51219.fb2
Вӑрттӑн сӑнаса тӑракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, Эсрел хӑй ҫарне хуларан илсе тухса ятарласа тунӑ ӳплесенче тытать иккен, вӑрҫӑ вӑййисем ирттерет. Ҫапӑҫу ҫӑмӑлах пулас ҫуккине чухлать вӑл, апла пулин те хӑй ҫыннисене шанать. Ку таранччен ун ҫулне пӳлекен ҫар пулманччӗха. Ахальтен мар ӗнтӗ таврари вуншар халӑх ӑна хырҫӑ тӳлесе пурӑнать. Эсрел паян нихҫанхинчен те пуян. Тин ҫеҫ, ав, хӑйӗн валли питӗ капмар кермен лартрӗ. Лашапа тӗве кӗтӗвӗсен шутне вара шутласа та пӗтереймӗн. Ҫапах та Эсрелӗн чунӗ халичченхи пекех лӑпкӑ мар. Енчен те хырҫӑ тӳлекен халӑхсем Улӑпа пулӑшма тытӑнсан?… Килӗшӳллӗн пурӑнас тесе элчӗсем те ярса пӑхнӑччӗ ӗнтӗ, Улӑп йышӑнмарӗ…
Алла хӗҫ тытнӑ халӑх куҫ умӗнчех улшӑнса пычӗ. Паян вара пуриншӗн те питӗ яваплӑ кун, халӑх Эсреле хирӗҫ каякансене ӑсатма тухнӑ. Пӗтӗм таврара ҫарӑҫ[1] юрри янӑрать.
Акӑ инҫех те мар самай пысӑк ушкӑн курӑнса кайрӗ. Хыҫаларах тӑванӗсем, тус-тантӑшӗсем утса пыраҫҫӗ. Макӑракансем те пур. Вӗсене асӑрхасан Элпипе Улӑп ҫумӗнче тӑракан Юман чӑтса тӑраймарӗ, хирӗҫ чупрӗ. Карталанса утса юрлаканскерсем ӑна ушкӑн варрине тӑратрӗҫ.
Ҫамрӑк ҫарӑҫсем йӑлкӑшса ҫунакан кӑвайт патне ҫитсессӗн юрлама чарӑнчӗҫ, йӗри-тавра карталанса тӑрса кӑвар умӗнче тупа турӗҫ, тем пек хӑрушӑ самантра та пӗрне-пӗри хӳтӗлеме сӑмах пачӗҫ. Унтан шӑпӑрҫӑ хӑй кӗввине пуҫларӗ. Ҫарӑҫсем сӑран аттисене хыврӗҫ те шӗл кӑвара тикӗс сарса хурса ташлама тытӑнчӗҫ, ҫарранах кӑвар ҫине кӗрсе кайрӗҫ. Ташласа ҫаврӑнса пынӑҫемӗн Улӑп кашнинех хӗҫ парса тӑчӗ. Юман та кунтах, ун валли чи вӑрӑммине, йывӑртараххине суйласа илчӗ. Ҫав самантра Элпи чупса пычӗ те:
— Халех хӗҫ тыттарма ан васка-ха, ҫамрӑк вӗт-ха вӑл, — терӗ.
— Амӑшӗ, эсӗ ан чар-ха, ҫитӗннӗ арҫын шутне кӗтӗр ӗнтӗ, — лӑплантарма пикенчӗ Улӑп. — Ан хӑра, эпӗ ӑна яланах хам ҫумра тытӑп, хӳтӗлӗп…
Акӑ, ҫарӑҫсем вуншарӑн, ҫӗршерӗн тӑрса тухрӗҫ. Сӑрнайҫӑсемпе ялавҫӑсем те хатӗрех тӑраҫҫӗ, Улӑп алӑ суласса кӑна кӗтсе тӑраҫҫӗ. Ҫарӑҫсен шутӗнче Нарпи те пур. Вӑл ухӑпа перекенсен ушкӑнне ертсе пырать. Меллӗ самантпа усӑ курса Нарпи кукашшӗ патне чупса пычӗ те пил пама ыйтрӗ.
— Хӗрӗм, тӑшмана ан шелле, — терӗ мӑчавӑр. — Тавҫӑруллӑ та сыхлануллӑ пул. Асту, сансӑр пуҫне манӑн урӑх никам та ҫук. Улӑп хушнине итле. Ҫӗнтерӳпе таврӑн. Турӑ сыхласа тӑтӑр сана.
— Эсӗ каланӑ пек пултӑр, — терӗ те Нарпи ыттисем патне чупса кайрӗ. Кашниех кӑкӑр умне тӗве тирӗнчен тунӑ хӳтлӗх ҫакнӑ.
Ҫӗрпӳсемпе пинпӳсене пил панӑ хыҫҫӑн черет Юманпа Улӑпа ҫитрӗ.
— Хӑватлӑ Улӑп, сана ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене чӑваш турри янӑ. Паллах, чӑвашсене сыхлама. Санӑн ҫулна хӗвелпе уйӑх ҫутатса тӑччӑр, ывӑнасран ҫӗрпе шыв вӑй парса пыччӑр. Эсреле тӗп туса ҫӗнтерӳпе килмелле пултӑр.
— Ҫапла пултӑр, — терӗ Улӑп.
— Эсӗ вара, ҫамрӑк Юман, чӑн-чӑн ҫар пуҫӗ пулса таврӑн.
— Ҫапла пултӑр, — терӗ Юман.
Унтан мӑчавӑр иккӗн аран йӑтса тӑракан хӗҫҫе Улӑпа пама хушрӗ. Лешӗ сылтӑм аллипе тытрӗ те каллӗмаллӗ сулкаласа пӑхрӗ, инҫех мар ӳсекен ватӑ йӑмран мӑнтӑр туратне чалт кӑна касса ӳкерчӗ.
— Ҫак хӗҫҫе чи ӑста тимӗрҫӗсем ятарласа сан валли турӗҫ. Аллунтан ан ӳкер ӑна. Ун ҫивӗчлӗхӗ тӑшман пуҫне кастӑр.
— Ҫапла пултӑр! Халӗ ӗнтӗ кайма та вӑхӑт. Элпи, малашне кунти пурнӑҫа санӑн йӗркелесе пыма тивет. Ман вырӑна юлатӑн. Мӑчавӑрпа, кунта юлнӑ турхансемпе канашла. Хӑрушлӑх сиксе тухсан халӑха ҫӗкле, кирлӗ пулсан хӗҫ тыттар.
Элпи малтан Улӑпа, унтан Юмана ыталарӗ, йӗпеннӗ куҫне шӑла-шӑла илчӗ.
— Кайрӑмӑр! — терӗ те Улӑп аллине ҫӗклерӗ. Таврари шӑплӑха сӑрнай сасси ҫурса ячӗ. Темиҫе пин ҫынран тӑракан ҫар вӑрӑм ҫула тапранчӗ…
Кунти тавралӑх пушанса юлнӑ пекех туйӑнчӗ, темле лӑпкӑлӑх хуҫаланма пуҫларӗ. Апла пулин те пурнӑҫ хӑй йӗркипех шуса пычӗ. Йывӑрлӑхӗ ытларах хӗрарӑмсемпе ваттисем ҫине ӳкрӗ. Ачасем те вӗсен ҫумӗнчех, вылясси вырӑнне ӗҫлеме тивет.
Вӑрҫӑ вӑл ача вӑййи мар, унта темӗн те пулса иртет. Кӗҫех акӑ аманнисем килме пуҫлӗҫ. Вӗсене кӗтсе илсе сыватас ӗҫе вара Улӑп хушнипе Минеслу турханӑн йӗркелесе пымалла. Сурансене ҫыхма таса пир ҫителӗклех хатӗрленӗ ӗнтӗ. Ачасем вара улӑхра, анасем хӗрринче эмел курӑкӗ пухаҫҫӗ. Ку пит йывӑр ӗҫех марха. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр пӗҫерсе хатӗрлесси вара пит тертлӗ.
Шӑпах ҫак ыйтупа кайрӗ те ӗнтӗ Минеслу Элпи патне. Ак тамаша, тӳрех кӗртмеҫҫӗ иккен. Хурал ҫав тери тимлӗ, ҫивӗч куҫлӑ.
— Тӑхтама тивет, — терӗ хапха умӗнче тӑракан ватӑрах арҫын. — Элпи патша халӗ курӑк шывӗпе ҫӑвӑнать.
— Мӗнле патша? — тӗлӗнсе пӑхса илчӗ Минеслу.
— Хӑйне вӑл ҫапла чӗнме хушать. Ҫӑвӑнса тухнӑ хыҫҫӑн выртса канмасӑр хӑй патне никама та кӗртмест. Унччен кайкаласа ҫӳре. Каймалли ҫук пулсан ҫак каска ҫинче кӗтсе лар.
Минеслу кун пеккине кӗтменччӗ. Мӗнле-ха капла, юнашар йӑх турханне кӗртмеҫҫӗ. Тарӑхнине пытармасӑрах малалла утрӗ, анчах ун умне самай тӗреклӗ ҫамрӑк арҫын тухса тӑчӗ, аллипе сулкаласа унталла кайма юраманнине пӗлтерчӗ.
— Мӗскер эсир? Ку тата мӗншӗн ҫарта мар? Пӑх-ха ӑна, ҫапӑҫас вырӑнне хӗрарӑмсене сыхласа пурӑнать.
— Минеслу турхан, сана палларӑм эпӗ. Апла пулин те ытлашши ан вӑрҫ-ха, лӑплан. Пирӗн мӗн хушнине итлемелле. Кӑна та ан ятлаҫ, калаҫаймасть вӑл. Ун чӗлхине хӑйсене хирӗҫ тӑнӑшӑн Эсрел ҫыннисем касса татнӑ, — ӑнлантарчӗ ватти. — Хӑюллӑ ҫынччӗ вӑл, халӗ вара хуҫӑлнӑ, унчченхи пек мар. Тархасшӑн ан ятлаҫ, веҫех илтет вӑл, анчах калаҫӑва хутшӑнаймасть.
Ҫав хушӑра килкартинчи пӗчӗк пӳртре хӗрарӑмсем юрлани илтӗнсе кайрӗ. Юрри вара темшӗн ҫав тери салхуллӑскер.
— Кусем камсем тата? — ыйтрӗ Минеслу.
— Ал ӗҫ ӑстисем вӗсем. Элпи патша валли кӗпе ҫӗлеҫҫӗ. Улӑпа кӗтсе илме кирлӗ тет.
— Ав мӗнле иккен.
— Ахах-мерченне ӗнер тупса килчӗҫ-ха, халӗ тӗррине тӑваҫҫӗ. Кӗпи питӗ чаплӑ пулать теҫҫӗ… Эсӗ килни ҫинчен кӗрсе калам-ха.
Лешсем ҫаплипех юрлаҫҫӗ, чӗрери тунсӑха юрӑпа лӑплантарасшӑн.
Кӗҫех леш хурал тухрӗ те кӗме юранине пӗлтерчӗ. Минеслу пӳртелле васкарӗ.
Питӗ капӑр хыҫлӑ пукан ҫинче Элпи ларать. Те курӑк шывӗпе ҫӑвӑннӑран сӑнӗ тин ҫеҫ мунчаран тухнӑ чухнехи пекех ҫиҫет.
— Ырӑ кун пултӑр, Элпи, — терӗ Минеслу ӑшри хирӗҫӳлӗхе пытарма тӑрӑшса.
— Элпи мар, Элпи патша темелле, — тӳрлетсе илчӗ Улӑп арӑмӗ.
— Мӗнле-ха капла, пӗр харӑсах икӗ патша-и пирӗн?
— Улӑп ҫапла хушса хӑварнӑ.
— Апла эсӗ каланӑ пек пултӑр эппин, Элпи… патша.
— Мӗн ҫӑмӑлпа килтӗн-ха, Минеслу турхан? Мӗн ыйтмалли пур?
— Ыйтмалли ҫук-ха манӑн. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр пӗҫерессине лайӑхрах йӗркелесчӗ. Ҫӑнӑх сахал, пухакансем те ҫукпа пӗрех.
— Хӑв тата мӗн тӑваканни? Сана хушнӑ пулсан, ӗҫле.
— Хам йӑхра йӗркеллех-ха, ыттисен турханӗсем ҫара кайнӑ вӗт-ха. Вӗсене хушу тӑвасси сан ӗҫ мар-и-ха?
— Ҫук, ку ыйтупа мана чӑрмав кӳмесен те юрать. Хӑвах татса пар.
— Мӗнле-ха капла? Хӑвна патша тесе чӗнтересшӗн, ӗҫне тӑвасшӑн мар.
— Ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн кунти йӗркесене.
Элпи икӗ хутчен алӑ ҫупса илчӗ те пӳлӗмре Чӗкеҫ курӑнса кайрӗ.
— Итлетӗп сана, Элпи патшамӑр, — терӗ пуҫне тайса.
— Минеслу турхан мӗн каланине шута ил те пулӑшма тӑрӑш. Ҫарӑҫсем валли ҫӑкӑр ҫитмест тет вӑл.
— Юрать, Элпи патшамӑр, эсӗ каланӑ пек пултӑр.
— Халӗ кайма пултаратӑр… Мӑчавӑра чӗннӗччӗ унта…
— Кунтах вӑл, Минеслу тухасса кӗтсе тӑрать.
— Кӗтӗр эппин.
Канӑҫсӑр пурӑнӑҫ мӑчавӑра та ҫапать. Мӑнукӗ ҫара кайнӑ хыҫҫӑн сӑнран та улшӑннӑ пек. Ара, вӗри апат та вӑхӑтра лекмест те. Чаплӑ пукан ҫинче мӑнаҫланса ларакан Элпи умӗнче вӑл юмахри чике варчӑк[2] пек кӑна курӑнать. Элпи вара мӑчавӑра хисеплесе ура ҫине те тӑмарӗ. «Кун пек пукан Улӑпӑн ҫукчӗ. Ятарласа тутарнӑ пуль ӗнтӗ», — шухӑшласа илчӗ ыттисем пурте сума сӑвакан варчӑк.
— Мӗскер, усал хыпар ҫитмерӗ пуль те? — ыйтрӗ мӑчавӑр кӗнӗ-кӗменех хӑравҫӑ сасӑпа.
— Ҫук, урӑххи пирки-ха. Питӗ сумлӑ ӗҫ хушатӑп сана.
— Мӗн-ши ӗнтӗ?
— Улӑп валли кермен лартмалла. Ун текех ҫакӑн пек илемсӗр пӳртре пурӑнмалла мар. Халӑха пух та ӗҫе пуҫӑн. Ниме тетӗр-и-ха? Халех пуҫӑнмалла.
— Чимӗр-ха, ниепле те тавҫӑрса илейместӗп. Мӗнпе тата кампа лартмалла вара керменне? Ҫак тапхӑрта кермен пирки шутламалла-и вара?
— Улӑп валли парне пултӑр.
— Вӑл ҫапла та-ха. Вӑхӑчӗ меллӗскер мар-ҫке. Кермен тесе калама ҫеҫ ҫӑмӑл. Ӑна лартма чул та, вӑрман та кирлӗ, пирӗн вара йӗркеллӗ ӗҫ хатӗрӗсем те, ӑстисем те ҫук. Ватӑ-вӗтӗпе мӗнле кермен лартӑн-ха. Тимӗр-тӑмӑр та чылай кирлӗ. Хӑвах пӗлетӗн, пурне те хӗҫ тунӑ ҫӗре янӑ вӗт-ха.
— Мӗн кирлине тупӑр. Укҫине хам парӑп.
— Ҫук, ҫук, ҫакна халӑх йышӑнас ҫук. Ку ӗҫе чунӑм пачах та туртмасть.
— Апла эс патша хушнине тӑвасшӑн мар-ха?! — хыттӑн каларӗ Элпи.
— Мӗнле патша? Улӑп кун пирки калаҫмастчӗ-ҫке.
— Хальлӗхе патша эпӗ пулатӑп. Мана итлемелле, мӗн хушнине тумалла.
— Ку вӑл пӗччен татса памалли ӗҫ мар. Шурсухалсемпе канашласа пӑхам-ха. Мана хирӗҫ Минеслу тухатчӗ. Унпа калаҫса пӑхмарӑн-и?
— Унӑн хӑйӗн ӗҫӗ пур. Кӑна вара сана хушатӑп.
Элпи хӑйӗннех перет, мӑчавӑр каланине хӑлхана та чикмест. Калаҫнӑҫемӗн сассине хытарса пырать тата. Мӑчавӑр, халиччен ҫакӑн пеккине курманскер, аптрасах ӳкрӗ. Ҫапах та хӑйне алла илчӗ.
— Элпи, хӗрӗм, хӑв мӗн тума шутланине тавҫӑрса илетӗн-ши эсӗ? Шухӑшу санӑн ҫав тери сиенлӗ. Улӑппа халӑха хирӗҫтерсе ярас ҫул ҫинче тӑратӑн эсӗ. Мӗнле вӑхӑтра пурӑннине шута илместӗн.
— Тупнӑ вӗрентекен! Улӑп килсен пӗтӗмпех каласа паратӑп ак.
— Улӑп ятне унталла-кунталла турткалама кирлӗ мар. Ӑна эпир, тен, санран лайӑхрах та пӗлетпӗр. Чӑваш патшисем вӗсем халӑх йӑли-йӗркипе пурӑнаҫҫӗ. Эсӗ вара кермен лартса халӑхпа Улӑп хушшине савӑл ҫапасшӑн, ыттисенчен сивӗтесшӗн ӑна. Тепӗр тесен тата ҫурт лартасси вӑл пачах та ман ӗҫ мар. Ман ытларах чун керменӗ пирки шутламалла, тӗн йӗркине тытса пымалла. Усал ӗҫпе турра кӳрентерес марччӗ. Чӳкне те вӑхӑтра тӑвасчӗ. Улӑп сывлӑхӗшӗн те кашни кунах кӗл тӑватӑп. Ҫакӑ ҫителӗксӗр-им вара? Е эсӗ ман ӗҫе юриех нимӗн вырӑнне те хурасшӑн мар? Кереме пырса курмастӑн та нимӗн те пӗлместӗн. Ҫынсем ав йӗркеллех ҫӳреҫҫӗ, турӑран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Тепӗр хут калатӑп, кермен лартасси ман ӗҫ мар вӑл. Ман пек ватӑсӑр пуҫне урӑх никам та ҫук-им вара? Кирлех пулсан ҫамрӑкраххине туп.
— Асту! Улӑп килтӗр-ха…
Мӑчавӑрпа Элпи килӗшӳ тупаймарӗҫ. Кашни хӑй шухӑшне мала хурса уйрӑлчӗ. Мӑчавӑра Улӑп хыҫҫӑн таҫтан килсе кӗнӗ ҫак хӗрарӑм вырӑнсӑр хушусем туни пачах та килӗшмерӗ. Хӑйне пил панӑ ватӑпа ҫапла калаҫни самаях пӑшӑрхантарчӗ. Элпи тарӑхӑвӗ вара урӑхларах. Кунти ҫынсем ӑна патша вырӑнне хурасшӑн мар. Вӑл хушнине итлемесен те пултараҫҫӗ. Апла-тӑк, унӑн парӑнма юрамасть ыттисене итлеттермелле, хӑй камне кӑтартмалла.
Элпи алӑ ҫупса Чӗкеҫе чӗнсе илчӗ те мӑчавӑрпа кӑмӑлсӑррине пӗлтерчӗ.
— Сирӗн хушӑра ҫепӗҫ калаҫу пулма та пултараймасть, — терӗ Чӗкеҫ. — Нарпи кукашшӗ вӗт вӑл.
— Нивушлӗ ҫакӑнта халӑха ӗҫлеттерме пултаракан ҫын ҫук вара? Тупса пар-ха ҫавӑн пеккине. Керменте пурӑнса курас килет манӑн.
— Чӑннипех патшана лариччен чӑтмаллах ӗнтӗ. Хӑвна итлеменнисене кайран тӑна кӗртсе илӗн-ха. Сана пулӑшма пултаракан ҫын пирки вара… Пур ун пекки, — аса илчӗ Чӗкеҫ уксах Миккана.
— Чӗнсе кил-ха ӑна, калаҫса пӑхам.
Миккасем килте ҫук иккен. Чӗкеҫ вара тӳрех Амине патне васкарӗ. Урӑх ӑҫта пулччӑр-ха вӗсем? Чӑнах та ҫавӑнта. Ырӑ хыпарпа килмен иккен вӗсем кунта. Амине пӗрмаях Пӑрчканпа калаҫса выртать иккен. Вӑхӑтранвӑхӑта хӑйне ухмаха тухса кайнӑ ҫын пекех тыткалать. Паян тата тӗлӗнмелле сӑмах персе ячӗ: Алмас ман ывӑл мар терӗ, Чӗкеҫ ятне аса илчӗ, анчах мӗн калас тенине ӑнланма йывӑр, сӑмахсене пӑтраштарать.
— Питӗ вӑхӑтра ҫитрӗн-ха эсӗ, Чӗкеҫ, — терӗ хыпӑнса ӳкнӗ Калима. — Анне сан ятна асӑнать.
— Чӗкеҫ, Чӗкеҫ, ҫаксене чар-ха. Мана темӗскер тӑвасшӑн вӗсем. Нимӗнле ылтӑн та ҫук ман, — терӗ Амине Чӗкеҫе курсассӑн.
— Мӗскер эсӗ, анне… Санран нимӗнле ылтӑн та ыйтмастпӑр вӗт. Ун пирки текех калаҫмӑпӑр та. Алмас пирки вара… Чирлӗрен ҫапла пакӑлтататӑн пулӗ.
— Ун пирки мӗн калать тата? — ыйтрӗ Чӗкеҫ тӗлӗннине пытараймасӑр.
— Ман ывӑл мар тет.
— Ҫук, ан ӗненӗр ӑна, — татӑклӑн каласа хучӗ Чӗкеҫ кӑштах шухӑша кайса тӑнӑ хыҫҫӑн. — Калима, эсир йӗкӗрешсем пулнине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах астӑвӑр, ҫак сӑмах ҫын ҫине тухсассӑн Алмаса турхана лартасси кӑткӑсланать. Хӑвӑра мӗнле йывӑрлӑх кӗтнине чухлатӑр пуль тетӗп.
— Анне, ҫак шухӑша пуҫран, тархасшӑн, кӑларса пӑрах эсӗ, — пӑшӑрханса ыйтрӗ Калима. — Лӑплан-ха, вилӗм алӑкран шаккать теме пӑрах. Пурӑнмалла сан.
— Чирлӗ ҫынран темӗн те кӗтме пулать, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Микка. — Ҫывӑрса кайрӗ-ха.
— Микка, эпӗ сан пата килнӗччӗ. Сана Элпи патша хӑй патне чӗнет.
— Мӗскер сиксе тухрӗ вара? — хӑраса ӳкрӗ Микка.
— Ҫук, ҫук, нимех те мар. Пӗр ӗҫ пирки санпала канашласа пӑхасшӑн вӑл.
— Апла пулсассӑн пырӑп эппин.
— Васка, кӗтме юратмасть вӑл, Элпи патша. Ҫипуҫна та улӑштар.
«Кайса тумланам-ха», — ҫапла каласа Микка килне васкарӗ. Чӗкеҫ те тухма тӑнӑччӗ, анчах Амине сасси чарчӗ.
— А-а-а, эсир каллех пӗрле иккен-ха. Ман Ватрас ҫумне ан ҫулӑх. Куҫу аванах курать-ха сан. Эсӗ кунта юриех куҫсӑр ҫын пек тытатӑн хӑвна. Пӑх-ха вӗсене, алӑран ҫавтӑнсах ҫӳреҫҫӗ. Чим-ха, ҫитӗп-ха сирӗн пата. Пӑрчкан, сана-и, сана эп…
— Пӗрмаях ҫапла аташать вӑл, — пӗлтерчӗ Калима. — Ҫывӑрнӑ чухне те калаҫать.
— Ӑнланатӑп, ҫылӑхӗ канӑҫ памасть ӑна.
— Мӗншӗн апла калатӑн вара?
— Пӑрчкан хӑй вилӗмӗпе вилмен вӑл. Амине самаях тӑрӑшрӗ.
— Мӗскер кирлӗ мара палкатӑн эсӗ? Ун пек пулма та пултараймасть, — терӗ Калима хӑраса.
— Пулать ҫав. Пӑрчкан вӑл Ватрасӑн чи пирвайхи юратӑвӗ. Анчах пӗрлешме май килмен вӗсен. Юрату туйӑмӗ вара кайран та сӳнмен. Ҫакна аннӳ сиснех ӗнтӗ. Курайманлӑх та ҫуралнӑ.
— Мӗнле-ха капла, эпӗ хам суккӑр иккен. Шухӑшласа пӑхсан, чӑнах та, суккӑр ҫав.
— Ну, юрӗ. Ман васкамалла. Амине хытӑ аптраса ӳксен, систер. Тӑнӗ арпашӑннӑ унӑн. Пӗр сӑмахне те ан ӗнен, Калима. Ытларах Алмас пирки шухӑшла. Ҫавӑ килсен хӑвна та ҫӑмӑл туйӑн.
— Ҫапах та мӗншӗн-ха вӑл Алмас ҫинчен калаҫнӑ чухне сан ятна аса илет? Мӗнле вӑрттӑнлӑх пур сирӗн хушӑра? Ан пытар, кала ӗнтӗ. Никама та нимӗн те шарламӑп. Турӑ умӗнче сӑмах паратӑп.
— Юрӗ эппин… Ҫак япала эсӗ ҫуралнӑ кун пулса иртрӗ. Пӗр виҫӗ кун маларах эпӗ те ача ҫуратнӑччӗ.
— Хӗр пуҫӑнах-и? — пӳлчӗ Чӗкеҫ сӑмахне Калима тӗлӗннине пытараймасӑр.
— Ун чухне эпӗ ухмаха тухса каймаллах пӗр качча юратса пӑрахнӑччӗ. Ҫавна кӑна качча тухас килетчӗ. Тен, ача ҫураласса пӗлсен манпа пӗрлешӗ тесе качча тухичченех парӑнтӑм. Анчах ӗҫ ӑнмарӗ, тепри туртса илчӗ ӑна. Кулянтӑм ӗнтӗ.
— Кам вара вӑл? Эпӗ пӗлетӗп-и?
— Халӗ ҫук вӑл, вилнӗ… Ҫапах та ун чухне пит макӑрсах ҫӳремерӗм, варта ача аталанни лӑплану пачӗ, юратнӑ ҫынран вӗт. Арҫын ача ҫуралчӗ. Виҫҫӗмӗш кун каҫпала ман пата апӑс карчӑк хашкаса пырса кӗчӗ. Ывӑлӑма та вӑлах ҫураттарнӑччӗ-ха. «Чӗкеҫӗм, хӗрӗм, — пуҫларӗ вӑл сӑмахне кӗнӗ-кӗменех, — итле мана. Ачине ҫуратма пулӗ-ха ӑна, пӑхса ҫитӗнтересси йывӑр. Пӗччен пурнӑҫпа ачуна телейлӗ тӑвайӑн-ши? Арҫын ача вӗт. Ашшӗне шырама пуҫласан тата? Тавҫӑруллӑ пул, хӗрӗм. Тин ҫеҫ Ватрас арӑмне ача ҫураттартӑм. Каллех хӗрача. Ватрасӗ ҫук-ха. Анчах тепрер кунран ҫаврӑнса килсессӗн Аминене пуҫран шӑлас ҫук. Вӑл ывӑл ҫуратасса шанса пурӑнать тет. Хӑй вырӑнне турхан ҫитӗнтересшӗн ӗнтӗ. Чӗкеҫ, парса яр ывӑлна».
Ҫак сӑмахсене илтсен пуҫӑм ҫаврӑнсах кайрӗ. Ниепле те тавҫӑрса илейместӗп. Мӗн тумалла, мӗн каламалла? Хам ача вӗт-ха. Анчах апӑс карчӑк каланинче те темӗскер пур пек. Турхан ывӑлӗ каярах турхан пулатех ӗнтӗ…
«Чӗкеҫ, ман васкамалла. Аминен тепӗр ача та пур, теприне ҫуратиччен кӑшт канса илтӗр-ха. Эпӗ вара имлӗ курӑк кайса илем тесе тухса килтӗм. Эсӗ халь ҫамрӑк, татах ача ҫуратма ӗлкӗрӗн-ха, качча тухсах. Ку вара пуян ҫын килӗнче ӳстӗр. Тен, турхана та ларӗ. Эй, мӗн санпа ытлашши калаҫмалла ҫак. Айван-ха эсӗ. Кайран мана тав тӑвӑн ак», — терӗ те ачана йӑтса тухса кайрӗ…
— Ав мӗнле иккен. Алмас… Шӑллӑм… Ҫуралнипе пичче шутланать ӗнтӗ. Юнпа вара… Апла анне калаҫнинче тӗрӗслӗх пурах иккен.
— Пур, Калима, пур. Калас терӗм ӗнтӗ. Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук теҫҫӗ вӗт.
— Халь тин тавҫӑрса илтӗм эсӗ пирӗн пата мӗн сӑлтавпа пӗрмаях пырса ҫӳренине.
— Ҫапла, хӗрӗм, ҫапла. Ывӑлӑма курас килетчӗ-ҫке.
— Чӗкеҫ аппа, каҫар мана. Тен, тепӗр чухне йывӑр сӑмах та каларӑм пуль.
— Сӑмах мӗн вӑл, Алмас ҫукки чуна ҫурать. Кашни кунах ҫавӑншӑн кӗл тӑватӑп. Эсир те ҫав… Пӗри те ҫине тӑмарӑр. Юрать-ха, Улӑп ҫаврӑнса килчӗ. Ывӑлӑма куратӑпах пуль тетӗп-ха. Ну, юрӗ. Калаҫу ытлашши вӑраха кайрӗ. Тепӗр хут калатӑп, ҫакна урӑх никамӑн та пӗлмелле мар. Ман халь васкамалла, — терӗ те Чӗкеҫ тухса вӗҫтерчӗ.
Калима вара ҫывӑракан амӑшӗ патнерех ҫывхарса чылайччен шухӑша кайса ларчӗ, ачалӑхне аса илчӗ, Алмаспа выляса ӳсни те куҫ умӗнчех. «Эх, мӑнтарӑн, нимӗн те пӗлмест вӗт-ха вӑл», — хӗрхенсе илчӗ вӑл Алмаса. Паллах, унчченхи пек туйӑмпа мар ӗнтӗ. «Тавах сана, Чӗкеҫ, каласа панӑшӑн. Апла, эппин, турхан килӗнчи пӗртен-пӗр тӗпкӗч эпӗ пулатӑп», — пӗтӗмлетрӗ Калима. Уксах Миккана качча тухнишӗн те пӑшӑрханса илчӗ. Шаннӑ йӑвара кайӑк пулмарӗ. Ылтӑн-кӗмӗлсӗр тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн вара ыттисенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть. Сӑнран та ватӑраххӑн курӑнма пуҫларӗ.
Ҫак нумай ҫул хушши пытарса усранӑ вӑрттӑнлӑха Чӗкеҫ те ахаль уҫса парас ҫук. Саманчӗ ҫавӑн пекскер ҫаврӑнса тухрӗ. Енчен те Амине виличчен каламасан кайран ӗнентерме те пулмӗ. Леш апӑс карчӑк та тахҫанах леш тӗнчере ӗнтӗ. Амине те хӑвӑрт кӑнса выртсассӑн вара… Темӗн чухлӗ кӑшкӑрса ҫӳресен те Алмас ҫумне ҫыпҫӑнаймӑн. Кун пек ҫапах шанчӑк пур, тӑван амӑшне пӑрахмӗ. Енчен те турхана ларсассӑн ӗмӗтленни те пурнӑҫа кӗрӗ…
Микка килне ҫитсен малтан лашине кӳлчӗ. Унтан тумтирне улӑштарса тӑхӑнчӗ те Улӑп арӑмӗ патне вӗҫтерчӗ. Вӑл ҫитнӗ тӗле Элпи шӑпах килкартинче кӗпе ҫӗлекенсемпе калаҫса тӑрать, темле кӑтартусем парать. Капӑр тумланнӑ арҫын чаплӑ урапапа ҫитнине курсан хӗрарӑмсем патӗнчен пӑрӑнчӗ те хирӗҫ утса пычӗ. Микка урапа ҫинчен анчӗ те тилхепине чӗлхесӗр хурала тыттарчӗ. Лешӗ лашана айккинерех уттарса кайса кӑкарчӗ.
— Ырӑ кун пултӑр сана, Элпи патшамӑр, — терӗ Микка пуҫне тайса.
Элпи арҫыннинчен ытларах хайскерӗн тумӗ ҫине пӑхса илчӗ. Пачах та кунти ҫынсем пек мар, ытларах Эсрел ҫӗршывӗнчи пуянсем пек тӑхӑннӑ. «Мӗншӗн ҫакӑн пек тумпа килчӗ-ши вара ку?» — шутласа илчӗ Элпи.
— Хӑвшӑн та ырӑ кун пултӑр, — терӗ те хӗрарӑм аллипе пӳртелле кӑтартрӗ. — Микка терӗҫ сан пирки.
— Ҫапла, ырӑ патшамӑр.
Ҫын кӑмӑлӗ вӑл нумай вӑхӑт хушши туса пыракан ӗҫрен те чылай килет. Миккапа та ҫаплах ӗнтӗ. Тарҫӑсемпе, ахаль ҫынсемпе калаҫнӑ чухне хаярлӑха мала ярать. Турхансемпе Эсрел ҫыннисем хушшинче вара пачах урӑхла. Халӗ те ҫавах, Элпие пысӑка хурса хисеплекен ҫын пек тыткалама тӑрӑшрӗ. Кун пек калаҫу кама ан килӗштӗр? Ку пачах та мӑчавӑр пек мар. Ҫавӑнпа та Элпи шухӑшне хирӗҫлесе пӗр сӑмах та шарламарӗ, килӗшнине палӑртса пуҫне сӗлтсе тӑчӗ.
— Халӑхне ӗҫлеттерме пулӗ-ха ӑна, — хушрӗ сӑмах Микка. — Анчах ҫак ӗҫе ертсе пыма ҫуртне мӗнлерех тумаллине лайӑх курса тӑракан ӑста кирлӗ. Ман шутпа, ку вӑл чӑваш тӑрӑхӗнчи чи чаплӑ кермен пулмалла. Паллах, ӑна лартма паха япаласем кирлӗ: илемлӗ чул, хыр-чӑрӑш пӗрене, тӗреклӗ юман. Ҫаксене тупасси тӑкакпа ҫыхӑннӑ. Укҫа кирлӗ.
— Укҫи пирки чӑрмав ҫук, пӑхӑр та пур, ылтӑн та. Ӗҫӗ ӑнтӑрччӗ. Енчен те ҫакна хӑв ҫине илсессӗн мӗнле тав тумаллине пӗлӗп. Эсӗ ҫак таврари чи ирӗклӗ ҫын пулса тӑрӑн.
— Тавах сана, Элпи патшамӑр. Мана кунтан ытла нимӗн те кирлӗ мар. Ыранах ӗҫе пуҫӑнӑп, ялсене ҫитсе пӑхӑп, чулпа, йывӑҫпа ӗҫлекен ӑстасене тупма тӑрӑшӑп.
— Ҫурчӗ пирки вара… Эсрел керменӗнчен кая юлмалла мар. Эсӗ ӑна курнӑ-и?
— Ватраспа кайсассӑн курнӑччӗ, анчах шалта пулман. Асра юлман вӑл ҫурт.
— Апла Улӑп керменӗ мӗнлерех ҫӗкленмеллине хӑйӑр ҫине хам ӳкерсе парӑп. Тарҫӑсене кала, пӗр-ик лав турттарса килсе тикӗслесе хуччӑр.
— Вырӑнӗ пирки вара мӗнле-ха?
— Ун ҫинчен шутламан-ха эпӗ.
— Апла-тӑк, урапа ҫине ларар та тавралӑха тишкерсе тухар. Ӗҫе вӑраха ярар мар.
Ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ калаҫу Элпи кӑмӑлне тӗпренех улӑштарчӗ, шанчӑк ҫуратрӗ. Хӑюллӑ арҫын иккен ку, иккӗленсе тӑмарӗ. Кун пек ҫын сӗнӗвне мӗнле йышӑнмӑн-ха?
Акӑ вӗсем Миккан капӑр урапи ҫине ларчӗҫ те ҫула тухрӗҫ. Темиҫе ҫӗрте те чарӑна-чарӑна тӑрса йӗри-тавра пӑхкаласа тӑчӗҫ.
— Мана ҫак вырӑн килӗшет, — терӗ Элпи. — Симӗс ҫаран та куҫа ачашлать.
— Ман шутпа, кермен валли инҫетрен курӑнса ларакан вырӑн кирлӗ пек туйӑнать. Акӑ, ял ҫине пӑхса илер-ха. Ҫӳллӗрех вырӑнта мӗнле ҫурт ларать-ха? Кӗлӗ тумалли керем, мӑчавӑр хуҫаланакан вырӑн. Улӑп керменӗ вара унтан та ҫӳллӗрех ҫӗрте пултӑр. Кам ҫурчӗ иккенни аякранах курӑнтӑр.
— Эсӗ каланипе килӗшетӗп, — улӑштарчӗ шухӑшне Элпи, уйрӑмах кермен чи ҫӳллӗ вырӑнта пулмалла тенине ырласа.
— Апла сӑнав сӑрчӗ патне кайса пӑхар-ха, — сӗнчӗ Микка.
Чӑнах та, кунтан пӑхсассӑн пӗтӗм тӗнче уҫӑлса каять, ӳпкери сывлӑш та кӑкӑра сарса янӑ пек туйӑнать. Ах, ҫав чӑвашсене! Мӗншӗн-ши ҫуртне вӑрттӑнрах ҫӗре, вӑрмана е ҫырмаллӑ вырӑна лартма юратаҫҫӗ-ши? Эсрелрен хӑранипе пытанса пурӑнма хӑнӑхнӑран-ши? Хӗсӗк вырӑн чуна та хӗсет тенине мӗншӗн маннӑ-ши? Тен, манман та, пурнӑҫӗ хӗссе ҫитернӗ курӑнать.
Сӑнав сӑрчӗ патӗнчи вырӑн Элпие килӗшни паллӑ ӗнтӗ. Ҫапах Микка тепӗр ҫӗре кайса пӑхма сӗнчӗ. Ун халӗ ҫак меллӗ самантпа усӑ курса хӑйне те лайӑхрах кӑтартмалла. Улӑп арӑмне ярӑнтарса ҫӳреме кашнинех шанмаҫҫӗ ӗнтӗ. Темиҫе ял витӗр тухнӑ чух чарӑна-чарӑна тӑчӗҫ, ҫынсем Элпие пуҫ тайнӑ чухне юнашарах Микка тӑни уншӑн самай хумхануллӑ самант пулчӗ. Вӑл каллех хӑй вӑйне туйма пуҫларӗ. Ҫук, Микка пурӑнать-ха. Кӑтартӗ-ха вӑл хӑй камне! Микка вӑйлӑ. Микка ҫивӗч. Микка вӑл…
Хӑйне патша вырӑнне хурса тыткаласси кама килӗшмӗ ӗнтӗ. Ун пек чухне ҫурма ухмах та ӑслӑ ҫын пек курӑнать, сӑнран начартараххи те илемлӗн туйӑнать. «Патша» сӑмахра унта калама ҫук пысӑк вӑй пытарӑнса тӑрать. Ҫакна Элпи паян тата лайӑхрах туйса илчӗ. Яла вӗсем каҫа хирӗҫ тин ҫаврӑнса ҫитрӗҫ. Уйрӑлнӑ чухне ӗҫе ӑнӑҫлӑ пуҫарса яма тесе Элпи Миккана укҫа та пачӗ. Чӗкеҫ кӑштах пулӑшнипе ҫапла пуҫланчӗ унӑн ҫӗнӗ пурнӑҫӗ. Енчен те вӑл Миккана аса илмен пулсассӑн ӗҫ ҫакӑн пек ӑнӑҫмастчӗ. Микка каллех кӗтесри пӑтара ҫакӑнса тӑракан чӗн саламата аллине тытрӗ…
Элпи вара кунти хуҫалӑха йӗркелесе пыракан Чӗкеҫрен Микка пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ. Ӑна халь пысӑк ӗҫ шанса панӑ. Эсрел парнеленӗ ылтӑна ӗҫлеттерекенни те вӑлах.
— Урине ӑҫта амантнӑ вара вӑл? Е ҫуралассах ҫапла? — ыйтрӗ Элпи Миккана хӗрхеннӗ пек сасӑпа.
— Упапа ҫапӑҫнӑ чухне суранланнӑ теҫҫӗ. Упа Микки тесен пӗлмен ҫын та ҫук. Хам та хӑраттӑмччӗ унран.
— Текех хӑрама кирлӗ мар ӗнтӗ, иксӗр те мана пулӑшакансен шутӗнче. Анчах пӗр япалана асра тыт: мӗн курни, мӗн илтни ҫак килтен тухмалла мар.
— Ӑнланатӑп, Элпи патшамӑр.
— Апла ӑҫта-ха санӑн сӑру? Паянхи куна паллӑ тӑвар.
Чӑвашра сӑра тума пӗлмен хӗрарӑм ҫук. Ӑсталӑхӗ вара ӑруран ӑрӑва куҫса пырать. Ку таранччен Чӗкеҫ сӑрине те никам та хурламанччӗ-ха. Элпи те килӗштерет.
Лайӑх сӑра ытларах ӗҫсен пуҫа аванах пырать, сисӗмтуйӑма та вылятать. Ку сӑрана вара, тутлӑлантӑр тесе, кӑштах пыл та янӑччӗ. Те ҫавӑнпа ӗнтӗ хӗрарӑмсем чӗлхисене ирӗке ячӗҫ.
— Элпи, кала-ха, сана Эсрелпе пурӑннӑ теҫҫӗ. Ҫак сӑмах тӗрӗсех-и?
— Кам калать?! — тарӑхса кайрӗ Улӑп арӑмӗ. — Чӗлхине касса тататӑп!
— Сӑмахӗ сарӑлнӑ ӗнтӗ, пуринне те касса татаймӑн. Пӗринне, ав, хӑвна сыхлаканнинне, унчченех каснӑччӗ. Эсӗ мана Улӑппа савӑшнине каласа пар-ха. Ӑҫта авса антарчӗ? Мӗнле чӑтрӑн? Йывӑр пулмарӗ-и? — кулса илчӗ самаях ӳсӗрӗлнӗ Чӗкеҫ. — Тепӗр тесен, хӗрарӑм темле арҫынна та чӑтать вӑл. Хам пӗлетӗп. Капан айӗнче шӑши вилмест теҫҫӗ вӗт.
— Улӑп пурришӗн сирӗн пурин те мана тав тумалла. Ун сывлӑхне эпӗ сыхласа пурӑннӑ, вилесрен те эпӗ ҫӑлнӑ.
— Кунта вара Нарпи вӑратса илсе килнӗ теҫҫӗ.
— Ҫук, суять вӑл. Ҫаврӑнса килтӗр-ха, эп ӑна…
— Ҫук ӗнтӗ, Улӑп пур чухне эсӗ ӑна нимех те тӑваяс ҫук. Чӑн-чӑн патшана ларсан вара хӑвӑн ирӗк, мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна ту. Чим-ха, мӗншӗн пӗр ачапах ҫырлахнӑ вара эсир? Мӗн, Улӑп юратайми пулчӗ-им?
— Чӗкеҫ, чарӑн-ха, чӗремри сурана ан хускат. Атя, тепрер курка ӗҫер те…
Элпи чаплӑ пукан ҫине вырнаҫса ларчӗ те хушусем тума тытӑнчӗ. Малтан юрласа пама ыйтрӗ. Юрласси вӑл Чӗкеҫшӗн нимех те мар, халӗ — пушшех. «Ӑҫта каян, Чӗкеҫ, ҫумӑр витӗр…» — шӑрантарчӗ вӑл аллипе сулкалашсах.
— Халӗ вара ташласа кӑтарт, — терӗ вӑхӑтлӑх патша.
— Ташлама… Пӗччен пит меллех мар ҫав.
— Кама та пулсан чӗн, эппин.
Чӗкеҫ алӑк уҫса пӑхрӗ те чӗлхесӗр Ишетере чӗнсе кӗртрӗ, пӗрле ташлама сӗнчӗ. Лешӗ тӗлӗннипе кӑнн пӑхса илчӗ те ӑнланма йывӑр сӑмахсем персе ячӗ. Чӗкеҫ вӑл те чӑннине калать, те кӑштах куласшӑн, ӑҫтан пӗлӗн-ха.
— Атя, Ишетер, Элпи патшамӑра чӑваш ташши ташласа кӑтартар, — терӗ те Чӗкеҫ вӑйпитти арҫынна аллинчен пырса туртрӗ. Лешӗ тухасшӑн мар турткаланчӗ.
— Малтан сӑра ярса пар-ха ӑна, — хушрӗ Элпи.
Пыллӑ сӑра куркине пушатсан Ишетер кӑмӑлӗ кӑштах улшӑнчӗ, иккӗмӗш курка хыҫҫӑн вара куҫӗ те савӑнӑҫлӑрах ҫиҫме пуҫларӗ. Халӗ ӗнтӗ ташлама та юрать. Чӗкеҫ ташӑ хусканӑвӗсем туса Ишетер умне ҫывхарчӗ те ура тапрӗ. Лешӗ ташша тухрӗ. Маттур иккен вӑл, ташӑ ӑсти темелле.
— Эсӗ алӑ ҫуп-ха, — хушрӗ Элпие Чӗкеҫ хӑй ҫупса кӑтартса. — Ун пек ташлама ҫӑмӑлрах.
Элпи пукан ҫинчен тӑрсах алӑ ҫупрӗ. Лешсем вара самаях сикрӗҫ, хашкана еричченех.
— Ну, ҫитӗ. Халӗ канма вӑхӑт, — терӗ Элпи.
Лешсем хӑвӑрт тухса кайрӗҫ. Элпи каллех пукан ҫине пырса ларчӗ, шухӑша путрӗ-ши е кӑштах канса илчӗ — пӗлме ҫук.
Тӗксӗм пӳлӗме сасартӑк ҫиҫӗм ҫути сӑрхӑнса кӗчӗ. Чылай инҫетрен. Аслати сасси кунталла аран-аран кӑна ҫитет. Ҫапах пӗччен шиклентерет. Элпи алӑк уҫрӗ те кӑшкӑрчӗ:
— Эй! Хӑшӗ пур унта? Мӗншӗн халӗ те ҫурта ҫутмастӑр?!
Ҫутнӑ ҫуртана Ишетер илсе кӗчӗ те вырнаҫтарса лартрӗ. Тухма тесе алӑк патнелле ҫывхарнӑччӗ ӗнтӗ, Элпи сӑмахӗ чарчӗ.
— Ишетер, кил-ха кунтарах, ӗҫсе пар, — терӗ вӑл куркана сӑра тултарса. — Хӑвӑн тивӗҫне лайӑх туса пынӑшӑн хӑналам.
Кӑштах именсе тӑнӑ хыҫҫӑн лешӗ сӑра куркине тытрӗ.
— Ӗҫ, ӗҫ, хӑраса ан тӑр. Хамӑн та ӗҫес кӑмӑл пурха, анчах пӗччен меллех мар.
Элпи хӑй валли те тултарчӗ. Ӗҫрӗҫ.
— Эх, Ишетер, пӗлесчӗ сан пӗччен мӗнле тунсӑххине. Паҫӑр пӑхса лартӑм та тӗлӗнтӗм, савӑнӑҫ ҫынна пачах урӑхла кӑтартать иккен. Эпӗ сана пачах та ун пек тесе шутламан.
Ишетер темӗскер каларӗ-ха, анчах «сана», «патша» сӑмахсем евӗрлӗ илтӗннисӗр пуҫне урӑх тавҫӑрса илме ҫук. Элпи арҫын патне ҫывхарчӗ те хӗрхеннӗ пек туса хулпуҫҫийӗнчен сӑтӑрса илчӗ. Лешӗ хӑранипе айккинерех кайса тӑчӗ.
— Ан хӑра, кунта эпир иксӗмӗр кӑна, — терӗ Элпи. — Кил, кӑштах ачашлам сана.
Ишетер кунта мӗн пулса иртнине тавҫӑрса иличчен хӑюлланса ҫитнӗ хӗрарӑм хӑй хуралҫине чуптуса илчӗ те вырӑн ҫине тӗллесе кӑтартрӗ. Лешӗ килӗшмесӗр аллипе сулкалашрӗ. Хӗрсе кайнӑ Элпи нухайкка ярса тытрӗ те Ишетере ҫурӑм тӑрӑх темиҫе хутчен туртса илчӗ. Аптранӑ арҫын аттине хыврӗ те вырӑн патнелле утрӗ. Ҫурта сӳнчӗ…
Хӗрӗнкӗ пуҫ тунӑ йӑнӑша урӑ пуҫӑн тӳрлетме тивет. Ирех вӑраннӑ Элпин те шухӑшламалли ҫук мар. Харлаттарсах ҫывӑракан Ишетер кунта мӗн пулса иртнине ҫынсене пӗлтерсен? Йӗркеллӗ калаҫаймасть та, анчах алли пур вӗт. Арҫынсен вӗсен пӗр-пӗрин умӗнче мухтанас йӑла та пур. Ҫук, сӑмах халӑх ҫине ан тухтӑр. «Леш, Чӗкеҫ панӑ «кучченеҫ» мӗнлерех ӗҫлет-ши?» — ҫиҫсе илчӗ шухӑш ултавҫӑ хӗрарӑм пуҫӗнче. Куркана сӑра тултарчӗ те мӗн кирлине сапрӗ, Ишетере вӑратрӗ. Лешӗ хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те тумланчӗ.
— Ҫакна ӗҫсе пар та кӳлӗрен шыв ӑсса кил-ха, — сӗнчӗ Элпи.
Ишетер васкаса тула тухрӗ. Ҫутӑлма пуҫланӑ, анчах ҫынсем тутлӑ ыйхӑпах ҫывӑраҫҫӗ-ха. Унта-кунта йытӑ вӗрни, автан авӑтни кӑна шӑплӑха хускатать. Патша майри ытамӗнче ҫӗр каҫнӑ арҫын икӗ витре илчӗ те кӳлӗ хӗрне васкарӗ. Ҫыран хӗрне ҫитсе тӑнӑччӗ кӑна, Ишетер хӑйне япӑхрах туйма пуҫларӗ, хӑсас килчӗ, куҫ та тӗтреллӗ кӑтартать иккен, пӗрле пынӑ йытӑ та темиҫен курӑнать. Акӑ, вӑл пӗтӗм вӑйне пухса пӗр витрипе шыв ӑсса илчӗ те чӗркуҫленсе ларса ӗҫме пикенчӗ. Пӗрик ҫӑвар сыпнӑ хыҫҫӑн хӑсса ячӗ те курӑк ҫине тӳнсе кайса йӑваланма пуҫларӗ, кӳлле кӗрсе ӳкрӗ. Тухас тесе тапалашрӗ, анчах тӑнне ҫухатрӗ…
Кӑшт вӑхӑт иртсен Элпи тухса пӑхрӗ. Ишетер курӑнмарӗ. Каялла кӗчӗ те тӗкӗр тытса хӑй ҫине урлӑ та тӑрӑх пӑхкаласа илчӗ. Сӑра чӗресне айккинерех кайса лартрӗ, арҫынпа ҫӗр каҫнӑ вырӑна тепӗр хут тӳрлетрӗ. Шӑп ҫав самантра Чӗкеҫ чупса кӗчӗ.
— Элпи патшамӑр! Чӗлхесӗр Ишетер вилнӗ, шыв ӑсма кайнӑ та кӳлле кӗрсе ӳкнӗ. Хӗрринчех выртать. Мӗншӗн тухайман-ши вара вӑл?
— Ӳсӗрпе ӗнтӗ. Нивушлӗ кунта ӗҫнипех тӳнсе кайнӑ вара вӑл? Таҫтан тупса ӗҫнӗ? Ӗҫме те пӗлмелле иккен. Мӑчавӑра калӑр, пытарассине йӗркелетӗр.
— Ун пирки калӑп-ха, анчах пӗр япала тӗлӗнтерет.
— Мӗн тата?
— Юнашарах йытӑ вилли выртать. Ҫакӑ вара тарӑн шухӑша ярать. Ӑш-чик питӗ пӑтраннипе Ишетер хӑсса пӗтнӗ курӑнать. Йытти вара ҫав хӑсӑка ҫинипе кӑнса выртнӑ-ши?
— Мӗскер калаҫан эсӗ? — чӗтренсе илчӗ Элпи ҫак сӑмахсене илтсен. Чӗкеҫ шухӑшӗ ӑҫталла пӑрӑннине чухларӗ вӑл. Лешӗ вара шӑтарас пек пӑхса тӑрать, Элпи хӑйне мӗнле тыткаланине сӑнать.
«Чухлать, шуйттан хӗрарӑмӗ. Мӗнле пӑхать вӑл. Сӑмахсӑрах айӑплать».
— Каланӑ сана мӑчавӑр патне кай тесе. Тата… Ак сана укҫа. Лайӑхрах тумлан. Патша килӗнче вӗт-ха эсӗ.
Чӗкеҫ укҫашӑн тав турӗ те хӑвӑрт тухса утрӗ. Ку вара шухӑша кайса алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа ҫӳрерӗ. Унӑн аллинче питӗ хаяр япала иккен. Тӗрӗслесе пӑхни пулчӗ ӗнтӗ ҫакӑ. Кун пек хӑват такама та ҫапса ӳкерӗ.
Кӗҫех уксах Микка персе ҫитрӗ, кӗнӗ-кӗменех сӑмахне пуҫларӗ:
— Ӗҫсем япӑх, Элпи патшамӑр.
— Мӗскер тата? Вӑрҫӑран япӑх хыпарсем килмерӗҫ-и?
— Ҫук, ҫук. Сана сыхлакан Ишетере такам вӗлернӗ те шыва пӑрахнӑ теҫҫӗ. Хӑй тӗллӗн шыва сикес ҫук вӑл. Усал вӑйсем алхасма пуҫларӗҫ курӑнать. Санӑн та сыхлануллӑрах пулмалла. Ахальтен хурала вӗлермен ӗнтӗ. Калама лайӑх мар та, сан патна кӗрес текенсене чарнӑран мар-ши?
— Ун пекех ан хӑрат-ха эсӗ. Ахаль те ӑш вӑркать. Юман та, Улӑп та инҫе.
— Ӑшне ӑна пусарӑпӑр-ха, усал вӑйсем алхасма пуҫлани хӑратать. Хурал ӗҫне хам ҫине илмелле мар-ши?
— Юрать. Кермен пирки ан ман тата.
— Ҫук ӗнтӗ, ӗҫре харсӑррисене паянах пухатӑп.
Ҫапла калаҫкаласа килкартине тухрӗҫ, Микка урапи ҫине ларчӗ те вӗҫтерчӗ, Элпи ҫӗвӗҫсем патне кӗчӗ…
Ҫарӑҫ — ҫар ҫынни.
Варчӑк — ватӑ арҫын.