51219.fb2
Ырӑ хыпар утпах ҫӳремесен те тепӗр кунне Улӑп патне чӑваш турханӗсем пухӑнчӗҫ. Ватрас вилнӗ хыҫҫӑн тӑваттӑн кӑна тӑрса юлнӑ вӗсем. Пурте чылай пурӑнса курнӑ сумлӑ ҫынсем. Пӗри — хӗрарӑм, Минеслу ятлӑскер.
Калаҫӑвӗ вара вӗсен пурин те Улӑп кӗтнӗ пек мар, пӗр майлӑрах пулчӗ. Кашниех кӳренӳ туйӑмӗпе килсе ҫитнӗ иккен. Ыйтӑвне вара Улӑпӑн татса памалла. Турхансем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаймаҫҫӗ иккен.
Пӗри, ав, хӑйсем пурӑннӑ ҫӗрти сарлаках мар юханшыва пӗвелесе лартнӑ та унти шывпа пахчасемпе уйсене шӑварать, самай тухӑҫлӑ пахча-ҫимӗҫ туса илет. Аяларах пурӑнакан тепӗр йӑх вара шыв ҫитменнипе аптӑрать. Тарӑхнипе лешсен пӗвине вӑрттӑн татса яни те пулнӑ. Икӗ турхан пӗр-пӗринпе ниепле те калаҫса татӑлайман. Паян кун та хирӗҫсе пурӑнаҫҫӗ.
Теприн ҫӗрӗ ҫине юнашар турханӑн кӗтӗвӗсем кӗрекӗре каяҫҫӗ иккен, курӑка ҫисе пӗтереҫҫӗ. Сунарҫӑсем те иртӗхеҫҫӗ, вӑрманти кайӑксене тыта-тыта каяҫҫӗ.
Ҫак сӑмахсене итлесе ларма Улӑпа ҫӑмӑл пулмарӗ. Ма тесен вӑл турхансенчен пачах урӑхла калаҫу кӗтнӗччӗ. Ҫук, кӗтсе илеймерӗ. Эсреле хирӗҫ тӑрса чуралӑхран ҫӑлӑнасси пирки сӑмах хускатакан тупӑнмарӗ. Юрать-ха, мӑчавӑр ҫине тӑнипе шурсухалсем килсе ҫитрӗҫ. Тинех вара чӑн-чӑн калаҫу пуҫланчӗ.
— Улӑп — паттӑр, эсӗ килни ҫирӗп шанчӑк ҫуратрӗ, — пуҫларӗ сӑмахне чи ватти. — Эсреле ҫапса ҫӗмӗретӗнех пуль тетпӗр. Кала, мӗнпе пулӑшмалла сана? Турхансемпе калаҫса татӑлтӑр пуль ӗнтӗ. Эпир те хутшӑнасшӑн, ҫак ӗҫрен айккинче тӑрасшӑн мар.
Ватӑ ҫын калаҫӑвӗ Улӑпшӑн чӗрене услам ҫу сӗрнӗ пекех туйӑнчӗ. Ырӑ кӑмӑл, паттӑрлӑх туйӑмӗ сӳнмен-ха. Пуҫлӑхсем пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑнаҫҫӗ пулсан та, ахаль ҫынсем вара урӑхларах тытаҫҫӗ хӑйсене, Улӑпа пулӑшас шутпа килнӗ.
— Тавах сире, шурсухалсем, — терӗ Улӑп. — Мана ҫеҫ шанни ҫителӗксӗр пуль тетӗп. Пурин те хӗҫ тытма хӑнӑхмалла. Ҫапӑҫма та манма пуҫланӑ курӑнать.
— Сӑмахху сан, Улӑп, тӗрӗсех ӗнтӗ. Чӑнах та, чӑваш ҫынни мӗн кӑна тума пӗлмест. Алли унӑн ӗҫрен хӑрамастчӗ-ха. Халь кӑна кӑштах наянланчӗ курӑнать. Хӗҫ тытманни вара чӑнах та чылайранпа, — калаҫрӗ Улӑп хутне кӗрсе чи ватти.
— Каланӑччӗ-ха, хӗҫне тума хурҫӑ ҫук тесе, — хутшӑнчӗ калаҫӑва мӑчавӑр. — Тимӗрҫӗсем ӗҫсӗр лараҫҫӗ.
— Ку таврара тимӗр тӑпри пур-и? — ыйтрӗ Улӑп. — Тен, шӑратма тытӑнмалла?
— Ҫук ҫав. Пӗрмаях куҫса ҫӳренипе ҫӗр айӗнчи пурлӑхсем те Эсрел аллине юлчӗҫ, — пӑшӑрханса илчӗ пӗр шурсухалӗ.
Улӑп ваттисемпе чуна парса калаҫни турхансемшӗн самай йывӑр самант пулчӗ. Нимӗн шарламасӑр ларасси те ҫӑмӑл япалах мар иккен. Ыттисем калаҫаҫҫӗ те калаҫаҫҫӗ. Эсӗ вара хӑвна ытлашши ҫын пек туйса ларатӑн. Калаҫӑва хутшӑнмаллах вӗт-ха. Ҫитменнине тата Улӑпӗ турхансене пӗр ыйту та памарӗ, вӗсем кунтах ларнине шута илес темерӗ. Ӑна та ӑнланмалла: турхансем ырӑ сӗнӳсемпе килнӗ пулсан, тен, калаҫу пачах урӑхла ҫулпа кайӗччӗ. Хӑйсемех айӑплӑ апла-тк…
— Халӑхран тимӗр пухма тытӑнмалла, — хутшӑнчӗ калаҫӑва хӗрарӑм турхан. — Кашнин мӗн те пулсан памалла.
— Тимӗр пухассине хамӑр ҫине илӗпӗр, — терӗҫ турхансем Минеслуна вырӑнлӑ сӑмах тапратнӑшӑн тав тӑвас тесех ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илсе. Атту, чӑтса лар-ха кунта нимӗн калама аптраса. Юрать-ха, хӗрарӑм тавҫӑруллӑрах.
— Тимӗрне пама пулӗ-ха ӑна, — иккӗленсе каларӗ пӗр шурсухалӗ. — Хамӑр вара мӗнпе тӑрса юлӑпӑр? Ӗҫ хатӗрӗсӗр, савӑт-сапасӑр-и?
— Савӑтне ӑна йывӑҫран та, тӑмран та тума пулӗха, — терӗ мӑчавӑр. — Тӑшманӗ ҫав тери вӑйлӑскер-ҫке. Ҫарӗ йышлӑ. Пирӗн вара нимех те ҫук.
— Апла питӗ тӗплӗн хатӗрленмелле: хӗҫ туптамалла, сӑнӑ ҫивӗчлетмелле, вӑйпитти арҫынсене пухса вӑрҫӑ вӑййисем ирттермелле. Лаша, тӗве, урапа, апатҫимӗҫ, тумтир… Ӗҫӗ кунта пурин валли те тупӑнӗ. Турхансем, ҫитӗ сире пӗр-пӗринпе тавлашса пурӑнса. Чӑн-чӑн ӗҫе пуҫӑнар, — асӑрхаттарчӗ Улӑп.
— Эсӗ хушнине пурне те тӑвӑпӑр,-сӑмах пачӗҫ турхансем.
Минеслу вара тепӗр сӗнӳ пачӗ, чӑваш хӗрарӑмӗсем мӗн ӗлӗкренпех ӑста юланутҫӑсем, ухӑҫӑсем иккенне аса илтерчӗ.
— Тӗл перес енӗпе, тен, арҫынсенчен те ирттереҫҫӗ вӗсем. Мӗншӗн ҫакӑнпа усӑ курмалла мар? Ку ӗҫе эпӗ пӗтӗмпех хам ҫине илетӗп, — терӗ хӗрарӑм турхан. — Паллах, Улӑп паттӑр хирӗҫлемесен ӗнтӗ.
— Каларӑм вӗт пурин те хутшӑнмалла тесе. Пӗтӗм халӑха ҫӗклемелле.
— Сана ҫак ӗҫре пулӑшса пыма хам мӑнукӑма Нарпие паратӑп, — терӗ мӑчавӑр Минеслу пуҫарӑвне ырласа.
Ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ чӑваш ертӳҫисем, пӗр-пӗрне ырӑ сунса уйрӑлчӗҫ. Малашне вӗсен Улӑп ялавӗ айне тӑрса халӑх умӗнчи тивӗҫе тӳрре кӑлармалла.
Кӗҫех тимӗрҫӗ лаҫҫисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ӗҫлеме тытӑнчӗҫ, таврана мӑлатук сасси сарӑлчӗ. Мӗн тери ырӑ сасӑ: юрӑран та, шӑпӑртан та пахарах. Чылайӑшӗ ку сасса пӗрремӗш хут илтет. Ваттисен вара савӑннипе куҫӗсем шывланчӗҫ. Ма тесен ҫакӑ тахҫантанпах кӗтнӗ сасӑра пурнӑҫ кӗвви янӑрать.
Ял хӗрринче вара вӑрҫӑ вӑййи пырать. Ҫар ҫынни пулас текенсем йышлӑн пухӑнаҫҫӗ. Малтанхи кунсенче аплах марччӗ. Халӗ вара халӑх вӑранчӗ тесен те юрать. Тӗлӗнмелле япала, унччен пуҫне чиксе ҫӳрекен арҫынсемех алла сӑнӑ е хӗҫ тытсан пачах урӑхла курӑнса каяҫҫӗ. Хӑюллӑх, паттӑрлӑх аталанса пыни сисӗнет.
Улӑп малтан вунпӳсемпе ҫӗрпӳсене пухрӗ, вӗсен ӑсталӑхне тӗрӗслерӗ, вӗрентрӗ, вара тин ыттисемпе ӗҫлеме ирӗк пачӗ. Унтан ҫӳллӗрех вырӑна хӑпарса вӗренӳ ӗҫӗ мӗнле пынине асӑрхаса тӑчӗ, кирлӗ хушусем турӗ. Ҫар йышланса пынӑҫемӗн пуринчен те ҫӳллӗ Улӑпшӑн та чӑрмав тупӑнчӗ, пурне те асӑрхайми пулчӗ. Тата ҫӳллӗрех вырӑн кирлӗ. Вӑйлӑ Улӑпшӑн тӑпра купаласа сӑрт туса лартасси нимех те мар-ха, анчах васкамарӗ, хӑйне мӗн кирлине пӗр турханне систерчӗ. Лешӗ тӳрех тавҫӑрса илчӗ. Ватти-вӗтти пурте вунӑ кун тӑпра йӑтрӗҫ, Улӑп валли сӑнав сӑрчӗ туса хучӗҫ. Кӑткӑ пекех ӗҫлерӗҫ.
Улӑп кӑштах пӑхса тӑчӗ те сӑрт ҫинчен чул пусмапа анса утлӑ ҫар патне ҫывхарчӗ. Лешсем ӑна курсассӑн тӳрех утӑрья! тесе кӑшкӑрса ячӗҫ. Пуҫлӑхӗ ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен пӗлтерчӗ. Улӑп кӑмӑллӑ пулчӗ.
Чылай инҫерех хӗрарӑмсем ухӑран переҫҫӗ. Улӑм кӗлтисене ҫӳллех мар шалчасем ҫине ҫыхса хунӑ та унталла ухӑ йӗпписене вӑркӑнтараҫҫӗ. Акӑ пӗр ушкӑнӗ чупса пыракан лаша ҫинчен пере-пере иртсе кайрӗ. Тӗрӗслесе тӑраканӗсем вара Минеслупа Нарпи. Хӗрарӑм турхан Улӑп патне сӑрантан ҫӗленӗ япала йӑтса пычӗ.
— Ку мӗн япала вара? — ыйтрӗ Улӑп ҫавӑркаласа пӑхса.
— Кӑкӑр ҫине ҫакмалли хӳтлӗх вӑл. Нарпи ҫӗленӗ, — терӗ Минеслу. — Нарпи, ҫыхса кӑтарт-ха.
Чӑнах та, питӗ меллӗ япала, тӗве тирӗнчен тунӑ хытӑ сӑрана икӗ хут хурса ҫӗленӗскер. Инҫетрен пенӗ ухӑ йӗппи пит ҫӑмӑллӑнах шӑтараяс ҫук. Улӑм катемпи ҫине ҫакса темиҫе хут та тӗрӗслесе пӑхнӑ ӗнтӗ. Самай шанчӑклӑ япала.
— Ҫак хӳтлӗхе ыттисем валли те ҫӗлеме сӑран нумай кирлӗ. Тӗве тирӗнчен туни, — пӗлтерчӗ Минеслу. — Анчах тӗвисем ахаль те питӗ сахал тӑрса юлнӑ вӗт. Лава кӳлме те кирлӗ.
— Куна ӑҫтан тупрӑн вара? — ыйтрӗ Улӑп Нарпирен.
— Юрта ҫине витнӗ тиртен касса илтӗм кукаҫи асӑрхаман чухне.
— Апла пулсан тӗве тирӗ ҫук мар. Пӑхӑр-ха ялсем ҫинелле, унта та кунта юрта ларать. Юрӗ. Сирӗн ӗҫ — ҫӗлесси. Тирне тупса парассине хам ҫине илӗп… Ну, Нарпи! Тавҫӑруллӑскер иккен эсӗ. Маттур, маттур, — терӗ те Улӑп ыттисем патнелле утрӗ.
Ваттисем те ӗҫсӗр лармарӗҫ, мӑчавӑр ертсе пынипе халӑхран укҫа пухассине йӗркелесе ячӗҫ. Ытларах пуянраххисем патне кӗрсе ҫӳрерӗҫ, купсасемпе калаҫрӗҫ. Турӑ ячӗпе, Улӑп хушнипе ыйтсан кам хирӗҫ пултӑр-ха?
Амине патне вара мӑчавӑр хӑй кайрӗ. Пӗчченех пурӑнать иккен. Сывлӑхӗ чакнипе сӑнран самаях улшӑннӑ. Ҫынсемпе хутшӑнсах каймасть, кӑнтӑрла та питӗрӗнсе ларать. Мӑчавӑра курсан самантлӑха нимӗн шарламасӑр пӑхса тӑчӗ те макӑрса ячӗ.
— Телейсӗр эпӗ, телейсӗр. Ватлӑхра пӗчченех тӑрса юлтӑм. Пуҫӑм та ыратать, вӑй та ҫук. Ҫывӑрма выртсассӑн куҫ хупӑнмасть.
— Калима пӑхмасть-им вара?
— Миккапа пӗрлешнӗ хыҫҫӑн пачах улшӑнса кайрӗ. Пӗрмаях атте ылтӑнне ӑҫта чикрӗн тесе вӑрҫать, тытатыта силлет. Таҫта кайса кӗнӗ-ҫке-ха ылтӑнӗ. Ватрас пытарса хунӑ ҫӗрте, пахчари йӑмра хӑвӑлӗнче, тупӑнмарӗ. Кам аллине лекрӗ-ши? Тавҫӑру кӑштах пур-ха манӑн, анчах калама шикленетӗп.
— Кам пирки вара эсӗ, Амине?
— Мӗн калас… Ҫын укҫине шутлама хушман теҫҫӗха та. Мӗнле хӑвӑрт пуйса кайнине курсассӑн… Чим-ха, ытлашширех калаҫма тытӑнтӑм. Ҫук, ҫук, нимӗн те пӗлместӗп. Куҫпа курман, алӑран тытман…
— Эсӗ мӗн каласшӑн пулнине тавҫӑрса илеймерӗмха. Кам ҫинчен эсӗ?
— Урӑх нимӗн те каламастӑп.
— Амине, кала-ха, хӗрна уксах Миккана хӑв ирӗкпех патӑн-и? Ҫамрӑк та илемлӗ Калима тата… Мӗне пула унпа пӗрлешме килӗшнӗ-ши вара вӑл? Лешӗ тата мӗнпе ҫӗнсе илнӗ-ха ҫамрӑк чӗрене? Пӗтӗм ял тӗлӗнет.
— Улталарӗ вӑл мана Алмаса хӑтаратӑп тесе. Кайран вара каймарӗ те. Юрать-ха, Калимана лайӑх пӑхать, патша майри пек тумлантарать, ҫатан урапапа ҫеҫ ҫӳретет, тарҫӑсем те тытать. Юратать.
Мӑчавӑр мӗнле тӗллевпе ҫӳренине пӗлсен Амине пӑркаланса тӑмарӗ, Ватрас ячӗпе тесе мӗнпур укҫине пӗтӗмпех парса ячӗ. Кунта калаҫни вара мӑчавӑра тарӑн шухӑша ячӗ. «Турхан ылтӑнӗ Микка аллине ҫакланман-ши? — ҫиҫсе илчӗ пуҫра. — Ытла хӑвӑрт пуйса кайрӗ. Ӑна ҫитекенни халӗ таврара та ҫук». Мӑчавӑр ун патне пӗччен кайма шутламарӗ. Миккапа калаҫаканнисем урӑххисем пулмалла. Тен, ун пирки Улӑпа хӑйне каласа пӑхмалла? Ӑна хирӗҫ тӑракансене вӗскӗртсе яраканни шӑпах Микка пулнӑ теҫҫӗ. Тен, кун пек ыйтупа Улӑпа хӑйне чӑрмантармалла та мар, ун ячӗпе калаҫни те ҫителӗклех.
Ватӑ ҫын — тӑватӑ ҫын тесе ахаль каламан. Пурне те шута илме тӑрӑшрӗ мӑчавӑр. Микка ют ҫӗрти пасарта укҫине мӗнлерех тыткалани пирки Нарпи каласа панине те аса илчӗ. Турхан туйишӗн ҫапӑҫни те… Кама пӗрле илсессӗн лайӑхрах-ши? Пуҫра шухӑш хӗвӗшет. Пӗр самантрах темӗн те пулса иртет унта. Ӗлӗкхи те, хальхи те, хӑв курни те, ҫын калани те — пурте хӑй ҫулӗпе чупать. Ҫав хушӑрах вӗсем хушшинче пыра-пыра ҫапӑнни те, хирӗҫсе илни те, килӗшӳлӗх тупни те пур. Ҫапла ҫуралать те ӗнтӗ тӗрӗс йышӑну. Мӑчавӑр шучӗпе вара ҫак ӗҫре чи усӑлли леш вилӗм хурами патӗнчи арҫын пулассӑн туйӑнчӗ. Халӗ вӑл Улӑпӑн чи шанчӑклӑ ҫумӗ, пулӑшаканӗ ӗнтӗ.
Акӑ вӗсем иккӗшӗ Микка патне ҫитрӗҫ. Килӗ-ҫурчӗ капӑр, тулӑх пурнӑҫпа пурӑнни пӗрре пӑхсах паллӑ. Ҫӗнӗ мӑшӑр шучӗпе уйрӑлса тухнӑскерсем ӗнтӗ. Иккӗшӗ те килтех. Мӗнле тӗллевпе килнине каласан Микка укҫа енчӗкне туртса кӑларчӗ те темиҫе пӑхӑр укҫа тыттарчӗ. «Урӑх нимӗнпе те пулӑшаймӑп», — терӗ.
— Ку вӑл саншӑн ҫав тери сахал, — хирӗҫлерӗ ӑна Улӑп ҫумӗ. — Куратӑр пулӗ ыттисем мӗнле тӑрӑшнине. Эсир вара айккинчен кӑна пӑхса тӑратӑр. Пӗрремӗшӗ, виҫӗ лашаран иккӗшне ҫара памалла. Иккӗмӗшӗ…
— Ай тур-тур, пӗтрӗмӗр капла, — хыпӑнса ӳкрӗ Калима. — Хамӑрӑн вара мӗнле пурӑнмалла?
— Ку ҫеҫ те мар-ха, — тӑсрӗ калаҫӑвне малалла ҫирӗпрех сасӑпа Улӑп ҫумӗ, — пӑхӑрпа мар, кӗмӗлпе е ылтӑнпа пар.
— Мӗнле ылтӑн? — хӑраса ӳкрӗ Микка. — Манӑн нимӗнле ылтӑн та ҫук.
— Турхан ылтӑнне, ӑру пурлӑхне пӗтертӗн те-им вара? — ыйтрӗ мӑчавӑр лӑпкӑ сасӑпа.
Микка ку сӑмахсене пачах та кӗтменччӗ. Сӑнран улшӑнчӗ, пичӗ ҫине самай пысӑк хӗрлӗ пӑнчӑсем тухатуха ларчӗҫ.
— Ватрас мана нимӗнле ылтӑн та паман.
— Йӑмра хӑвӑлӗнчен илни вара? — аса илтерчӗ мӑчавӑр.
Арҫынсен калаҫӑвне сӑнаса тӑракан Калима ҫывӑхрах пырса тӑчӗ те Микка ҫине шӑтарас пек пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ.
— Пирӗн санпа тавлашса тӑма вӑхӑт ҫук. Атя, кайрӑмӑр. Ку ыйтӑва Улӑп хӑй татса патӑр, — терӗ ӑру пуҫлӑхӗн ҫумӗ. — Унта вара ӳсӗрсене ӑна хирӗҫ мӗнле тӗллевпе пухса пынине те каласа парӑн.
— Ҫук, ҫук, Улӑп патне кайма кирлӗ мар. Хам ирӗкпех… Тухса кӗрем-ха, — терӗ те Микка алӑк патнелле утрӗ. Улӑп ҫумӗ те унпа пӗрлех тухрӗ.
Кӗрессе те пӗрлех кӗчӗҫ. Микка аллинче Калима халиччен курман сӑран енчӗк. Чӗтрекен аллисемпе салтрӗ те нар ҫине силлерӗ. Ҫаврака укҫасемпе пӗрле икӗ ылтӑн чӑмӑркка тухса ӳкрӗ. Калима шӑши тытакан кушак пек сиксе ӳкрӗ те пӗр чӑмӑрккине ярса тытса ҫӑвара хыпма пикенчӗ. Юрать-ха, Улӑп ҫумӗ чарма ӗлкӗрчӗ, хӗрарӑм аллине тута патӗнчен пӑрса ячӗ те ылтӑн чӑмӑрккине вӑйпах туртса илчӗ.
— Пар ылтӑна! — кӑшкӑрчӗ Калима. — Манӑн вӑл. Атте ылтӑнӗ. Эсӗ те вара, тунката, алӑри пурлӑха кам ҫапла вӗҫертет? Манран пытарса усранӑ тата, — тустарса илчӗ нимӗн тума аптраса тӑракан Миккана.
— Чарӑн! Хӗрарӑмӑн хутшӑнмасан та юрать. Пӗлместӗн-ха эсӗ, Улӑпран унран темӗн те кӗтме пулать. Пуҫа та касса ывӑтӗ. Ун чухне вара нимӗнле ылтӑн та кирлӗ пулмӗ.
— Вӑт ку вара пачах урӑхла калаҫу, — терӗ Улӑп ҫумӗ.
— Тархасшӑн, пурне те илсе ан кайӑр-ха, пире пурӑнмалӑх хӑварӑр. Хам ирӗкпе паратӑп вӗт-ха Улӑпа пулӑшас тесе, — йӑлӑнма пуҫларӗ Микка.
— Юрать, — терӗ мӑчавӑр. — Килӗшӗпӗр. Анчах тӗрӗс ӑнлан, ҫак пулӑшу вӑл Улӑпшӑн кӑна мар, халӑхшӑн та.
— Ҫапла пултӑр эппин. Тархаслатӑп сире, укҫасӑр ан хӑварӑр пире. Лашисене те хамах пырса парӑп.
Лешсем нар ҫине пӑхӑр укҫасемпе пӗрле кӑштах ылтӑнран тунисене хучӗҫ те тухса кайрӗҫ. Пуҫланчӗ вара… Куҫӗсене чарса пӑрахнӑ Калима мӗн кӑна каламарӗ Миккана, вӑйӗ ҫитсен тытса та силлӗччӗ. Юрать-ха, лешӗ айван арҫын мар, уксах та, ал шӑнӑрӗ пурпӗрех ҫирӗп. Анчах чӗлхерен илсессӗн хӗрарӑма ҫитекенни ҫук.
— Пар! Ылтӑн укҫисене мана пар! — кӑшкӑрчӗ Калима. — Сана пӑхӑр та юрать. Ҫав пуянлӑха эсӗ вӑрламан пулсан пӗтӗмпех манӑн алӑра пулатчӗ. Вӑрӑ эсӗ.
— Ман пай та пур унта. Ватрасшӑн, сирӗншӗн пайтах тар юхтарнӑ, ҫывӑрмасӑр сыхласа пурӑннӑ, сывлӑха панӑ. Пӑх ҫак урана! Сан аҫушӑн амансах ӗмӗр тӑршшӗпе уксахласа ҫӳреме тивет. Санӑн вара ҫав ылтӑнпа нимӗнле ӗҫ те ҫук.
— Ах, апла эппин. Эсӗ мана нимӗн вырӑнне те хумастӑн иккен. Тӗрӗссипе каласан… Эсӗ-и?… Сана-и?… Сана эпӗ нихӑҫан та юратман.
— Ҫу-у-к, суятӑн. Вырӑн ҫинче авкаланнӑ чухне мӗн калаттӑнччӗ-ха?
— Пурпӗрех юратса мар. Кураймастӑп сана. Ӑраскалӑма пӑсаканни эсӗ. Ман чыса, ман ҫамрӑклӑха ҫисе ятӑн. Сана пулах аннепе хирӗҫсе кайрӑм. Пачах та айӑплӑ мар иккен вӑл. Ахалех кӳрентертӗм. Ҫук! Пурӑнмастӑп кунта, халех тухса каятӑп.
Калима ҫӳпҫери япалисене туртса кӑларчӗ те пысӑк ҫыхӑ турӗ. Унтан пӑтаран ҫакӑнса тӑракан тумтирне нар ҫине пӑрахрӗ. Самай пысӑк купа пулса тӑчӗ. Паллах, йӑтса кайма май ҫук.
— Ӑсатса яр, кӳл лашуна!
— Ан ухмахлан-ха, чарӑн. Пулас ача пирки шутлаха эсӗ.
— Сансӑрах ӳстеретӗп.
— Калама ҫеҫ ҫӑмӑл. Ҫӑкӑр-тӑвартан мӗнле пурӑнӑн? Хӑв та ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗскер мар.
— Алмас килсессӗн пурнӑҫ урӑхларах кайӗ.
— Ҫук ӗнтӗ, Улӑп таврӑннӑ хыҫҫӑн Эсрел Алмаса килме ирӗк парас ҫук. Лӑплан, Калима. Кам пӗлнӗ-ха пурнӑҫ ҫапла ҫаврӑнса каясса? Ӳкессе пӗлсен тӳшек сарма каланӑ. Тен, чӑнах та айӑплӑ эпӗ. Каҫар мана. Ачамӑр пирки ытларах шутла. Атя, аннӳ патне каяр та каҫару ыйтар. Ӑнланӗ вӑл пире. Пурте пӗр ҫӑмхара эпир халӗ. Ылтӑнӗ пирки вара… Акӑ, кирлех пулсан ил. Анчах унпала тӗрӗс усӑ курма пӗлӗн-ши? Телейлӗ пулӑн-ши? Эпӗ пурпӗрех выҫӑ ларас ҫук. Алӑсем ман нимӗнле ӗҫрен те хӑрамаҫҫӗ.
Сӑмахӑн та вӑйӗ пур иккен. Хӗрсе кайнӑ Калима самаях лӑпланчӗ. Чӑнах та, мӗн кӗтет-ха ӑна малашнехи пурнӑҫра? Кам ҫине таянмалла? Микканах итлеме тивет. Тумланчӗҫ те сывлӑхӗ хавшаса ҫитнӗ Амине патне тухса утрӗҫ…
Улӑп кӑмӑлӗ паян аван. Сӑлтавӗ те паллӑ ӗнтӗ: ҫар ӑсталӑхӗ кунран-кун ӳссе пырать, пулӑшакансем те йышланчӗҫ, акӑ тин ҫеҫ ваттисем халӑхран пухнӑ укҫана ҫар хыснине хыврӗҫ, ылтӑн та пур! Халӗ ӗнтӗ хӗҫ тумалли хурҫӑ шырама купсасене ытти ҫӗре яма та юрать. Улӑп мӑчавӑрпа пӗрле килнӗ шурсухалсене тав турӗ те сӑнав сӑрчӗ патнелле утрӗ. Ҫав самантра чикӗре тӑракансенчен пӗри чупса ҫитрӗ. Сывлӑшне аран ҫавӑрса илет.
— Улӑп паттӑр, каҫар пире. Ниепле те тытса чараймарӑмӑр вӗсене.
— Камсем пирки эсӗ? — тӗлӗнсе пӑхса илчӗ Улӑп. — Эсрел ҫарӗ мар-и?
— Ҫук. Иккӗн ҫеҫ вӗсем, хӗрарӑмпа арҫын. Леш ҫамрӑкки питӗ вӑйлӑ иккен, ниепле чарма ҫук. Чышки те ҫын пуҫӗ пек. Ав вӗсем, кунталла ҫывхараҫҫӗ, — тӗллесе кӑтартрӗ чикӗ хуралӗ.
Чӑнах та, тӗреклӗ каччӑпа унтан чылай аслӑрах хӗрарӑм ҫитсе чарӑнчӗҫ.
— Улӑп! Кӗтсе ил. Эпир ҫитрӗмӗр, — терӗ пуҫне тайса хӗрарӑм.
— Элпи? Эсӗ-ҫке ку. Ку тата кам?
— Санӑн ывӑлу Юман.
— Пулма пултараймасть. Мӗнле-ха ҫав тери хӑвӑрт ӳссе ҫитӗннӗ вӑл?
— Ҫулпа мар, уйӑхпа мар, кунпа ӳссе пычӗ. Халӗ вара аттене курас килет тесе канӑҫ памасть. Тинех сана шыраса тупрӑмӑр.
— Ну, ывӑлӑм, кил кунтарах, ыталам сана.
Ашшӗ ывӑлне сарлака ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илчӗ, хӑй пекех тӗреклишӗн савӑнса. Пӗр-ик хутчен ҫепӗҫҫӗн ҫапкаласа та пӑхрӗ. Ҫакна пӑхса тӑракан Элпин пичӗ ҫине савӑнӑҫ куҫҫулӗ юхса анчӗ…
— Атте! Эпӗ текех тӑлӑх мар иккен. Пӗлесчӗ санӑн мӗнлерех сана курас килнине!
— Маттур, маттур, питӗ вӑхӑтра ҫитрӗн. Мана халӗ шӑпах сан пек паттӑрсем кирлӗ. Пӑх-ха ҫавӑнталла, иртенпех вӑрҫӑ вӑййи пырать.
— Ашшӗ, ытлашши ан васка-ха. Юман вӑл пӑхма кӑна ҫӳллӗ. Ҫулӗпе ҫамрӑк-ха. Хӗҫ тыттарма ан васка.
Кӗтмен хыпар, лайӑх хыпар. Апла пулсассӑн ватӑ Улӑп вырӑнне ҫамрӑкки ӳсет, халӑх малашлӑхӗ те ӗмӗртен-ӗмӗре ҫирӗпленсе пырать. Шурсухалсем ҫакна туйса илчӗҫ, Улӑп пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине ӑнланчӗҫ.
— Апла эс, Улӑп, ҫемьеллӗскер иккен,- терӗ мӑчавӑр.
— Хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ, ывӑлӑм та пур.
— Кун пек пулсассӑн халӑх йӑлине тума тиветех. Манӑн сире пил памалла. Унсӑр юрамасть. Ҫӗнӗ ҫынсене хамӑр йыша илмелле. Чӑваш турри ҫапла хушать.
Ним шарламасӑр пӑхса тӑракан Элпишӗн ҫак сӑмахсем тутана пыл сӗрнӗ пекех туйӑнчӗҫ. Кӗтни, ӗмӗтленни ҫывхарчӗ. Акӑ вӗсем виҫҫӗшӗ те юнашар тӑчӗҫ, Элпи икӗ тӗреклӗ арҫын хушшинче. Хӗрарӑмшӑн кунтан пысӑк савӑнӑҫ ҫук та.
Ача вӑл — ача. Ун пӗлтерӗшӗ пурнӑҫра ҫав тери пысӑк. Кӑмӑл-туйӑма улӑштарнипе пӗрлех кашнинех ҫӗнӗ ят парса тухать: анне, атте, асатте, асанне, кукаҫи, кукамай, кукка, инке, аппа, йӑмӑк… Ҫаксем пурте тӗнчене пӗчӗк пепке килнӗ хыҫҫӑн илнӗ ятсем. Ку ҫеҫ те мар-ха, ача вӑл хӗрарӑмпа арҫын хушшинчи ҫыхӑнӑва татах та ҫирӗпрех ҫыпӑҫтарса лартакан ҫилӗм. Ӑслӑ хӗрарӑм ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн упӑшки умӗнче хӑй пирки, хӑйне юраттарасси пирки сахалрах калаҫать. Ытларах ача пирки. Арҫын киле чылай кая юлса таврӑннӑ чухне те: «Нивушлӗ санӑн пӗчӗкҫӗ пепкемӗр патне васкас килмест», — тесе асӑрхаттарать. Тӗрӗсех тӑвать, хӗрарӑма ӑна пӗлсе пӗтерме ҫук. Ун ҫумӗнче яланах темле вӑрттӑнлӑх пур…
— Халӗ вара кӑштах ыйтса пӗлем, — пуҫларӗ пил сӑмахне мӑчавӑр. — Элпи, хӗрӗм, ӑҫтисем пулатӑн-ха эсӗ?
— Анне каласа панӑ тӑрӑх, йӑхӑм манӑн кунтан Эсрел патне хӑваласа кайнисенченех. Ҫавӑнпа ятӑм та кунти пекех.
— Апла пулин те тупа тума ыйтатӑп. Пирӗн пурнӑҫ йӑлисене йышӑнатӑн-и?
— Йышӑнатӑп.
— Пирӗн тӗн йӗркисене йышӑнатӑн-и? Чӑваш туррине кӳрентерместӗп тесе сӑмах паратӑн-и?
— Паратӑп.
— Пирӗн чӗлхемӗре йышӑнатӑн-и?
— Йышӑнатӑп.
— Ҫамрӑк Юман, ывӑлӑм, эсӗ тата мӗн калӑн?
— Пурне те йышӑнатӑп.
— Тата ҫакна асӑрхаттарам, кунти йӑласем ҫапларах: ҫамрӑккин ваттине сума сумалла, итлемелле. Аҫу санӑн ҫакна ҫирӗп тытса пырать, ӑру пуҫлӑхӗ пулсассӑн та ваттисем каланине итлет, хӑйне мӑнна хумасть. Ҫакна тытса пыма сӑмах паратӑн-и?
— Сӑмах паратӑп, тупа тӑватӑп.
— Улӑп паттӑр, халӗ эсӗ сӑмах пар. Элпипе Юмана йышӑнатӑн-и?
— Йышӑнатӑп.
— Ӗмӗр тӑршшӗпех пӗрле пурӑнса ирттерме Хӗвелпе Уйӑх умӗнче тупа тӑватӑн-и?
— Тупа тӑватӑп, — терӗ те Улӑп Хӗвеле хирӗҫ тӑрса аллисене ҫӗклерӗ.
— Халӗ эсир пурсӑр та пӗр ҫемье тесе ҫакӑ шурсухалсем умӗнче пӗлтеретӗп, ҫӳлти турӑ ячӗпе пил паратӑп: пӗрне-пӗри юратса ырлӑхпа, сывлӑхпа пурӑнӑр, чӑваш ятне ан ҫӗртӗр, халӑх ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫма яланах хатӗр тӑрӑр. Халӑх умӗнче эпир ачасем кӑна пулнине ан манӑр. Ҫапла пултӑр!
— Ҫапла пултӑр! — терӗҫ виҫӗ хутчен пурте Хӗвеле хирӗҫ тӑрса аллисене ҫӗклесе.
— Халӗ сире кунта мӗн пулса иртнине кӑтартам, — терӗ Улӑп Элпипе Юмана сӑнав сӑрчӗ ҫине хӑпарма сӗнсе.
Чылайччен пӑхса тӑчӗҫ, ашшӗ ывӑлне темиҫе хутчен те унталла-кунталла тӗллесе кӑтартрӗ. Вӗсен сӑмахне илтмесессӗн те калаҫу мӗн пирки пынине тав\ҫӑрса илме пулатех. Улӑп аллипе сулчӗ. Таврана сӑрнай сасси хупласа илчӗ. Ку вӑл вӑрҫӑ вӑййи паянлӑха вӗҫленнине пӗлтерет. Ҫар ҫыннисем саланма тытӑнчӗҫ. Хӗвел те каҫ еннелле сулӑннӑ ӗнтӗ.
Лешсем сӑнав сӑртӗнчен аннӑ тӗле турхансем те ҫитсе тӑнӑ, Улӑпа саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ. Нарпи те кунтах, ватӑ кукашшӗне киле илсе каймалла ӗнтӗ. Элпипе Нарпи пӗрне-пӗри асӑрхарӗҫ, анчах нимӗн те шарламарӗҫ, хӑйсене пач палламан ҫынсем пек тытма тӑрӑшрӗҫ.
— Ку ҫамрӑкки кам тата? — ыйтрӗ шӑппӑн Нарпи кукашшӗнчен.
— Улӑп ывӑлӗ вӑл. Юман ятлӑ.
— Ҫак савӑнӑҫлӑ хыпар ячӗпе сире пурсӑра та хам пата хӑнана чӗнетӗп, — терӗ пӗр турханӗ. — Ваттисене ларма кӳлнӗ утсене кунтарах илсе килме хушам-ха.
— Эпӗ каям-ха. Ҫамрӑксем вӑййа тухатпӑр терӗҫ, — пӗлтерчӗ кукашшӗне Нарпи.
Ҫакна Улӑп илтрӗ.
— Юмана та пӗрле илсе кай-ха. Ҫамрӑксемпе паллаштар ӑна, — терӗ.
Элпи темӗскер каласшӑнччӗ, анчах Улӑп хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ.
— Амӑшӗ хирӗҫ мар пуль тетӗп.
— Санӑн ирӗкӳ, мухтавлӑ Улӑп, — терӗ Элпи Нарпи ҫине шӑтарас пек пӑхса илсе.
— Ҫамрӑксен ҫамрӑксемпе пулмалла, кайччӑр ӗнтӗ, — илтӗнчӗ тахӑшин сасси.