29500.fb2 Савал саралсан - читать онлайн бесплатно полную версию книги . Страница 3

Савал саралсан - читать онлайн бесплатно полную версию книги . Страница 3

3. Эх, ҫамраклӑх! Шухӑ-ҫке, шухӑ…

1

Трактора юсаса пӗтересси пулмарӗ. Тепӗр кун ирех Виссарион Маркович Павела килне пырсах вӑратрӗ.

— Симун мурӗ чирленӗ тата. Пӗр сӑмахпа каласан, колхозӑн икӗ вакун удобрени килнӗ. Паян йӑлтах турттарса кӑларасшӑн. Эс унта паянлӑха Симун тракторне кӳл-ха. Ҫара ҫунинех кӑкар, эсир пӗрчӗллӗ супперфосфат тийӗр.

Хирӗҫсе тӑма аван мар пек туйӑнчӗ, Павел васкасах тракторсем патне тухса утрӗ.

Машинӑна вӑл вӗри шывсӑрах тапратрӗ, анчах ун валли пӗр ҫуна та тӑрса юлман. Автомашинӑсем тӑракан гаража кайса икӗ прицеп урапи кӑкарма тиврӗ. Ҫавӑнпа вӑл станцӑна ытти трактористсенчен каярах юлса ҫитрӗ. Автомашинӑпа ҫитнӗ колхозниксем фосфорит ҫӑнӑхне пушатаҫҫӗ. Пӗтӗм тупик таврашӗнче кӑвак тусан явӑнать.

Хӑйӗн черечӗ часах ҫитӗс ҫуккине курсан, Пазел комбинезонне трактор кабинине хывса пӑрахрӗ те апат ҫиме кайрӗ. Ҫывӑхра вокзал ресторанӗ ҫеҫ. Вӑл та пӗчӗкрехскер кӑна. Вокзалра вара халӑх туллиех. Пурте таҫта васкаҫҫӗ, нумайӑшӗсем официанткӑран: «Кӗҫех пуйӑс килет», тесе хӑвӑртрах апат ҫитерме тархаслаҫҫӗ. Хӗвӗшекен халӑха Павел пайтах курнӑ, ҫавӑнпа та вӑл васкамасӑр чӳрече ҫумӗнчи сӗтел хушшине пырса ларчӗ. Илемлӗ сӑн-питлӗ ҫамрӑк официанткӑ самантрах ун умне пырса тӑчӗ. Хӗрӗ чӑнахах вӑр-варскер пулчӗ, кӗҫех унӑн умӗнче купӑста яшки пӑслана пуҫларӗ. Ӑна ҫисе яма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, официанткӑ ун умне иккӗмӗшне те пырса лартрӗ, ҫав хушӑрах темӗнле палланӑ сасӑ Павела ятран чӗнчӗ.

Ку сасӑра ытларах чӗнни мар — тӗлӗнни палӑрчӗ. Каччӑ пуҫне ҫӗклерӗ. Галя! Мӗнле улшӑнса кайнӑ вӑл. Ултӑ ҫул иртнӗ! Хӗр чухне те ҫавракарах пит-куҫӗ халь татах тулли. Йӑрӑс пӗвӗ хулӑнланнӑ. Питне-куҫне сӑрланӑ, ҫавӑнпа-ши, сӑнӗ-пичӗ темӗнле ют пек курӑнать. Тӳлек те мӑн кӑмӑллӑ куҫӗсем ҫеҫ ҫаплипех, вӗсенче ҫынна илӗртекен хӗлхем пур. Унӑн ҫумӗнчех вӗр-ҫӗне шинель тӑхӑннӑ артиллери капитанӗ тӑрать. Хӑй шуранка та тӑрӑхларах питлӗ.

— Ырӑ кун пултӑр, Галя, — пичӗ пӗҫернине туйрӗ Павел. Хӗрарӑм сӑнран пачах та улшӑнмарӗ, капитан енне ҫаврӑнчӗ.

— Гришенька, эп сана пӗлтерменччӗ пулас. Павелпа эпир тӑххӑрмӗш класа ҫитиччен пӗрле вӗреннӗ.

— Паллашма хавас. Гриша, — вырӑсла хуравларӗ упӑшки.

— Павел, — ҫӗкленчӗ каччӑ. Вӑл хӑйӗн хул пуҫҫийӗ ҫӳллӗш те ҫук офицерӑн черченке аллине ҫирӗппӗн, вӑтанмасӑр пӑчӑртарӗ.

Галя ҫумри пукан ҫине ыйтмасӑрах ларчӗ.

— Эсир хӑҫантанпа кунта? Лар, лар, Гришенька — упӑшкине пукан шутарса пачӗ вӑл. — Сире Казахстанра теместчӗҫ-и?

Галя ӑна «эсир» тесе чӗнни ытла та хӑлхана касмалла тата юттӑн илтӗнчӗ. Вӑл хӑй чӗри темӗнле вӗчӗрхенӳллӗн сӳлетсе кайнине туйрӗ, анчах хӑйне часах алла илчӗ.

— Яла ҫитни кӗҫех эрне пулать.

— Ӗҫлеме те тытӑнтӑр-и?

— Куратӑр ак. Паян станцӑран удобрени турттарма килтӗмӗр.

Ашшӑн калаҫма тӑрӑшрӗ пулин те, сӑмахсем тӳрккессӗн тухрӗҫ. Ӗненмелле те мар. Мӗн ачаран юратаканпа ҫапла калаҫмалла-ши вара? Е Павел Гальӑна юратнине упӑшки пӗлмест-ши? Сӑнӗнчен ӑна-кӑна сисме ҫук.

— Эсир халь механик-и? Инженер-и? Сире вӗренет тетчӗҫ.

— Вӗренесси вӗренкелетӗп те, трактористрах ӗҫлетӗп-ха.

— Ик алла пӗр ӗҫ. Ҫавах мар-и? — лӑплантармалла хушса хучӗ Галя. Унӑн куҫӗсем Павелӑн фуфайкине кӑшт куларах тата ютшӑнарах сӑнанӑн туйӑнчӗҫ. Павел та пуҫне ҫӗклерӗ. Ун ҫине мӑй тавра хунӑ хура тиллӗн шупка кӗленче куҫӗ темӗнле чунсӑррӑн пӑхнӑн туйӑнчӗ. Галя куҫӗ пек курӑнчӗ вӑл Павела.

Павелӑн калаҫни-туни килӗшмерӗ-ши Галя упӑшкине, часах вӑл ҫӗкленчӗ:

— Эсир калаҫӑр. Тата тепӗр сехетрен пуйӑс килмелле. Черет йышӑнас, атту кассӑ патне пыраймӑн та, — вартах ҫаврӑнса утрӗ офицер.

— Упӑшкам ман… Юратать… — тем каласшӑн пулчӗ Галя.

— Аван, — персе ячӗ Павел.

— Эс апатна ҫи, ан вӑтан, — «эс» ҫине куҫрӗ Галя.

— Вӑтанасси те пулӗ сирӗн пек чиперккесенчен.

— Кулӑрах ӗнтӗ.

Кулӑпа хула ҫавӑраймӑн, тетчӗҫ. Хӑвӑр еплерех пурнатӑр?

— Горькинче эпир. Мускава та, киле килсе кайма та инҫе мар. Ҫавалкасра эп час-часах пулатӑп.

— Ӗҫлетӗр пуль?

— Ҫук, ача ҫуралсанах пӑрахрӑм. Ӑна ҫитӗнтерме те вӑхӑт кирлӗ. Ачана ӑслӑ-тӑнлӑ тума йывӑр, пӑсса яма часах.

«Мӗншӗн вӗренсе патшалӑх укҫине сая янӑ?» — шухӑшларӗ Павел, анчах Гальӑна урӑхла каларӗ:

— Пурнӑҫ ҫитсен ма ӗҫлес?

— Пурнӑҫӗ вӑл ҫын шайӗнчен килет. Вӗренни ытларах ыйтать. Ҫапах хурлама пултараймастӑп. Укҫине Гриша аван илет.

— Эп сана ун пек усраймастӑмччӗ пуль. Тракторист. Шӑршӑ-маршӑсӑр пуҫне мӗн пур ман? — сиввӗнрех кулса илчӗ Павел. — Таврӑнасси ҫур ҫул юлсан кӗтеймерӗн те…

— Шӑпа… Мӗн тӑвӑн? Ҫапла пулса тухрӗ. Эп сана та кӗтмен мар, — тавӑрчӗ Галя. Халь ҫеҫ унӑн питне хӗрлӗ сӑн тапса тухрӗ. Вӑтанчӗ пулас..

— Аса ил-ха ҫак вокзала. Мана ӑсатнӑ чух эс: «Кӗтетӗп сана, Павел», тенӗччӗ. «Хӑҫанччен?» — тесе ыйтрӑм эп. — «Хӑв мана маниччен», терӗн эс. Манманни халь виҫӗ ҫул урӑххине ыталать, тепӗр ухмахӗ ӑна ҫаплах ӑшран кӑларса пӑрахаймасть, — пӑшӑлтатарах каларӗ Павел. Сӑмахӗсем ҫапах вӗри те хумхануллӑ тухрӗҫ.

Галя шарламарӗ. Пичӗ тӗллӗн-тӗллӗн шуралчӗ. Каччӑ сивӗнсе кая пуҫланӑ апатне кӑшт-кашт ҫырткаларӗ те кофӗ килсе лартнӑ официанткӑна укҫа тулерӗ.

— Гриша виҫӗ хут хӑтана пычӗ.

— Вара чӑтаймарӑн пулать.

— Ҫынна пуҫ ҫаптарма юратмастӑп эпӗ.

— Мӗн калӑн: ырӑ чӗре.

— Юрӗ ӗнтӗ, пӳрни пулчӗ пуль. Тепре чухне кӗтекенӗсен те пурнӑҫ пулмасть.

— Апла та пулкалать ӗнтӗ тӗнчере. Сыв пулӑр-ха. Тепре килсен кӗрсе тухӑр, — терӗ Павел. Вӑл Гальӑпа урӑх нимӗн те калаҫмалли тупайманшӑн пӑшӑрханчӗ.

— Чӗннишӗн тавтапуҫ, — ҫӗкленчӗ Галя та. Вӑл часах лӑпланчӗ, пичӗ ҫинчи хӗрлӗ лаптӑксем те ҫухалчӗҫ.

Гальӑпа сыв пуллашса, Павел урама тухрӗ.

— Пулнӑ, иртнӗ, — сасӑпах мӑкӑртатрӗ вӑл. Унтан пуҫа тӗрлӗ шухӑшсем капланчӗҫ. Пӗрисем Гальӑна ҫаплах манайманшӑн хӑйне вӑрҫрӗҫ. Теприсем унӑн ҫитменлӗхӗсене шырарӗҫ. Туртса тикӗсленӗ куҫ харши… Хӗретнӗ чӗрнесем. Сивӗ те чее куҫӗпе пӑхакан тилӗ. Йӑвалакан ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗ…

— Ӑҫта ҫӳретӗн эс? — ӑна шартах сиктерчӗ Володя. — Тракторна эп пырса лартрӑм. Халиччен тиесе пӗтерчӗҫ пуль. Так. Кайма пӗрлех кайӑпӑр терӗм.

2

Ӗҫрен таврӑнсан, Павел хӑй ӗшеннине туйрӗ. Шыв ӑсса кӗрсе пилӗк таран ҫӑвӑнчӗ, ҫӑмлӑ ал шӑллипе кӗлетки хӗрелсе кайичченех сӑтӑрчӗ. Тумланкаланӑ хыҫҫӑн васкасах кӑвайт чӗртрӗ, ҫӑмарта ӑшаласа ҫирӗ.

Пӗр шухӑш ҫеҫ канӑҫ памарӗ-ха ӑна: киле килни тӑватӑ кун, вӑл пур, ҫаплах хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлаймасть. Ӑҫтан пуҫламалла? Мӗнрен тытӑнмалла? Кам пулӑшӗ ӑна? Кам ӗненӗ? Райкома кайса каласа памалла мар-ши? Е Прыгуновах пуҫ ҫапас?

Унӑн ӗмӗчӗ — плуг. Ҫук, ахаль плуг мар, хӑйне евӗрлӗскер.

Совет Ҫарӗнче ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫирӗп шӑм-шаклӑ ҫамрӑка вӗренме те ҫӑмӑл. Унчченех трактора тӗплӗн пӗлекен Павел тата ҫулталӑкран ӑста механик-водитель пулса тӑчӗ. Тата ҫулталӑкран, танксене илсе ҫӳрекен маҫтӑр ятне илсен, ӑна завода куҫарчӗҫ. Вӑл капиталлӑ ремонтран тухнӑ танксене тӗрӗслекен пулса тӑчӗ. Хӑйне валли те вӑхӑт ҫителӗклех тупӑнкаларӗ. Павел ҫамрӑксен каҫхи шкулне ҫӳреме тытӑнчӗ. Тӑрӑшакан — тӑвать. Ҫулла вӑл лайӑх аттестат илчӗ. Кӗркунне, ҫарпа сыв пуллашса, ытти вуншар танкистсемпе пӗрле хӑй ирӗкӗпех Казахстана, ҫӗнӗ ҫӗре тухса кайрӗ.

Каллех вӗренӳ. Института кӗме экзамен тытрӗ. Малтанах ял хуҫалӑхӗ валли инженерсем хатӗрлекен факультета кӗресшӗнччӗ, анчах Павлодарти институтра ҫав факультет пулмарӗ. Урӑх ҫӗре каяс — инҫетре. Чунне хытарсах унӑн агрономи факультечӗпе ҫураҫма тиврӗ. Кайран пачах та ӳкӗнмерӗ.

Заочнӑ вӗренекене дипломшӑн кӑна ҫунать, теҫҫӗ. Ҫук, тӗрӗс мар. Пурнӑҫ чупать, васкать. Унӑн ҫуни ҫинчен тухса ӳксен, уруна та хуҫма пулать, кайран ҫав ҫунана хӑваласа ҫитейместӗн. Пурнӑҫ ҫуни вӑл — вӗренӳ. Малтан Павел очнӑ вӗренме шухӑшларӗ, анчах виҫӗ ҫул хушши салтакра хуйхи-суйхине, савӑнӑҫпа телейне пӗрле пайласа пурӑннӑ юлташӗсенчен уйрӑлаймарӗ.

Заочнӑ вӗренесси ӑна савӑнтарчӗ те, хӑратрӗ те.

Анчах кӗнекесем тытсассӑнах, вӗренӳ Павела хӑй юхӑмне ҫавӑрса илчӗ. Унӑн сӑран сумкинче бригадӑ ӗҫне ҫырса пыракан хутсемпе юнашар хулӑн тетрадьсемпе кӗнекесем вырнаҫрӗҫ. Кашни пушӑ минутрах бригадӑ будкинче-и, совхоз кантурӗнче-и, е общежитире вуларӗ, института конспектсем ҫырса ячӗ. Лерен ырласа ҫырни ӑна татах хавхалантарчӗ. Виҫӗ ҫулта вӑл виҫӗ курс пӗтерчӗ, тӑваттӑмӗш курсшӑн та экзамен пачӗ. Тата икӗ ҫултан унӑн аллинче диплом пулать. Дипломшӑн вӗренет-и вӑл? Ҫук. Павел хӑйӗн ӑс-тӑнӗ кунран кун пуянланса, тавра курӑмӗ сарӑлса пынишӗн хӗпӗртет.

Акӑ, Ҫавалкас ҫӗрӗсемех уншӑн урӑхларах курӑна пуҫларӗҫ. Ҫара кайиччен Павел ӑна ытти трактористсем пекех нимӗн ӑнланмасӑр ҫавӑрттарнӑ. Чӑваш ҫӗршывӗ… Ҫырма-ҫатра. Ҫурхи шывсем капланса килсе ҫӗрӗн тутлӑхлӑ мамӑкӗпе сӗткенне ҫырмасене — Ҫавала, Кӗтнене, Ункӑна, Сӑра юхтараҫҫӗ. Юхать пурлӑх, ҫӗр пуянлӑхӗ юхать, ҫынна усӑ кӳмесӗр ҫухалать. Чӑваш ҫӗршывӗ тӗрлӗ саплӑксенчен ҫӗленӗ кӗпе пек. Тем тӗрлӗ ҫӗр те пур кунта.

Анчах пысӑкрах лаптӑкӗ — вӑрман ҫӗрӗ. Ку ҫӗр ачаш ача пекех, йывӑр ӑна юрама. Ӑна пӗр-икӗ ҫул хушши ан тӗкӗн, вӑл ҫиелтен хура тӑпра пекех курӑнать. Ал лаппи тарӑнӑш чакала кӑна, аяларах кӗллӗ тӑпра пуҫланать. Нимӗн те тытӑнса тӑмасть ҫав кӗлле тӑпра ҫийӗнче: ҫумӑр шывӗ те, ӳсен-тӑрансене тутлӑх паракан апат та. Вӗсем кӗллӗ тӑпра витӗр юхса тухса «амӑш тӑпри», е ялти пек каласан, «арлан тӑпри» ҫине пухӑнаҫҫӗ. Арлан тӑпри ҫур метр тарӑнӑшӗнче е унтан та аяларах. Ахаль каслӑ плуг кӗллӗ тӑпрана ҫиеле ҫавӑрттарса кӑларать. Мӗнле апат пур унта ӳкекен тыр пӗрчи валли? Ҫумӑр ҫусанах чул пек хытса ларать. Ташла — путмасть, хӑма пек янӑрать. Ҫавӑнпа тыр-пул тухӑҫӗ пӗчӗк. Ҫав ҫӗре юсама вуншар ҫул кирлӗ. Тислӗк ытларах тӑкрӑн пулсан, тарӑнрах сухалама юрать, тӑкмарӑн пулсан — тарӑн сухалани тип шар. Кӗллӗ тӑпра ҫиеле тухса выртать, малтанхи ҫумӑрпах хытса ларать. Тыррине акса хӑвартӑн пулсан та, шӑтса тухаймасть. Вӑйлӑ тракторсем, тем тӗрлӗ ака пуҫӗ шухӑшласа кӑларчӗҫ, ҫапах та вӑрман ҫӗрӗн тухӑҫӗ суха пуҫӗ вӑхӑтӗнчи шайрах тӑрса юлчӗ.

Ҫак ҫӗре Мальцев меслечӗле сухаласан?

Шухӑшпа ирттернӗ каҫсем! Ҫӗнӗ плуг ҫуралать пуҫра. Кампа малтан канашламалла? Кама хӑвӑн шухӑшна уҫса памалла?

Павел Мальцев патне ҫыру ҫырать.

Анчах ответлӗ-ши вӑл ӑна?

Ӗнтӗ икӗ эрне иртсен хуравне кӗтме те пӑрахнӑччӗ Павел. Пӗр кунхине ӑна сасартӑках ыттисенчен нимӗнпе уйрӑлсӑ тӑмӑн конвертлӑ ҫыру тыттарчӗҫ.

«Хисеплӗ Кадышев, — тесе пуҫланӗ Мальцев. — Санӑн ҫырӑву мана тарӑн шухӑша ячӗ. Ҫакна пӗлтеретӗп: манӑн меслет вӑрман тӑпришӗн юрӑхсӑр. Кам пӗлет: асӑннӑ ҫие кӑштах тарӑнлатни ҫӗрти сывлӑшпа шыв режимне лайӑхлатма май парӗ. Вӑл паллӑ. Эс сӗнекен плуг пирки ҫакна ҫеҫ калатӑп: эп сан чертежна Челябинскри машинӑсем тӑвакан завода ярса патӑм. Унта манӑн лайӑх палланӑ конструкторсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем тата мӗн калӗҫ. Малтан тӗрӗслесе пӑхни кирлӗ.

Анӑҫлӑ пулмасан,татах шырама лекӗ. Тӗпчевҫӗ, шыравҫӑ ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Эп ҫӗре тӗпчесе пӗлес, унӑн вӑрттӑнлӑхне тупас тесе хӗрӗх ҫул ӗҫлетӗп, ҫапах лайӑх пӗлсе ҫитрӗм теме пултараймастӑп.

Шыра, тӗпче, Кадышев юлташ. Хӑв шухӑшланине, хӑв ӗмӗтленнине вӗҫнех ҫитер.

Салампа Т. С. Мальцев».

Ытлашши нимӗнех каламан пулсан та, Павела Мальцев ҫырӑвӗ хавхалантарчӗ. Вӑл тепӗр чертеж туса тӗпчев институтне ярса пачӗ. Унтан хурав часах килмерӗ, анчах савӑнтармалласкер пулчӗ. Плуг пысӑк шанӑҫ пама пултарать, имӗш, анчах ӗҫре йывӑр та, ҫаврӑнӑҫусӑр. Ҫавӑнпа конструкцие лайӑхлатма сӗннӗ.

Ӑҫта тӗрӗслесе пӑхмалла плуга? Ӑҫта тумалла ӑна? Пӳртре тӗттӗмленсех ларчӗ. Каччӑ лампӑ ҫутрӗ, чӳрече каррисене карчӗ. Общежитири шава хӑнӑхнӑран кичем те салху пек туйӑнчӗ ӑна. Ашри юлхавлӑха сирсе «Политэкономия» кӗнекине тытрӗ. Вӑл вӗренме пуҫланӑ темӑ интереслӗ: «Ҫӗр ренти». Шухӑшлаттарать. «Районтах, республикӑрах тӗрлӗрен ҫӗр. Анчах районпа республикӑшӑн ҫеҫ мар, чылай пысӑк зонӑри колхозсемшӗн пӗр хак. Ҫав хак лайӑх ҫӗрлӗ хуҫалӑхсемшӗн аван. Ҫавалкассен ҫӗрӗшӗн — тӑкак. Гектартан ултӑ центнер илсен те, ҫирӗм центнер илсен те пӗр ӗҫех тума лекет. Тислӗк кӑлар, юр тыт, сухала, сӳреле, ҫум курӑкӗнчен тасат. Ҫулӗ тата. Пӗр колхозӗ станцӑран виҫӗ ҫухрӑмра. Теприн вӑтӑр ҫухрӑм ытла машинӑ хӑваламалла. Пӗри тырӑ леҫсе ытларах тӑкак курать, ӑна та виҫӗ ҫухрӑмрисен хакнех тӳлеҫҫӗ. Ҫавсене шута илме ҫук-ши? Начар ҫӗр ҫинче тырӑ ӳстерме ытларах вӑй хумалла. Вӑйне кура укҫине тӳле.

Тен, эпӗ тӗрӗс мар шухӑшлатӑп? Сана патшалӑх ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫирӗплетсе пачӗ пулсан, эсӗ ӑна юса, пуянлат. Ҫӗре япӑхтарса яни — усал ӗҫ туни. Колхозник хиртен пӗр ҫӗклем улӑм йӑтса кӗчӗ пулсан, ӑна суда параҫҫӗ, ҫӗре япӑхтарса янӑ колхоз председательне е агронома никам та айӑпламасть. Ятласан ятлаҫҫӗ, ятламасан ҫаплипех иртсе каять. Ҫӗре пӑснӑшӑн, ӑна ама ҫури ачине пӑхнӑ пек пӑхнӑшӑн ответ тыттармалли закон кӑлармалла. Вара ҫӗнӗ ҫырма-ҫатра та пулмӗ, колхоз пуҫлӑхӗсем те пуҫ тавра шухӑшлӗҫ».

Кашни темӑ Павела шухӑша ярать, вуласа тухнине чӑн пурнӑҫрипе танлаштарать, тен, ҫавӑнпах-и асрӑ юлать.

Ҫенӗкре ура сасси илтӗнчӗ, алӑка шаккарӗҫ.

— Кӗрӗр! — кӑшкӑрчӗ Павел. Вӑл хӑйне шухӑшран хӑтарнӑшӑн савӑнчӗ.

Анна иккен.

— Мӗн шаккасах кӗретӗн? Ан вӑтан, хамӑр ҫын.

— Ырӑ каҫ пултӑр, эппин, хамӑр ҫын. Ҫынни-качки сан, упапа пӗрех пурӑнатӑн, — кулчӗ хӗр.

Хӑвна та ырӑ каҫ пултӑр. Иртсе лар, пырса чӑмӑртарӗ каччӑ хӗр аллине.

— Ой! упа! — кӑшкӑрчӗ Анна, ыратнӑ аллине силлесе. Ӑна вӑл пӗчӗк ача пек вӗре пуҫларӗ.

— Тӗрӗ. Чехов калавӗнчи упа. Анне ҫавнашкал ҫуратнӑ, кӳршӗ хӗрӗшӗн ӳстернӗ. Кӳршӗре сансӑр пуҫне хӗр ҫук. — кулчӗ Павел.

— Ларатӑн епресе. Атя, клуба тухса кур. Пӗччен таврӑнасси турчкапа ҫухрӑм виҫессипе пӗрех. Иккӗн килме савӑнӑҫлӑрах пулӗ.

— Ташлама эп ухутах мар. Кино уйӑхӗпех пулман, теҫҫӗ.

— Будкӑ ҫук тесе кӑтартмаҫҫӗ. Кӗҫӗр вӑрманпромхозран концертпа килнӗ. Кайран ташӑ. Ытла кичем сан пуртре. Санашкал пӗччен пуранас пулсан, эп тунсӑхласах вилсе каймалла, — калаҫрӗ Анна.

— Асаттесем радиосӑрах пурӑннӑ — шӳтлерӗ Павел. Тӑхта ак, телевизор та илӗп. Ҫавалкас та пӗр ҫултах ял пулман. Пурне те тума вӑхӑт ҫитмест. Икӗ эрне алла кӗнеке тытман. Ыранах института ӗҫ ҫырса ямалла.

— Ыран та кун пур.

— Ырантан ырхан пусать.

— Эп паян юлашки ӗҫ ҫырса ятӑм.

— Хӑв ӗҫлетӗн, мана клуб тӑрӑх сӗтӗретӗн.

— Ку ӗҫне эп пырӗ текелесе васкасах ҫыртӑм.

— Пырӗ тени пыра каять, — каллех шӳтлерӗ Павел. Иккӗшӗ те кулса ячӗҫ. Анна ҫеҫ кӑштах кӑмӑлсӑрланчӗ:

— Ытти ҫынсемпе эс ятлӑ ҫын пек калаҫатӑн. Манпа эс — пӗчӗк ача.

— Ан васка, яш ача пулам ак. Урӑхларах калаҫӑп.

— Пулӑп тени пулла каять, — тавӑрма май килнишӗн савӑнчӗ Анна.

— Юрӗ. Ҫуркунне пулӑ яшки ҫитерӗп. Халь эп тӑхӑнам-ха. Клуба-тӑк — клуба.

Павел тӗпеле кӗрсе хӑмӑр костюм тӑхӑнса тухрӗ. Галстук ҫыхрӗ. Анна ӑна тӳрлетме пулӑшрӗ. Каччӑ шӳтлесе хӗре икӗ чавсинчен тытса ҫӗклерӗ.

— Яр, упӑ… — кулчӗ хӗр.

Урамри чӳрече патӗнче такам кӑштӑртатнӑн туйӑнчӗ. Ӑна Павел ҫеҫ илтрӗ. Каччӑ аллинчен вӗҫерӗннӗ Анна алӑк патне кайса тӑчӗ.

— Качча каяс хӗрпе ан йӑшӑлтат, Васка, — хушрӗ Анна.

Ҫутӑ сӳнтерсе пӳртрен тухрӗҫ. Урамра Павел хӗре хулӗнчен ҫаклатрӗ.

3

Санька Павелсем патне кӗрсе каякан Аннана уттинчен те, кӗлеткинчен те палласа илчӗ. Чӗнес — ырӑ мар, юриех эс кашни каҫ пирӗн алӑк патӗнче ҫӳретӗн теме пултарать. Павел патне кӗрес, кам пӗлет, чӑрмантарни ҫеҫ пулӗ? Тен, Анна кӳршӗ каччине юратать? Хӗр никама та кӗтмен пулсан, Санькӑпа ҫепӗҫрех пулма кирлӗ. Павелах кӗтнӗ ӗнтӗ. Мӗншӗн тата пӳрт ҫуса патӑр? Кумаллӑ пулни мӗн вӑл? Хӗреснашшӗ хӗрӗ. Тӑван мар, йӑлтах ют юн. Сахал-и халь унашкал пӗрлешекенсем? Чиркӳ саккунӗ паянхи ҫамрӑксемшӗн нимӗн те мар, ӑна-кӑна пӑхсах тӑмаҫҫӗ.

Апла пулсан? Вара пӗтӗм ҫунни, хӗр хуравне кӗтсе пурӑнни сая каять.

Кӗрес. Павел унӑн юлташӗ-иҫ. Пӗрле ӳснӗ, пӗрле ҫара кайнӑ. Анчах тем вӑтантарать, тем кӗртмест. Урасем хӑйсемех униче хапхинчен уялла илсе тухаҫҫӗ. Атӑ кӗли путать те йӗрне пичетлесе хӑварать. Юлашкинчен: «Кӗретӗп», тесе шухӑшларӗ.

Ҫутӑ ҫӳхе карӑ витӗр урамри ҫула хыпашлать. Чӳречерен пырса пӑхас. Вӑрӑллӑ пулать те. Ан тив…

Шалти чӳречен тарланӑ кантӑкӗсем макӑраҫҫӗ. Йӑр та йӑр юхса анаҫҫӗ йӗр хӑварса тумласем. Чӗре макӑрнӑн туйӑнать вӗсене курсан. Вӑшт та вӑшт иртеҫҫӗ пӳртри мӗлкесем. Тӗпелтен пӗри тухрӗ. Вӑрӑмскер. Павел ку. Уйри чӳрече патӗнчен тепри ҫитрӗ. Пӗчӗкскер. Аппа ку. Вӗсем пӗр мӗлке пулса пӗрлешрӗҫ.

Чӗре тапмах чарӑнчӗ. Ҫӑвар типсех кайрӗ, пырта сывлӑш катрамланса ларчӗ. Санька пӗшкӗнсех карӑ хушӑкӗнчен пӑхрӗ. Нимӗн те курӑнмасть. Хӑлхасем те канма кайрӗҫ: нимӗн те илтӗнмест.

Уртӑннӑ чӳрече хӑлхашки чӗриклетрӗ. Санька такам курасран хӑранӑн васкасах ҫул ҫине тухрӗ. Куҫ умӗнче ҫаплипех шалти хутӑн кантӑкӗсем макӑраҫҫӗ.

Хирелле утрӗ. Павелсен пӳртӗнчи ҫутӑ сӳнсен ҫеҫ униче патнерех ҫывхарчӗ. Хапха шалтлатрӗ. Павелпа Анна алла-аллӑн тытӑнса урам тӑрӑх анаталла анса ҫухалчӗҫ.

Санька килнелле утрӗ. Ҫывӑракан ашшӗпе амӑшне систермесӗр сакайри нӳхрепрен сӑра ӑсса тухрӗ. Ӑна ӑшӑтмарӗ те. Вӗри мунча чулӗ ҫине шыв сапнӑ пек чашлӑтса анса кайрӗ кӑчама. Ӳсӗрӗлчӗ каччӑ. Клуба вӑл концерт пӗтсен ҫеҫ ҫитрӗ. Вӑрманпромхоз хӗрӗсемпе ҫеҫ ташларӗ. Шахматла вылякан Володьӑпа Павел патне те пымарӗ. Унтан купӑсҫӑна «цыганочка» кӗввине калама ыйтрӗ. Пӗчченех, баяниста ывӑнтаричченех, ташларӗ. Куҫӗсем ун нимӗн те курмаҫҫӗ пек, каччӑ самаях хӗрӗнки палӑрать. Ташша вӗҫлесен яланхи йӑлипе музыканта пуҫ тайса клубран тухрӗ. Алӑка шартлаттарса хупнипе стена ҫумне ҫакнӑ лампӑсем ҫулӑмлӑ чӗлхисене тӑсса такама витлерӗҫ. Кӗмерӗ Санька текех клуба, курӑнмарӗ…

…Каччӑ ҫӑмӑл шухашлӑрахчӗ. Вӑл ашшӗпе амӑшӗн кӗҫӗн ывӑлӗ, килӗнчи пурнӑҫӗ тӑнӑҫ. Хӑй тулли ӳтлӗ, вӑтам пӳллӗ. Ҫавракарах пит-куҫлӑ, тӳрӗ сӑмсаллӑ. Ҫӑра та хура ҫӳҫӗ кӑтра. Сарӑрах хӑмӑр куҫӗ вырӑнта тӑмасть.

Вӑрманпромхозра диспетчерта ӗҫленӗ чухне вӑл пӗр каҫхине хӑй евӗрлех кӑтра ҫӳҫлӗ Нина Шурупова техника, тепӗр каҫхине Лена Лескова кассира ӑсататчӗ. Пӗр каҫхине пӗрне, тепӗр каҫхине тепӗрне ыталаса чуп тӑвасси уншӑн тӗлӗнмеллпех пулман. Хитре! Хитрешӗн нумай хӗр чӗри арча пек уҫӑлать те вырӑн парать. Кӗвӗҫсен те пытарать, хирӗҫсен те килӗшет. Хитрелӗх — ҫут ҫанталӑк парни. Санька унпа вӑтанмасӑрах усӑ куратчӗ.

Район центрӗнчи килне каймасӑр, ӑна шӑматкун ялти фельдшер пункчӗн заведующийӗ, ҫӳҫӗсене водород перекиҫӗпе хӗретнӗ Лида Пакетовӑ, кӗтетчӗ.

Кӗвӗҫекен — хӑй кӗвӗҫнӗ ҫын ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе хӑвӑрт пӗлет, кӗвӗҫекеншӗн шӳтлесе каланӑ сӑмах та час-часах чӑнлӑх. Виҫӗ хӗр те пӗр-пӗрне аван паллакан ҫеҫ мар, ҫитменлӗхсене те пӗлекен пулчӗҫ. Тахӑшне ытларах кӑмӑллатчӗ Санька. Пӗлме ҫук. Унӑн чӗри чул евӗрлех пулнӑ пулас, хӗр асапӗсем ӑна тӗкӗнмерӗҫ те. Вӑйӑ картинче-и, клубра-и — унӑй кӑшт шӑл витӗр тухакан сасси янӑрать, унран маларах никам та ялта «цыганочка» та, чӑваш ташшине те ташлама пултараймасть. Те унӑн ташшине, те унӑн хитрелӗхне ӑмсанакансем ӑна «пӗрремӗш сорт каччӑ» тесе тӗккелесе те илеҫҫӗ.

Утмӑлтан иртсен ват ҫын куҫӗ тӑван ҫӗр ҫине час-часах ҫӳҫенсе пӑхать. Вӑл ӑна тӑрантараканӗ, усраканӗ ҫеҫ мар, ӑна ӗмӗрлӗхех йышӑнаканӗ. Утмӑлтан иртсен алла туя кӗресшӗн, ура утӑмне шутлать. Санькӑн ашшӗпе амӑшӗ те тахҫанах утмӑл урлӑ каҫнӑ. Кин мар, кин ачи ҫамрӑклатать ватта. Анчах старикпе карчӑкӑн ҫамрӑкланасси пулмарӗ-ха.

Туй тума хатӗрленӗ сӑра та ахаль ӗҫкӗрех кӑпӑкланчӗ, туй ачисем сиксе авас урай та тӑван-пӗтен урисемпе тӗрленчӗ, туй арӑмӗсен шӳлкемисемпе вӑчӑрисем те, тухйисем те арчаран тухмарӗҫ; туйсене ҫӳреме юратакан мыскараҫӗ та йытӑ тирне параппан валли ҫӗртме тислӗк айне хураймарӗ, ҫӗнӗ параппан пулмарӗ; ашшӗ те кинӗн минтерӗ ҫинче лараймарӗ, амӑшӗ те парне кӗпи тӑхӑнаймарӗ.

Юлашки икӗ ҫулӗнче тем пулчӗ Санькана, тем улӑштарчӗ унӑн пурнӑҫне. Тепӗр чухне час-часах ӳсӗр, тепӗр чухне уйӑхшар нимӗн те сыпмасть. Ӗлӗкхи мӑнаҫлӑх, хӗрсем ҫине ҫиелтен пӑхни палӑрсах каймасть халь. Ҫулсем иртнӗ май «сортлӑхӗ» чакать-ши? Пӗл качча. Тен, теприсен лӗпки ҫирӗм виҫӗ-ҫирӗм пилӗк ҫулта тин питӗрӗнет?

Вут хутмасӑр тӗтӗм тухмасть, ҫӗр сӑмахсӑр ял пулмасть. Этем улшӑнмалӑх сӑлтавӗ пурах ҫав…

Пӗлесчӗ сирӗн Ҫавалкассинче ҫӗнӗ ҫула мӗнле кӗтсе илнине. Пуш ҫамка текен тӑвайкки патне мӗн иртенпех халӑх куҫать. Ҫак тӑвайкки урлӑ урӑм пуҫӗнчен тытӑнса Ҫавала юхса тухакан Сӑнар шывӗн ҫыранӗ хӗрнех пырса тухать. Тӑвайкки тӑрринче тӳпенелле кармашнӑ тӑватӑ хурӑн пас тытнипе юмахри тӗрӗ пек туйӑнать: ытла та чӑлт шурӑ вӗсем. Лӑпӑс-лӑпӑс кӑтра турачӗсем ҫураҫса кайнӑ хӗр пек тарӑн шухӑшлӑ. Ҫулла кунта уявсенче вӑйӑ карти кӗрлет. Тӗр-тӗр вӑйӑ салансан хурӑнсен ҫумӗнче мӗн шуҫӑм киличченех пӗр-пӗринчен уйрӑлайман хӗрпе каччӑ шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса тӑраҫҫӗ. Телей пуриншӗн те пӗр мар: хушша хура кушак та кӗрет, юрату тимӗр мар — арканать, урайне ӳкнӗ тӑм чӳлмекле ҫурӑлать. Уйӑхлӑ-ҫӑлтӑрлӑ е хура чаршавлӑ каҫсенче хурӑнсен шурӑ чӑлхи ҫинче ҫӗҫӗпе касса ҫырнӑ ятсем ҫуралаҫҫӗ. Сӑхакан хут ҫине чернилпа ҫырнӑн, йывӑҫсем ӳснӗ май, саспаллисем сарӑлаҫҫӗ, пысӑкланса кӑмпаланаҫҫӗ. Ҫулсен чуппи кивӗ ятсене ҫухатать, ҫӗннисене хушать.

Юрату хурӑнӗсем. Ҫапла ят панӑ вӗсене Ҫавалкассем. Ҫакӑнта пухӑнаҫҫӗ ҫынсем ҫӗнӗ ҫула. Ҫамрӑкки ӗмӗтленет, ватти — иртнине аса илет. Кам ҫунашкапа килет, кам йывӑҫ тӑркӑчпа, хӑшӗсем тенкелпе е ятарласах пӑрлантарнӑ валашкасемпе. Ҫемьеллисем ҫара ҫуна туртса килме те ӳркенмеҫҫӗ. Купӑс сасси те, сивӗ сывлӑшра янӑракан ҫамрӑксен юрри те, мыскарапа ҫуралнӑ кулӑ та пӗр вӗҫӗм малаллах, малаллах талпӑнакан пар лаша шӑнкӑравӗ евӗр лӑпланусӑр.

Тепӗр чухне сулӑнчӑк ҫапнипе ҫуна ҫур тӑвайккинчех тӳнсе каять, ларса пыраканӗсем шурӑ юр тинӗсне чӑмаҫҫӗ. Хӗрсемпе хӗрарӑмсем ял илтмелле кӑшкӑрашаҫҫӗ. Ура ҫинӗ тӑрсан — хӑрани иртет, силлесен тумтир ҫумне ҫыпҫӑннӑ юр та уйрӑлать, хӗве сивӗ ҫапни те манӑҫланать.

Уяв. Асран кайми тӑван ҫӗршыв уявӗ — яшшине ҫунатлантараканскер, ваттине — яшлантараканскер.

Санька ун чухне кӑнтӑрла ҫитиччен хуплӑ ҫуна туртса килнӗччӗ. Хӗрӗнкӗ каччӑн чарусӑр куҫӗ тӑвайккинчен ярӑнса анакан мӑшӑрсене сӑнарӗ. Хурӑнсем патӗнче темиҫе хӗр тӑратчӗҫ.

— Ну, кӑсӑясем, килӗр-ха, вӗҫтеретӗп.

— Лида Пакетовӑна вӗҫтер.

— Ӑна та, сире те. Вырӑн ҫитет. Килӗр тата, мӗн курнӑҫланатӑр? — чӗнчӗ Санька.

— Анна, кай, — тӗртрӗҫ хӑйсен ушкӑнӗнчен пӗрине.

— Анна, кил, — чӗнчӗ каллех Санька.

Ыттисем каччӑн йӑлине аван пелеҫҫӗ иккен. Сахал-и вӑл пӗр ҫуна хӗр тиесе тӑвайккинчен анса ҫитиччен пӗрерӗн-пӗрерӗн юр ӑшне пӑрахса хӑварнӑ?

Анна кӗттерсе тӑмарӗ. Санька ӑна ларма пулӑшрӗ, ҫунине тапса ячӗ. Ҫуна аялалла ыткӑнчӗ. Каччӑн аллисем хӗре ытамласа илчӗҫ… хӗре хӑй ҫумнерех пӑчӑртарӗҫ. Тапкаланакан, вӑрҫакан Аннана каччӑ темиҫе хутчен чуп турӗ…

— Хитре. Мӗнле эп ӑна ку таранччен асӑрхаман? — вӗҫрӗ каччӑн пуҫӗнче шухӑш.

Аяла анса ҫитсен Анна каччӑ ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ. Санька хӗр куҫӗнчен юхса аннӑ куҫҫуле асӑрхарӗ. Тен, ҫилпе тухнӑ? Мӗншӗн-ха тарӑхтӑр хӗр хӑйне чуп тунӑшӑн?

Анчах урӑхла пулса тухрӗ. Анна Санькӑна темиҫе хутчен питӗнчен ҫупса ячӗ.

— Акӑ сана, намӑссӑр, акӑ! — пӑшӑлтатрӗ хӗр. Анна улӑхри юр кӗрчӗ тӑрӑх аша-аша аяккалла чупса кайрӗ. Санька ҫаплипех пӗрре путакан, тепре ҫӗкленекен пӗчӗк пӳллӗ хӗр кӗлеткине тинкерчӗ. Хӗр яла кӗрсе ҫухалчӗ. Сакька вара ҫунине пӗчченех туртса хӑпартрӗ те килнелле утрӗ. Унӑн чунӗ темӗнле вырӑнта марччӗ ҫав вӑхӑтра.

Мӗн пӑлхатрӗ-ши унӑн чунне? Хӗр ҫупса яни-ши? Мӗнле-ха вӑл ҫавнашкал хитре качча ҫупса яма ал ҫӗклерӗ? Кам тата? Ятсӑрскер. Вӑтам шкул пӗтернӗ ӗнтӗ. Сахал-и халь ялта вӑтӑм шкул пӗтерекен? Ӗне сӑвать. Вӗреннӗ хӗрсем юратаҫҫӗ Санькӑна. Ку ӑна ҫупка ҫитерме хӑять.

Пӗррехииче клубран тухнӑ Аннана Санькӑн аллисем ҫатӑрласа тытрӗҫ.

— Татах вӑрҫатӑн-и, чӗрӗп?

— Мӗн эс куршанак пек ҫыпҫӑнатӑн? — тавӑрчӗ хӗр. — Курнӑҫатӑн ытлашши.

— Ан вӑрҫ-ха, Анна, — шӑппӑн, йӑлӑнса каланӑн сӑмах хушрӗ каччӑ.

— Сана мӗн… сана Лида Пакетова вӗрентет-и?

— Мана валли хам тӑн та ҫитет.

Каччӑ хӗре ӑсатса яма пулчӗ. Лешӗ хирӗҫлерӗ.

— Тавтапуҫ, эп хам та кил тӗлне аванах пӗлетӗп. Сурӑх мар, ҫӗтес ҫук. Ыттисене ӑсат. Ку Санькӑна аптратсах пӑрахрӗ.

«Пулма пултараймасть ялта мана тиркекен хӗр, — шухӑшларӗ вӑл, час-часах хӑйне лӑплантарса. — Тен, урӑх мел шырамалла? Е, ҫарти пек каласан, тактикӑна улӑштармалла? Пуласлӑх пирки систерес…»

Тепрехинче клубран пӗрле тухсан ҫапла ыйтрӗ:

— Нумай калаҫмастӑп: мана качча пыратӑн-н? Акӑ ман философи.

— Тилпӗрен ҫимен-ха.

Каччӑ хӑй сӑмахӗсемпе хӗр чӗрине пӑлхатнине пӗлеймерӗ, вӑл татах ҫине тӑра пуҫларӗ. Юратун курӑнми вӗренӗ ӑна хытах кӑкарса лартрӗ-мӗн. Анна мӗн чухлӗ хирӗҫрӗ, вӑл ҫавӑн чухлӗ тимӗрҫӗлле пӗр вырӑнта кӳпкерӗ.

— Паян та ҫавнах калатӑп: качча пыратӑн-и?

— Эс вӑл шухӑша пӑрах. Вӗренме тытӑн, кӗр пӗр-пӗр института вара ухмахланма вӑхӑт юлмасть, — тавӑрчӗ хӗр.

— Ман ӗҫ вӗренмесӗр те лайӑх.

— Хӑйӗн юрриех, — кӳрененҫи пулчӗ хӗр. Анчах йӗкӗте епле хӑйса калӑн-ха «санӑн сӑмаххусем мана ахаль те канӑҫ памаҫҫӗ», тесе. Аннан хирӗҫлесси те сахалланчӗ, ӑсатма пыма та чармарӗ, хӑй те час-часах каччӑ куҫӗ умне лекме тӑрӑшрӗ.

Санька урӑхларах шухӑшларӗ: Аннан каччӑ пур. Камне вӑл пӗлеймерӗ, ялта мар, таҫта техникумра ӗнтӗ.

Иртнӗ эрнере хӗр сасартӑк ӑна ҫунатлантарса ячӗ. Вӑл унӑн яланхи ыйтӑвӗ пирки ҫапла хуравларӗ: «Ан васка, вӗренсе тухсан татса калӑп».

Сӑнька хӑй улшӑнса кайнинчен хӑй тӗлӗнчӗ. Уя юр тытма тухсан ыттисемпе пӗрлех ӗҫлерӗ, кӗлет патӗнче тыр аллакан хӗрарӑмсене сортировкӑна ҫавӑрса пама пулӑшрӗ. Шӳтлерӗ, кулчӗ.

— Лида Пакетова кайнӑшӑн саваннӑ, — калаҫрӗҫ хӗрарӑмсем.

Чӑнах та ялти фельдшер пункчӗн заведующийӗ районти больницӑна ӗҫлеме куҫрӗ. Каччӑ юратӑвне кӗтсе илеймерӗ пулас.

…Клубран тухнӑ бригадир килнелле утрӗ, «Вӗренсе тухсан татса калӑп, — аса илчӗ вӑл хӗр сӑмахне. — Каларӗ халь. Акӑ кама кӗтнӗ Анна. Павел та аван юлташ, килнӗ-килменех ура хурать».

4

Кӑнтӑрлаччен Анна аптекӑна йышӑнса пӗтерчӗ. Шкап тасатиччен, сӗтелсемпе пукансем тата тӑрӑхла сак ҫине вӑхӑтлӑха кӑларса лартнӑ эмел склянкисемпе кӗленчисене эфирпа йӗпетнӗ мамӑкпа сӑтӑрчӗ. Кристаллӑ йод склянкине витнӗ пергаментлӑ хута улӑштарма тиврӗ: эмел пӑсӗсем йӑлтах ҫунтарса хӑмӑрлатса лартнӑ. Пакетланӑ порошоксем валли те савӑтсем тупӑнчӗҫ. Ҫилӗм ҫук пирки этикеткӑсене ҫыпӑҫтарма коллоидпа усӑ курма тиврӗ, пӳрте эфир шӑрши тапса тухрӗ.

Формологи йӗркипе наркӑмӑшлӑ эмелсене уйрӑм ҫӗрте тытмалла. Ӑна Анна аван пӗлет. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ тепӗр шкап ҫук пулсан? Ҫавӑнпа пӗр ҫӗре хума тиврӗ. Наркӑмӑшлӑ эмелсен ҫӳлӗкӗ ҫине вӑл латынла «Фенено» тесе ҫырса ҫапрӗ, марлӗрен тунӑ каркӑҫпа карса хучӗ. Часах аптекӑ пӳлӗмӗ тирпейленсе, ҫуталса кайрӗ.

— Шикарнӑ. Кӑна ӑнланатӑп. Аптекӑ ӗҫӗ вӑл арҫын ӗҫӗ мар, — ҫырса пӗтернӗ акт ҫине алӑ пусрӗ Костя Коновалов ветфельшер, — Каҫарӑр тӳрӗ каланӑшӑн, санран паян, Анна Николаевна, ҫур литр ӗҫмеллеччӗ. Хӗр тесе ӑна-кӑна ыйтмӑп, ҫапах ху парӑмрине ас илсех тӑр. Ҫавна ан ман: выльӑх тухтӑрӗн пиратран кая мар пулмалла. Уйрӑмах шыҫӑсене ан шелле: кас, вакла. Пӗлмесен, е иккӗленсен хам пата, участока пыр. Малтанах хам та килкелӗп.

— Тавтапуҫ, — тавӑрче хӗр. Ал парсах сыв пуллашрӗҫ.

Анна пӗчченех тӑрса юлчӗ. Пӗтӗм колхоз выльӑхӗн сывлӑхӗ халь унран килет. Ирӗксӗрех шухӑшлаттарать, хӑратать. Ҫитменнине, диплом та илеймен-ха, ҫулла государствӑ экзаменӗ. Хӗр тухтӑр ӗҫне юратать. Тавах Костя Коновалова, вӑл нумай пулӑшрӗ.

Аптекӑ сысна пӑхакансен общежитийӗн пӗр пӳлӗмӗнче. Ӑна чуспа картласа ҫеҫ уйӑрнӑ. Кунтан колхоз правленине каякан ҫул енне икӗ чӳрече, фермӑ енне тепре тухать. Ҫурт умӗнче пӗр пысӑк пӗве. Пӗлтӗр унти шывпа выльӑх шӑваратчӗҫ, кӑҫал Костя чарнӑччӗ. Пӗве леш енче — кормокухньӑ. Ӑна пӗр пысӑк кӗлетрен тунӑ.

Паян ирхине, ӗне ферминчен килнӗ чух, шкул ачи пек пӗчӗк пӳллӗ, вӑтӑртан иртнӗ пулин те ҫирӗмри евӗрлех ҫамрӑк курӑнакан кӑвак куҫлӑ Лисук кӗвентепе шыв ӑсса хӑпаратчӗ.

— Мӗн тӑван ку шывпа? — интересленчӗ Анна.

— Пӗлми те пултӑн-и? Ҫӗр улми пӗҫерме.

— Кунтан юрамасть. Коновалов чарнӑ. Шывӗ хуртлӑ.

— Ай, ӑна эс те пӗлетӗн-и? — куланҫи пулчӗ Лисук. Унӑн сассинче тӑрӑхлани палӑрчӗ.

— Пӗлетӗн-и ҫеҫ мар, чаратӑп та. Каланӑ-тӑк юрамасть тесе — юрамасть. Сыснасене чирлеттерсе пӗтеретӗр, — ҫирӗппӗн татса каларӗ Анна.

Лисук, урӑх Аннапа калаҫас килменнӗн, шыв витрисене чӳхентерсе малалла темиҫе утӑм турӗ, унтан тем ҫухатса хӑварнӑн каялла ҫаврӑнчӗ:

— Юрать турӑ кама арҫын тумаллине пӗлсе тунӑ. Костя чармасть, ҫурхи шыв таса, тет. Эс пур, ӗҫлеме тытӑнман, хушма та пикенетӗн. Эс мана шыв турттарса пар, эп вара йӑтмӑп. Халех сӑмсуна ытла ҫӳле ан каҫӑрт.

Анна, фермӑ заведующийӗ патне кайса, шыва Ҫавалтан турттарма хушрӗ.

Хапӑс Хветӗрӗ, вӑтам пӳллӗ, аллӑсене ҫывхаракан арҫын, Трофим Матвеевич киличчен колхоз председателӗ пулнӑскер, яланхи йӑлипе янахӗ ҫине тухса ларнӑ пысӑк шӗпӗнне хыпаларӗ. «Шыв? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ фермӑ заведующийӗ. — Ҫуркунне кам Ҫавала каять? Эс хӑв ӗнӳсене унти шывпа шӑвар, мана хушса ан ҫӳре, ман хамӑнах пуҫлӑх пур. Трофим Матвеевич кашни кунах ман тире пӗрер хут сӗвет».

Анна хӑй ветеринари фельдшерӗ пулса ӗҫлеме тытӑнни ҫинчен калама хӑяймарӗ. Вӑтаннипе хӗрелсе кайнӑскер, аптекӑ енне ҫаврӑнса утрӗ. Унӑн сӑмахне нимӗн вырӑнне те хуманшӑн йӗрсе те пӑхрӗ. Хуйхи-суйхи аптекӑ йышӑннӑ чух ҫухалчӗ. Ун чухне общежитине Хветӗр кӗнӗччӗ. Анна эмелсемпе аппаланнине курсан, тӗлӗнчӗ пулас: ӳсӗркеленҫи турӗ, Костьӑран пирус илсӗн, тухҫа кайрӗ. Анна ӑна сиввӗн пӑхса ӑсатрӗ.

Акӑ халь, кормокухньӑ патне шыв турттарса килекен заведующине курсан, Анна савӑнса кайрӗ. Хветӗрӗн сулахай алли ҫук: вӑрҫӑра хӑварнӑ. Малтан протез тӑхӑнатчӗ, халь пушӑ ал ҫаннине ҫыхҫа ҫеҫ лартать. Хӑрах алпа ӑна тилхепе тытма та йывӑр, лашине пӑрнӑ чух тилхепе вӗҫне шӑлпа ҫыртса туртать.

— Вӗсен ҫын ҫитмест пулмалла, хӑй шыв турттарать, — шухӑшларӗ Анна. — Те мана ҫилленнипе хӑй кайнӑ?

Хӗр тухма хатӗрленсе шкапа питӗрчӗ кӑна, алӑка шаккамасӑрах Санька кӗчӗ. Атӑпа, кӑвак плащпа. Ҫар карттусӗ айӗнчен кӑтра ҫӳҫ пайӑркисем курӑнаҫҫӗ. Ҫурхи ҫилпе тата хӗвелпе пичӗ тӗксӗмленнӗ, тути ҫуркаланнӑ.

— Кӗтменччӗ пуль? Эпир «целинник» те мар, орден та илмен.

Анна ун ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑран пулас, каччӑ сасартӑк шӑплакчӗ, пуҫне ҫӗрелле пӗкрӗ.

— Эх, Анна! Шанаттӑм, кӗтеттӗм. Шаннӑ кайӑк йӑвара пулмарӗ.

— Мӗне шанаттӑн? Мӗне кӗтеттӗн? Мӗн пулнӑ сана? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Анна.

— Пӗлмене перетӗн апла? Вӑхӑта ма ахаль сая ярас. Ме, вуласа тух. Акӑ ман философи…

Хӗре конверт тӑсса пачӗ, вӑртах ҫаврӑнса пукана ӳкерчӗ, алӑк патне ҫитсен ҫеҫ: — Ҫӗнӗ ӗҫре лайӑх ӗҫлемелле пултӑр, — тесе хӑварчӗ.

Пӳрт алӑкне яриех уҫса ярса вӑл кӑштах Микулай мучие ураран ҫапса ӳкермерӗ, каҫару ыйтмасӑрах авӑнакан ҫенӗк хӑмисене силлентерсе утрӗ.

— Эппей! Пыл хурчӗшем тапӑннӑ упалла урша кайнӑ, — янраса юлчӗ мучи.

Каччӑ хӑлхине Николай Андреевич сӑмахӗсем кӗмерӗҫ те.

Ашшӗ сӑнран улшӑннӑ хӗрне курсан, ыраттарнӑ сӑмсине хыпаласа качча тата ытларах ятла пуҫларӗ:

— Анушах тӑмана. Улати калашле, колхош аппендицичӗ. Пушӗнче хӗр те ӗшкӗ. Кам ӑна бригадирта тытать? Хам Матвейчӑ пулшан ӗшрен мар, колхошран кӑларша яратӑп. Тӑхта эп ӑна… — тулалла васкасах тухрӗ вӑл.

Анна конверта уҫрӗ.

«Анна! Пирӗн юрату аманчӗ ҫеҫ мар, вилчӗ те пуль ӗнтӗ. Эс ытла та мӑн кӑмӑллӑ. Ҫавах ман шанчӑк пурччӗ-ха, сӳнменччӗ. Кампа вӑрмана — ҫавӑнпах кӑмпана, тесе шухӑшлаттӑм. Хамӑн пурнӑҫра, хамӑн ӗмӗре санпа пӗрлештересшӑн ҫунаттӑм. Халь те ҫавах-ха…

Пирӗн атте час-часах ҫапла калать: каччӑ автан, хӗр чӑх мар. Шухӑш килнӗ ҫӗртех авланаймӑн. Ват ҫын самахӗ тӗрӗс. Эп сана темиҫе хутчен те хам чӗрене сӗнтӗм — эс тиркерен. Ах, тирӗк тӗпӗ лекесчӗ тиркекене! Каҫар, тен, йывар та калатӑп пулӗ. Каллех ваттисен сӑмахне ас илмесӗр чӑтаймастап: сурӑх тӑвара, хӗр ятлӑ качча юратать. Эсӗ те ав вӗренни еннех пахатӑн. Мӗн калӑн: каччи ахалли мар: унӑн портретне те аш турамалли ывӑс пысӑкӑшӗх тӳса журналта пичетлеҫҫӗ. Кӳршӳсем-ҫке. Шӑхӑрсан та тӗл пулма пулать. Хӑвах каҫатӑн тата.

Телейсӗр эп. Тӑлӑх ҫӳҫе пек ытла та васкаса кӑчкӑ кӑлартӑм. Ак халь тӑм та тиврӗ: шанса типрӗҫ плюш пек яка юрату кӑчкисем. Анчах ҫавна асра тыт: телей этеме сывлӑш пекех кирлӗ. Кам ӑна ҫынсене тупма чӑрмантарать, кам ура хурса такӑнтарать — вӑл путсӗр. Вӑл хӑй телей мӗнне пӗлмест! Вӑл суккӑр! Акӑ ман философи.

Хитрене курма, ӑслипе пурӑнма лайӑх теҫҫӗ. Хитре те, ӑслӑ та эс. Пирӗнешкел ахаль ҫынсем ҫине пӑхас ҫук пулин те, ҫавах тепӗр хут шанас та килет. Хӑв панӑ сӑмаха манмасан, мана кӑштах та пулни хисеплетӗн пулсан, этем вырӑнне хурсан, тӗттӗмленсенех юрату хурӑнӗсем патне тух. Кӗтетӗп. Татах кӗтетӗп. Тухмасан… ӗмӗрлӗхех сыв пул…»

Йӗпетрӗҫ хӗрӗн куҫҫуль тумламӗсем клеткӑллӑ тетрадь листи ҫине ҫырнӑ ҫырӑва, сарса ячӗҫ симӗс чернилпа ҫырнӑ саспаллисене. Чӑтаймарӗ чун та: пыра чӑмӑркка капланса ларчӗ. Йӗни ҫеҫ ҫӑмӑллатать ӑша. Анна сасӑсӑр, лӑпланаймасӑр макӑрчӗ.

Санька… Юратать-ши хӗр ӑна? Ҫӗнӗ ҫул катаччийӗ. Ӑсатусем. Каччӑ ӑна пӗрре те пуҫсӑр пек туйӑнмарӗ. Ыталама мар, алӑ пама та вӑтанать. Ҫӗнӗ ҫулта ӗнтӗ ӳсӗрпе чуп турӗ. Кайран.. Е юратсан ҫын именет? Чӗлхи пур вӗт-ха унӑн. Юрататӑп, тесе каламалла мар-и? Атту яланах пӗр горӑ: качча пыратӑн-и е ҫук?

Ашшӗ Санькӑна юратмасть. Вӑл такамшӑн та паллӑ. Хӗрне каччӑ ӑсаткалать тени амӑшӗн хӑлхине пырса кӗрсен, тӑтӑшах ятлаҫрӗ.

— Тупнӑ вӗҫкӗне. Ял йытти вӑл. Кулать санран. Тӑкампа та ҫӳрерӗ. Хӑв хыҫҫӑн ура ярса ан пустар.

Кашни кунах ҫавнашкал сӑмахсем. Те аннӳне итлемелле, те чӗрене? Кам халичен юратса курнӑ? Амӑше ятлаҫнӑҫемӗн Санька ытларах аса килет. Кӗнеке вулама ларсан та шухӑшсем сапаланса каяҫҫӗ: умра кӑтра ҫӳҫлӗ, кулакан каччӑ тӑрать. Вӑл ӑна хӑй асӗнчен хӑвалама тӑрӑшать, ҫапах умра вӑл. Е унӑн илемлӗ ташши аса килет. Мӗншӗн тиркеҫҫӗ ӑна? Лида Пакетова патне те кайма пӑрахрӗ. Ҫӗркаҫ ҫеҫ урӑхларахчӗ Санька. Тути типсе ларнӑ, куҫӗ темӗнле ют хӗлхемпе ялкӑшать. Ташласса та такам ҫине ҫилленнӗн, тарӑхса ташларӗ. Кайран йӑпах ҫухалчӗ. Шырарӗ Анна. Ҫук. Акӑ мӗншӗн тарӑхнӑ вӑл. Каччӑ чӗри ытла та чӑтӑмсӑр-мӗн. Виҫӗ-тӑватӑ ҫул каялла Санька такам ҫумне те ҫыпӑҫатчӗ, аташма юрататчӗ. Хӗрсем умӗнче пӗр-пӗр усал сӑмах лаплаттарса хурасси уншӑн темех пулман. Улшӑнчӗ халь, урӑх ҫын пулчӗ.

Павел? Ӑна куриччен асра та пулман. Мӗн пӗлет ун ҫинчен хӗр? Ухмаха тухсах Гальӑна юратнине, вӑл качча тухнишӗн тарӑхсах Казахстана кайнине пӗлет. Унпа калаҫма ҫӑмӑлтарах, вӑл нумай курнӑ. Тата ырӑ, ырӑ чӗреллӗ. Хӑй йӑмӑкне вӗрентнӗ пек вӗрентет. Тен, Анна Санькӑна мар, Павела юратать? Ҫук. Пулма пултараймасть. Унпа пӗрле киле килнӗшӗнех кӗвӗҫет-ши Санька?

Ҫын кӗнине те сисмерӗ хӗр.

— Анна! Сысна аҫисем вӑрҫса пӗр-пӗрне амантса пӗтернӗ. Хамӑр кормокухньӑра чух иккӗшӗ те пӳлӗмсене ҫӗмӗрсе тухса кайнӑ та, аран хупса лартрӑмӑр. Пӗри вилет пуль-и! Айта-ха…

Лисук-ҫке. Тухтӑр васкасах йӗпеннӗ куҫне шӑлса типӗтрӗ, анчах хӗрарӑмран мӗн пытарӑн ӗнтӗ?

— Эс, Анна, ирхишӗн ан ҫиллен. Чун кӳтсе ҫитрӗ. Атту пирӗн фермӑ ама ҫури ачи пек. Никам та хисеплемест. Выльӑхӗсене шел. Эп тепрер эрнерен ӗҫлеме пӑрахатӑп. Хал ҫук тӳсме.

«Эх, Лисук, Лисук, — шухӑшлать Анна, эмелсем хатӗрлесе. — Эс мана ирхишӗн макӑрать пуль тетӗн-и? Пур кӳрентернине шута илсен, пурин ҫине те чӗререн тарӑхсан, юнӑхса пурӑнсан — этем-и вӑл? Вӑрӑм-и ҫамрӑк ӗмӗр? Сан ак вӑл иртсе те кайрӗ, ман халь ҫеҫ пуҫланать. Нумай вӑхӑт иртрӗ-и ачалӑхпа уйрӑлнаранпа? Ҫук. Ав, халь кӳрентерекен ҫыру та ҫыраҫҫӗ ун патне. Унччен кӑна Аннана час-часах ҫунат кирлӗн туйӑнатчӗ. Ҫӳрессе те вӑл утса ҫӳремен: чупнӑ ҫӗрте чупнӑ, утнӑ ҫӗрте утнӑ. Вӑйӑ картине тухсан ҫил арман ҫуначӗ те ун пек ҫаврӑнайман пулӗ. Сайра тухнӑ вӑййа, анчах тухсан савӑнма пӗлнӗ, вӑтанса, пытанса тӑман. Дояркӑра ӗҫленӗ чух та, алла пуш витресем кӗрсен, алсене ҫунат пек сарса, ҫаврӑна-ҫаврӑна чупнӑ. Ҫамрӑклӑх этеме нихӑҫан та иртессӗн туйӑнмасть, ҫамрӑк нихӑҫан та ватлӑх ҫинчен тӗлленмест. Вӑхӑт шӑвать. Ак, Санька чуп тунӑран пӗҫерекен тута. Темиҫе хут ҫупнӑччӗ ӑна уншӑн. Хӗлле пулнӑ вӑл. Халь ҫуркунне. Пӗлмест ҫамрӑклӑх вӑхӑт васкавне, пӗлмест вӑхӑт юхӑмӗ пурнӑҫ урапине ҫавӑрнине. Кӗске этем ӗмӗрӗ, хӗр ӗмӗрӗ — хӑналӑх».

— Каяр, Лисук — чӗнчӗ Анна, пӳлӗмне питӗрсе.

— Каяр ҫав, каяр. Атту вилсе выртсан, тӳлесе те ҫитеймӗпӗр. Эс ирхишӗн ан ҫиллен, — тепӗр хут ас илтерчӗ Лисук.

— Ҫилленместӗп. Пӗвери шывпа сыснасем чирлеме пултараҫҫӗ. Ун чухне хӑвӑрах йывӑр пулать.

— Ҫапла ҫав. Ҫапла.

Вите алӑкне уҫса ярсанах витере шыв тӑнине, ун тӑрӑх ҫӳреме хӑма пӑрахнине курчӗ Анна. Хӑма ҫине пуссан, ура пичӗ таран тислӗк шывӗ хӑпарчӗ. Шеллесе пӑхрӗ Лисук ҫӗнӗ тухтӑрӑн йӑлтӑртатса тӑракан атти ҫине.

— Асӑрха, кунта кӗрсе ӳкме те пулать. Эпир хӑнӑхнӑ та, аптрамастпӑр.

Сыснасем хуҫа сассине, илтсе хускалчӗҫ, нӑриклетме тытӑнчӗҫ.

Вити те вите темеллех мар. Тахҫан хӑма сарнӑ коридор йӗркеллех пулнӑ пуль. Халь хӑш-пӗр ҫӗрте хӑмисем хуҫӑлса кайнӑ, шӑтӑк-путӑк кӑна. Хӑш-пӗр ҫӗрте ура туртса кӑларми пылчӑк. Пӳлӗмсен каштисем, чӳрече ҫытарӗсем ҫинче пӳрне хулӑнӑш тусан.

— Ҫавна тасатма та вӑхӑт тупаймаҫҫӗ-ши? Хветӗр те мӗн пуррипе ҫырлахать, — шухӑшларӗ Анна.

— Акӑ ҫакӑнта, — чарӑнчӗ Лисук.

Чусран тунӑ пӳлӗм алӑкӗ. Ӑна сысна аҫи петлипех тӑпӑлтарса кӑларнӑ. Халь алӑкне пысӑк вӗрлӗкпе тӗкӗлесе лартнӑ. Кӑтӑрса кайнӑ выльӑх лӑплансах ҫитеймен, тутинчен кӑпӑк кӑларсах тӑшманӗпе ятлаҫать.

— Робинзон… Робинзон… Лӑплан. Лӑплан, — ачашларӗ ӑна Лисук.

Сысна пӑхакан хыҫҫӑн пӳлӗме Анна та кӗчӗ. Пӗчӗк чӳречерен ҫутӑ вӑйсӑррӑн ӳкет. Апла пулин те, чи малтан тухтӑр ҫӗрӗк пӗрене хӑвӑлӗнчен хӑй ҫине чӑл-чӑл пӑхса ларакан йӗке хӳрене курчӗ. Тискер кайӑк пӗрре хӑвӑла кӗме хӑтланчӗ, ҫаврӑнса ҫитеймерӗ, унтан урайне сиксе хӑма айне кӗрсе ҫухалчӗ. Анна кӑшкӑрса ячӗ. Мӗн тӑвӑн-ха: Анна пӗчӗкренпех йӗке хӳресемпе шӑшисенчен хӑрать. Ют сасса илтнӗ е эмел шӑршине сиснӗ сысна аҫи канӑҫсӑрланчӗ, ура ҫине сиксе тӑчӗ. Унӑн кӑкӑрне виҫӗ ҫӗртен ҫурнӑ. Суранӗсене Анна водород перекиҫӗн шывӗпе ҫурӗ, йодоформ сапрӗ.

Теприн патне кайрӗҫ. Ку аҫи «Дикарь» ятлӑскер, нимӗн пулман пекех, хӗрачасене лӑпкӑн кӗтсе илчӗ, Аннан хӑрани те иртсе кайрӗ. Кунӑн аяккнне ҫурнӑ. Хӗрлӗ аш та курӑнать. Лисук «Дикаре» мӑйӗнчен хыҫса, ачашла пуҫларӗ. Анчах суран ҫине эмел лексенех вӑл сайра шӑртне тӑратрӗ, сиксе тӑчӗ. Лисук каялла чакрӗ, Анна пӑрӑнса ӗлкӗреймерӗ. Сысна асавӗ резинӑ атӑ витӗрех ура хырӑмне шӑйӑрса кайрӗ. Тухтӑрӑн аллинчи спринцовки тухса ӳкрӗ. Лисук алӑка хупса лартма ӗлкӗрни ҫеҫ вӗсене ҫӑлса хӑварчӗ.

— Сысна мар, чӗр шуйттан вӑл. Хӑҫантанпа ӑна эпир аша кайса пама ыйтатпӑр. Тем тытса усрать Хветӗр пичи, — янрарӗ Лисук.

Анна сӑмах чӗнмесӗр витерен тухрӗ.

«Эх, фельдшер. Ыран халь санран пӗтӗм фермӑ кулать ӗнтӗ. Лисук сӑмах сарма ӳркенсех тӑрас ҫук. Ӗҫлес дояркӑрах. Кӑҫал та ыттисенчен нумайрах сӗт суса илмелле, — шухӑшларӗ вӑл аптекӑ енне утнӑ май. — Лаша тапсан тата? Вӑкӑр тӗксен? Ҫитрӗ пурнӑҫ. Хӗр пуҫӑн чӑлах пулса юлӑн».

Санька пӑсрӗ тата кӑмӑла. Хӗр самантлӑха хӑйӗн суранӗ ҫинчен те манса кайрӗ. Каллех пыра чӑмӑртак хӑпарчӗ. Ӑна тӗксе антарма куҫҫуль тапса тухрӗ.

5

Мӑн урам тӳремлӗхе анса ҫитнӗ ҫӗрте, виҫӗ юп пӗр ҫырмана пӗрлешет. Ваттисем каланӑ тӑрӑх, ҫак ҫырмана патша вӑрҫичченех курӑс касакансем пӗвеленӗ пулать. Ун чухне тавраллах вӑрман пулнӑ имӗш. Халь тӗве пуҫӗ ҫеремленсе хытса ларнӑ. Ҫурхи сапланчӑк шывсем те, вӑйлӑ ҫумӑр та уншӑн хӑрушӑ мар. Ытлашши шывӗ валакран юхса тӑрать.

Пысӑк пӗве кӳлӗпе пӗрех. Кукурузӑ шӑтса тухса тӑватӑ ҫеҫкене ларсан, чӑн-чӑн ҫулла пуҫланать. Ун чухне самӑр та лӑпкӑ карпсен туйӗ хусканать. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче пӗвен ӑшӑх вырӑнӗсенче шыв лӗп. Ҫак вӑхӑтра пулӑсем, лаша кӗтӗвӗ шыва кӗнӗ пек, шапӑлтатса, вӑлча сапма пуҫлаҫҫӗ.

О Пӗверен тухакан тӗтре Иван Андреевичсен садне, кӗлечӗпе хуралтисене, ултӑ стеналлӑ пысӑк пӳртне хупӑрласа илет, тӑвӑр тӑкӑрлӑкран йӑваланса тухса, урам тӑрӑх саланать.

Ҫак вырӑна ҫынсем те ӑмсанса пӑхаҫҫӗ. Мӗн калӑн: шыв хӗрринчи пек ырӑ пурнӑҫ ӑҫта пултӑр? Иван Андреевичӑнни пек сад ялта та урӑх ҫук. Кашни ҫулах пан улми те, грушӑ та, сливӑпа чиесем те ӑнса пулаҫҫӗ. Шыв хӗрринче тӑм тивмест.

Санька ашшӗ ҫирӗп старик. Кӗреҫе пысӑкӑш тӑваткӑл сухалӗ утмӑлтан иртсен ҫеҫ кӑшт кӑвакарчӗ. Кӑтра ҫӳҫӗ халь те ҫӑра-ха. Пасара е района каяс пулсан туя тытмасть, ҫамрӑксемпе танах утать. Арамӗ, хӑйӗнчен вунӑ ҫул кӗҫӗнскер, упӑшкине кура мар ватӑлса кайрӗ. Пӗр вунӑ-ҫирӗм ҫул каялла ку ҫемье йышлӑччӗ. Асли — Гена, фронтран таврӑнаймарӗ. Хӗрӗсем качча кайса пӗтрӗҫ…

Иван Андреевичӑн килӗ вӑрман оклачӗ евӗрлех. Пӳрт умӗнче яланах пӗрене куписем, вут шаршанӗсем. Хапӑссем кӑларса хураҫҫӗ ӑна. Хапӑс халӑхӗ каштайрах, ҫурма вырӑсларах халӑх. Чӗлхи-ҫӑварӗ яка. Вӑрмана килнӗ каччӑсем начарах пулман пуль ҫав. Хитре сӑн-питлӗ, кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ашшӗ ҫӗршывне — Хапӑс ялне каялла кайса пӗтрӗҫ. Халь ак килте пӗртен пӗр ывӑлӗ Санька кӑна.

Чӑн та ӗнтӗ Иван Андреевич пӗтӗм пурлӑхне хӑй аллипе тунӑ. Акакан ҫӗрӗшӗн сахал вӑрман хӑртнӑ-и? Мунча кӑмаки пысӑкӑш тункатасене кӑларнӑ. Ватӑличчен тӳшек ҫинче ҫывӑрса курман. Урайне тумтир пӑрахнӑ та унтах татӑлса аннӑ. Хӗвелтен малтан тӑнӑ, хӗвел ансан та ларман. Колхозра та ӳркенсе тӑман. Юлашки вӑхӑтра ҫеҫ тухма пӑрахрӗ. Пилӗк ҫӗр ӗҫ кунӗ ту, тырри те, укҫи те тивмест. Сӑвапла ӗҫлемест ҫын.

Анчах ывӑлӗ унӑн улшӑннӑҫемӗн улшӑнса пычӗ. Ытти чух час-часах тул ҫутӑлас умӗн килсе выртаканскер, бригадирта ӗҫлеме пуҫансан, правленинче наряд илсенех килне таврӑнчӗ, библиотекӑран темӗнле кӗнекесем иле-иле килчӗ. Вӗсемпе тепрӗ чухне тул ҫутӑличченех ларчӗ.

— Пӑсӑлтӑн эс, Санька, — тӗлӗнчӗ амӑшӗ. — Улаха кайма та пӑрахрӑн. Пӗрмай кӗнекепе ларатӑн. Интус лаши пекех хытса кайрӑн. Лӑпӑр-лапӑр юмахсене вуличчен хӗрсем патне кай.

— Юмах мар, агротехнекӑ кӗнеки вӑл.

— Ҫавах мар-и, усӑсӑр.

Ҫывӑр эс, ҫывӑр. Ирхине ҫеҫ мана вӑхӑтра вӑрат.

Лӑскаса та тӑми пултӑн.

— Кӗҫӗр нумаях лармӑп.

Ҫак юлашки виҫӗ кунӗнче ҫеҫ ывӑлӑн пурнӑҫӗ тепӗр май ҫаврӑнчӗ. Кӗнекесем ҫинчен те манса кайрӗ вӑл, ӗҫ кунӗ лартмалли нарячӗсене сайра тыткаларӗ.

— Апай, пур-и сан унта?

Амӑшӗ, ассӑн сывласа, сакайӗнчен пылпа тунӑ кӑрчама ӑсса тухрӗ.

— Текех сӑра хуранӗ тытса ҫакмастӑп. Ӗҫетӗн те ҫур ҫӗрччен ухмаха тухнӑ пек сулланса ларатӑн. Ӗҫкӗ вӑл хуҫана та тарҫа кӑларать, — ятлаҫрӗ амӑшӗ.

Ашшӗ ывӑлӗн юратури ӑнӑҫсӑрлӑхне сисрӗ пулас. Малтан шарламасӑр ҫӳрерӗ, юлашкинчен чӑтаймарӗ:

— Авлантаратӑп! Ҫыхса пӑрахсах авлантаратӑп. Кун пек ухмаха тухатӑн эс! Сана, мура, мӗн ҫитаест? Пӳрт-ҫурт ҫук-и? Укҫа сахал-и? — янрарӗ хӗрсе кайнӑ старик.

Ывӑлӗ чӗнмерӗ. Вӑл сӗтел ҫине чавсаланнӑ май аллисемпе хӑлхине хупларӗ те вырӑнтан та хускалмарӗ.