29500.fb2
Иртнӗ ҫулхи январь уйӑхӗнче района Ял хуҫалах Министрӗн заместителӗпе КПСС обкомӗн инструкторӗ килнӗччӗ. Вӗсем пӗр кун хушши райком секретарӗн кабинетӗнчен тухмасӑр ларнӑччӗ, Василий Иванович умне ҫӗнӗ резервсем, усӑ курман майсем кӑларса тӑратнӑччӗ. Пӗр ҫулталӑк хушшинчех район аш илессине икӗ хут ӳстерме пултарать имӗш. Тӗслӗхе вӗсем «Р» облаҫне илсе кӑтартнӑччӗ. Унта кӗрешӗве пӗтӗм халӑх ҫӗкленнӗ иккен, вӗсем пӗр ҫулталӑкра аш илессине виҫӗ хут ӳстернӗ. Пӗтӗм облаҫ ҫавнашкал ӗҫлет пулсан, район епле ӗҫлеймӗ? Пысӑк хурана тултарма шыв ытларах кирлӗ, район пӗчӗк хуран кӑна. Сысна йышлӑрах самӑртмалла пӗр пӑрӑва та пусма памалла мар. Ҫӗр пине яхӑн чӑх-чӗп ӳстерсе парсан, кроликсем ӗрчетме тытӑнсан… Майсем пур, майсем пӗчӗк мар.
Министр заместителӗ хистемерӗ, теплӗн шухӑшласа пӑхма ҫеҫ ыйтрӗ.
Василий Иванович вара хӑй шухӑшне тӳрех каларӗ: ҫавнашкал пысӑк обязательствӑ илме районӑн нимӗнле резерв та ҫук, вӑл хут ҫине ҫеҫ ҫырӑнса юлма пултарать. Ытах райком секретарӗ йӑнӑшать пулсан, районти актива пухса канашлӑр, вӗсем мӗн калӗҫ.
Тепӗр кунне бюро членӗсем пухӑнчӗҫ. Чи малтан бюрона Трофим Матвеевич ҫитнӗччӗ. Министр заместителӗ колхоз председательне хӑй малтан пырса ал пачӗ, сӗтел хушшине лартрӗ.
— Прыгунов ак пӗтӗм ӗҫе татса парать. Иртнӗ ҫул «Ҫавал» колхоз ҫӗр гектар ҫӗр пуҫне утмӑлшар центнер енне аш-какай илнӗ. Кӑҫал миҫе илме пултаратӑр? — ыйтрӗ пысӑк хӑна.
— Ҫынсенчен юлас ҫук. Сакӑр вунӑ центнер… Лайӑхрах, татах тӑрӑшарах ӗҫлесен, тӑхӑр вуннӑ пама пулать Эсир ҫавна ан манӑр, — «ку цифрӑ та сахал», тесе калассӑн туйӑнчӗ колхоз председательне,— эп пыриччен колхоз ҫӗр гектар пуҫне вун виҫшер центнер ҫеҫ илнӗ.
— Куртӑр-и, Василий Иванович? Кам тӗрӗс: эсӗ-и е эпӗ? Юлнӑ эсир пурнӑҫран. Куртӑр-и, епле вӑй халӑхра? Вӗсенчен вӗренес пулать. Хуҫалӑха ертсе пыма пӗлни чи лайӑх политика. Ӑнӑ эп мар, Ленин каланӑ. Райком секретарӗ манса кайнӑран ҫеҫ ас илтеретӗп.
— Ҫак обязательствӑна пурнӑҫлама ун чухлӗ выльӑх ӑҫтан тупатӑр? — ыйтнӑччӗ Прыгуновран райком секретарӗ.
— Колхозниксен пӑрушӗсене сутӑн илсе, ӳстерсе паратпӑр. Атту ахалех ҫамрӑкла пусса пӗтереҫҫӗ. Тупатпӑр унта, — тенӗччӗ Трофим Матвеевич.
Тата виҫӗ колхоз председателӗпе парти организаци секретарӗсен отчечӗсене итленӗ хыҫҫӑн, министр заместителӗ хӑй шухӑшне хистесех пурнӑҫа кӗртме пикенчӗ. Бюро ирттернӗ каҫхине телефонисткӑсем Василий Ивановича Шупашкар шырани ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Министрсен Советӗнче чылаях пысӑк вырӑнта ӗҫлекен ҫын калаҫать-мӗн. Ӑна Василий Иванович лайӑхах пӗлмест, анчах ытти парти работникӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫав тери принциплӑ та ӑшра мӗн пуррине тӳрех калакан этем-мӗн. Чӑнах та унӑн дипломатилӗх тени-и, сӑпайлӑх-и ҫав тери сахал. Вӑл килнӗччӗ пленум ирттерме, халь хӑй те ун сӑн-питне, калаҫӑвне ас турӗ.
— Эпир сире райком секретарьне суйлама сӗннӗ чухне пӗр пысӑк ҫитменлӗхе асӑрхаман. Эсир хӑравҫӑ иккен, — тӳрех пуҫларӗ вӑл.
Василий Иваиович ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ: Ял хуҫалӑх министрӗн заместителӗ Министрсен Советне шӑнкравланӑ. Райком секретарӗ кӑвакарсах кайрӗ. Ӑна, виҫӗ ҫул хушши ҫапӑҫу хирӗнче пулнӑ, икӗ хутчен танкра ҫунма тӑнӑ, тӑватӑ хутчен аманнӑ, пилӗк орденпа ултӑ металь илнӗ ҫынна, ҫак сӑмахсем чӑтма ҫук кӳрентерчӗҫ. Анчах Василий Иванович хӑйне алла илчӗ, шӑлӗсенс ҫыртса лартрӗ. Унран кӗҫӗн, тар шӑршине шӑршламан ҫамрӑк ӑна ҫапла каласа кӳрентерме хӑять. Парти ӗҫӗ вӑл урра! кӑшкӑрасси мар, вырӑнсӑр кӑшкӑрашнипе халӑх шанчӑкне ҫеҫ ҫухататӑн. Ахаль те юлашки вӑхӑтра ытлашши шавлама тытӑнтӑмӑр.
— Пурте хӑюллӑ пулсан, кам кама пӑхӑнтӑр? Камӑн та пулсан хӑравҫах пулма лекет, — лӑпкӑн хуравлама тӑрашрӗ вӑл.
— Хам каланине эп тепӗр хут ас илтерме пултаратӑп, — илтӗнчӗ трубкӑра ҫӑвар туллин калаҫма вӗреннӗ ҫын сасси. — Вӗреннӗ хушӑра эсир пурнӑҫран юлнӑ. Юлнӑ… Эсир ытти районсене курӑр-ха. Мӗнле пысӑк обязательствӑсем илеҫҫӗ. Икӗ-виҫӗ хут ытларах. Мӗншӗн? Халӑх вӑйне пӗлеҫҫӗ, халӑх вӑйне шанаҫҫӗ. Мӗнле ҫӗклекӳ халь республикӑра! Ҫавал пек мар, Атӑл пек сарӑлса кайрӗ. Сире ҫав юхӑм тӗкӗнмен те. Обкомпа Министрсен Совечӗ, кур-ха, райкомӑн пӗрремӗш секретарьне агитацитеҫҫӗ. Ҫулталӑк кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, сирӗн района аш-пӑш тата сӗт суса илнӗшӗн ялав памалла тӑвасшӑнччӗ. Хам шухӑша обком секретарӗсене пӗлтерме тивет. Пӑмалла-ши сире?
— Эпир хамӑр вӑя пӗлетпӗр, ҫынсем — хӑйсенне. Ҫӗклеймен ҫӗклеме ма ҫӗклеме тӑрӑшас? Ялавне парсан та, памасан та пултаратӑр.
— Ӗҫ-хӗл, канӑҫсӑрлӑх ытларах пуласран хӑратӑр. Тӑватӑ ҫул хушши шкулта вӗренсе лӑпкӑлӑха хӑнӑхрӑр. Халь хускатма та тарҫӑ кирлӗ.
— Эсир мана тем те калама пултаратӑр. Эп халлӗхе районшӑн нимӗнле сӑмах та калама пултараймастӑн. Малтан колхозсем обязательствӑсем илччӗр, вара, пӗтӗмӗшлетсе, эпир те хамӑр сӑмаха калӑпӑр, — тавӑрчӗ Василий Иванович.
— Хвостизм ку. Хвостизм! Райком колхозсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнет. Бюро пухӑр, колхоз председателӗсемпе парти организаци секретарӗсене чӗнӗр. Хам пыратӑп. Курӑпӑр кам тӗрӗсне, — Шупашкартан калаҫаканни трубкӑна пӑрахрӗ.
Тепӗр куннех районти парти активӗ колхозсене тухса кайнӑччӗ. Обязательствӑсем пирки хистеме хушманччӗ Василий Иванович. Чӑнахах та халӑх ҫӗкленӗвӗ-ши е районтан кайнисем хӗснипе, колхозсем пысӑк обязательствӑсемсех илчӗҫ. Икӗ каҫ бюро членӗсем хуҫалӑхсен цифрисепе пӗтӗҫтерчӗҫ. Ҫапла курӑнчӗ картинӑ: аш илессине район пӗрре те ҫурӑ, сӗт илессине ҫӗр хӗрӗх процента ҫитерме пултарать.
Совманри хӑна хӑй сӑмахне тытрӗ. Вӑл ҫитнӗ кунне парти активӗн пухӑвне ирттернӗччӗ. Нумай колхоз председателӗсене, парти организаци секретарӗсене, выльӑх-чӗрлӗх патӗнче ӗҫлекенсене хаклӑ парнесем панӑччӗ.
Парти обкомӗпе Министрсен Совечӗн йышӑнӑвӗ тӑрӑх район икӗ куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялава тивӗҫ пулчӗ.
Капӑшсӑр пысӑк тиенӗ лав кирек хӑҫан та палӑртнӑ вырӑна тӗрӗс-тӗкел ҫитеймест. Унтан та кунтан ҫуйпахсем, валемсем татӑла-татӑла анаҫҫӗ, лав тӳне-тӳне каять е тевӗш татӑлать, е турта хуҫӑлать. Нумай колхозсенче симӗс конвейер йӗркелемен. Ун вырӑнне нумай ҫул ӳсекен курӑксене, силослӑх акнӑ кукурузӑна ҫулса ҫитерме тиврӗ. Василий Иванович хӑш-пӗр хуҫалӑхсем колхозниксенчен выльӑх сутӑн илсе патшалӑха панине тӗ сисрӗ. Куршӗ районсенче те ҫавнашкалах хӑтланнине пӗлсен, ҫав фактсем ӑна ӗлӗкхиллех канӑҫсӑрлантарма пӑрӑхрӗҫ. Темле пулсассӑн та сӑмаха тытмалла. Парти сӑмахӗ яланах хурҫӑ, ӑна Василий Иванович мӗн ҫамрӑкранпах пӗлет.
Ҫапла, пысӑк лав тунет. Чиркӳллӗ Вакшӑра сиксе тухнӑ ящур чармалла мар хӑватпа пӗр колхоз хыҫҫӑн тепӗрне ҫула-ҫула илчӗ. Ялтан-яла выльӑхсем ҫӳретме чарчӗҫ. Сӗт сӑвасси ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа чака пуҫларӗ. Ирсерен Василий Иванович колхоз председателӗсемпе телефонпа ҫыхӑнчӗ, кӑнтӑрла ҫитиччен хӑй те хуҫалӑхсене туха-туха кайрӗ. Райком секретарӗ, начар апатпа хӗл каҫарнӑ выльӑх пек, начарланчӗ, янах шӑммисем палӑракан пулчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул иртсен, «принциплӑ» ҫын Шупашкартан каллех шӑнкаравларӗ.
— Ҫӗнтерӳпе саламлатӑп, Василий Иванович. Маттур. Каллех обязательствӑна пурнӑҫларӑр. Сире савӑнтарма пултаратӑп: района пысӑк преми панӑ, сана «Урал» радиоприемникпе премиленӗ. Халь ӗнтӗ хӑвӑн вӑйна шанатӑн пулӗ, тетӗп. Ҫӗнӗ обязательствӑ илме пӗлтӗрхи пек пулӑшу кирлӗ мар-и? Кирлӗ мар апла. Унта Владимир Сергеевич пырать. Прыгунов пирки… Ӑна пирӗн шеф хӑй курасшӑн. Шупашкара килсен кӗрсе тухмӗ-и?
Райкомра пӗчӗк ӗҫ ҫук. Пысӑкки те, пӗчӗкки те пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Суйлав компанийӗ Василий Ивановича та, Трофим Матвеевича та республикӑри аслӑ Советӑн депутатне суйларӗ. Суйлава хатӗрленнӗ тата ирттерне май, райком ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илессине, ӳстерессине пӗрремӗш вырӑна хучӗ. Каллех Трофим Матвеевич обязательстви ыттисене хускатрӗ, район каллех тӳсме ҫук пысӑк тиеве туртма пулчӗ.
Сӗт сӑвасси март уйӑхӗнче тӗлӗнмелле хӑвӑрт чака пуҫларӗ. Район тӑваттӑмӗш вырӑнтан вун улттӑмӗшне кайса ларчӗ, урӑх хӑпараймарӗ те.
Василий Иванович ял хуҫалӑх инспекцин главнӑй агрономне хӑй патне чӗнтерчӗ. Вӑл колхозсенче-мӗн, ун вырӑнне секретарь кабинетне Мирон кӗрсе тӑчӗ.
Ашшӑн иртсе ларма сӗнчӗ ӑна секретарь.
— Район кӑҫал гектартан миҫе центнер кукурузӑ туса илнӗ? — ыйтрӗ Василий Иванович.
— Республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Преми те илтемӗр-ҫке. Мана та пачӗҫ. Икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал. Анчах эп унпа мӗн тӑвам? Эп сунара ҫӳреместӗп. Эсир преми улӑштарса парас теместӗр пулӗ те?
Василий Иванович хӑй ӗмӗрӗнче тӗрлӗрен ҫын курнӑ: хӑравҫӑсене те, хастаррисене те, йӑпӑлтисене те, пуҫтахсене те. Анчах преми улӑштарса пама унран никам та ыйтман. Агронома кӳрентерес мар тесе, вӑл ҫапла каласа хучӗ:
— Премине ӑна Ял хуҫалӑх министерстви панӑ. Эпир мар. Унта ҫырса ярӑр.
— Мана вӑт фотоаппарат пулсанччӗ, — хӑйӗннех печӗ Мирон.
— Эсир гектартан миҫе центнер симӗс массӑ илнине каламарӑр-ха.
— Улт ҫӗр енне.
— Ӑна эсир епле виҫнӗ?
— Кашни квадратлӑ метртан. Паллах, лайӑхрах ҫӗртине суйласа илнӗ те, пуртӑпа касса — тараса ҫине. Вӑт пулчӗ те, гектарта миҫе метр пулни паллӑ.
— Силос массине мӗнле виҫнӗ?
— Симӗс массӑран вунӑ процент чакарнӑ ҫеҫ.
— Силос ешел массӑран ҫурри кӑна тухать.
— Ҫапла. Анчах район патриочӗ пулсан, епле чакаратӑн? Сахал тухсан ятлаҫҫӗ, лайӑх пулсан мухтаҫҫӗ. Камӑн усал сӑмах илтес килет?
— Колхоз председателӗсем те отчет ҫине шухӑшламасӑрах ал пусса параҫҫӗ-и?
— Ма памаҫҫӗ. Алла ҫыхмалли ылтӑн сехетрен е радиоприемникран кам пӑрӑнать?…
— Эсир комсомолец-и? — пӳлчӗ Мирона ранком секретарӗ.
— Вун пилӗк ҫултах кӗнӗ. Тен, ман парне пирки ВЛКСМ райкомне кӗрес? Хама ҫырма аван мар, — пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ агроном.
Пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ. Василий Иванович района килнӗренпе пӗрремӗш хут хӑй ҫиллине шӑнараймарӗ:
— Очковтирательсем! Суеҫӗсем! «Преми» мар, тӑварпа авӑрласа ҫеҫ пемелле сире. Ӑҫта силос? Выльӑх апачӗ ӑҫта? Халь ӗнесене суя отчет ҫитерес тетӗн-н?
Хӑраса ӳкнӗ агроном кабинетран ыйтмасӑрах тухса шурӗ.
Василий Иванович хӑй ҫиллине чарайманшӑн пӑшӑрханчӗ. Ку ахаль агрономӑн ӗҫӗ ҫеҫ пулас ҫук. Кунти пысӑкраххисем айӑплӑ. Анчах кам? Райӗҫтӑвком председателӗ унашкал кӑтартусем парас ҫук. Ял хуҫалӑх инспекцин начальникӗ мар-ши? Кам хушнине пурнӑҫланӑ агроном?
Райком секретарӗ каҫхине ЦСУран илнӗ сводкӑсене тишкерчӗ. Катартусем начар. Апла пулсан, кӑҫал обязательствӑсене тултарасси пирки сӑмах та пуҫарма кирлӗ мар.
— Прыгунов хӑйне еплерех туять-ши?
Вӑл Ҫавалкаса кайма хатӗрленнӗччӗ, анчах каясси пулмарӗ. Райком секретарӗн кабинетне шаккамасӑрӑх Владимир Сергеевич ҫитсе кӗчӗ. Сиввӗнреххӗн сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑй мӗн ӗҫпе килни ҫинчен тӳрех пӗлтерчӗ:
— Райкома обком бюровӗнче итлесшӗн. Материалсем хатӗрлемелле пулать.
— Планпа пӑхманччӗ пулас.
— Отделта ҫапла йышӑнчӗҫ. Ӗҫсем, ӗҫсем хушаҫҫӗ итлеме. Ӑҫта анса пыратӑр? Ӑҫта? Района сив чир ернӗ темелле. Икӗ ҫул обязӑтельствӑсене тултарать, ялавсем илет, кӑҫал мӗн тӑватӑр? Заведующи бригадӑ ярасшӑнччӗ, анчах пӗтӗм ответлӑха хам ҫине илтӗм. Пӗрле вӗреннӗ, пӗрлех ӗҫлетпӗр. Мӗншӗн ҫынна валли шӑтӑк алтас? Эпир гуманистсем… — тавӑрчӗ инструктор.
Владимир Сергеевич ял хуҫалӑх пайӗнче шӑпах вӗсен районӗпе ӗҫлет. Час-часах пулать вӑл кунта. Килни хӑрушах та мар, анчах бюрона хатӗрленесси ҫӑмӑл мар.
Райком секретарӗ чӗнменнине кура Владимир Сергеевич пӗчченех калаҫрӗ:
— Ытти районсемпе танлаштарсан, тӳсмелле мар контраст. Вӗсем хӑпараҫҫӗ, эпир анатпӑр. Районтах виҫӗ-тӑватӑ колхоз малта пыраҫҫӗ ӗнтӗ, анчах ыттисем хӳрере ҫапкаланаҫҫӗ. Философсем пек каласан, форми ҫавах, содержанийӗ урӑх. Хирӗҫ-тӑру пур кунта, ҫав хирӗҫ-тӑрӑва татса памалла, — шӳтлеме пӑхрӗ инструктор.
— Ҫур аки ирттериччен кӗтмеллеччӗ хӑть, ун чух хирӗҫ-тӑрӑвне часах татса панӑ пулӑттӑмӑр, — кулӑрах тавӑрчӗ Василий Иванович.
— Йывӑр самантра та шӳтлени лайӑх. Эсир ытлашши чӑрмавлӑсран ӑн хӑрӑр. Малтан колхозсенче пуласшӑн эп, ҫынсенчен ыйтмаллисем пур, калаҫкалас тата. Кайран пӗрле хатӗрленме пуҫлӑпӑр.
Ытти чух «эҫпе» калаҫакан инструктор «эсир» теме пуҫлани, вӑл темле сиввӗнреххӗн тыткалани Василий Ивановича шухӑша ячӗ. Тен, «эсир» тесе вӑл пӗтӗм райкома шута илсе каларӗ. Тен, обком бюровне ыйту лартасси район ҫак юлашки икӗ уйӑхра сӗтпе аш-пӑш илессине чакарнинче ҫеҫ мар? Тата мӗн пур-ши урӑх?
Юратать ирхи кӳлӗме Василий Иванович.
Райкомра никам та ҫук, шӑпах. Сайра-хутра кӑна колхоз председателӗсем, пӗр-пӗр питех те кирлӗ ыйту сиксе тухсан, шӑнкравлаҫҫӗ. Ҫывӑрса каннӑ пуҫ уҫӑ, шухӑш кал-кал ӗҫлет.
Ҫак сехетсенче бюрон, райкомӑн ӗҫ планӗ ҫуралать, ҫак сехетсенче Василий Иванович тухса кӑлаҫма хатӗрленет е доклад ҫырать. Анчах паян пуҫа нимӗнле уҫӑмлӑх та килмест. Шухӑшсем аякра, ҫырма хӑнӑхнӑран кӑна ҫырать райком секретарӗ. Пысӑк тетрадь листи ҫине вӗтӗ-вӗтӗ саспаллисем шӑрҫаланса выртаҫҫӗ. Этем — хӑйне евӗрлӗ виҫе.
Ҫав виҫене пӑтпа, сарлакӑшпа е ҫӳллӗшпе кӑтартса параймӑн, ҫулпа та шутласа кӑлараймӑн.
Пурнӑҫ та — виҫе. Ҫав виҫе аркансанӑх этем хӑй картӗнчен тухать, пурнӑҫ та арканать. Ҫын ҫуралсанах обществӑпа ҫыхӑнать, унсӑрӑн пурӑнаймасть.
Пӗтӗм ҫут тӗнче тата унти япаласем виҫепе тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсен пуҫламӑшӗ, аталанӑвӗ хирӗҫ-тӑруран пуҫланнине никам та хирӗҫлеймӗ. Ҫав хирӗҫ-тӑру та виҫеллӗ. Пӗр енӗ вӑйлӑрах, сулмаклӑрах пулсан, тепӗр енӗ шар тӳсет.
Виҫен улшӑну ҫук мар. Улшӑну — сисӗнӳсӗр те, сисӗнӳллӗ те. Вӑл е хуллен, е хӑвӑрт пулса иртет. Эволюцисӗр революци пулмасть, теҫҫӗ философсем…
— Мӗн тума ҫыратӑп эпӗ ун ҫинчен? — хуллен кулса ячӗ Василий Иванович. — Хама хам лӑплантарма-и?
Юрать, шӑпах тетрадь варри пулчӗ, ҫырнине тӑпӑлтарса илсе чӑр-чар ҫеҫ чӗрсе тӑкрӗ. Сасартӑк туртас килсе кайрӗ. Пӑрахни тӑватӑ ҫул, тепре чух хумханма тытӑнсан, е калас шухӑша ҫавӑрса калаймасан, тӗтӗм шӑрши аса килет.
— Этем, — сасӑпах мӑкӑртатрӗ райком секретарӗ. Ҫын вӑл хурлӑх килсен ҫеҫ тарӑнрах шухӑшлама пуҫлать. Ҫӗнтерӳ ҫынна ӳсӗртет: таврарине курма пӑрахатӑн, малалла та хӑвна ырӑ ятпа асӑнтарас килет.
Шухӑшсем паян сапаланчӑк, Владимир Сергеевич аса килчӗ. Икӗ ҫул ҫурӑ каялла ӑна Володя тесе кӑна чӗнетчӗ Василий Иванович. Володя… Палланӑ вӗсем пӗр-пӗрне унчченех. Партин аслӑ шкулне вӗренме кӗнӗ чух паллашнӑ. Пӗрле экзамен тытнӑ. Кайран, вӗренме пуҫӑнсан, группӑсем ҫеҫ урӑх пулнӑ. Ытлашши юлташланман. Туслашман. Курсан сывлӑх суннӑ, тӗл пулман чух аса илмен. Пулать-ҫке пурнӑҫра ҫавнашкал: ҫыннине те, унӑн биографине те аван пӗлетӗн, анчах вӑл сана ҫав тери кирлине туймастӑн. Урӑх туссем, урӑх юлташсем пуртан ҫапла-и вӑл?
Малтан Владимир Сергеевич пӗр районта ВЛКСМ райкомӗнче ӗҫленӗ, кайран ВЛКСМТӗп Комитечӗн шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Комсомол обкомӗнче икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, каллех — вӗренме. Кӗпепех ҫуралнӑ пулас вӑл, ӑмсанмаллах телейлӗ. Ултӑ ҫул комсомолпа парти шучӗпе вӗреннӗ, пилӗк ҫул ҫурӑ ӗҫлет.
Володя хӑйне хӑй нумай пӗлекен ҫын вырӑнне хунине, час-часах хӑй пӗлӗвӗпе мухтанма юратнине кам пӗлмен пуль парти шкулӗнче вӗрӗннӗ чух? Унпа туслашаканах пулман: ахальтен мар пулӗ тӑватӑ ҫулта тӑватӑ пӳлӗме ҫитрӗ, тӗрлӗ ҫынсемпе пурӑнчӗ вӑл. Ун чухне пысӑк кӑшӑллӑ чакӑр куҫлӑхпа ҫӳретчӗ. Вӗренекенсем тӑрӑхланӑ тӑрӑх, куҫлӑхӗ ахаль кантӑкран ҫеҫ пулнӑ-мӗн. «Хӑйне мӑнаҫлӑрах кӑтартма тӑхӑнать», тетчӗҫ. Шӳтленине, хӑйӗнчен кӑштах юлташла тӑрӑхланине чӑтма пултараймастчӗ. Шкулта пурте пӗр танах — вӑл парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ-и, парти обкомӗн инструкторӗ-и, райӗҫтӑвком председателӗ-и е райком инструкторӗ. Анчах Володя хӑйне уйрӑмрах кӑтартма тӑрӑшатчӗ. Пуху пулать-и — вӑл калаҫать. Пӗр ҫӗнӗ шухӑш пуласчӗ хӑйӗн! Трибунӑ умӗнчен: «Ҫитет!» тесе, хӑваласа та яркалатчӗҫ. Калаҫасса та вӑл зал енне пӑхса мар, президиумра ларакансем енне кӗлеткипе ҫурмалла ҫаврӑнса тӑрса калаҫатчӗ. Халь кӳршӗ районта секретарьте ӗҫлекен Борис Горелов шӳтленӗ тӑрӑх, Владимир Сергеевич калаҫма тухсан, трибунӑ та ыйту палли пек авӑнать имӗш. Василий Иванович ӑна чӗререн шеллетчӗ, унпа пӗрре ҫеҫ мар калаҫса пӑхнӑччӗ.
Тен, халӗ ӑна тарӑхнипе ҫеҫ иртнисем аса килеҫҫӗ. «Тата мӗншӗн тарӑхмалла-ха ӑна? Бюрона ыйту лартма хатӗрленнӗшӗн-и?» Владимир Сергеевич вырӑнӗнче те-пӗр инструктор пулнӑ пулсан та ҫавнах тунӑ пулӗччӗ.
Хӑйсен районне ӑна ҫирӗплетсе панине пӗлсенех, Василий Иванович малтан хирӗҫлеме те шухӑшласа пӑхнӑччӗ. Кайран аллипе сулчӗ ҫеҫ: ӗҫлетӗр. Опытлӑраххине панӑ пулсан авантарах пулмаллаччӗ ӗнтӗ. Халь хӑвӑн вӑю, хӑвӑн пӗлӗвне ытларах шанмалла. Тепре чухне обком секретарӗсемшӗн, пай заведующийӗсемшӗн инструктор пӗлтерни те хаклӑ. Ун тӑрӑхах вӗсем райкомӑн ӗҫ меслетне, пӗтӗм ӗҫне хаклама пултараҫҫӗ.. Ҫапах та райком секретарӗ те чӗлхесӗр мар: хӑйӗн ӗҫне такам курмалла та кӑтартма пултарать. Ҫитменнине Василий Иванович КПСС обкомӗн членӗ.
Иртнӗ ҫулта, район лайӑх та кал-кал пынӑ чух, Владимир Сергеевич сайра-хутра ҫеҫ килетчӗ. Кӑҫал йӑлӑхтаракан хӑна евӗрлех: тухма та пӗлмест.
Паян ӗҫлесси пулмарӗ.
Сакӑр сехет ҫурӑра Владимир Сергеевич ҫитсе кӗчӗ. Вӗсем темӗнле ютшӑннӑ пек пӗр-пӗрне пусӑрӑнчӑклӑн сывлӑх сунчӗҫ. Василий Иванович ҫеҫ хӑй кӑмӑлсӑрланнине палӑртмасӑр, инструкторӑн яланах пӑр пек сивӗ аллине ҫирӗппӗн тытса чӑмӑртарӗ.
— «Восток» колхозран-и? Мӗн ҫӗнни пур унта? — чӑтаймарӗ Василий Иванович.
— Мӗнех калас?. Эп хам шухӑша пӗлтерме халех васкам мар-ха. Тӗрлӗрен вӗсем, — калаҫӑва аяккалла пӑрма тӑрӑшрӗ Владимир Сергеевич. Сасси ун ҫӗтсе ларнӑ, хӑйӑлтатса тухать. Халь ҫеҫ райком секретарӗ унӑн урисем ҫине пӑхса илнӗччӗ: сап-сарӑ туфлисем ытла та пылчӑкланнӑ курӑнать, ӑна вӑл ҫуса тасатнӑ, ботинкӑ пичӗ ҫинчи шыв йӗпи те ҫухалман. Брюки вӗҫӗсене тӑм хыта-хыта ларнӑ.
«Апла вӑл колхоза та ҫак тумпах кайнӑ», — шухӑшларӗ Василий Иванович.
— Ыррине калама та пултаратӑп, — секретарь хӑй ҫине тимлесех пӑхнине сисрӗ Владимир Сергеевич. — Пӗлетӗн-и, мӗн килӗшрӗ мана?
—Ҫук.
— Улӑма хуҫа пек тыткалани. «Родинӑрӑ» улӑм ури тӗпӗсене, тиесе тухса, пресласа хураҫҫӗ. Ҫитес хӗлте айне сарма каять, выльӑхсене ҫитерме те.
— «Родинӑра» ҫеҫ мар, районӗпех ҫапла. Кивӗ улӑм ури тӗлӗсене ҫунтарса янашӑн виҫӗ председателе бюрона та чӗнме лекрӗ. Тата мӗн?
— Тислӗке пӑхма вӗренсе ҫитнӗ теме те юрать. Кашни фермӑрах навозохранилище пур. Хире кӑларнисене те компостланӑ.
— Ҫапла. Анчах ӑна пур хуҫалӑхсенче те йӗркене кӗртеймерӗмӗр-ха, пайтах тар юхтарма тивет. Тата мӗн лайӑххи пур?
— Урӑх темех асӑрхамарӑм.
— Паллах, пӗр колхозра пулнипех район сӑн-сӑпатне курма йывӑр. Тен, ытти колхозсене те каятӑр? Паллашӑр лайӑхрах. Обком умне тӗрӗс мар информаци тӑратма ырӑ мар, — тесе, Василий Иванович инструкторӑн сӑн-питне сӑнарӗ. Курмарӗ нимех те. Владимир Сергеевич симӗс куҫӗпе секретаре йӑпӑрт пӑхса илчӗ те маччаналла тартрӗ.
— Справкӑна эп обьективлӑ ҫырма тӑрӑшӑп. Эп альтруист. Манӑн сана хура сӑрпа сӑрлама е район пурнӑҫне тӗрӗс мар кӑтартса пама нимӗнле интерес те ҫук. Ытти колхозсене те каймаллаччӗ. Анчах гландӑсем шыҫса тухрӗҫ. Сурчӑк та ҫӑтаймастӑп. Ӗнер пӗр-икӗ хутчен кӗрсе лартӑм. Эп хӑшпӗр колхоз председателӗсемпе парти организаци секретарӗсене кунта чӗнтересшӗн. Пирӗн тӗллев бюрона хатӗрленмелле ҫеҫ мар, колхозсене те пулӑшмалла — тесе, Владимир Сергеевич пукан илсех секретаре хирӗҫ ларчӗ.
— Шел. Эсир ботинкӑпах килнӗ. Пылчӑкран пуян эпир. Кирлӗ пулсан, эл килтен атӑ илсе килсе пама хушӑп. Пирӗн урасем пӗрех пуль.
— Хӗрӗх пӗрремӗш размер тӑхӑнатӑп.
— Апла пулсан, шӑпах.
Чирчертен хытӑ хӑракан инструктор ал тупанӗпе ҫамкине сӑтӑрчӗ, сурчӑкне ҫӑта-ҫӑта янахӗ айне хыпаларӗ.
— Температурӑ, — ассӑн сывларӗ вӑл. — Эпир, парти работникӗсем, чирпе-чӗрпе те ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Шухӑшланӑ-и эс, Вася, хӑҫан та пулсан парти ӗҫӗ пирки? Мана час-часах ҫак шухӑш канӑҫ памасть, уҫал сӑмахне эпир пуринчен те ытларах илтетпӗр, кашни ҫитменлӗхшенех пире лекет, анчах никамах та ӑшӑ сӑмах каламасть. Хама эп альтруист тетӗп, чӑнахах та хамшӑн тӑрӑшман. Сирӗн ранон ҫитӗнӗвӗшӗн кӑштах ырлаҫҫӗ пулӗ, теттӗм.
Темӗнле пулсан та, кунта манӑн пайӑм та пурах. Эсир ак ӑна пуҫларӑр. Мӗншӗн? Мӗн сӑлтавпа? Атя, чирне те пӑхмӑп, атӑ илсе килсе пама хуш-ха. Прыгунов патне ҫитме ҫул пурччӗ вӗт. Хӑвӑр пымасан, машинӑпа леҫсен тав тунӑ пулӑттӑм, — каллех вӑл нумайлӑ хисепе куҫса, «хӑвӑр» тесе калаҫма пуҫларӗ.
— Кур-ха эс ӑна, пурнӑҫ сухари пек типӗ ҫынсене те шухӑшлаттарма вӗрентет. Ахалех кӳреннӗ эп ӑна, — шухӑшларӗ Василий Иванович. — Ҫавалкасах кӗреес ҫук, ял хӗрне ҫитерме пулать. Хам та пӗрлех пымалла, ерҫӳ ҫук. Кӗҫӗр заводра пуху. Районти чи пысӑк парти организацийӗ. Икӗ уйӑх патнех пулман. Коммунистсем кӗтеҫҫӗ, — пӗлтерчӗ вӑл.
— Кайиччен тепӗр ыйту. Виҫмине чӗнтерес председательсемпе парторгсене? Маларах пыракан колхозсене чӗнсен аван. Ҫӗнӗ ҫын калаҫса пӑхни усӑллӑрах пулӗ-и? Сире хӑнӑхнӑ ӗнтӗ вӗсем.
— Юрӗ, икӗ сехет тӗлне чӗнтӗрӗпӗр.
Уяртса янӑ ҫанталӑк Трофим Матвеевича та савӑнтарса пӑрахрӗ. Вӑйсем чакнӑ пулин те, каҫхине ыйхӑ канлӗ пулчӗ; вӑл пӗр тӗлӗксӗр, ҫӗр каҫиччен пӗрре аташмасӑр ҫывӑрчӗ. Вӑранасса кӑвак ҫутӑллах вӑранчӗ, тахҫан ача чухнехине аса илсе, вырӑн ҫинче чылайччен хускалмасӑр выртрӗ.
Юнашар пӳлӗмре Марье лӑпкӑн сывлани, стена ҫумне ҫакнӑ сехет шаккани илтенет. Арӑмӗ тӗлӗк курать пулмалла: темӗн мӑкӑртатса илчӗ. Ҫук, сӑмахӗсем ӑнланмалла мар тухаҫҫӗ.
Ҫӳреме пуҫлани те икӗ кун ҫеҫ: пӗр эрне вырӑн ҫинчех иртсе кайрӗ, пӗр эрне хушши колхозри ӗҫсем ҫинчен Марье каласа панӑ тӑрӑх ҫеҫ пӗлчӗ. Килмест вӗт никам та чирлӗ чух, фельдшер кӑна кӗрсе тухса каять. Ӗнер ирхине тата Хапӑс Петӗрӗ эрех йӑтса килчӗ. Кӑмӑла кӑтартни аван. Ыттисем? Ӗлӗк Виссарион Маркович тухма та пӗлместчӗ. Виҫӗ ҫул хушшинче неушлӗ пӗр юлташ та тупӑнмарӗ?
Пӗр эрне. Улшӑну, ав, эрне хушшинчех сахал мар. Павел хуҫалана пуҫланӑ. Ку пӗр енчен аван-ха, председателе яланах сылтӑм алӑ кирлӗ, тепӗр енчен ытла та хӑйне евӗрлӗ этем. Пуҫне пӗр-пӗр шухӑш кӗчӗ пулсан — савӑлпа ҫапса та кӑлараймӑн. Ҫамрӑк чухне хӑй те ҫавах пулман-и ара? Мӗн туни пӗтӗмпех тӗрӗс пек туйӑннӑ. Тен, вӑл Павел хӑйӗнчен ӑслӑрахшӑн вӗчӗрхенет? «Эй, — шухӑшлать Трофим Матвеевич, — вӗренекен халь нумай та, ӑсли сахал. Пурнӑҫ шкулне пӗтермен этем — этем мар. Пурнӑҫ институт та мар, мӗн ҫӗре кӗричченех вӗренмелли шкул. Йывӑр унта вӗренме, унӑн уттинчен юлмасӑр вӗренме йывӑр. Юлтӑн-тӑк — ятлаҫҫӗ, урӑх класа куҫармаҫҫӗ».
Фермӑсем. Пӗр эрне хушшинче халӑх пӑсӑла пуҫланӑ. Павел калашле, унта пӗр хуҫах кирлӗ пулать. Лартас Виктор Андреевича. Лару та пухма вӑхӑт. Хӑшне-пӗрне кӳрентерме тивет. Павела хӑйне трактор бригадине парас, агроном та хӑех пултӑр. Пулать, итлекен пулать. Ӗҫ кунне хӗрхенмӗпӗр, хам илнин тӑхӑр вунӑ процентне тӳлесен…
Акӑ Марье те тӑчӗ. Юрласах ҫӑвӑна пуҫларӗ.
— Ир юрласан макра пулать, — сӑмах хушрӗ ӑна упӑшки.
— Пустуй вӑл. Вӑрантӑн-и? Тӑр. Чир вырӑнне вӑй кӗрет, хуйхӑ вырӑнне вӑй кӗмест, — упӑшки ҫывӑракан пӳлӗме кӗчӗ Марье. Аллине тӑсса пачӗ. Тутисем йӑл кулса илчӗҫ. Юлашки кунсенче ҫамрӑкланса кайнӑскерӗн кашни хусканӑвӗнче сӳнми хаваслӑхпа тапса тӑракан вӑй палӑрать. Трофим Матвеевич ҫав улшӑнӑва урӑхла ӑнланать: упӑшки сывалнӑшӑн савӑнать, тесе шухӑшлать. Ҫук, Марьене халь Павел анкарти хыҫӗнче «пире урӑх тӗл пулма юрамасть» тени хумхантарма пӑрахрӗ. Каччӑн куҫӗсем суймаҫҫӗ, епле ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ вӗсем Марьене. Халь вӑл ун аллинче. Кӑштах пуҫ ҫаптарӗ те, кӑштах хӑйне пӑхӑнтарӗ те… Кашни кунах ан-карти хыҫӗпе килнӗ чух Марье ҫав вӗлтрен ҫеҫкине пӑхать. Юр та ҫуса лартрӗ, сивӗсем те пулчӗҫ, вӑл ҫаплах аталанать, типсе лармасть.
Упӑшки ҫине Марье шеллевлӗн пӑхрӗ: «Мӗн пӗлет, мӗн ӑнланать вӑл? Выртать, ав, маччаналла пӑхса. Пӗчӗк куҫӗсем путсах кӗнӗ. Ҫапах та палӑртма юрамасть, ху пӗрин ҫинчен шухӑшласан та чӗлхӳпе урӑххи пирки калаҫмалла».
— Тӑр. Выртсан пушшех нишленсе каятӑн, — татах аллине тӑсрӗ арӑмӗ.
— Чир вӑл тулли лав пек пусса хурать, тухнӑ чухне вара йӗп ҫӑрти витӗр тухать, — арӑмӗн аллинчен тытса ҫӗкленчӗ упӑшки.
— Эс ан васка. Сана кам хӑвалать? Лар килте. Тухса ҫӳре. Паянхишӗн наряд панӑ, каҫхине хамах тӗрӗслетӗп, — терӗ Марье. «Каймасассӑн пырӗччӗ, вара Павела та курма пулать, колхоз правлени техничкине Тарьене те ярсах чӗнтернӗ пулӑттӑм», — шухӑшларӗ вӑл.
— Ӗнер пырса килнине паян ма пырас мар?
— Хӑвӑнне хӑв пӗлетӗн, ас ту ак, татах вӗрӗлетен. Тепӗр сехетрен, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, Трофим Матвеевич фермӑна кайрӗ. Сысна пӑхакансем таврӑннӑ-мӗн. Витине кӗрсен те, тӳрех тасалӑх курӑнать. Пӳлӗм чусӗсене те, пӗренисене те, маччана та — пӗтӗмпех акшарпа шуратса лартнӑ — кӑна кам шуратма хушрӗ, тесен, Трофим Матвеевич «Федор Васильч» тесе каласса кӗтрӗ, анчах фермӑ хӗрӗсем пӗр харӑс: «Павел!» — тесе хуравларӗҫ.
Хӗрсен хуравӗ колхоз председательне ҫиллентерсех ячӗ. «Федор Васильӗвич-качки, кӑларатӑп, — шухашларӗ вӑл. — Ӗҫ кӳнӗ ахаль илсе пурӑнать».
Хӗрсем, унӑн улшӑнӑвне курманпа пӗрех, ҫаплах калаҫрӗҫ:
— Павел пире кӑҫал ҫӗнӗ вите туса паратпӑр, тесе каларӗ. Чӑнахах пулать-и, Трофим Матвеевич? Атту намӑс пулӗ: эпир ҫӗркаҫ ӗне ферминчи хӗрсене ӑмӑртӑва чӗнтӗмӗр, коммунизмла ӗҫ ферми ятне илессишӗн кӗрешӗве тухма пултӑмӑр.
— Витине тӑватпӑр, — хуравларӗ Трофим Матвеевич. — Коммунизмла ӗҫлени те аван. Анчах урӑх пӑрахса ан кайӑр.
— Резинӑ атӑпа халатсем пулаҫҫӗ-и? Павел паратпӑр, терӗ те, вӑл председатель мар вӗт.
«Канашламасӑрах калать», — шухӑшларӗ председатель, анчах хӑй ятне ӳкересшӗн пулмарӗ. — Тӗрӗс, — терӗ вӑл, — йӑлтах илсе паратпӑр. Ун ҫинчен пӗлтерме Павела эп хам хушрӑм.
Председатель мӑн кӑмӑлланчӗ. «Тӑватпӑр», — шухӑшларӗ вӑл. — Шӑратса янӑ пек сысна вити тӑватпӑр. Василий Иванович та ӑмсанӗ-ха. Атту тек йӗксе-тӗксе пӗтерет. Кив витинче чӗртмексене усрама пулать. Ҫулла юсаттарсан… Тӑхта, — урайне сарнӑ ҫӗнӗ хӑмасене курчӗ вӑл: — Кусене кам илсе килме хушнӑ?
— Иртсе ҫӳреме май ҫук та — Павелтан ыйтрӑмӑр. Вара хамӑрах ултӑ хӑма илсе килтӗмӗр.
Председателе ку килӗшмерӗ. Хӑма ахаль те сахал, вӗсем ҫак ҫӗрӗк ҫуртшӑн пӗтереҫҫӗ. Анчах шарламарӗ.
— Урӑх ан тивӗр, ҫӗнӗ вите валли кирлӗ, — тесе хучӗ.
Кӑнтӑрлаиртсен, вӑл тырӑ кӗлечӗсем патне ҫитрӗ.
Ӑна Володя кӗтсе илчӗ. Вӑл савӑнӑҫпа ҫиҫекен куҫне ялтӑртаттарса катаранах хирӗҫ утса пычӗ:
— Комсомолпа текех ятлаҫма пӑрах, Трофим Матвеевич, — терӗ вӑл, алӑ парса. — «Осетинская» текен кукурус вӑрлӑхне аллӑ гектарлӑх тӑпӑлтарса килтӗм. Ытти колхозсенчен пынӑ та пурте вир ҫине тӑрӑнчӗҫ, а эп вӗсене пушшех: тӗрӗс, тесе ырлама пуҫларӑм. Виртен ытларах симӗс массӑ йӑракан сорт та ҫук, тетӗп. Хам вара «Осетинскаяпа» «Воронежскаяна» ҫаклатрӑм. Вунӑ гектар тешӗлӗх акатӑп. Хӑвах шутла-ха, гектартан вӑтӑр центнер ҫеҫ илсессӗн те, сире Володя кӑҫал виҫӗ ҫӗр центнер кукурус тӗшши парать.
— Юмах ҫапма ӑста эс, — тавӑрчӗ председатель мухтас вырӑнне. Ку сӑмахсем Володьӑна кӳрентерсех пӑрахрӗҫ.
— Юмахпа мар, ӗҫпе кӑтартатӑп, — тавӑрчӗ вӑл.
— Тӗшӗ пирӗн патра пулмасть.
— Пулать, — тавӑрчӗ Володя ҫирӗппӗн. — Пулӑть. Ку сортӑн вегитаци тапхӑрӗ кӗске, пӗрремӗш сентябрь тӗлне пиҫсе ҫитет. Эп ӑна улӑха, чи варрине акатӑп, тавралла вара симӗс массӑлӑх пулать. Атя, тавлашар: тӗшши пулсан, мана мӗн паратӑр? Кӳр аллуна.
— Трофим Матвеевич кукурузӑ уссине аван пӗлет, кукурузӑ выльӑхсене тутӑ усрать ҫеҫ мар, ыр ят та илсе килет. Ӗҫлессе Володя пӗччен тенӗ пекех ӗҫлет, анчах ырӑ ячӗ ытларах председателе лекет. Тӗшӗ илсен… Ку таранччен нихӑш колхозра та илмен вӗт-ха.
— Ме, — Володьӑна алӑ пачӗ вӑл. — Колхозран пин тенкӗ преми, хамран — ҫур литр коньяк. Туса илеймесен, санран вӑтӑр ӗҫ кунӗ тытса лартатӑп, унтан хама ӗҫтеретен.
— Килӗшрӗмӗр, — тавӑрчӗ Володя.
Пуш кӗлетре хӗрарӑмсем пӗр пек виҫеллӗ кукурузӑ тӗшшисене суйлаҫҫӗ, пӗчӗккисене, хӑйпашкараххисене, уйрӑмман, урӑх михӗсене тултараҫҫӗ. Тепӗр кӗлетре вӑрлӑхлӑх пӑрҫана змеевик витӗр яраҫҫӗ. Ӗҫлеме пынӑ колхозниксемпе калаҫма тӳр килмерӗ ӑна: колхоз правленине обкомран килни чӗнет, тесе пӗлтерчӗҫ.
Владимир Сергеевичпа вӗсем юлташсем пек тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрипе хул пуҫҫирен ҫапсах ал пачӗҫ.
— Ҫӳреме пуҫлани те виҫҫӗмӗш талӑк ҫеҫ, — пӗлтерчӗ ӑна Трофим Матвеевич. — Илтнӗччӗ. Василий Иванович каларӗ. Эп хам та аран ҫеҫ сывлакалатӑп. Ангинӑ. Чуна илет. Врачсем ниҫта та тухма хушмарӗҫ. Вӗсене ӑҫтан итлесе тӑран, — тем паттӑр ӗҫ тунӑ пек пӗлтерчӗ Владимир Сергеевич. — Ӗҫӗ пирӗн ҫавнашкал, — хӑйӑлтатрӗ вӑл. Хул айне хӗстернӗ портфельне сӗтел ҫине хучӗ, куҫлӑхне хывса ал тутрипе шӑлса тасатрӗ.
— Ангинӑ мӗн вӑл? Ӑна самантрах юсатпӑр. Нумайлӑха-и эсир? Пӗрер талӑк пурӑнма май пулсан, чир-чӗртен тап-тасах каятӑр, — куҫне хӗссе илчӗ Трофим Матвеевич, хӑнана ахаль ярас маррине систерсе.
— Ыран Хирпуҫне ҫитсе килмелле пулӗ, тетӗп. Колхозсенче ытларах пуласшӑн-ха.
— Апла-тӑк, — ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ колхоз председателӗ, — сире мӗнле те пулсан пӗр-пӗр ыйту интереслентерет ӗнтӗ. Ӑна пӗлтерӗр-ха. Апат ҫинӗ-и? Ҫимен, паллах. Тӑхтӑр, кӗҫех хушатӑп эп. Тарӗс! — кӑшкӑрчӗ вӑл правлени техничкине, — кала-ха, Марье килтӗр.
— Халь ан чӑрманӑр. Ҫисех тухнӑ.
— Уй урлӑ каҫсан выҫать, теҫҫӗ.
Владимир Сергеевич ӑна республикӑри ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерме тытӑнчӗ, иртнӗ икӗ ҫул хушшинче курортра мӗнле каннине каласа пачӗ. Колхоз председателӗ, хӑна пӳртрен те тухма шутламаншӑн савӑннӑскер, калаҫӑва чӗртсех пычӗ. Анекдотсем те аса килчӗҫ, тата тепрер сехетрен обком инструкторӗ колхоза хӑй мӗнле ыйтупа килни ҫинчен те манса кайрӗ. Сайра-хутра ҫеҫ вӗсене бухгалтеринче ӗҫлекенсем пырса чӑрмӑнтарчӗҫ. Марье кӗрсе тухса кайрӗ.
Ҫав вӑхӑтра фермӑсенче айӑн-ҫийӗн ҫаврӑнчӗ. Дояркӑсем ӗне витисене тасатса проходсене пӑчкӑ кӗрпи сарса тухрӗҫ, свинаркӑҫем витене ҫеҫ мар, кормокухньӑна та тасатрӗҫ, общежитисен урайне ҫурӗҫ. Анчах хӑна курӑнмарӗ…
— Акӑ пирӗн парторг та ҫитрӗ, — ҫӗкленчӗ Трофим Матвеевич кӑшт куларах. — Сӑмах ҫинех, ҫылӑху ҫук. Паллашӑр: Владимир Сергеевич, КПСС обкомӗн инструкторӗ.
— Павел, — пӗлтерчӗ каччӑ.
— Лар, Павел, — куланҫи пулчӗ Владимир Сергеевич. — Павел мар ӗнте, — аҫу ячӗ те пурах. Парторгӑн чи малтан авторитет пулмалла. Авторитет тени хисеплесе чӗннинчен те килет. Парти ӗҫӗ комсомол ӗҫӗ мар, унта, ав вӑтӑра ҫитсен те Павел та Ваня. Ҫапла, парторг.
— Апла-тӑк, Павел Сергеевич.
— Вӑт, паллашрӑмӑр та, Павел Сергеевич, — каллех куланҫи тума хӑтланчӗ вӑл.
Павел, пукан илсе, сӗтел пуҫне ларчӗ, аллинчи велюр шӗлепкине, ҫавӑракан инструктора лайӑх сӑнаса илчӗ. Пӗчӗкрех тӳрӗ ҫамки сарлака, сӑмси кайӑкӑнни пек, тути хулӑнрах. Ҫырӑ ҫӳҫӗ шӗвек куҫ харши ҫӑра. Сӑнра темӗнле сивлеклӗх палӑрса тӑнӑн туйӑнать.
— Вӑт, Павел Сергеевич, эсир килни шӑпах вырӑнлӑ. Акӑ мӗн пирки сӑмах пырать. Сирӗн район пуҫлӑхӗсем колхозсенче государствӑна аша пама выльӑх ҫук теҫҫӗ. Трофим Матвеевич пур, тет. Ӑнланатӑр-и? Пур, тет. Апла-капла шухӑшласан, район пуҫлӑхӗсем — пурнӑҫран тӑрса юлнӑ пиҫмен пашалусем, колхоз председателӗ вара вӗсенчен нумай малта тӑрать, — ҫаплах шӗлепкине ҫавӑркаларӗ Владимир Сергеевич. Кӑлаҫнӑ хушӑра вӑл никам ҫине те пӑхмасть. Хӑйне пӳлекен пулас ҫуккине туйнӑн, шухӑшне малалла тӑсрӗ: — Эсир партин декабрьти Пленумӗсем ҫинчен пӗлетӗр ӗнтӗ. Вӗсем — аш Пленумӗсем. Ҫӗршыва аш кирлӗ. Ӑнланатӑр-и? Кам патӑр ӑна, эпир памасан? Халь кирлӗ. Кайран, кӗркунне пуласпа такам та пӗлет. Туй иртсен шӑпӑр каламаҫҫӗ. Эс парти организаци секретарӗ. Вӑт кала: Май уявӗччен миҫе тоннӑ пама пултаратӑр?
Ку ыйту Павелшӑн ытла та кӗтмен ҫӗртен пулчӗ. Вӑл фермӑсенчи выльӑх шучӗсене аван пӗлет, анчах аша памалли выльӑхсене?.. Чӗртме хупнӑ сыснасем пӗр утмӑл пуҫ пур. Вӗсен чӗрӗ виҫи пысӑк мар. Пӑрусене парсан? Ӗнесен хисепӗ пысӑк теме ҫук. Вӗсене ӳстермелле. Виҫӗ вӑкӑр пур. Анна искусственнӑй майпа пӗтӗлентермелли пункт уҫрӑмӑр тесеччӗ…
— Каҫарӑр, Владимир Сергеевич. Манӑн хурав сире килӗшмӗ. Эп ӗҫе анчах йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫын. Фермӑсенче кашни кунпа пӗрех пулатӑп, анчах миҫе тоннӑ парасси пирки калама пултараймастӑп, — хӳтлӗх шыранӑ пек пӑхрӗ вӑл Трофим Матвеевич ҫине.
Колхоз председателӗ унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗн, самантрах калаҫӑва хутшӑнчӗ:
— Кадышев халлӗхе кӗҫӗн ҫын-ха. Ытларах вӑл уй-хир ӗҫӗсемшӗн тата механизаторсемшӗн ответлӑ. Тепрер икӗ эрнерен, ак пурне те пӗлсе ҫитет, — хул пуҫҫинчен юлташла ҫапса илчӗ вӑл Павела.
— Хуллен ӗҫе кӳлӗнетӗн, — хӑйӑлтатрӗ Владимир Сергеевич, — хуллен. Пӗлетӗн-и, Михаил Иванович Калинин пӗр колхоз председательне мӗнле каланӑ? Лешӗ эп ҫӗнӗ ҫын, пӗр эрне анчах ӗҫлетӗп тесен, Михаил Иванович ӑна! «Эп пӗр талӑкра ҫӗршыври ӗҫсене йышӑнса пӗтертӗм», тенӗ. — Эс ҫавна шута ил: пултаракансем талӑкрах хӑйне шаннӑ ӗҫе алла илеҫҫӗ. Ку сӑмах май ҫеҫ. Каялла таврӑнар-ха. Трофим Матвеевич вӑтӑр тонна, тет.
Павел шалтах тӗлӗнсе кайрӗ.
— Ӑҫтан, мӗнле? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ вӑл.
— Халь тин интереслентерет-и сире ку ыйту? Трофим Матвеевич пӗлет, — хӗрсех кайрӗ Владимир Сергеевич. — Вӑл резервсем тупма пултарать. Хӑвах шухӑшла: колхозӑн халь техникӑ пур. Мӗн тума сире тракторсем, автомашинӑсем ҫителӗклӗ чухне ҫӗр ҫитмӗл пуҫ лаша кирлӗ? Вӑтӑрӑшне пӑрахӑҫласа — аша. Акӑ сана сахалтан та вун икӗ тоннӑ. Тепӗр ик ҫӗр пуҫ сысна.
— Пирӗн пӗтӗм ферминче те ик ҫӗр аллӑ кӑна, — тӳрре тухма тӑрашрӗ Павел.
— Вӑт чӑтӑмсӑр ҫамрӑклӑх. Сан Трофим Матвеевичран вӗренмелле. Колхозра тӑват ҫӗр кил. Кашнинче пекех хӗл каҫнӑ сыснасем пур. Ҫапла-и, Матвеевич? Пирӗн, парти работникӗсен, пӗр йӑнӑшӗ ҫавӑ та: вӗсем ҫӗнӗ юхӑма курмаҫҫӗ. Халӑх Америкӑна хуса ҫитес тесе чунне парать, а хӑш-пӗр консерваторсем, е халӑхран уйрӑлнӑ догматиксем халӑх ҫӗкленӗвне асӑрхамаҫҫӗ. Асӑрхама мар, киввишӗн ҫунаҫҫӗ. Кив ҫулпа ҫӳреме кӑмӑллӑрах, ӑна хӑнӑхнӑ, ҫӗннипе кайсан тем пулать? Вӗсене ҫав ҫӗнни хӑратать те. Мӗншӗн халӑх юхӑмне картламалла? Вӑл пур пӗрех киввине аяла тӑвать. Атӑла ҫулталӑкӗпех пӑрпа витсе тӑратаймастӑн. Ҫапла вӗт? — Павел ҫине хавӑрт пӑхса илчӗ Владимир Сергеевич. «Куртӑн-и, — терӗҫ унӑн куҫӗсем, — пуласлӑха пӗлсе ӗҫлес пулать».
— Калатӑп вӗт сана, — каллех хул пуҫҫинчен ҫапса илчӗ Трофим Матвеевич. Вӑл парторг хирӗҫлеме пуҫласса туйрӗ пулас, ҫавӑнпа сӑмаха пӑрса яма тӑрӑшрӗ. — Паратпӑр, Владимир Сергеевич. Лашине вӑтӑр пуҫ мар, хӗрӗх те паратпӑр. Халь колхозра уса кӳменнисем — лашасемпе арҫынсем кӑна, — кулса ячӗ вал. — Кӑҫал пушшех хӑрамалли ҫук. Халь тракторсем пур, Тракторисчӗсем тата мӗнле! — куҫне хӗсрӗ вӑл Павела. — Кӑҫал эпир, Владимир Сергеевич, хӑшне-пӗрне хӑрӑмпах хуратса яратпӑр. Кӑтартатпӑр ак упасем хӑш шӑтӑкра хӗл каҫнине. Кукурузӑ тӗшши туса илетпӗр. Обязательствӑна пурнӑҫлатпӑр. Обкома та пӗлтерме пултаратпӑр. «Ҫавал» колхоз маяксен шутне кӗчӗ пулсан хам председательтен тухмасӑр та тухас ҫук.
— Ӗненетӗп, Матвеевич. Ыр сӑмаххушӑн тавтапуҫ. Кун пирки эп обком секретарьне те пӗлтерме тӑрӑшӑп.
— Палкатпӑр пӗр виҫе, хамӑр апат ҫимен, — сасартӑк хыпаланса ӳкрӗ колхоз председятелӗ. — Эп иртенпех апат ҫимен. Павел та выҫах ӗнтӗ. Эх, эс, хусах, сана ман столовӑн уҫса парас штоль? Хатӗрленӗр. Пурте апата каятпӑр. Ухмахӑн пӗр юрӑ, теҫҫӗ: ҫур аки те аш, сӗт те ҫӑмарта. Тӗнче вӗсемпе тытӑнса тӑрать-и? Айтӑр, хатӗрленӗр, каяр, — васкатрӗ вӑл.
Ҫанталӑк уяра кайнӑ.
Анакан хӗвел хӑйӗн шевлисене хӗрхенӳсӗр тӑкать. Тӳпери, сурӑх кӗтӗвӗ пек, кӑтра пӗлӗтсем хӗвел йӗпписенчен хӑранӑн йӑлтах тухӑҫалла пухӑнни. Ҫил кӑнтӑр енчен вӗрет. Кӗҫӗр шӑнтмасть пулас.
— Ҫуркунне! — ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ Трофим Матвеевич тула тухсанах. — Ҫӗр шӑрши кӗрет. Пӗлместӗп, эсир мӗнле-тӗр, анчах ҫуркуннене эп ытларах юрататӑп. Пурӑнас килет, — ача пекех савӑнчӗ вӑл, Павелпа Владимир Сергеевича хулӗсенчен ҫавӑтса.
— Ангинӑ, тетӗн? Ӑна самантрах юсатпӑр. Эсир, интеллигентсем, ытларах эмелсемпе сипленетӗр. Пирӗн мӗн, эмелӗ те иккех: вӗри мунча та эрех. Кайса ҫӑвӑнатӑн та, киле ҫитсен, пӑрӑҫ эрехӗ ӗҫетӗн, унтан — утиял ӑшне. Ирхине ӗмӗрте чирлесе курман ҫын пекех сывӑ тӑратан, — текех калаҫрӗ Трофим Матвеевич сӗтел ҫине кӗленчесем лартнӑ май.
Председатель паянхи улшӑнӑвӗнчен Павел тӗлӗнсех кайрӗ. Темӗнле савӑнӑҫлӑ вӑл. Пӗчӗк хура куҫӗсем ытти чухнехи пек шӑтарса пӑхмаҫҫӗ, вӗсенче хавхалану ҫулӑмӗ палӑрать. Унӑн кашни хусканӑвӗ вырӑнлӑ, чӗлхи те ҫӗпӗҫ. Кӗҫӗр вӑл хӑй рольне лайӑх вӗренсе ҫитнӗ артистпа пӗрех.
— Ларӑр, лӑрар, хӑнасем, тӗпелелле иртерсем, тетчӗ ӗлӗк пирӗн атте. Ларӑр, обкомран хӑна тек-тек килес ҫук. Ялта пурнать тесе, ан айӑплӑр: эпир хула ҫынни валли деликатессем те тупӑпӑр, — пырса лартрӗ Трофим Матвеевич ҫӗчӗрен те ҫӗнӗ турелккесем. Вӗсенче севрюга, пӗрчӗллӗ вӑлча, шпротсем пулчӗҫ. — Юрататӑп пулла, уйрӑмах эрех пулсан, — шӳтлерӗ вӑл. — Хӑнана свежи пулӑ яшки ҫитермеллеччӗ. Ҫавал пирӗн пулӑллӑ, анчах хам тытма ӑста мар. Лавккара тытнипе те ҫырлахӑр.
Ҫитсӑпа карнӑ кухньӑра Марье ӗҫлени курӑнать. Вучахра ҫунакан вут унӑн хӗрелсе кайнӑ пичӗпе кӗлеткине ҫутатать. Унӑн хусканӑвӗсем вӑр-вар, ҫаврӑнӑҫуллӑ. Унта та, кунта та ӗлкӗрет: ӗҫне те ӗҫлет, хӑнасене те тухса сӑмах хушать.
Павел кӗрсессӗнех хӑйне аванах мар туйрӗ, анчах Марье сӑнран пачах та улшӑнмасӑр Владимир Сергеевича та, ӑна та ал парсан, лӑпланчӗ, пальтине хывса ҫакрӗ.
Трофим Матвеевичсем ҫур пӳртӗнче ҫеҫ пурӑнаҫҫӑ пулин те, ӑна та пӗчӗк теме ҫук. Кунта кухньӑсӑр пуҫне тата икӗ пӳлӗм. Хуҫи вӗсене тӳрех чи пысӑк пӳлӗмне илсе кайрӗ. Кунта виҫӗ чӳрече: иккӗшӗ урамалла, пӗри картишнелле тухать. Ҫаврака юман сӗтел шӑпах урай варринче. Ун тавра таянмалли ҫемҫе пукансем. Чӳрече умӗнче урапа ҫавӑрмалли ҫӗвӗ машини, кӗтесре — сарӑлса кайнӑ фикус. Ҫывӑрмалли пӳлӗме пысӑк тӗкӗрлӗ юман шифоньер картлать. Унпа юнашарах сарлака та лутра тумбочкӑ. Варринчи этажӗ ҫинче ҫич-сакӑр кӗнеке, журналсемпе хаҫатсен тӗрки, тӑрринче — радиоприемник. Урайне алӑк патӗнчен пуҫласах хаклӑ кавир сарнӑ. Павел чи малтан килнӗ чух вӑл ҫукчӗ, халь ахӑртнех, хаклӑ хӑна ятне сарнӑ пулас. Начар мар пурӑнать председатель.
Каччӑ обком инструкторӗ ҫумӗнче хӑйне вӑтанчӑклӑрах тыткаларӗ.
— Телейлӗ эс, Павел Сергеевич. Трофим Матвеевичпа ҫулталӑк ӗҫлесен, мӗнле паха опыт туянатӑн. Ҫамрӑкшӑн яланах кам та пулсан идеал пулмалла. Вӑл сан пур. Ӗҫлетӗн, опыт туянатӑн, кайран парти ӗҫне те куҫма юрать. Эсир ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренетпӗр терӗр, пире шӑпах ял хуҫалӑх спедиалисчӗсем кирлӗ, — куҫлӑхне васкамасӑр ал тутрипе шӑлма тытӑнчӗ Владимир Сергеевич.
— Тӗрӗс, — калаҫӑва хутшӑнчӗ кухньӑран тухнӑ кил хуҫи — Райкома ҫамрӑклатас пулать. Атту унта вӑӑне парса ӗҫлекенӗ те Василий Иванович кӑна. Парти ра-ботникӗ тени райкомра эрнере пӗр кунран ытла ан тӑтӑр. Колхозсенче ҫӳретӗр.
— Килӗшетӗп, — куҫлӑхне тӑхӑнчӗ обком инструкторӗ.— Килӗшетӗп. Эп хам шухӑша вӗҫлеймерӗм-ха. Мухтасата мар, йӑпӑлтатса та мар, тӗрӗсне калатӑп. Санӑн, парторг, Трофим Матвеевичран вӗренмелле. Санӑн кумир пултӑр вӑл. Эпир ҫынна пӗрре пӑхсах пӗлетпӗр. Эп ҫакӑнта сӗтел хушшинче ларсах, Трофим Матвеевича нихӑҫан курман пулсан та, ун пирки ҫапла каланӑ пулӑттӑм: ылтӑн ҫын, хуҫалӑх ҫынни, чаплӑ организатор. Мӗнле пӗлет, тейӗн? Ак ҫак закускӑсенченех. Севрюга районта пур-и? Кунта мар, Шупашкарта та ҫук. Апла пулсан ӑна вӑл урӑх ҫӗртен тупнӑ е малтанах хатӗрлесе хунӑ. Ҫапла пулмалла чӑн-чӑн хуҫалӑх ҫыннин. Пӗчӗк тӗслӗх, тейӗр. Ҫав пӗчӗк тӗслӗхренех шултри курӑнать.
— Эсир ытлашши мухтатӑр вара, — вӑтаннӑ пек пулчӗ Трофим Матвеевич. — Шыв хурчӗ темех мар-ҫке.
Марье кӑлпассипе ӑшаланӑ ҫӑмарта турилккесемпе пырса лартрӗ.
— Хӑнана калаҫма ҫеҫ чӗнмеҫҫӗ, чӗнтӗн пулсан, ӗҫтереҫҫӗ, — тӗксе илчӗ вӑл упӑшкине.
— Каҫарӑр, мансах кайнӑ, — черккене эрех яма пуҫларӗ Трофим Матвеевич.
— Кунашкал хаклӑ хӑнасемшӗн эпӗ те ӗҫетӗп, — Павел ҫумне пырса ларчӗ Марье.
— Вӑт ку тӗрӗс, хамарла, — ырласа илчӗ Владимир Сергеевич.
— Эсир килнӗ ятпа, сирӗн сывлӑхшӑн, Владимир Сергеевич, — ыр сунчӗ Прыгунов.
— Тавтапуҫ. Эп сирӗн сывлӑхшӑн ӳпӗнтерем, — кулса ячӗ Владимир Сергеевич, ура ҫине тӑрса.
Павел хӑйне мӗнле тыткаламаллине те пӗлмерӗ. Темшӗн-ҫке унӑн асне ҫав кӗрсе юлнӑ: парти ӗҫӗнче ӗҫлекен ҫынсем — чи таса ҫынсем. Ӗҫкӗпе те ашкӑнмаҫҫӗ, сӑн-сӑпатне те нихӑҫан вараламаҫҫӗ. Малтан вӑл Владимир Сергеевич ячӗшӗн ҫеҫ тытса лартать пуль терӗ. Лешӗ шалтах ӗҫсе ячӗ те ҫӑкӑр татӑкӗ хуҫса илсе шӑршларӗ.
— Чӑн та, лайӑх эмел ку, Трофим Матвеевич, — ырларӗ инструктор. Павел черккине ҫаплипех тытса ларнине асӑрхарӗ те ӑна сӑмах хушрӗ:
— Мӗншӗн ӗҫместӗр? Вӑт, парторг. Санӑн халӑхран юлма мар, малта пымалла. Ҫавна ҫеҫ ас ту: ӗҫ, анчах ан ӳсӗрӗл тата ҫынсем ан сисчӗр. Эп ҫынна ӗҫнӗшӗн мар, ӗҫме пӗлменшӗн ятлатӑп.
— Хӑнӑхман, — ҫӳҫенсе илчӗ каччӑ сӑмсине эрех шӑрши пырса ҫапнипе. Ҫапах ӗҫрӗ те, чыхӑнса кайрӗ.
— Вӑт, пулчӗ те, — ырласа илчӗ инструктор.
— Хӑнӑхать. Халь ҫамрӑк-ха. Пурнӑҫ пуртӑ аври тӑршшӗ мар. Пуҫӗ пулсан, ҫӳҫӗ те шӑтать, — кулса ячӗ Трофим Матвеевич.
— Ҫи, ҫи, — хистерӗ ӑна Марье.
Пурте сасартӑк ун ҫинчен калаҫни, ун ҫине пӑхни ӑна самантлӑха вӑтантарса ячӗ. Вӑл хуҫсӑ тытнӑ аллинчи ҫӑкӑр татӑкне те асӑрхамарӗ, ҫӗнӗрен хуҫса илчӗ. Сӗтелтен катара ларма кирлӗ пулман: шап-шурӑ ҫи витти ҫине хытса ҫитеймен ҫӑмарта шурри, ҫу тумларӗ. Павел татах та вӑтанса кайрӗ: Марье курчӗ вӗт-ха. Кӗҫех лӑпланчӗ: ахаль ҫеҫ пурте ун ҫине пӑхнӑн туйӑнать-мӗн.
— Юрататӑп йӳҫӗтнӗ пан улмине… Юрататӑп пуҫлӑ купӑстана, — вӑхӑтӑн-вӑхатӑн сӑмах хушкаларӗ Владимир Сергеевич.
Тата шаккарӗҫ.
Хӑнасем те, кил хуҫисем те хӑйсене ирӗклӗрех тыткала пуҫларӗҫ. Трофим Матвеевич Владимир Сергеевич енне ҫаврӑнса ларчӗ:
— Йӑлӑхтармастӑп пулсассӑн, итлӗр. Акӑ мӗн каласшӑн сире: пирӗн пӗтӗм ӳсӗм кадрсенчен килет. Эп политикӑ ҫынни мар, йӑнӑшма та пултаратӑп. Пире турлетесси сирӗн ӗҫ. Такӑнакана ал пама хушнӑ. Района пӗтӗмпе вӑтӑр пинсен шучӗпе сакӑр ҫын ярса пачӗҫ. Кам юлчӗ вӗсенчен? Пӗр эп кӑна. Ыттисем ӑҫта? Е кӑларса ҫапрӗҫ, е хӑйсем тухса тарчӗҫ. Хула ҫыннисем, — йӗрӗнчӗклӗн кулса илчӗ Трофим Матвеевич… Е арӑмӗсем килмерӗҫ, е хӑйсене ял пурнӑҫӗ килӗшмерӗ. Пирӗн, чӑн та, урамсем асфальтлӑ мар, таҫта та пылчӑк. Анчах пылчӑк ҫинче тыр ӳсет вӗт-ха, мур илесчӗ. Эпир, ҫӗр ҫыннисем, ҫӗртен уйрӑлаймастпӑр, вӗсен ури вараланать имӗш.
— Тепрер ҫирӗм ҫултан ял та хула пекех пулать, — хирӗҫлерӗ Владимир Сергеевич.
— ПуЛать, — килӗшрӗ унпа Трофим Матвеевич. — Ӑна камӑн тумалла? Пирӗн. Вӗсем чӑтаймарӗҫ, пыршисем татӑлса каясран хӑрарӗҫ, пӳсӗр тухасран сехӗрленчӗҫ. Мӗншен ҫапла пулса тухрӗ? Эпир председателе суйласа лартасси ҫине компанилле ӗҫ тесе пӑхрӑмӑр. Кам лекет ал айне — ӑна яраҫҫӗ. Тӗрӗс мар-им? Райком ытти ӗҫсене те ҫавнашкалах тума пикенет. Тырӑ пиҫнӗ-тӗк — тырӑ вырмалла, патшалӑха памалла, ҫӗр улми пулнӑ-тӑк — кӑлармалла. Ӗҫ ҫине ӗҫ, ҫынсем ҫинчен вара йӑлтах манса каятӑн.
— Эсир кунта йӑнӑшатӑр, — хирӗҫлерӗ Владимир Сергеевич, — парти ӗҫӗ вӑл — ҫынсемпе ӗҫлесси. Чи малти вырӑнта ҫын пулмалла. Ун пирки сирӗн районта маннӑ пулсан кӑна.
— Йӑнӑшсан — тӳрлетӗр. Эп каласа пӗтермен-ха. Ярса пачӗҫ пӗр харӑс ҫакӑр ҫын. Кама улӑштармалла? Кам райкома тӗк майлӑ шӑлмасть, кам ҫивӗч чӗлхеллӗ — ҫав председательсене чи малтан хуса ячӗҫ. Кам хиреҫлӗ: кушак та тӗк майлӑ шӑлнине юратать. Мана та улӑштарасшӑн пулчӗҫ. Пухрӗҫ пуху. Районтан килнисем тухса калаҫрӗҫ. Прыгунов пултараймасть, Прыгунов — спекулянт, Прыгуновӑн аслӑ пӗлӳ те, диплом та ҫук. Шухӑшлатӑп: невушлӗ эп ҫав териех ӗҫлеме пӗлмен этем? Вӗсенне итлесен, тӗнчере эп чи юрӑхсӑрри. Мӗн тетӗр? Пӗр ҫич-сакӑр ҫын, мана кӑларас тесе, ал йӑтрӗҫ. Ыттисем хӑварас тесе сасӑларӗҫ.. Куҫҫуль тухрӗ хама шаннӑшӑн. Халӑх вӑл хурапа шурра час уйӑрать. Кам политики вӑл? Василий Ивановиччен райком секретарӗ пулнӑ Бугурков политики. Вӑл вӗт-ха парти ячӗпе ӗҫленӗ. Пӗр ҫын йӑнӑшӗ районта парти авторитетне хавшатма пултарать.
— Бугуркова тивӗҫлипех лекнӗ. Партирен те кӑларна, — хушса хучӗ инструкор.
— Уншӑн тавтапуҫ. Мана дипломсӑр, тет. Хӑй мӗн пӗтернӗ тетӗр? ЦПШран вӗренсе тухнӑ та вӑтӑр пиллӗкмӗш ҫулсенче ҫур ҫул вӗренмелли парти курсӗнче пулнӑ. ЦПШна эсир мӗн тетӗр? Центральная партийная школа тетӗр-и? Ҫук ҫав! Церковно-приходская школа вӑл, — ахӑлтатсах кулса ячӗ Трофим Матвеевич. — Халь вӑл пекарньӑ директорӗ. Куратӑп та — сывлӑх сунса, пуҫа таятӑп. Кам сана дипломсӑр ҫӑкӑр пӗҫерттерет, мӗншӗн сана пысӑк ӗҫех шанса панӑ, тетӗп. Е тата: ма яланах ҫӑкӑр питне ҫунтарса яратӑн, тетӗп. Вӑл шарламан пирки хамах хуравлатӑп: — Эсир, тетӗп, ҫунтарма вӗреннӗ, анчах пӗҫерме вӗренеймен.
— Вӑт, ҫынран кулма ырӑ мар, — асӑрхаттарчӗ Владимир Сергеевич.
— Уксах-суккӑртан кулма хушман, ватӑ-вӗтӗрен кулма каланӑ, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ кил хуҫи. — Бугуркова кӑларчӗҫ те, Василий Иванович килчӗ. Эсир пирӗн зонӑна лекрӗр. Мӗн тетӗр? Ҫурхи ҫил вӗрсе ячӗ темелле. Шанӑҫ ҫуралчӗ. Пулман-и районта лайӑх ҫынсем? Пулнӑ. Вырӑнти ҫынсене председателе суйлассинчен пахи тата тӗрӗсси мӗн пур? Ильич ячӗпе хисепленекен колхоз председательне Иван Евдокимович Шубина Бугурков кӑларса ячӗ. Пӗрре кӑларнӑ ҫынна тепри пулсан тепӗр хут колхоз председательне вил те суйлаттарас ҫук. Василий Иванович ав Шубинах лартрӗ. Тӗрӗс турӗ. Шубин йӗплӗрех этем, ҫапах вӑл хӑй ӑсӗпе пурӑнать. Районти хӑш-пӗр начальниксене хӑй ӑсӗпе пурӑнакан председатель килӗшмест. Мӗн хушнине пурнӑҫла, вара эс ырӑ. Ҫак черккене, Владимир Сергеевич, сирӗншӗн тата Василий Ивановичшӑн йӑтатӑп. Тавтапуҫ сире мана вӑтӑр пинсен шучӗпе шанса янӑшӑн, — Владимир Сергеевичпа шаккарӗ вӑл.
Марье, Павел ҫумӗнчех лараканскер, темиҫе хут та качча урипе тӗрте-тӗрте илчӗ. Вӑл упӑшкин калаҫӑвне итленҫи турӗ, хӑй вара куҫне Павел ҫинчен илмерӗ. Каччӑ хӑйне сиввӗнрех тытма тӑрӑшрӗ.
— Трофим Матвеевич, эсир хӑть пире критиклерӗр. Пур кунта тӗрӗслӗх, пур. Ҫапах та хӑвӑр районпа ан виҫӗр. Сахал-и республикӑра вӑтӑр пинсен шучӗпе кайнӑ лайӑх председательсем? Кашни районтах тупма пулать. Парти ӑна питех те тӗрӗс турӗ. Ял хуҫалӑхне кадрсемпе ҫирӗплетме кирлӗ пулнӑ, — хӑйӑлтатрӗ Владимир Сергеевич.
Церковно-приходская школа тенӗрен Павела Арҫук Гени аса килчӗ. Хӑйне вӑл халь хӑюллӑрах туйрӗ. Ҫапах та ӑшра иккӗленсе тӑчӗ: каласа парас-ши, парас мар-ши? Халь каламасан, кайран пур пӗрех пурте пӗлеҫҫӗ, — ҫавӑнпа чӑтаймарӗ. Пытармарӗ хай пӗлнине пачах та. Арҫук Гени вӑтам шкулта вӗреннӗ чухнех туберкулезпа чирленӗ. Вӗренсе тухсан та чир иртмен. Юсанма кайма путка илес тесе комсомол райкамне те, комсомол обкомне те ҫыру ҫырнӑ, анчах ӑна никам та пулӑшман. Тарӑхнипе вал митрополит патне ҫыру ҫырать, лешӗ кӑнтӑрти пӗр санаторие сывалма кайма путевкӑ тата пин тенкӗ укҫа ярса парать имӗш. Тытать те тухса каять каччӑ. Владимир Сергеевич кӗсйинчен блокнот кӑларсах ҫырма пуҫларӗ. Трофим Матвеевич «анра» тенӗ пекле шӗвӗр пӳрнипе тӑнлавне тӗллесе кӑтартрӗ, Павела куҫ хӗсрӗ, пуҫӗпе сулларӗ, анчах хӗрсе кайнӑ каччӑ ӑна-кӑна ӑҫтан асӑрхатӑр?
— Айӑпӗ пирӗнте те пур. Начартарах пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Колхозӑн пулӑшмалла пулнӑ, — пӗтерчӗ Павел хӑй сӑмахне.
Пӗр вӑхӑт пурте шӑп пулчӗҫ.
— Райком пӗлмест апла? — ыйтрӗ Владимир Сергеевич ҫырма чарӑнмасӑр.
— Куртӑр-и? Районта пӗр чиркӳ ҫеҫ. Пуп ӗҫлет, эпир пӑхса ларатпӑр, — хӑйӑлтатма пуҫларӗ Владимир Сергеевич. — Куншӑн чи малтан Василий Ивановича лекет. Вӑйлах лекет. Халь эпир ытларах хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе чакаланса, атеизмла пропагандӑна мантӑмӑр…
— Тупнӑ кулянмалли, — калаҫӑва сирсе ярасшӑн пулчӗ Трофим Матвеевич. — Эсӗ те ҫав, Павел, калаҫу тупрӑн. Ҫитӗ сире. Ыран калаҫӑпӑр, тытӑр. Атту, кукша ҫын пуҫ ҫӑвиччен туй иртсе кайнӑ, теҫҫӗ. Ӗҫӗр, пуҫ патне пытӑр хӑть.
— Безобрази ку, Трофим Матвеевич. Василий Иванович ҫав ача валли те путевкӑ тупса парайман. Хам пата шӑнкӑравламалла пулнӑ.
— Ҫитӗ пур вак-тӗвекшӗн пуҫа ҫӗмӗрсе. Чиркӳн халь авторитет ҫук. Вӑл путевкӑпах тӗнчене улӑштараймӑн. Пирӗн халӑх пупсене ӗмӗртен курайман, ӗмӗртен юратман… Ну, ҫитӗ, ӗҫрӗмӗр, — васкатрӗ кил хуҫи хӑнасене. — Ӗҫрӗмӗр, Павел, ӗҫрӗмӗр, Владимир Сергеевич.
— Эс калани тӗрӗс, Матвеевич, — черккине ӗҫсе лартрӗ Владимир Сергеевич. — Ҫапах та вӗсен ӗненекенсем умӗнче ят пур. Кунта кам айӑплӑ? Ман шутпа, пирӗн айӑп. Эпир вӗсене ҫемҫе алӑпа тытатпӑр. Юлашки вӑхӑтра ахаль те ӑнланмалла мар япала пулса пырать: те демократи, те анархи? Укӗтлетпӗр, пӗчӗк ачасем пек вӗрентетпӗр. Законсем ҫинчен йӑлтӑх манса кайрӑмӑр. Сталин вӑхӑтӗнче лайӑхчӗ: каланӑ пулсан, хирӗҫсе ан тӑр. Хирӗҫме ҫеҫ пӑх, — сасартӑк чышкине чӑмӑртарӗ вӑл. Унӑн ҫамки ҫине шултра тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, пичӗ ула-чӑлаланчӗ. Умӗнчи черккине пӗр хушӑ ҫавӑрса ларчӗ, унтан никампа шаккамасӑр, сӑмах хушмасӑр ӳпӗнтерчӗ.
— Ҫук уш, ун пек ӗмӗрех тӑсӑлас ҫук. Пулать вӑхӑт. Хӑйсемех ӑнланаҫҫӗ ҫӳлтисем, — пуҫне усрӗ вӑл. Унӑн пӗтӗм кӗлетки шӑм-шакки ҫемҫелсе кайнӑн туйӑнчӗ.
Трофим Матвеевич шӑпӑрт, шарламасӑр ларчӗ. Хӑна калаҫӑвӗ ӑна та килӗшсех каймарӗ курӑнать, анчах вӑл сӑнран нимӗн те палӑртмарӗ.
Марье сиксе тӑрса: «Эп татах ҫыртмаллисем хатӗрлем-ха», тесе, кухньӑна кӗчӗ.
Павел мӗн хушӑра ҫилленсе кайнине хӑй те сисмерӗ. Малтан унӑн ҫунакан куҫӗсем инструкторӑн чӑмӑртанӑ чышки ҫинчен каймарӗҫ, кайран ула-чӑлаланнӑ пичӗ ҫине куҫрӗҫ. Вара чӑтаймарӗ, сӗтел хушшинчен ҫӗкленчӗ. Ҫавна ҫеҫ аван ӑнланчӗ вӑл: ҫын, хӑй ӑҫта ӗҫленине пӑхмасӑрах, йӑнӑшать. Пичи пысӑк та тӑрри шӑтӑк, тесе ахаль калаҫҫӗ-и?
— Апла эсир кив йӗркесемшӗн?.. — васкамасӑр ыйтрӗ Павел. Вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ. Трофим Матвеевич ун патне пычӗ, каялла лартма пикенчӗ. Владимир Сергеевичӑн пичӗ шурса кайрӗ. Кулас килмесӗр кулса ячӗ. Кулли сивлек те ют тухрӗ.
— Парторг, ма апла хӗрӳлемелле? Эсир мана ытла та пӗр енлӗ ӑнланатӑр. Эп лайӑх пурнӑҫа хирӗҫ-и? Каҫар, шӑллӑм, каҫар.
— Лар та итле. Эппей, пӑхсан пӑхаттир, ытла та эс хӑвӑрт ӳсӗрӗлетӗн, — каяллах лартрӗ Павела Трофим Матвеевич. Вӑл каллех ӑна куҫ хӗсрӗ. — Пире эсир, ухмахсене, каҫарӑр. Пирӗн ӗҫ-и вӑл политикӑ? Эпир ҫӗр-шыва тыр паратпӑр та, аш-пӑш. Мӗн тӑвассине аслисем пирӗнсӗрех тӑвӗҫ. Ҫапла хӗрӳленмелле-и? Итлӗр ӑсла ҫынсем мӗн калаҫнине, — хӑй вырӑнне кайса ларчӗ предссдатель. — Марье, — чӗнчӗ вӑл, — ҫыртмаллисем хурсӑ пар. Хӑна чашӑкӗ тулли пултӑр.
Шӑпланчӗҫ. Трофим Матвеевичпа юнашар ларакан инструктор вилкӑна ҫавӑркаласа ларчӗ.
— Ҫамрӑк-ха эс, парторг. Ох, ҫамрӑк. Пурнӑҫа курман. Ӑна хаҫатсемпе кӗнекесем тӑрӑх ҫеҫ ӑнланатӑн, — пуҫларӗ каллех Владимир Сергеевич. — Эп сирӗн шутпа колхозсене хирӗҫ-и? Ҫук. Йӗрке пирки ҫеҫ каларӑм вӗт. Тен, тӗслӗх тӗрӗсех пулмарӗ пуль. Тен, каҫарӑр, эп сире тӗрӗслесе пӑхӑсшӑн пултӑм? Ун пек те пулма пултарать вӗт? — тӳррӗн Павел ҫине пӑхрӗ вӑл. — Парти ӗҫӗнче ӗҫлекенӗн хӗрӳленме кирлӗ мар. Ҫемҫе нервӑ — пирӗ тӑшман. Эс ҫамрӑк. Ҫавна яланах ас ту: ҫемҫе нервӑ тӑшман. Ҫитет пуль политикӑпа. Атту антагонизма кӗрсе кайрӑмӑр. Хӑнана килнӗ пулсан, ӗҫер. Ҫураҫса шаккар, Павел Сергеевич. Аттесен ячӗсем пӗрешкел пулнишӗн шаккар. Сывӑ пултӑр Бахус, — черккине Паве енне тӑсрӗ вӑл.
Трофим Матвеевич ӑна куҫӗпе паллӑ пачӗ. «Алӑ сул, мӗн тӑватӑн унпа ҫыхланса?» — терӗҫ ҫамка айӗнче пӑхакан икӗ хура шӑрҫа.
Каччӑ хӑйне алла илчӗ. Ҫапах та чӗре лӑпланаймӑрӗ, хӑвӑрт-хӑвӑрт тапрӗ, тӑнлавра сиксе тухасла юн тымарӗ картлатрӗ.
— Кайма вӑхӑт. Каҫ та пулчӗ. Эп, Трофим Матвеевич, правленине ирех пыратӑп, — каллех ҫӗкленчӗ каччӑ. Инструкторпа шакканӑ черккене каяллах лартрӗ.
— Лар, ӑҫта васкатӑн? — чӗререн ыйтанҫи турӗ Трофим Матвеевич, анчах хистемерӗ. — Кӑясах тесен, чарай мӑп. Ҫул куркине тыт.
Ӗҫме тиврӗ. Васкасах тумланчӗ. Владимир Сергеевич хӑех ун патне пычӗ, аллине тӑсрӗ.
— Йытӑпа кушак та вӑрҫса паллашаҫҫӗ. Эпир тавлашса паллашар, айӑпне Бахус ҫине йӑвантарар. Шупашкара пырсан-тусан, кӗрсе тух.
— Тавтапуҫ, — инструкторӑн сивӗ аллине чӑмӑртарӗ каччӑ.
— Тархасшӑн…
— Хӑнана ӑсатмасан, ыйхӑ тӑрать. Эпӗ те ҫу илме тухатӑп, — алӑк патне васкасах пычӗ Марье.
Ҫенӗке тухсанах, йӗкӗте ыталаса илчӗ.
— Павлик! Чӑтаймарӑн пулать ҫав этемпе тавлашмасӑр. Эх, эс те ҫав. Куртӑн-и: ман ҫине епле пӑхать вӑл? Хӑй Трофима итленҫи тӑвать те, мана куҫ хӗсет. Ҫӗленпе пӗрех. Куҫлӑхлӑ ҫӗлен пек.
— Тупрӑн танлаштармалли, — кулса ячӗ Павел, ҫенӗк алӑкне уҫса.
— Тӑхта. Ман сана ярас килмест. Эх, май пулсан, иккӗшне те кӗҫӗрех хуса ямалла та санпа юлмалла. Чунӑм, — каллех ҫупӑрларӗ вӑл. — Ыран, каҫ пулсан, сан пата хамах пыратӑп.
— Кӗр, кӗр, тем шутлӗҫ тата, — Марьене алӑ пачӗ Павел.
Киле таврӑнсӑн та ыйхӑ килмерӗ. Пӗтӗм пӳрт ӑшчикки кичем пек туйӑнчӗ ӑна. Кивелерех панӑ чӳрече каррисем те, ҫулсем иртнипе сарӑхса ларнӑ чӑрӑш хӑмаран сарнӑ мачча та, кӗнекесен шкафӗ те — пурте хуҫана кӗтсе: эс пӗччен, эс тӑлӑх, тесе кӑшкӑрнӑн туйӑнчӗҫ. Хутман кӑмака татах та сивлеккӗн курӑнчӗ.
— Ҫулласӑр куҫмалла марччӗ. Йӑлӑхтарать пӗччен пурнӑҫ, йӑлӑхтарать. Пӳрчӗ те ӗнтӗ, председатель пӳрчӗпе танлаштарсан… Тупмалли юмахри ҫурӑк ҫамка Ваҫҫинка ҫеҫ. Ҫапах май уявне хатӗрленме тивет. Диван-кравать туянас, пӗренесене шпалерпа ҫыпӑҫтарас. Ҫынсем кӗрсен, Павел ашшӗ ҫуртне япӑхтарса янӑ, тейӗҫ. Районтан килсен те кӗрсе тухӗҫ. Кӗтмен хӑна хапхара, хуҫи-тарҫи ыйхӑра, тенӗ пек те пулса тухма пултарӗ, — шухӑшларӗ вӑл хывӑнса.
Пӗччен пурнӑҫ ытла та кичем. Кунта санӑн, Павел, иккӗленме юрамасть. Юратупа шӳтлемеҫҫӗ. Сан хӑвна кӗҫӗрех, халех татса калас пулать. Тем тесен те, ҫын ҫемйине ҫӗмӗрме кирлӗ мар. Ку вӑл юрату мар, вӑхӑтлӑх йӑпану кӑна.
Пур юратакана та юратупа хуравлаймастӑн. Тепре курсан, Марьене татсах калатӑп: ҫитет.
Лена? Мӗнех, аван хӗр пулма кирлӗ. Анчах пӗлмест вӑл ӑна. Куҫне ас тӑвать вара. Ҫапла, ас тӑвать. Фермӑра чух хӑй тӗлсӗр персе янӑ сӑмахсене ас турӗ Павел.
— Куҫусем те ҫав сирӗн…
Каччӑ каллех инструктора аса илчӗ. Нумай вуланӑскер, нумай пӗлекенскер пулас. Тем килӗшмест ун хӑтланӑвӗнче. Эрех туррине Бахуса ырласа ӗҫни-и? Е…
— Ир-ха мана ҫынсене хаклама. Пӗрре тӗл пулни — тӗкӗр ҫине пӑхни мар. Халь ҫывӑрас пулать сан, Павел. Хӗрӗнкӗ эс, хӗрӗнкӗ, — сасӑпах калаҫрӗ каччӑ.
Колхозсенчен таврӑнсан, обком инструкторӗ колхоз председателӗсемпе парти организаци секретарӗсене райкомӑн иккӗмӗш секретарӗн пӳлӗмӗнче йышӑнчӗ. Василий Иванович ӑна чӑрмантарма шухӑшламарӗ: тӗпчетӗр, пӗлтӗр. Вӑл Владимир Сергеевич пурри ҫинчен манса кайсах хӑй ӗҫне турӗ: колхозсемпе ҫыхӑнчӗ, ҫитес плеиум валли доклад хатӗрлерӗ. Анчах кӑнтӑрла лӑпкӑн ӗҫлеме майӗ ҫук, ҫынсем киле пуҫларӗҫ. Помощник ирхи почтӑпа килнӗ хутсене кӗртсе пачӗ. Вӗсене пахса пӗтерчӗ кӑна, пӳлӗме Ильич ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ Иван Евдокимович Шубин кӗчӗ. Вӑл кӑвакрах шевиот костюмпа, хура ҫӳҫне каялла янӑ. Сӑнран пӑхсан, ӑна хӗрӗхсенче ҫеҫ теме пулать. Хура мӑйӑхӗ кӑна кӑшт ватӑлтарать.
— Ырӑ кун пултӑр, Василий Иванович, — пырса ал пачӗ вӑл. Ыйтмасӑрах секретарь сӗтелӗ умӗнче ларакан пукан ҫине йывӑррӑн ларчӗ, юн тымарӗсем палӑрса тӑракан сылтӑм аллине сӗтел ҫине хучӗ.
Райком секретарӗ пӗлет: Шубин райкома сӑлтавсӑрах килмест. Анчах паян мӗн тата?
— Мӗнле шутлатӑн, Василий Иванович, эп преступник-и? — ялкӑштарчӗ вӑл тилӗрнӗ куҫне. Чӑтаймарӗ, татах ыйтрӗ: — Мӗн чӗнместӗн? Кала эс: эп преступник-и?
— Сана мӗншӗн айӑпламалла, пӗлместӗп. Ӗҫӳ ку таранччен кал-кал пыратчӗ. Тен, ҫемьере шӑв-шав кӑлартӑн? — хурав ҫине хуравпах тавӑрчӗ секретарь.
— Эп хам ҫемье пирки ӗмӗрте те райкома ура ярса пусас ҫук. Унашкал ыйтупа камӑн вӑхӑт ытлашши — вӑл ҫӳретӗр. Турра шӗкӗр, халиччен арӑма пӳрнепе тӗкӗнмен. Юптару яратӑн, Василий Иванович, юптару. Юнашар пӳлӗмре Владимир Сергеевич республикӑ прокурорӗ пек ҫӗмӗрттерет. Ҫын аллипе кӑвар туртма шутларӑн-и, Василий Иванович? Эп сана унашкал ҫын мар тесе.
— Нимӗн те ӑнланмастӑп, Иван Евдокимович. Секретарь лӑпкӑлӑхӗ колхоз председательне татах тилӗртсе ячӗ:
— Ӑҫтан эп Мӑй уявӗ тӗлне вӑтӑр тоннӑ аш пама пултаратӑп? Виҫӗ ҫӗр сысна вӑл. Чӗртме хупни те халь икӗ ҫӗр кӑна. Вӗсем те кашни тӑватӑ пӑтран мала мар. Кунашкал виҫепе пани мӗн усси? Вӗсем халь кашни талӑкра икшер кӗрепенкке хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхра кашни пӑт ҫурӑ аш парать. Тата икӗ уйӑхсӑр тем каласан та, такам ятласан та памастӑп. Эс, тет, Май уявне хирӗҫ пыратӑн. Эп коммунист мар-и? Капиталист-и эп Май уявне хирӗҫ пыма? Ыранах виҫӗ вӑкӑр ӑсататпӑр, ӗнер искусствӑлла майпа пӗтӗлентермелли пункт йӗркелерӗмӗр. Лашасем пур тепӗр вунӑ пуҫ. Ҫичӗ тоннӑ пулать. Урӑх халлӗхе нимӗн те ҫук. Трофим Матвеевич пек колхозниксен выльӑхӗсене илсе памастӑп. Ята яман, ямастӑп та. Владимир Сергеевич ун пирки тӳрех каларӗ: резервсемпе усӑ курма пӗлместӗн, тет. Мана унашкал резерв кирлӗ мар. Хӑть выговор парӑр, хӑть председательтен кӑларӑр. Кунашкал председательте ӗҫлессинчен — конюха каятӑп, — ура ҫине тӑчӗ Иван Евдокимович.
— Лар, лар. Мӗн хуранти шыв пекех вӗретӗн? — хул пуҫҫинчен пусса лартрӗ ӑна Василий Иванович. — Мана эс ахалех хутшӑнтаратӑн, ҫын аллипе кӑвар туртма хӑнӑхман. Калас пулсан, сана хамах калатӑп. Ас тӑватӑн-и мартри актив пухӑвне? Баранов ҫӑмарта илсе пани ҫинчен каларӗ. Ҫавӑнтапах эп канӑҫа ҫухатрӑм. Районти виҫ-тӑватӑ колхозра выльӑх сутӑн илсе патшалӑха парасси йӑлана кӗчӗ. Шанмастӑп эп: «Р» облаҫӗ пӗр ҫултах аш илессине виҫӗ хут ӳстернине. Пӗр ӗне виҫӗ пӑру пӑрулаймасть. Хаҫатсем те вӗсем ҫинчен анчах ҫыраҫҫӗ, халӑх ҫӗкленӗвӗ, халӑх юхӑмӗ, теҫҫӗ. Шутласан, халӑх ҫӗкленӗвне хирӗҫ кайма юрамасть. Прыгунов мӗнтен пуҫласа ячӗ? 1957 ҫулта планран ирттерсе аш панишӗн патшалӑх укҫа хушса тӳлетчӗ. Кӑҫал хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫулта «Ҫавӑл» колхоз ик ҫӗр пин енне преми илнӗ. Ҫав преми аташтарса ячӗ. Юрать-ха, ӑна пӑрахӑҫларӗҫ, анчах выльӑх илсе парасси йӑлана кӗрсе юлчӗ. Ӑнлан эс мана, Иван Евдокимович, хам та ӗнтӗ иккӗмӗш уйӑх мӗн тумаллине пӗлместӗп. Ху шухӑшна ҫапла тӳррӗн пӗлтерекенӗ те эс пӗрремӗш председатель. Хама ҫавӑнпа ҫеҫ ятлатӑп: каярах ӑнланса илтӗм. Сутӑн илсе парасси ҫине шанса, хӑш-пӗр колхозсем выльӑха пӑхми пулчӗҫ. Прыгуновӑн сысна ферми начар. Пӗр эрне каялла «Сельская жизнь» хаҫатран корреспондент килчӗ. Республикӑра такам каланӑ ӑна, тӳрех, «Ҫавал» колхоза каясшӑн. Эп ӑна тӳррипех, нимӗн пытармасӑр каласа патӑм. Ан тив, ҫырать пулсан ҫыртӑр тесех, ҫавах айӑпа пӗрре каҫармалла. Вӑл пур, хул пуҫҫипе кӑна сиктерсе илчӗ. «Сирӗн патри вӑл мӗн, ытти облаҫсенче колхозсене колхозниксемех туртса пыраҫҫӗ», — терӗ. Неушлӗ ҫаплах? — тетӗп. «Ҫаплах», — терӗ вӑл. Ун хыҫҫӑн обком секретарӗ патне ҫырса ятӑм, паян-ыранах илет пуль. Ҫитес пленумра ятарласах ҫак ыйтӑва ҫӗклесшӗн. Хальтерех хамӑр йӑнӑша тӳрлетнине мӗн ҫиттӗр?
— Тавтапуҫ, — секретарь аллине чӑмӑртарӗ Иван Евдокимович. — Ытла та йӑтайми обязательствӑсем илтӗмӗр ҫав. Халь вил те пурнӑҫла. Эпир мекӗрленмесӗрех ҫӗр гектар ҫӗр пуҫне утмӑлшар центнер аш паратпӑр. Хамӑр вӑйпах. Пирӗнешкелли ҫич-сакӑр колхоз пулӗ. Ыттисем? Район пурнӑҫламасан сӑна ҫулса илеҫҫӗ. Парти работникӗн ӗҫне обязательствана пурнӑҫлани хаклать тетпӗр. Ҫавӑнпа Обком та хӗсет пуль. Ав, епле тустарать Владимир Сергеевич, тӳс кӑна.
— Владимир Сергеевич вӑл обком мар. Ӑна вӑл хӑй пуҫарӑвӗпе те хӑтланма пултарать.
— Тарҫи хуҫа хушмасӑр ура та ярса пусакан мар.
— Мӗнле тарҫӑ ӗнтӗ.
— Ӑсӑрха. Пленум пирки те васкамастӑн-и? Эпӗ сана юрас тесе, мухтаса каламастӑп: юлашки вӑхӑтра пирӗн район сан пек секретаре курман. Ыттисем хайсен пуҫӗпе сахал ӗҫлетчӗҫ, санӑн хӑвӑн шухӑшу пур. Хуҫалӑха та аван пӗлетӗн, кирлӗ-кирлӗ маршӑн ура хумастӑн. Тепри, Бугорков пекки лексен, аслисем умӗнче юрра тухасшӑн тырӑпа ҫӗр улми планне икшер хут тултарттарать те, халӑх нуши ҫине, фермӑсем енне ҫаврӑнса та пӑхмасть. Уншӑн рапортласа пултӑр.
— Эхе, хӑраса чакма пуҫларӑн, — кулса ячӗ Василий Иванович. — Тепӗр хут калатӑп: хамӑр тунӑ йӑнӑша хамӑр тӳрлетнине мӗн ҫиттӗр. Суйма пӗлекен пуйма та пӗлет, тенӗ ваттисем. Партие суйрӑмӑр ӗнтӗ, пуясси пирки вара… Ҫапах та хуран хӑлӑпӗн те хӑлхи пур. Шанатӑп эп хамӑра каҫарасса. Шел: обкомӑн пӗрремӗш секретарӗ чирлӗ. Вӑл пулнӑ пулсан, халиччен хӑй сӑмахне калатчӗ. Ыттисемие эп канашлама хӑнӑхман, — утса ҫӳреме пикенчӗ Василий Иванович.
— Да, вӑл пуҫ ӗнтӗ. Тен, ун патне ҫыру ҫыратӑр? — ҫӗкленчӗ Иван Евдокимович та.
— Тепрер эрнерен ҫитмелле, теҫҫӗ. Пиҫиччен кӗтнине антариччен кӗтӗпӗр.
— Капла та тӗрӗс, — ал пачӗ председатель.
— Сывӑ пул.
Иван Евдокимович хысҫӑнах Василин Иванович та приемнӑйне тухрӗ. Стена ҫумне лартнӑ пукансем ҫинче колхоз председателӗсем да парти организаци секретарӗсем лараҫҫӗ. Кашнин куҫӗнче тарӑн шухӑш.
«Йанӑш турӑм эпӗ, манӑн та Владимир Сергеевич патӗнче пулмалла», — шухӑш чупса иртрӗ пуҫра, вара сасӑпах ҫапла каласа хучӗ:
— Эсир ман пата-и? Мӗншӗн кӗместӗр тата?
— Аслӑ ҫыннӑн ӗҫ нумай, ухмахӑн сӑмах пӗтмест, — чӑтаймарӗ Карл Маркс ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ Авдеев. — Эп райкома чӗннӗ тесе килетӗн те, мана обкомах чӗннӗ-мӗн. Ак еплерех хисепле пуҫларӗҫ пире. Текех, Василий Иванович, сирӗнпе калаҫма та кирлӗ мар пуль? Мӗн пире райком? — юптара пуҫларӗ вӑл.
— Владимир Сергеевич патӗнче пултӑр-и?
— Пулнӑран калатпӑр.
— Мӗн кунта тӑратӑр. Кӗрӗр, кӗрӗр.
Пӳлӗме кӗрсе вырнаҫсанах калаҫӑва Василий Иванович хӑй пуҫарчӗ:
— Каласа парӑр ӗҫсем-хӗлсем ҫинчен. Виҫҫӗмӗш кун райкомран тухаймастӑп. Йӑпӑх-япӑх ямшӑкра, пур кахал ҫын кантурта, тенӗ пек мар-и? Кахаллана пуҫларӑм.
— Ой-ой, чее те эсир, Василий Иванович. Хӗрӗме калам та, кинӗм илттӗр, тетӗр ӗнтӗ. Чӑнласах пӗр эрне чирлесе выртрӑм. Эсир шӑнкӑравланӑ терӗҫ. Ӑшӗ пирки, Василий Иванович, эпир ӑна обком инструкторӗ чӗнтермесӗрех паратпӑр. Нивушлӗ эпир райком каласан итлемен? Паянах пама халь ҫул ҫук. Мӗнпе турттӑрса килес ман сыснасене ҫухрӑмран? Вертолет ярса паратӑр пулсан кӑна, — чӑтаймасть каллех Авдеев.
— Эпир сире васкатмастпӑр та, — тавӑрчӗ райком секретарӗ.
— Епле васкатмастӑр? — тӗлӗнчӗ Авдеев.
Анчах ӑна хуравласси пулмарӗ, помощник Василий Ивановича обком инструкторӗ чӗнни ҫинчен пӗлтерчӗ Владимир Сергеевич, хӗрелсе кайнӑскер, пирус тӗтӗмӗпе тулса ларнӑ пӳлӗмре утса ҫӳрет. Туртма пӑрахнӑ ҫынна ку тӳрех сисӗнет, темӗнле ырӑ мар, анчах Василий Иванович хӑй кӑмӑлсӑрланнине кӑтартмарӗ. Сӗтел умӗнчи уйрӑм пукан ҫинче ларакан аш-какай комбиначӗн директорне Доброхотова асӑрхарӗ вӑл. Директор аялисемпе пуҫне тӗревлесе ларать. Унӑн пӳрнисем кӳпшеке питне путарса кӗнӗ. Акӑ вӑл пуҫне ҫӗклерӗ пӳрнисем вырӑнӗнчи шап-шур йӗрсем каллех кӗрен тӗспе витӗнчӗҫ. Вӑл та хаштах сывласа ҫӗкленчӗ, анчах, калаҫу пӗтменнине туйса пулас, каллех йывӑррӑн ларчӗ, каллех арбуз пек ҫаврака пуҫне аллипе тӗревлерӗ.
— Василий Иванович, эсир ахалех хӑратӑр. Эп тӳрех ҫапла сарӑнтарма пултаратӑп: бюрора района итлеме кирлӗ те мар. Мана заведующи ҫапла каларӗ: начарах пулсан, материал хатӗрле, начар мар-тӑк — хӑвӑн ирӗкӳ. Райкомӑн ҫине тӑни ҫеҫ ҫук. Тата… Тата хӑвӑр резервсене пӗлместӗр. «Ҫавал» колхоз Май уявне миҫе центнер аш парать тетӗр?
— Вӑтӑртан ытла параймасть, — тавӑрчӗ Василий Иванович.
Вӑл инструктор ҫине тинкерчӗ. Чирли чӑпласах чирлӗ пулас: сасси татах та ҫӗтсе ларнӑ, куҫ хупахӗ тӑртаннӑ.
Ҫапла, вӑтӑр. Анчах центнер мар, тоннӑ. Ӑнланатӑн-и, вӑтӑр тоннӑ. Райком шутланӑ тӑрӑх, колхозсем пӗрремӗш майччен утмӑл тоннӑран ытла параймаҫҫӗ. Паян чӗннӗ пилӗк колхоза илсен кӑна ҫӗр тоннӑ пулать. Леш, леш мӑйӑхли, мӗнле хушаматлӑччӗ вӑл? — сӗтел патӗнчи хучӗсем патне пычӗ Владимир Сергеевич.
— Иван Евдокимович Шубин-и?
— Во-во. Шубинӑн чӗртме хупни кӑна ик ҫӗр сысна.
— Вӗсем тӑватшар пӑтран ытла мар. Ҫӑвӑрсене патшалӑха пани преступлени пулать.
— Каллех сан хӑвӑн юрру. Ак, Александр Михайловичпа калаҫрӑмӑр. Вӗсене вӑл йышӑнать, «Заготскотра» пӗр уйӑх хушши усраса чӗртме пулать.
— Заготскочӗ ахаль те ҫавнашкал ҫӑвӑрсемпе тулса ларнӑ.
— Паян ик ҫӗр пуҫ пусма ӑсатрӑмӑр, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Доброхотов.
— Пӗлмесӗр калаҫмастӑп эп, — сиввӗнреххӗн касса татрӗ Владимир Сергеевич.
— Шубин ҫеҫ мар, ыттисем те ҫав виҫепе парас ҫук. Ку таран ӳстернине сахал апат единици пӗтерсех чӗртме пулать.
— Эсир ан хӗрӳленӗр, — пӳлчӗ секретаре инструктор. — Кашниех хӑй шухӑшне хӳтӗлеме пултарать, вӑл — ун ирӗкӗ. Анчах парти интересӗсене кирек камӑн та хӑй интересӗсенчен ҫӳлерех хумалла. Ҫул начарри, виҫи сахалли ҫине йӑвантарни вӑл кивӗ юрӑ, мещенсен кӗвви вӑл. Парти паян пиртен аш ыйтать. Колхозсенче ҫителӗксӗр пулсан, колхозниксен пур. Пӗлместӗп, мӗншӗн ҫывӑрать райком, мӗншӗн консерватизм тыткӑнӗнче ларать?
«Тен, эп чӑнласах пурнӑҫран юлтӑм пулӗ?» — ӑшӗнче иккӗленчӗ Василий Иванович. — Тен, вӗсем ҫавнашкал кӑтарту илнӗ? Мур пӗлет-и?» Анчах вӑл хӑй шухӑшӗ вӗҫне тухаймарӗ, хӳтӗленме шут тытрӗ:
— Пире лейборист тесе те айӑплама пултаратӑр. Тен, эп пурне те ӑнланмастӑп? Парти виҫӗ ҫул каяллах колхозниксене ял хуҫалӑх продукчӗсем парассинчен хӑтарнӑ. Апла эпир вӑл политикӑна пӑсатпӑр.
— Пачах та пӑсмастпӑр. Хӑйӗнчен ытлашшине колхоз ячӗпе сутать. Александр Михайлович ак, пире пулӑшрӗ те. Паянхи куна Май уявӗ ячӗпе ик ҫӗр тоннӑ аш йышӑннӑ тесе, квитанци ҫырса пачӗ. Ашӗ вӑл пур, ҫул пулсанах пырса кӗрет. Сан, Василий Иванович, ӗҫӳ те ҫак кӑна: район ҫур ҫул планне тултарчӗ тесе, «Советская Чувашия» хаҫата шӑнкӑравламалла, — тыттарчӗ вӑл ӑна квитанци. Унӑн сӑн-питӗнче мӑн кӑмӑллӑх хытса ларчӗ, пуҫне каҫӑртса маччана тинкерчӗ. Пӗр-пӗр пысӑк ҫапӑҫура тӑшманӑн темиҫе генералне тыткӑна илнӗ тейӗн. Аллисене брюки кӗсйине чиксе, ҫӗнтерӳллӗн утса ҫӳрерӗ.
— Ҫиреплӗх ҫук райкомӑн, — мӑкӑртатрӗ вӑл.
Василий Иванович, квитанцие хӑвӑрт пӑхса тухса, сӗтел ҫине ывӑтрӗ, комбинат директорӗ умне пырса тӑчӗ.
— Александр Михайлович! Пуҫ пур ҫинченех ал пусрӑр-и? Мӗншӗн паман выльӑхсемшӗн суя квитанци ҫыратӑр? Кам хушнипе?
Доброхотов хӑйне такам ҫапасран хӑранӑ пек сиксе тӑчӗ.
— Эп, Василий Иванович, нимӗн те ӑнланмастӑп. Ҫыртӑм, хамах ал пусрӑм. Ашӗ вӑл халь парӑнмасан та, тепрер икӗ эрнерен парӑнать. Обком ыйтать те, райком хирӗҫ мар пуль терӗм, — хуравларӗ директор.
— Инструктор обком мар вӑл, — касса татрӗ секретарь.
— Айван! — персе ячӗ Владимир Сергеевич, куҫлӑхӗ витӗр Василий Иванович ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса. — Парти тӗллевне ӑнланакан ҫынна партирен кӑларассипе хӑрататӑн. Ак, бюрона чӗнсен, урӑхларах юрлама пуҫлатӑн, — сӗтел ҫинчи квитанцине, ҫулса илсе, кӗсйине чикрӗ вӑл. Ахӑртнех, секретарь ятне директор умӗнче йӑлтах пӗтерсе тӑкас терӗ пулас, хушса хучӗ:
— Кам сана секретаре суйланӑ? Эс ку вырӑнта лармалли ҫын мар.
— Тӗрӗс, — лӑпкӑ пулма тӑрӑшса хирӗҫ тавӑрчӗ Василий Ивановнч. — Ухмах ҫын кӑна ҫынна ухмах теме пултӑрать. Кам вырӑнтӑ маррине коммунистсем калӗҫ, — шӑтарасла пӑхрӗ вӑл инструктор ҫине. — Квитанцие эс хама пар. Бюрора ман вырӑнне хӑвна итлемелле ан пултӑр.
— Нет уж, — вырӑсла калаҫа пуҫларӗ Владимир Сергеевич, — ухмахсене леш тӗнчере шыра, — чӗрсе тӑкрӗ вӑл квитанцие. Унтан сасартӑк хӗрӳлӗхӗ иртсе кайнӑ пек, ура ҫинче тӑракан директора тинкерчӗ. Чӑтаймарӗ-ши е хай аслине кӑтартма тӑрӑшрӗ, ун ҫине те кӑшкӑрса тӑкрӗ:
— Тӑрать тепӗр айвайӗ. Аслисем тавлашнӑ чух кӗҫӗннисем итлемеҫҫӗ. Ну-ка, марш!
Доброхотов тухса кайсан, тавлашу хӗрсе кайрӗ. Пӗр-пӗрне кӳрентерме тытӑнчӗҫ, анчах Василий Иванович хӑйне алла илчӗ, ӑша пусара-пусара ҫапла каларӗ: — Виҫерен ан тух, секретарь. Виҫерен ан тух.
Вӑл сыв пуллашмасӑрах алӑка шартлаттарса хупрӗ. Приемнӑйра ҫеҫ пӗр хушӑ сывлӑш ҫавӑрса ячӗ, унтан ҫурхи хӗвелпе ҫиҫекен урама чупса тухрӗ.
— Умра кӗрешӳ пулать. Пайтах вӑй хума тивӗ-ха. Лӑплан та, виҫерен ан тух.