чӗнни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӑл трубкӑна пырса тытрӗ. Райком секретарӗн сассине тӳрех палласа илчӗ.
— Кахал йытта вил мулкач, теҫҫӗ. Телее пула, тӳрех сире тупрӑм, — янрарӗ хӑлхара Василий Иванович сасси ҫывӑхра калаҫнӑ пекех. — Мӗн эсир унта тӳрем ҫӗрех кӗпер хыватӑр?
— Мӗнле кӗпер? — ӑнланмарӗ Павел.
— Лайӑх клевер уйнех пӑсатӑр, теҫҫӗ. Мирон Семенович паян ятарласах килсе пӗлтерчӗ. Ҫапла хаҫатсем ҫыраҫҫӗ. Анчах эпир выльӑх-чӗрлӗх валли утӑсӑр тӑрса юлма пултаратпӑр. Васкама кирлӗ мар. Пирӗн улӑх-ҫарансем сахал, ҫавӑнпа клеверпа люцернӑнах пуҫ ҫапма тивет. «Сельская жизнь» Мускав облаҫне критиклет, пире мар.
Павел райком секретарьне йӗркипех хӑй шухӑшӗсене каласа пачӗ.
— Курӑкӗ пӗтнӗ пулсан, тӗрӗс тунӑ. Атту пирӗн хӑшӗ-пӗрисем лайӑх курӑксенех аркатма тытӑнчӗҫ. Паян ятарласа бюро пухрӑмӑр, ыран е виҫмине решени ярса паратпӑр. Тӗплӗн паллашӑр. Да, сирӗн плуг мӗн пачӗ унта? Эп сирӗн ҫинчен обком секретарьне каласа патӑм, ҫав тери интересленчӗ. Вырсарникун ятарласах килме пулчӗ.
— Канмалли кун-и? — тӗлӗнчӗ Павел.
— Унӑн вӑхӑт ҫукрах. Районта ытларах пуласшӑн. Павел Василий Ивановича малтан сухаласа акнӑ ҫирӗм гектар ҫинчи тулӑ питех те паха шӑтни, каярах юлса сухаланӑ вӑтӑр гектарӗ те шанӑҫ пани ҫинчен пӗлтерчӗ, хӑй хумханнине пытараймасӑр, васкаса, сӑмахсене пӑт-пат перкелесе калаҫрӗ.
— Парти ӗҫне те аван тытӑнтӑр. Анчах Ҫавалкасра пӗр пысӑк ҫитменлӗх пур: пирӗн йыш ӳсмест. Виссарион Маркович икӗ ҫул хушшинче пӗр ҫынна та илеймерӗ.
— Ҫыннисем пур, Василий Иванович. Икӗ колхозник заявлени пачӗ, Баранова хатӗрлетӗп, анчах выговор пирки тытӑнса тӑрать.
— Выговорӗ вӑл тарама-ха. Баранов партире пулма тивӗҫ каччӑ…
Райком секретарӗ шухӑшне пӗтереймерӗ, ӑна Шупашкар линийӗ чӗнсе илчӗ.
Павел, телефон трубкине хурса, урама тухрӗ. Марье ӑна кӑнтӑрла иртсен хирте тупрӗ. Улшӑннӑ вӑл пӗр талӑкра, нумай улшӑннӑ. Пит ҫӑмартисем туртӑннӑ, куҫӗ айӗнче ҫӗнӗ йӗр ҫуралнӑ, пӗтӗм куҫ таврашне кӑшт палӑракан кӑвак ункӑ сырса илнӗ. Пӗчӗк те кӑвак тути ҫилпе тата хӗвелпе кушӑрканӑ.
— Акӑ эпир ют та, — терӗ вӑл машинӑ ҫинчен аннӑ-анманах. — Сана паян ҫывӑрмасӑрах кӗтрӗм, — хаш сывларӗ вӑл. — Эп пачах та йӑнӑшман: сивлек те чунсӑр этем эс.
— Эп хам кӑмӑла ҫӗнтеретӗп, — тавӑрчӗ Павел. Ҫук, апла каласшӑн марччӗ вӑл урӑхларах каласшӑнччӗ. Ленӑпа паллашнине те пӗлтересшӗнччӗ.
— Кур-ха, тупӑннӑ пӑхаттир: кӑмӑлне ҫӗнтересшӗн, — кулнӑ пек турӗ Марье. Унтан тутине ҫырта-ҫырта пӗр хушӑ шӑпӑртах тӑчӗ.
— Чунсӑр эс, ҫапах манаймӑстӑп. Ав, куратан-и, Ҫавал леш енче ҫӗмӗртлӗх шап-шурӑ. Миҫе каҫ ҫывӑрса каяймасӑр ӗмӗтленнӗ эп ҫавӑнта санпа ларма. Тӑсӑлса выртӑттӑм та йывӑҫ айне, пуҫӑма сан чӗрҫӳ, ҫине хӳрса ҫур сехет сӑмах хушмасӑр сана куҫран пӑхнӑ пулӑттӑм.
Марье пӗр хушӑ шӑпланчӗ, унтан каллех шухӑшне малалла тӑсрӗ:
— Пӗлмен эп юрату мӗнне. Курман. Телей те, курман сансӑр пуҫне, юрату та… — пӑшӑлтатрӗ вӑл.
Марье сӑмахӗсем Павела вӗрилентерсе пӑрахрӗҫ, унӑн ӑна ӑшӑ та ҫепӗҫ сӑмахсем калас килчӗ, анчах ҫемҫелӗхӗ вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулчӗ, вӑл йӑлтах урӑхла хуравларӗ:
— Иксӗмӗр хушӑра чӗре мар, ӑс-тӑн пулмалла.
— Кивӗ юрӑ, — тӳрех татса хучӗ Марье. — Лар, халь те пулин ҫӗмӗртлӗхе ҫитсе курар. Темиҫе минутлӑха кӑна.
Павел пӗр хушӑ иккӗленсе тӑчӗ, унӑн каясси те килчӗ, анчах хӑйне вӑл ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнӑшӑн ятларӗ, куҫне тартса ҫапла хуравларӗ:
— Вӑхӑт ҫук, Марье. Трактористсене ӗҫ кунӗ ҫырса памалла, килте те ӗҫсем мӑй таранах. Ҫынсем ҫӗр улма лартса пӗтерчӗҫ, манӑн вӑрлӑхӗ те ҫук. Ҫынсем ҫӗре хуратрӗҫ, манӑн та хуратмалла пуль.
— Хӑть кӗҫӗр юлашки хут пыр. Ыран-виҫминех Трофим таврӑнать. Эх, Павел, — ҫывхарчӗ вӑл каччӑ патнех, тунсӑхлӑ куҫӗсем ӗлӗкхиллех илӗртсе пӑхрӗҫ. — Эп сана ҫакӑнтах чуп тума хатӗр.
— Тупрӑн вырӑн. Кунта уй та курать, вӑрман та илтет.
— Маншӑн пур пӗрех, — темӗнле ютшӑннӑрах сасӑпа кулса ячӗ Марье. — Эс манашкал тунсӑхласа пӑх, вара пасарта чуп тума та хатӗр пулӑттӑн. Апла кӗҫӗр пыратӑн…
— Шантармастӑп, Марье.
Хӗрарӑм чӗнмерӗ. Ваштах ҫаврӑнса мотоциклӗ патне пычӗ. Мотор кӗрлесе кайрӗ. Марье каллех анса Павел патне пычӗ.
— Лар, ерҫӳсӗрскер. Килне илсе ҫитерӗп. Маншӑн сана курни те ҫителӗклӗ.
— Илсе каякан пур чухне мӗншӗн кутӑнлашас? — килешрӗ Павел.
— Пилӗкрен тыт, ӳксе юлӑн, — типпӗн кулса илчӗ Мӑрье.
Каччӑ самантлӑха унӑн куҫне асӑрхарӗ. Темӗнле ӑссӑрлӑхпа чунсӑрлӑх вучӗ ялкӑшнӑн туйӑнчӗ унта ӑна.
Клевер пуссинчен тухакан сукмак Ҫавалкас уничи патне анакан ҫулпа пӗрлешрӗ. Вырӑнӗ кунта айлӑмалла, тикӗс, ҫӗрӗ хытнӑ, ҫавӑнпа ҫул асфальтланӑ пекех.
Марье мотоциклне Май килне таран хытӑ хаваларӗ. Павел унӑн хул пуҫҫийӗ урлӑ спидометр стрелки ҫине пӑхса пычӗ: аллӑ, ҫитмӗл, тахӑр вуннӑ, ҫӗр… Сехетре ҫӗр ҫухрӑм каякан хӑвӑртлӑх. Мотоцикл мар, вӗсене хирӗҫ ҫӗр ҫиҫӗмле хавӑртлӑхпа шӑвать тейӗн, Ҫавалкас пӳрчӗсем вӗсенӗ хирӗҫ вӗҫеҫҫӗ. Хӑлхара ҫил шӑхӑрать. Какӑр умӗнче вӗлкӗшсе пыракан Марье тутӑр вӗҫӗ качча мӑйӗ ҫӳмне ҫыпаҫса тӑпланчӗ. Ҫиветрен тухсӑ кайнӑ темиҫе ҫӳҫ пӗрчи кӑна хӑвӑртлӑха пӑхӑнмасӑр е Павел мӑйне, е янахне кӑтӑклаҫҫӗ. Ҫав ҫӳҫсенчен халь ҫеҫ сунӑ сӗт шӑршипе хутӑш ҫӗмӗрт чечекӗсен шӑрши кӗнӗн туйӑнчӗ йӗкӗте.
Униче патне ҫитесси те инҫе мар, анчах Марье хӑвӑртлӑха татах ӳстерет. Темӗнле сисӗм ҫуралчӗ пуҫра. Каччӑ хӗрарӑма пилӗкрен ыталаса хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ, сылтӑм урипе тормоз рычагне шыраса тупрӗ. Тормоз чӗриклетрӗ, кайри урапа хытӑ тытса лартнипе машинӑ унталла-кунталла сулӑнса тӳрленчӗ. Марье те сисеймесӗрех газ ручкинчен алне вӗҫертрӗ пулас! Машинӑн малти урапи униче хапхине пырса тӗкӗнчӗ. Ҫаклатнӑ кантра татӑлнипе хапха уҫӑлса каясшӑн икӗ-виҫӗ хут сиксе илчӗ.
Каччӑ ҫӗре сиксе анчӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне пуҫласа курнӑ пек тинкерсе пӑхрӗҫ.
Марьен пичӗ шурса кайнӑ, ҫил каснипе-ши е чӑнласах куҫҫулӗ шӑпӑртатать, Тутине хӑй ҫиллессӗн ҫыртса лартнӑ.
— Телейлӗ эс, — терӗ вӑл хуллен кӑна. — Каҫар усал шухӑшшӑн.
— Ох, Марье, — тӗлӗнчӗ каччӑ. — Эс вӑйлӑ та, вӑйсӑр та.
— Уҫ! Мӗн курман пек пӑхса тӑратӑн! — тавӑрчӗ вӑл хирӗҫ.
Павел хапхана уҫрӗ. Каллех мотор кӗрлесе кайрӗ.
«Вӑт характер, — шухӑшларӗ каччӑ. — Нивушлӗ ҫав териех вӑйлӑ юрату? Вӗлерме, паллах, вӗлерейместчӗ ӗнтӗ, сиксе юлнӑ пулӑттӑм, анчах хӑй пӗтетчӗ. Ытла та ӑссӑрскер. Тен, эп ӑна ахалех кӳрентертӗм?»
Пӑтранчӑк кӑмӑлпа кӗчӗ Павел килне.
— Тӳрӗ калакан тӑванне юрайман, тайма пуҫа хӗҫ витмен, — тетчӗ пирӗн атте. Манӑн тӳрех каламалла пулать, унсӑрӑн чӑтма ҫук, — пӑхса ҫаврӑнчӗ Трофим Матвеевич ларӑва пухӑннисем ҫине.
Хӑй вӑл сӗтел умӗнче тӑрать, урине яланхи пек пукан урлашки ҫине пуснӑ. Шалта ларакан куҫӗсенче тарӑху палӑрать, пӳрнисем ӗҫке ернӗ ҫынӑнни пек сиксе чӗтреҫҫӗ. Вӑл вӗсене пытарма тӑрӑшать. Чышкине чӑмӑрта-чӑмӑрта сӗтел хӗррине пусать.
Тӑрӑхла сӗтел тавра Хапӑс Петӗрӗ, Санька, тимӗрҫӗ Петӗр, Федор Васильевич тата ытти правлени членӗсем параҫҫӗ. Кладовщик карттусне сӗтел ҫине хывса хунӑ. Тураман сайра ҫӳҫе сапаланса куҫӗ ҫине усӑнса аннӑ. Вӑл, сӗтел умнех пӗкӗрӗлсе ларнӑскер, ҫамка айӗн Трофим Матвеевича хуҫа ҫӑкӑр татӑкӗ пӑрахса парасса кӗтекен йытӑ пек сӑнать. Унпа юнашарах тимӗрҫӗ Петӗр. Унӑн кӑмрӑк пек хура куҫӗсенче шухӑшлӑх, иккеленӳ. Вӑл час-часах сӗтел пуҫӗнче ларакан Павел ҫине пӑха-пӑха илет, ӑна чӗререн хӗрхеннӗн туйӑнать.
Санька вырӑн тупаймасть. Тепӗр сехетрен туй пуҫланмалла, клуба халӑх пухӑннӑ, ял Совет председателӗпе секретарь хӑпарнӑ, Анна та кӗҫех ҫитмелле. Вӑл хумханать: аллинчи хут татӑкне пӗрре сӗтел ҫине хурать, тепре каялла илет. Юлашкинчен ӑна аллипе чӑмӑртаса йӑвалать.
— Эс ман распоряжение мӗн тӑван, — Хапӑс Петӗрӗ ун аллинчен лӳчӗркенӗ хута илет.
Володя кая юлса тата шавлӑн такампа калаҫса пырса кӗчӗ. Пурне те илтӗнмелле хыттӑн сывлӑх сунчӗ.
— Мансӑрах лару пуҫлама сире кам ирӗк панӑ? — янратрӗ вӑл. Пукан илсе, чӳрече умне кайса ларчӗ. Колхоз председательне курсанах ӑнланчӗ: шӳт вырӑнсӑр, ларӑва ахаль пухман.
Колхоз председателӗ пӑснӑ клевер уйне кайса курнӑ, тенине илтрӗ Павел, Иккен, ӑна хӑй ирӗкӗпе страхланӑ пулнӑ, анчах Кадышев госстрах инспекторне чӗнсе илмен, ҫавӑнпа халь колхоз страховой укҫи аллӑ пинех илеймест.
Вӑл-ку йӗркене Павел чӑнласах пӗлмен, анчах халь кая юлнӑ-ши вара, ӗненмӗҫ-ши халь илсе килсе кӑтартсан та.
— Ҫинҫе ҫипренех ҫӑмха пулать. Хулленех ҫӗклетпӗр колхоза. Колхоз аталанӑвӗ кам мӗнле тӑрӑшнинчен килет. Акӑ эпӗ икӗ эрнере колхоза ҫӗр аллӑ пин услам туса патӑм. Ытти председательсем хӗҫ тимер шыраҫҫӗ, районти пуҫлӑхсене тархаслаҫҫӗ. Эп унсӑрах тупатӑп. Тепӗр эрнерен тӑватӑ контейнер хӗҫ тимӗр персе ҫитет. Эп пӗччен, ӑнланатӑр-и, пӗччен! — кӑшкӑрса ячӗ Трофим Матвеевич. — Сӗр те ҫывӑрмастӑп, кӗмен тӑкӑрлӑк хӑвармастӑп. Ӑна эсир пурте аван пӗлетӗр. Теприсем вара? Усӑ параҫҫӗ тетӗр-и? Сӑтӑр тӑваҫҫӗ. Ан тив, тӳре калакан никама та ан юратӑр. Ҫапах эп паян тӳрӗ каланипех те ҫырлахас ҫук. Тӑрса пуҫ тай халӑха, Кадышев юлташ. Сӑтӑрҫӑ эс, акӑ кам!
Кӑштах шухӑшласа тӑчӗ, каллех хӗрӳлӗн калаҫма пикенчӗ.
— Иртнӗ ларура ӑна шанса агронома лартрӑмӑр, трактор бригадин бригадирне суйларӑмӑр. Вӑл эп илекен ӗҫ укҫин тӑхӑр вунӑ процентне илет. Тепри пулсан, ман ура тупанне ҫуламалла. Вӑл сурчӗ. Ман ҫине сурчӗ, ак, сирӗн ҫине сурчӗ. Икӗ талӑкра колхозӑнне аллӑ пин тенкӗ ҫунтарса ячӗ. Ҫынни ӑслӑ пек, институт пӗтерет, страх инспектора чӗнме пӗлмест. Тепӗр тесен, пӑсма та кирлӗ пулман клевера, эпир унта выльӑхсем ҫӳрететтӗмӗрччӗ. Кадышев аллине тилхепе кӗчӗ те мӗн туса хучӗ? Анархи, мать честная! Паян райфона шӑнкӑравларӑм, райӗҫтӑвкома. Ма пирӗн представительсӗр пӑснӑ, теҫҫӗ. Камран шыраса илес халь аллӑ пин?
— Павӑлран! Атту пӗтерет вӑл колхоза! — кӑшкӑрать Хапӑс Петӗрӗ.
«Хуҫа хӑй вӑйсӑрланнине, тӗрӗс мар тунине сиссен, халӑх умне яланах тарҫине кӑларать», — шухӑшлать Павел, кладовщик ҫине пӑхса.
— Представитель пулман тесе, район ӗненмесӗр тӑрӗ-ши? — чӑтаймасть Володя. — Райкомпа ҫыхӑнас.
— Сансӑрах пӗлетӗп, Баранов. Колхоз сӑтӑрла ӗҫсемшӗн никама да каҫармасть. Эп Кадышева агрономран та, трактор бригадин бригадирӗнчен те хӑтарма ыйтатӑп. Кам ман сӗнӳпе килӗшет, ал ҫӗклӗр.
— Хӑйне сӑмах памасӑрах-и? — чӑтаймасть Володя.
— Тав ту, Кадышев, юрать укҫа шыраса илмест-пӗр, — аллине ҫӗклет председатель. Ун хыҫҫӑн — Хапӑс Петӗрӗ, икӗ Анаткас ҫынни аллисене ҫӗклерӗҫ. Тимӗрҫӗ Петӗрпе Федор Васильевич иккӗленчӗҫ пулас. Ларура паян фермӑ заведующийӗ Виктор Андреевич ҫук. Вӑл вӑрманта, ҫуртсем пӑснӑ ҫӗрте. Павела кӑларма тӑватӑ сас та ҫителӗклӗ. Анчах колхоз председательне ку ҫырлахтармасть.
— Эсӗ те, Петруш, сӑтӑрҫӑ майлӑ-и? — сассине хулленлетет председатель. — Эсӗ те ун урапипе супатӑн-и? Ун ҫуни ҫинӗ лартӑн та ун юррине юрлатӑн-и? Е саншӑн Кадышев туслӑхӗ колхоз интересӗнчен те пысӑк? — ун хыҫнех пырса тӑрать Трофим Матвеевич.
— Эп мӗн… Пӗлмес нимен те… Сӑтӑр туре пулсӑн… Ӗненмес эп Павел сӑтӑр турӗ тенине. Ачаран пӗрле ӳснӗ, — хумханарах калаҫрӗ тимӗрҫӗ.
— Ҫӗкле, ҫӗкле, Петӗр, — терӗ Павел ӑна куларах.
— Ху айӑпна йышӑнан пулсан… Эп мӗн… Ҫӗклеп, — ҫӗклерӗ вӑл аллине.
— Федор Васильевич сасӑлас ҫукки паллӑ. Эп ун вырӑнне ларнӑ. Мана тӑшман тесе шутлать, — хуллен шӑл витӗртерех сӑрхӑнтарчӗ Прыгунов. Вӑл Павел ҫине тинкерчӗ. Ларӑва пынӑранпа вӗсен куҫӗсем пӗрремӗш хут тӗл пулчӗҫ. Пӗрисем тарӑхупа ҫунчӗҫ, курайманлӑхпа тулса тӑкӑнчӗҫ, теприсем хӑйсен тӗрӗслӗхне туйса, ӑшри вӑя шанса, кӑшт куларах та лӑпкӑн пӑхрӗҫ. Шала кӗнӗ куҫсем вӗсенчен шикленнӗн аяккалла тарчӗҫ.
— Эп тӗрӗслӗхшӗн ҫеҫ сасӑлатӑп, — тавӑрчӗ Федор Васильевич.
— А эс? — Санька умне пычӗ бригадир.
— Эп правлени членӗ мар.
— Клеверӗ сан.
— Колхозӑн вӑл. Пӗтнӗ япалашӑн ларатӑр шавласа. Ӗмӗрте пӗрре авланатӑп та унта та канӑҫ памастӑр.
— Эп хирӗҫ! — кӑшкӑрать Володя. — Мӗншӗн Павела сӑмах та памастӑр?
— Сайька! Ӑҫта каятӑн? Тӑхта, ыйту пӗтмен, — чарать председатель бригадира. Володя сӑмахне вӑл илтмӗш пулать. — Ҫапла вара, пилӗк сасӑпа Кадышева ӗҫрен кӑлартӑмӑр. Ун вырӑнне эп бригадир пулма Баранов юлташа ҫирӗплетме сӗнетӗп. Каччи маттур, хастар, кукурузӑ ӑсти, комсорг. Пӗр сӑмахпа — тивӗҫлӗ ҫын.
Председатель шӑпӑрт ларма пӗлмен качча йӑлтах хӑй майлӑ ҫавӑрма шухӑшларӗ курӑнать, анчах пӗлмест-ха вӑл Володьӑна.
— Мана? Бригадира? Кукурузран уйӑрса? Ача вӑййи вылятӑр, Трофим Матвеевич. Коммунизмла ӗҫ бригади ятне илессишӗн ӑмӑрту пуҫартӑмӑр, ӑна район пӗлет, бригадирне пӗлет. Ак сана халь, ме. Хӑвах ырламастӑнччӗ-и Кадышева? Ырлама та тивӗҫ. Уй енчи колхозсенчен виҫе кун каярах юлса акана тухрӑмӑр, чи малтан пӗтертӗмӗр. Ҫук, эп ача мар, мана пӗремӗкпе астарса илӗртеймӗр. Бригадира лартатӑп та, шарламӗ тетӗн-и? — васкаса калаҫрӗ комсорг.
— Тӗрӗслӗх вӑл Ҫавалкасрах! — пӳлчӗ ӑна председатель. — Нечевӑ аллӑ пинлӗх шар кӳнӗ ҫынна хӳтӗлеме. Кам ман сӗнӳпе килӗшет, ҫавсене ал ҫӗклеме ыйтатӑп, — хӑй чи малтан йӑтрӗ Трофим Матвеевич. — Пулчӗ. Пилӗк сасӑ. Ҫапла вара ырантан, Баранов юлташ, бригадир ӗҫне йышӑнатӑн.
— Шуйттансем йышӑнччӑр. Мӗн ку? Лару мар ку, спектакль. Чӗнетӗр тата ҫынсене, — терӗ Володя. Вӑл ыйтмасӑрах тухса кайрӗ, алӑка шанлаттарса хупса хӑварчӗ.
Павел хӑй лӑпкӑлӑхне ҫухатмасӑр, куларах пӑхса ларчӗ. Каччӑ хӑйне йӗркеллӗ тыткалани председателе тарӑхтарсах ячӗ.
— Мӗншӗнне калас-и? — ҫӗкленчӗ Павел. — Мана эсир ӗҫрен кӑларни хумхантармасть. Эп коммунист. Пур пӗрех ман алран ӗҫ каяс ҫук. Бригадир мар пулсан — тракторист. Трактористран кӑларсан, лашапа ӗҫлетӗп, лаша та шанса памасан, тырӑ выратӑп, тислӗк тасатӑтӑп, пуртӑ йӑтса платнике каятӑп. Ак ҫак алсем, — тӑсрӗ вӑл аллисене, — вунӑ ҫулта ака тунӑ, сӳре сӳренӗ. Эсир мана ӗҫлеме чараяс ҫук. Ӗҫпе эп телейлӗ те. Ан тив, эп йӑнӑшам, анчах райком, обком урлӑ ҫав йӑнӑша юсама пулать. Нивушлӗ парти колхоз интересӗсене хӳтӗлемест?
— Сана сӑмах паман, сӑтӑрҫӑ эс! Сан кунта мар пулмалла! — сӗтеле чышкипе ҫапрӗ вӑл. Кӑранташ ҫӗре ӳкрӗ, чернил приборӗ сиксе илчӗ.
— Мана сӑмах калама никам та чармасть. Правлени членӗ мар пулсан, парторг. Сан нервусем ҫемҫе пулнӑшӑн эп айӑплӑ мар. Тухса уҫӑлӑр та — шӑрту иртсе каять. Эп унччен хам шухӑша ыттисене каласа парӑп.
— Кирлӗ мар мана ӑнлантарни. Ку лару, парги пухӑвӗ мар. Унта эс хуҫаланма пултаратӑн. Ман нервисене ан тӗкӗн. Эп вӗсене ҫӗршыва сыхласа пӗтернӗ, — куҫӗсене ҫутӑлтарчӗ Трофим Матвеевич.
— Ҫӗршыва пурте сыхланӑ. Ман атте нервисене мар, пурнӑҫне ҫухатнӑ. Кирлӗ пулсан, эп паянах пӑшал тытма хатӗр. Унпа ан мухтан, Трофим Матвеевич. Ҫынна тӳрех айӑплама та ан тӑрӑш, пурнӑҫ хӑех кам тӗрӗсне кӑтартӗ.
— Пурнӑҫпа мана ан тӗк. Ҫӑмарти чӑххине вӗрентет. Ман чухлӗ пурӑн, ман чухнӗ ӗҫле, вара вӗрент, — утса ҫӳреме пикенчӗ председатель.
— Пӗтрӗ-и суд? — ыйтрӗ Павел. — Эп кайма пултаратӑп-и?
— Таси паха, — тавӑрчӗ председатель.
— Тавтапуҫ. Эп ӑшӑ сӑмаха юрататӑп, — тухса утрӗ Павел.
Хӗвел каҫ енне сулӑннӑ. Унӑн шевлисем Салукана сарӑрах ҫутӑ тӗспе сӑрласшӑн, анчах симӗс тӗс парӑнасшӑн мар, ҫуталать кӑна. Кӑтрашка пӗлӗтсен кӗтӗвӗ анӑҫран тухӑҫалла шӑвать. Кунӗпех янкӑр тӑнӑ тӳпе кӑштах хӑйен кӑмӑлне пӑснӑн туйӑнать.
Урама тухсан, Павел чарӑнса тӑчӗ. Вӑл питех те хӑвӑрт пулса иртнӗ лару-тӑрӑва шӗкӗлчеме тӑрӑшрӗ. Хӑйне вӑл пачах та айӑплама шухӑшламарӗ. Ҫук, урӑх сӑлтавсем шырарӗ вӑл. Мӗншӗн вара председатель ӑна сасартӑках ҫилленнӗ? Начар ӗҫленӗ-и вӑл е начар ӗҫлет? Ахӑртнех, кунта урӑх сӑлтав.
— Каҫар, Павел, — сасартӑк унӑн хулӗнчен сӗртӗнчӗ тимӗрҫӗ Петӗр. — Пире малтан Прыгунов паян сана ӗҫрен кӑлӑрмасан, ӑна судах паратӑп терӗ те… Эп ӗнентӗм.
— Тупнӑ калаҫмалли, — пӳлчӗ ӑна Павел. — Эпӗ сана ҫилленместӗп. Этем йӑнӑшсан, кайран ӑслӑрах пулать.
— йӑнӑшрӑн ҫав, Павел. Колхозниксем те ҫилленнӗ. Павел хӑй шухӑшласа кӑларнӑ плугӗпе сухаласа пирӗн выльӑхсене ҫеремсӗр тӑратса хӑварчӗ, теҫҫӗ. Ӑна мӗн, унӑн чӑх та ҫук, тесе пуплеҫҫӗ, — Павел шухӑшне урӑхла ӑнланчӗ тимӗрҫӗ.
— Эх, Петрушка, юлатӑн эс пурнӑҫран. Тухса кур хӑть пӗрре уя. Кам тӗрӗсне хӑвах ӑнланатӑн? Мӗн курӑкӗ ӳснӗ унта? Сурӑх чӗпӗтмелӗх курӑк пулман. Халь еплерех тулӑ кашлать.
— Павел, Петӗр! Туя айтӑр! — кӑшкӑрать Санька клуб пусми картлашки ҫинчен. Лешӗсем тапранманнине кура, чупса пырса вӗсене хулӗсенчен ҫавӑтать.
— Ҫитӗ сире кулянса. Трофим Матвеевич ҫилли ҫуллахи ҫумӑр пек. Шавласа килсе тӑкать те, иртсе каять. Ман, ав, хуйхӑ такамӑнчен те пысӑк. Елена Егоровнӑпа Володя тип шар тупса пачӗҫ. Темскер туйӗ тата. Атте-апай ҫисех яраҫҫӗ. Ача пулмарӑн эс, авланма та ҫынсем пек килте мар, клубра авланатӑн, теҫҫӗ. Эсир те пулин кӑмӑла пусарӑр, — туртрӗ каччӑсене Санька.
— Эсир кайӑр, эп тепрер пилӗк минутран кӗретӗп. Хумханни иртсе кайтӑр. Хӗрелнӗ питпе халӑх умне тухасси.
Санька хирӗҫмерӗ, Анна килеймен-ха, тесе, Петӗрпе иккӗшӗ клуба утрӗҫ.
Каччӑ шухӑшӗсене йӗркене кӗртме пуҫларӗ, асӗнче комсомолла туйра сӑмах тухса калама хатӗрленчӗ. Пуҫлама ваттисен сӑмахӗнчен пуҫласан? Начар-ши? Мӗнле аван вӗрентсе каланӑ вӗсем! Лайӑх пурнӑҫпа ватӑличчен пурӑнӑр, тулли пурнӑҫлӑ, ырӑ ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр, хӑвӑр хушӑра килӗшӳллӗ пурӑнӑр, ват ҫынсене ан манӑр. Ватта курсан — ватӑ пек пулӑр, ҫамрака курсан — ҫамрӑк пек пулӑр. Хир пек аслӑ, вӑрман пек пуян пулӑр. Ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑсемпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр. Вӑйлӑ каланӑ. Унтан пуласлӑх ҫинче чарӑнса тӑма юрать. Ҫамрӑксем умне ҫавнашкал тӗллев лартмалла: каччӑпӗр икӗ-виҫӗ ӗҫе пӗлсен ҫеҫ авланма пултарать, хӗрсен тутлӑ апат пӗҫерме, пур ал ӗҫӗсене, килти ӗҫсене тума пӗлмелле. Ҫамрӑк ҫемьере нихӑҫан та харкашу ан пултӑр.
— Павел… Ну, Павел, теп. Хӑлхасӑр пултӑн-и? — илтрӗ каччӑ хӑй ҫурӑмӗ хыҫӗнче Федор Васильевич сассине. Вартах ҫаврӑнчӗ.
— Итле, Василий Иванович шӑнкаравларӗ. Ыран вӗсем обком секретарӗпе колхоза килеҫҫӗ. Сан пирки ыйтрӗ. Трофим Матвеевич: «Килӗнче, кунта ҫук», — тесе евитлерӗ. Эс кунтах ак…
— Мана ӗҫрен кӑларни ҫинчен каласа пачӗ-и?
— Ҫӑвар та уҫмарӗ. Эп ҫавна ӑнлантӑм: сана ыран килтех пулма хушрӗҫ.
— Эп ун пирки пӗлетӗп. Ҫавах ыр хыпаршӑн тавтапуҫ, — терӗ Павел, бригадирӑн пӗртен-пӗр аллине чӑмӑртаса. — Туя каяр. Атту эпир пымасан, пуҫламӗҫ, — васкатрӗ каччӑ.
Ҫамрӑк мӑшӑрсене килне колхозӑн ГАЗикӗпе леҫрӗҫ. Вӗсем кайсассӑнах клуб пушанма пуҫларӗ, каччӑсемпе хӗрсем кӑна тӑрса юлчӗҫ. Вӗсенчен нумайӑшне Санька хӑйсем патне пыма чӗнчӗ.
Пӗрремӗш комсомолла туя курма пынӑ халӑх ҫамрӑк мӑшӑр хыҫҫӑнах ҫенӗке кӗпӗрленсе тухрӗ, туйӑн кашни вак-тӗвекнех асра тытма тарӑшрӗ.
— Туй-и ку? Туйра тукмак йӑванать, теҫҫӗ. Ак кунта типсе вилмелле. Ӗҫкӗсӗр туй — туй марах, — терӗ тахӑшӗ.
— Эс ӗҫкӗсӗр ирттер. Ӗҫкӗпе ухмах та авланать.
— Хӗрӗн япалисене те кураймарӑмӑр.
— Ак халь машинӑпа кайса илеҫҫӗ. Кайса тӑр Иван Андреевич хапхи патне. Куратӑн.
— Эхей, ҫавнашкал парне парсан, карчӑкран уйрӑлсах эп те комсолла авланмалла, — терӗ ҫитмӗл ҫула ҫитнӗ Ҫтаппан мучи, шурӑ сухалне якатса.
Каччӑпа хӗр кайнине курма тухнӑ халӑх ахӑлтатсах кулса ячӗ.
Клубра ташӑ пуҫланчӗ. Малтан мӑшӑрсем вӑтанарах, хӑюсӑртарах тухрӗҫ. Камӑн ури ҫӑмӑл пулать?
Павел патне Лена хӑех пычӗ, ташлама чӗнчӗ. Тепӗр самантран ҫамрӑк мӑшӑр урай варринче вальс кӗввипе ҫаврӑнма пуҫларӗ.
Ҫурхи шыв та малтан пӗр-пӗр хысакран е сӑрт ҫамкинчен пуҫламасть-и хӑй юхӑмне? Кайран вӑйланса ытти шывсемпе хутшӑнать, сарӑлать. Акӑ, пӗр мӑшӑр хыҫҫӑн тепри тухрӗҫ, ташӑ ҫаврӑнӑвӗ вӑйлӑланчӗ, самантрах клубра пукансем шутарса уҫнӑ чылаях пысӑк вырӑн тӑвӑрланчӗ. Клубри сывлӑш духи, одеколон шӑршипе тулчӗ.
Марье, сценӑ ҫинче тӑраканскер, Павел ташлама пуҫӑннине курсанах, чаршава карса хучӗ. Чаршав хушӑкӗнчен зал ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнать. Ҫапах вӑл пурне те асӑрхамасть. Пурте кирлӗ-и тата ӑна? Павела шыраса тупма йывӑр мар. Кунта вӑл пуринчен те ҫӳллӗ, хура ҫӳҫӗ кӑтралатнӑ пек каялла хумлӑн выртать. Сылтӑм тӑнлав патӗнчи пӗр ҫаврашка кӑна чурӑссӑн ҫамки ҫине усӑнса аннӑ. Пит-куҫӗнче савӑнӑҫ: хӑй авланать тейӗн. Хушӑран пуҫне аялалла пӗкет те Ленӑна темскер калать. Кулать хӗр. Куҫне каччӑ ҫинчен илмест. Ытла та савса пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ вӗсем Марьене. Ун чӗринче темӗнле курайманлӑх кӑварӗ тӗлкӗшет.
Ташланине курас мар тесе, Марье сценӑ ҫинчи пукан ҫине кайса ларать. Хӑйне хӑй лӑплантарма пикенет вӑл: шутласа хунине яланах пурнӑҫланӑ, малашне те пурнӑҫлать. Пӗлет хӑй ӑсне Марье, темӗнле йывӑрлӑхра та вӑл тарӑн малашлӑха курса шухӑшлама пӗлет.
Трофим Матвеевич яла таврӑнсанах ун патне Мирон Семетович шӑнкӑравланӑ. Павел ҫинчен элекленӗ. Клевер вырӑнне пӑсни темех мӑр имӗш, Кадышев Прыгунова председательтен кӑларса ун вырӑнне ларасшӑн. Кунашкал хыпар Трофим Матвеевича уртарсах янӑ, лару пухиччен вӑл Марье патне питех те ҫилленсе те пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫитрӗ, хӑй шухӑшне йӑлтах ӑна каласа пачӗ.
Мотоциклпа ҫапӑнма шухӑшланӑ хыҫҫӑн, Марье тул ҫутӑличчен Павела кӗтрӗ. Килмерӗ каччӑ. Мӑн кӑмӑлланчӗ, сӑмахран хӑрать. Камӑн-камӑн, арҫыннӑн мар, хӗрарӑмӑн хӑрамалла сӑмахран. Марье ытларах пӗлет. Нина куми ӑна ҫынсем Павела сырӑнать тенине пӗлтерчӗ. Кулса ҫеҫ ячӗ вӑл. Ялта вут хумасӑр тӗтӗм тухмасть, тесе тавӑрчӗ. Унтан пӗр пытармасӑрах хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен каласа пач. Нина ахлатрӗ, кулянчӗ, чӗр упӑшка пур ҫӗртен юттине юратни ял кулли пулать, терӗ.
Марье ӑсӗ йӗркеллех ӗҫлерӗ. Калаҫҫӗ пулсан, ҫын ҫине сӑмах тухсан… Упӑшкин хуйхи-суйхи шепех пулчӗ. Марье Павела тем тӗрлӗ хуратса сӑнлама пикенчӗ.
— Сана вӑл купец, тет. Эсир Хапӑс Петӗрӗпе иксӗр колхоза ҫарататӑр пулать. Пур пӗрех вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларатӑп, тесе ҫӳрет. Нивушлӗ, Трофим, ҫавна та аваймастӑн? Кӑлар ӑна вырӑнтан.
— Эс ырлаканччӗ-ҫке яланах.
— Ҫӗлене сӑхмасӑр пӗлейместӗн. Те пур ун сӑнни, те ҫук, — тавӑрчӗ Марье. Вӑл пӗр харӑсах икӗ мулкача вӗлерме шутларӗ. Ялти сӑмах кӗҫех упӑшкин хӑлхине те кӗрет. Сахал-и колхозра элекҫӗсем, сахал-и йӑпӑлтисем? Халь темӗн те калаччӑр. Юратакан ҫын пирки упӑшкине мӗнле хӗрарӑм ҫапла калама хӑйтӑр? Вӑл тасипех тӑрса юлать: упӑшки элек ахаль пулнине ӗненет. Павела ӗҫрен кӑларсан, унӑн мӑн кӑмӑллӑхӗ чакать. Калас темӗ текех колхоза. Хура ӗҫре яланах тар юхтарса ӗҫлес килмӗ. Казахстанах каялла тухса кайӗ. Марьене те пӗрлех илсе каять. Вӑл качча тухма ҫунакан ик-виҫӗ кӗпеллӗ хӗр мар, перекет кассинче кӑна ҫӗр пин енне ҫывхарать. Йӑлтах ӑна хӑй ячӗпе хывнӑ. Ҫавӑн пек мул умӗнче Павел мар, юмӑхри хитре каччӑ ирӗлмелле. Пулас пурнӑҫ та хӑратмасть ӑна. Савни лайӑх пулсассӑн, кӗпер айӗнче те пурӑнма пулӗ.
Павела ларура ӗҫрен кӑларнине пӗлсенех, клубран тухмасӑр ӑна кӗте пуҫларӗ. Акӑ, халь ташлать вӑл. Унӑн пӑшӑрханни те палӑрмасть. Апла-тӑк, Казахстанах каять. Ҫуртне-йӗрне сутса хӑварӗ те, мен тӑвас ун кунта, Ҫавалкасра? Институт пӗтерекен ҫын колхозра ӗҫлет-и?
Купӑс шӑпланчӗ. Шӑв-шав та мӑкалчӗ. Марье пырса сирчӗ чаршав хӗррине. Павел патне Володя пынӑ, вӑл ӑна тем каласа парать пулас: иккӗшӗ те кулаҫҫӗ. Лена ӑҫта ҫухалнӑ тата? Кур-ха эс ӑна, Ҫавалкасра икӗ ҫул манашкӑ пек пурӑнчӗ-пурӑнчӗ те, пӗлет кама куҫ хывмаллине. Хитре каччӑ тупасшӑн.
«Анса ташлас Павелпа е Володьӑйа. Вӗсем иккӗшӗ туслӑ. Хӑшӗ те пулсан, ҫӗнӗ хыпар пӗлтерӗҫ. Арҫынсем сӑмаха тытма пӗлекенех мар», — шухӑшларӗ Марье, сценӑ ҫинчен анса. Кӑштах вӑл Трофим Матвеевичпа ҫапӑнмарӗ.
— Эс кунта тӑратӑн-и? Кил ҫинчен мантӑн-им? Ыран обком секретарӗпе Василий Иванович килеҫҫӗ. Сан пӗр хуйхӑ та ҫук. Туй пӑхать, — терӗ вӑл ҫилӗллӗн.
— Клуба халех питӗрес-им? — тавӑрчӗ Марье кӑмӑлсӑррӑн.
— Ас ту, сансӑр ташлаймаҫҫӗ пуль…
Упӑшкипе арӑмӗ клубран кӑмӑлсӑр тухрӗҫ.
Вӗсене ӑсатса купӑс янрарӗ, ҫамрӑксен савӑнӑҫлӑ кулли илтӗнчӗ…
Ҫенӗкре Павелпа Ленӑна Гришкӑпа Элекҫи тӗл пулчӗҫ.
— Тӑхта, Павел, — чарчӗ ӑна Элекҫи. — Ӑҫта тӗрӗслӗх? Эпир коммунизмла пурӑнас тетпӗр. Пӗри — пуриншӗн; пурте — пӗриншӗн. Мӗншӗн эс пире лару пулассине пӗлтермен? Пӗчченех кӗрешес тетӗн-и? Пӗччен путеке тукмак тытать, — кӑштах ҫыхланакан чӗлхепе калаҫрӗ тракторист.
— Пур путеке те тытакан мар, — тавӑрчӗ каччӑ.
— Эпир Матвейча шыратпӑр, — шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ Гришка. — Ҫур аки ирттертӗмӗр-и? Лайӑх пахалӑхпа ирттертӗмӗр. Вӑл уя тухса курчӗ-и? Курман. Неччу ун, ларусем пухса, сана ӗҫрен кӑларма. Пулман сан пек бригадир. Механикрен те ӑста эс, ӗҫкӗпе аташмастӑн. Ҫавӑнпа ларман пӗр трактор та ҫур акинче.
— Ну, айӑплӑ эп, Гришка. Мӗнле эс ӑнланмастӑн, — вӗсенчен хӑвӑртрах хӑпма тӑрӑшрӗ Павел. Анчах хӗрӗнкӗ ҫыннӑн хӑйӗн юрри.
— Эс, Елена Егоровна, пире каҫар, — пӳлчӗ пуҫанине Элекҫи. — Сирӗн комсомолла туй, пирӗн ҫур аки пӗтнӗ. Пӗр енчен уяв теме юрать, тепӗр енчен — хуйхӑ, Матвейч пӑсрӗ пирӗн уява. Вӑт, ятӑмӑр пухӑнса. Павелпа Володя ҫеҫ пулмарӗҫ. Вӗсем пирӗн тӑн параканӗсем, пӗри — парторг, тепри — комсорг. Айӑп ан тӑвӑр, Елена Егоровна, коммунизмла ӗҫ бригади ятне илме тапаҫланакансем ӗҫеҫҫӗ тесе. Мункунта сыпман, Май уявӗнче сыпман, паян мунча кӗрсе тасалнӑ, ӗҫ пӗтернӗ. Шӑм-шака ҫунӑ пулсан, ӑша та ҫумалла. Володьӑпа Павел ячӗпе пӗр кӗленче шампански пур. Ҫыртмалли те кунта, стакансем те, — пысӑк сӑран сумкине силлесе кӑтартрӗ Элекҫи.
— Володя ӑҫта? — чӑтӑмсӑррӑн ыйтрӗ Гришка.
— Шалтах вӑл, — тавӑрчӗ Павел.
Клубра ҫаплипех купӑс кӗвӗлет, ҫаплипех мӑшӑрсем ташлаҫҫӗ. Ҫенӗке тухакан чӳречерен ӳкекен ӗмӗлкесем пӗрре хуралаҫҫӗ, тепре ҫуталса каяҫҫӗ. Ташлакансен сулӑмӗпе ҫенӗк хӑми те чӗтренет.
— Пӑрӑнас — мӑн кӑмӑллӑ тейӗҫ. Каятпӑр-и? — ыйтрӗ Павел Ленӑран.
— Юлташусенчен мӗншӗн пӑрӑнмалла? Эс кӑштах сыпса пар, — вӗрентсе каларӗ хӗр.
Гришка Володьӑна ҫавӑтса тухрӗ. — Пахчана ай-тӑр, — терӗ вӑл комсорга алран ямасӑр.
— Павел, сан хуйхӑ — ман хуйхӑ. Пӗрлех ӗҫлетпӗр. Эпир гвардеецсем. Ял гвардеецӗсем! — кӑкӑрне ҫапрӗ Элекҫи. — Марш, уполномоченнӑйсен пахчине, марш, Алексей Филиппович! — хӑйне хӑех хушрӗ вӑл.
Хӗрӗнкӗ трактористран Павелпа Лена сассӑр кулса утрӗҫ.
Пахчара сыпман улмуҫҫисем ҫатӑркаланса ӳссе кайнӑ. Вӗсен айне каҫ тӗттӗмлӗхӗ кӗрсе вырнаҫнӑ. Клуб чӳречисенчен ӳкекен ҫутӑ ешерсе ҫӗкленекен курӑка, чие тӗмӗсене, улмуҫҫисене хыпалать. Ҫав ҫутӑ, асамлӑ тӗртевҫӗ евӗр, курӑксенчен, туратсенчен хӑйне евӗрлӗ тӗрӗ ҫыхать, катари йывӑҫсене татах та ҫӑрарах, татах та тӗксӗмрех сӗмлӗхпе хуплать. Тӗмсем ӑшӗнчи шӑрчӑк пӗрре шӑпланса, тепре вӗҫӗмсӗр чӗриклетет.
Ҫурӑлнӑ шап-шурӑ садран мар, клуб чӳречисенчӗн пӗтӗм таврана ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑн туйӑнать. Хутран-ситрен вӑранакан ҫил, кассӑн-кассӑн юхса килет, пӗтӗмӗшпе сарӑлса ҫитеймен йывӑҫ ҫулҫисем тӗрлӗ саслӑн чӑштӑртатма тытӑнаҫҫӗ.
— Епле паха! — пӑшӑлтатать Лена.
— Ытарма та ҫук, — тавӑрать Павел.
Пахчана пуринчен малтан кӗнӗ Володя икӗ улмуҫҫи хушшинче чарӑнса тӑрать, кӗсйинчен фонарь кӑларса, хӑй ури айӗнчи курӑка ҫутатать. Аялтан, ҫӗр ҫумӗпех сарӑлса кайнӑ туратсем хӑйсен аллине ҫутӑ патне тӑснӑн туйӑнать.
— Клуб ҫути айӗнче ҫутта тухар, — кулать Володя. Элекҫи ҫӑмах чӗнмесӗр сумкинчен курӑк ҫине хаҫат кӑларса сарать. Хӑй сӑмси витӗр ҫилленнӗ ҫын евӗрлӗ мӑшлатать. Вӑл хӑйен ҫӳхе пиншакне хывать, ӑна Ленӑна тӑсса парать.
— Эс, Елена Егоровна, лар. Ак, ман пиншака сарса лар. Ан тирке. Эп унпа ӗҫе ҫӳремен, вӑл хура мар, — сӗнет вӑл чӗререн.
— Павел, эс тошӑ каччӑ. Хӑнана пӑхма пӗлместӗн, — тӗксе илет Кадышева Гришка. — Вӗрен ман пуҫанаран. Анчах пурне те мар.
— Сумкине хама парӑр, — сасартӑк хутшӑнать Лена. Элекҫи пиншакне вӑл хаҫат ҫине сарать, унтан чӗркуҫленсе ларать. Сумкӑран хӗр хаҫатпа чӗркенӗ стакансене, тӑварланӑ сысна салине, пӗҫернӗ чӑх, йӳҫӗтнӗ икӗ хӑярпа селедкӑ туртса кӑларать. Ун ҫумне пырса тӑнӑ Володя фонарьпе ҫутатса пулӑшать.
— Ҫыртмалли кунта трактор бригади валли ҫитет. Вилкӑсем ӑҫта?
— Пуҫана, эс чикмерӗн-и? — ыйтать Элекҫи.
— Эп сан сумку патне пырса перӗнмен, — тавӑрать Гришка. Вӑл хӑйне валли ӗҫ тупӑйманшӑн тунсӑхлать, улмуҫҫи туратне ҫулса тытнӑ та чечекӗсене, сӑмси патне илсе пырса, шӑршлать. — Ах, аромат! — ахлатать хӑй.
— Ак ку тата мӗн? — «Московская» эрех кӗленчине ҫавӑркалать Лена. — Эсир шампански кӑна терӗр мар-и?
— Вӑл, Елена Егоровна, пирӗн Элекҫипе иксемӗрӗн нормӑ. Эпир чӑвашсем, шампань эрехне хӑнӑхман. Пире хаяртараххи пултӑр. Ҫур аки пӗтерсен ҫавӑрса хуратӑн та, тыр-пул пухса кӗртиччен пурӑнатӑн. Унтан ҫӗнӗ тырӑ салачӗн сӑрине сыпатӑн, — тавӑрать Гришка.
— Нумаййи сахалли мар. Заправкӑ вӑйлӑрах пулать, ытларах ӗҫлеме ҫитет, — тесе, Элекҫи эрех кӗленчине ҫулса тытӑть. Ахӑртнех, вӑл Елена Егоровна эрехе хӑйсене памасран шикленчӗ пулас.
— Павел, Володя, Елена Егоровна, уҫӑр шампанскине. Вӑл сире валли. Эсир, ҫамрӑксем, йӳҫҫе хӑнӑхман. Каҫарӑр, ҫыртма пан улми ҫук, халь ҫеҫ ҫурӑлаҫҫӗ. Сӑто канфет пур. Эп ӑна та шута илнӗ, — мухтанса илчӗ Элекҫи, брюки кӗсйинчен пӗр ывӑҫ шоколадлӑ канфет кӑларса.
— Эс пурне те шута илнӗ те, стаканӗ тӑваттӑ ҫеҫ, — тӗксе илет ӑна Володя.
— Ӗҫсен сан, пуҫана, вакката ҫеҫ каяс пулать.
— Пуррипе пӗр стаканпа та ӗҫме пулать. Ҫуккине ҫӗр стаканпа та ӗҫеймӗн, — тавӑрать Элекҫи. Пуҫани умӗнче те парӑмра юлмасть. — Вакката мар-ха эп, тӑхта ак, пӗр грам сыпмасӑр калаҫма вӗренеп. Рас эпир ырӑ ятшӑн кӗрешетпӗр-тӗк, ӑна ҫӗнетпӗр. Кайран, чапа тухсан, пирӗн Ҫавалкаса республикипех килме тытӑнӗҫ. Кам пуҫараканӗ, тейӗҫ. Ак, эпир. Павел, Володя, пуҫана, тойӑҫ, Григорий Михалч тата эп — Алексей Филипч. Камсем эпир? Коммунизмра пурӑнма хатӗр, пурӑнма юрӑхлӑ ҫынсем. Во камсем! — кӑкӑрне ҫапса илчӗ тракторист.
— Коммунизм чух кунашкал ҫутти пулмасть, — йӗкӗлтет ӑна Володя.
Паян тракториста ҫиллентерме хӗн.
— Ан пултӑр ҫав. Кирлӗ мар. Сато ун чухне ман телевизор пулать. Ҫук, ахалли мар, урӑххи. Хам килте кино куратпӑр та, тӗрлӗ музӑк-юрӑ итлетӗп, радиопа хам трактора ӗҫлеттеретӗп. Вӑл мӗнле сухаланине экран ҫинче курса ларатӑп. Ҫӗмӗрӗлсен, машинӑ ҫине ларатӑп та, кайса юсатӑп. Ӗҫлесе пӗтертӗм те — бесплат мунчана. Ваннӑ ӑшӗнче пӗрер сехет тӑсӑлса кӑна выртатӑп. Тухҫан хӑть кино кур, хӑть музӑк итле. Ман мур тӑвас-и ҫакӑнпа? — эрех кӗленчине ҫӗклет Элекҫи.
— Хама пар, — хушса хурать Гришка.
— Эс, тӑхта, халь хамӑн та пыр ярӑнать. Паян ҫиленсе те савӑнса ӗҫетӗп. Ун чухне усал ҫынсем пулмаҫҫӗ.
— Эс, пуҫана, ытла шала кӗрен. Каялла тухаймастӑн ак. Фронтра ҫӗршер грам паратчӗҫ, ҫакнашкал ҫур аки пӗтерсен, коммунизм чух ҫӗр грам параҫҫех, — хирӗҫлет Гришка.
— Парсассӑн та ӗҫместӗп. Ман ун чух культурӑ пысӑк пулать, — тавӑрать Элекҫи.
Гришка кӗсйинчен пӗчӗкрех хура курупкӑ кӑларать, хупӑлчине уҫса ваштах силлет. Самантрах пӗчӗк стакан пулса тӑрать.
— Тултар стакансене, — хушать вӑл Элекҫие. Атту вӗҫӗмсӗрех сӑмахран пир тӗртен.
Павел шампански кӗленчине уҫрӗ.
— Пирӗн туслӑхшӑн! — сӗнчӗ вӑл. — Бригадӑри, колхозри туслӑхшӑн!
— Виличчен пӗрле ӗҫлессишӗн! — хушса хучӗ Элекҫи. Ӗҫсе ярса ҫыртреҫ. Лена вӗҫӗмсӗрех Элекҫие мухтарӗ, унӑн, имӗш: хӗрарӑм чунӗ те кӑштах пур. Тепӗр хут ҫавӑрчӗҫ.
Володя, Павел ҫумӗнче лараканскер, хуллен пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ:
— Трофим Матвеевич чӗнчӗ те, ҫапла калать: эс, тет, Баранов, кӑҫал герой пулатӑнах. Пурнӑҫла эп ыйтнине, эп те сан умра парӑмра юлмӑп. Илсе кай ыран комсомолецсене вӑрманпромхозри ҫуртсене пӑсса турттарма. Павела чӗн, тет. Пӗлетӗн-и мӗншӗнне? Пире вӑл ыран ялтан пӑрасшӑн. Каҫарӑр, терӗм эп, ыран ман канмалли кун, ахаль те виҫӗ эрнере шӑмӑпа тир кӑна тӑрса юлчӗҫ. Так. Вӑт еплерех хӑрать вӑл пуҫлӑхсене эпир тӗрӗслӗхе каласа парасран.
— Тавтапуҫ хыпаршӑн.
Ленӑна ӑсатса ямалла тесе, Павел юлташӗсенчен каҫару ыйтса, пахчаран тухрӗ.
— Тусусем сан маттур, — ырларӗ хӗр. — Йывӑрлӑхра та пӑрахмаҫҫӗ. Госстрах пирки эп хам Василий Иванович патне кӗретӗп. Эс ан кулян, Павел.
— Кулянма шухӑша та илмен. Эп оптимист, — тавӑрчӗ каччӑ.
Вӗсем Лена хваттерӗ тӗлне ҫитрӗҫ. Пӗр хушӑ шарламасӑр карта ҫумӗнчи сӑк ҫинче ларчӗҫ. Каччӑ хӗмленсех Казахстан ҫинчен каласа пачӗ. Вӑхӑт ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа шунӑн туйӑнчӗ вӗсене.
Шуҫӑм тухӑҫах ҫитеймен. Анӑҫра унӑн хӑйӑвӗ хӗп-хӗрлӗ. Унтан тухӑҫалла ҫӗр ҫийепе кӑвак лентӑ тӑсӑлать, ӑна ҫӳлтен шупка хӑю эрешлет. Таҫти катари-катари тинӗсе пулас ҫӗнӗ кунӑн пушарӗ ҫутатнӑн туйӑнать. Тухӑҫ еннелле ҫав тинӗс кӑвакрах. Ун ҫийӗнчи пӗлӗтсем парлак ҫӗрсене сухаласа кайнӑ плуг кассисем пек кӑпӑшкан та чӗллӗн-чӗллӗн тӑсалса выртаҫҫӗ. Катари-катари йывӑҫсен ӗмӗлки палӑрма пуҫлать. Вӗсем хирте ятарласах туса лартнӑ пушар вышкисем пек курӑнаҫҫӗ.
— Лена, паян,сирӗн канмалли. Хире тухар мар-и?
— Халь, чӑнах та, ҫывӑрас килес ҫук. Ахаль те эп ире хирте кӗтсе илме юрататӑп. Унта ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫуралнӑн туйӑнать, — хуравларӗ хӗр.
Ҫывӑракан ял урамӗпе вӗсем шӑппӑн, сайра хутра ҫеҫ ахаль сӑмахсем перкелешсе утрӗҫ.
Хирелле утнӑ май ҫӗнӗ кун ҫуралчӗ.
Улшӑнчӗҫ пӗлӗтсем. Вӗсем сентре ҫине касса пӑрахнӑ сурӑх ҫӑмӗсем пек, кӑпӑшка та сапалӑнчӑк. Пӗр сентри — тухӑҫра, тепри — анӑҫра. Тӳпе варри — тӗпсӗр авӑр. Уйӑх кӑна тӑп-тӑрӑ шыв тӗпне пӑрахнӑ ылтӑн укҫа пек курӑнать. Сасартӑк унта пӗр хура пӑнчӑ ҫуралать, вӑл аялтан та аяла анса пырать. Ку вӑл — ҫунаттисене сарса янӑ хурчӑка. Ыйхинчен уҫӑлсах ҫитеймен курӑнать, унӑн чӗпсене йыхӑрма хӑнӑхнӑ юрри те илтӗнмест, вӗҫев хӑвӑртлӑхӗ те пӗчӗк. Ак, сасартӑках, сунарҫӑ персе антарнӑ пек, ҫунаттисене пӗвӗ ҫумне хӗстерсе кивӗ улӑм ури пулнӑ вырӑна ӳкет. Тепӗр самантран вирлӗ сӑмсапа ҫапнӑ шӑши-юс мунчаланса выртать. Хӑпармасть текех хурчӑка: халь вӑл улӑм купи ҫинче хускалмасӑр, пӗчӗк ҫеҫ чул тӗмески пек хутланса ларать.
Каччӑпа хӗр Салука хӗррине ҫывхарчӗҫ. Вӑрман вуншар тӗрлӗ кайӑк юррипе тулса ларнӑ, Вӗсен умӗнчех мӑшӑр шӑкӑлчи сикет. Пӑр-р! — вӗҫсе каяҫҫӗ те вӗсем анса лараҫҫӗ. Каччӑпа хӗре хӑйсем хыҫҫӑн утма чӗннӗн туйӑнать.
Сикчӗллӗ ҫунӑ ҫумӑр Салука хӗррине ҫитеймерӗ. Ҫур акине тухнӑранпах тӑракан шӑрӑх кунсем хӑйсем хуҫаланнине сисӗнтереҫҫӗ: ҫӗр тытамак чирӗ тытнӑ ҫын тути евӗр ҫуркаланса каннӑ. Тӑпра ӑвӑс пек шӑтӑклӑ-ҫурӑклӑ.
Павел хӑй плугӗпе сухаланӑ лаптӑка кӑна шӑрӑх тивмен. Тӑпра халь ҫеҫ сӳрелесе кайнӑ пек ҫемҫе. Ҫӑра та патвар шӑтса тухнӑ калча вӑш-вӑш ҫилпе хумханса хум хыҫҫӑн хум кӑларать. Ачашланать хум, мухтанать хум, хӑйӗн хӑвачӗпе курнӑҫланать, илӗртет этем куҫне. Пӗрре вӑл симӗссӗн-тӗксӗммӗн, тепре симӗссӗн-ҫуттӑн хумханса илет.
— Акӑ, ҫӗнелнӗ ҫӗр, ӑка пирӗн мӑлтанхи таран касӑ. — терӗ Павел.
— Калча пур ҫӗртинчен те вӑйлӑ, — саванчӗ Лена. — Ахальтен мар обком секретарӗ интересленет.
Каччӑ шарламарӗ. Вӑл хӗр аллине тытрӗ. Лена ӑна туртса илмерӗ. Вӗсем пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ пек пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӗҫ.
— Эх, куҫу та сан — терӗ Павел.
— Мӗнлескер? — ыйтрӗ хӗр куларах.
— Ашӑ кӑмӑллӑ та илемлӗскер, — ӑшшӑн каларӗ каччӑ.
Ҫавал хӗрринчен ҫӗкленнӗ текӗрлӗк вӗсен тӗлнех вӗҫсе ҫитрӗ. Анчах хальхинче яланах макӑракан кайӑкӑн тунсӑхлӑ юрри илтӗнмерӗ. Ирхи сывлӑм шывне ӗҫсе киленчӗ-ши? Е уяр кун савӑнтарчӗ ӑна? Ҫаврӑнчӗ те, каллех. Ҫавал улӑхне кайса ҫухалчӗ. Кӑшкӑрмасӑр, макӑрмасӑр кайрӗ? Тен, ҫавӑн пек ҫеҫ туйӑнчӗ?
Ҫук, телейпе тулнӑ чӗре нихӑҫан та тунсӑхлӑ кӗвве йышӑнмасть.
1960 — 1964 ҫулсем.
Хусан — Мускав — Ленинград — Шупашкар.