51219.fb2
Кӑштах пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса Алмас шӑхличне илчӗ те пахчана тухрӗ. Ҫак асамлӑ япалана курсан леш усал йытӑ та лӑпланать. Халӗ те ав Алмас шӑхличе тути патне тытасса кӗтет, хӳрине вылятса илчӗ. Каллех хурлӑхлӑ кӗвӗ шӑранчӗ.
Сасартӑк ҫӳллӗ хӳмене урам енчен шаккарӗҫ. Кӗвӗ ытамне кӗрсе ӳкнӗ ҫыншӑн ҫакӑ вӑл шарт! сиктерекен япалах. Чун ҫемӗҫсе ҫитнӗ самант вӗт-ха вӑл. Ун пек чухне кашӑк-чашӑк сасси те, ҫын калаҫни те чӗрене касать. Темшӗн ҫакна ӑнланмаҫҫӗ-ҫке, пакӑлтатаҫҫӗ те пакӑлтатаҫҫӗ. Кусем вара хӳмене кӗрӗслеттереҫҫӗ.
— Алмас! Улӑп вӑраннӑ! Улӑп вӑраннӑ…
Кун пек хыпаршӑн кам пӑшӑрхантӑр? Савӑнӑҫлӑ кӗвӗ каламалли кӑна юлать. Улӑп вӑраннӑ… Миҫе ҫул кӗтнӗ ҫакна чӑвашсем!
Алмаса тепӗр куннех Эсрел патне чӗнсе кайрӗҫ. Патша керменӗ патӗнче Озал кӗтсе тӑрать. Ҫурчӗ вара, чӑнах та, юмахри пекех: йӗри-тавра чечек, шалта кавир, паха савӑт-сапа… Питӗ тимлӗ сыхлаҫҫӗ курӑнать, ӑҫта пынӑ унта сӑнӑ тытнӑ тӗреклӗ арҫынсем тӑраҫҫӗ. Акӑ, Озал пӗр пысӑк алӑка уҫрӗ те Алмаса кӗме сӗнчӗ. Кӗчӗҫ. Ятарласа ҫӳлӗлетнӗ вырӑнта, питӗ паха пукан ҫинче, Эсрел ларать. Тумӗ хӗвел пек йӑлкӑшать, ылтӑн нумайран ӗнтӗ. Кусем кӗрсенех Эсрел ура ҫине тӑчӗ.
— Чӗркуҫлен часрах, — шӑппӑн хушрӗ Озал. Хӑй вара пуҫне усрӗ.
Тӗреклӗ Эсрел пӗр-ик утӑм тусанах Алмасӑн ура вӑйӗ чакнӑ пек туйӑнчӗ, хӑй сисмесӗрех чӗркуҫленсе ларчӗ.
— Тӑр, тӑр, — терӗ хулӑн сасӑпа Эсрел. — Ав мӗнлескер иккен вӑл Ватрас ывӑлӗ. Мӗн ятлӑ терӗҫ-ха?
— Алмас, — каларӗ хӑй ятне ҫамрӑк турхан ура ҫине тӑрса.
— Эсӗ кайса пӑх-ха, мӗнлерех хатӗрленеҫҫӗ унта?- хушрӗ Эсрел Озала. — Кайран лере васка. Эпир те кӗҫех ҫитӗпӗр.
Лешӗ пуҫне тайса илчӗ те кутӑн чакса пырса тухрӗ. Алмас ҫакна пӗтӗмпех асӑрхарӗ. Апла Эсрел ҫывӑхӗнче ҫурӑмпа тӑма юрамасть. Ку ҫеҫ те мар-ха, ҫак хӑватлӑ ҫын хӑйпе калаҫакана витӗр пӑхса пӑталасах лартать иккен, куҫне илмесӗр калаҫать.
— Алмас, сан пирки элчӗсем килсе кайрӗҫ, сана турхана лартма ыйтаҫҫӗ.
— Атте хушнипе-и вара? Е хӑй те пӗрлеччӗ-и? Мӗншӗн ман пата пырса каймарӗ вара вӑл?
— Алмас, ывӑлӑм, аҫу сан текех ҫук ӗнтӗ, вилнӗ вӑл, пытарнӑ ӑна.
— Ӗненместӗп, ӗненместӗп ҫакна, — терӗ Алмас макӑрас пек сасӑпа.
— Тӗрӗссине калатӑп. Манӑн унта шанчӑклӑ ҫынсем пур, хыпарсене пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.
Кун пек хыпар хыҫҫӑн ӑҫтан чӑтса тӑрӑн-ха, куҫҫулӗ хӑй ҫулне тупатех. Ҫапах та Алмас хӑйне ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ. Эсрел умӗнче макӑрса тӑни тӑшманшӑн савӑнӑҫ кӑна. Макӑрса тӑшмана савӑнтарас мар-ха.
— Ытлашши ан хуҫӑл, текех аҫу вырӑнне хам пулӑп, — терӗ Эсрел Алмаса тӗреклӗ аллипе ҫурӑмӗнчен лӑпкаса. — Сана пӑрахмӑп.
— Ыр сӑмахшӑн тавах та… Ман вара халь мӗн тумалла, киле каймалла-и? Турхан туйи кам аллинче вара?
— Сана эпӗ аҫу вырӑнне лартасшӑнччӗ, анчах ҫулу ҫинче тепӗр тӑшман тупӑнчӗ. Турхан туйи халӗ Улӑп аллинче, пӗтӗм халӑх умӗнче мӑчавӑр тыттарчӗ тет. Ку ҫеҫ те мар-ха, ҫав чӑрсӑр Улӑп турхансене пӗтерсе пӗртен пӗр пуҫлӑха — чӑваш патшине тухасшӑн тет. Манӑн шухӑшӑм вара пачах урӑхла: чӑваш патши санӑн пулмалла. Ватрас ывӑлӗ вӗт-ха эсӗ, турхан йӑхӗнчен. Сан ҫулна уҫас тесессӗн пирӗн иксӗмӗрӗн туслӑ пурӑнмалла, Улӑппа та пӗрле кӗрешмелле. Патша пуканне ӑна вӑйпа ҫӗнсе илмелле.
Ҫамрӑк турханӑн мӗн каламалла-ха ӗнтӗ? Тавҫӑрса илме те хӗн. Капашсӑр пысӑк шухӑшсем капланса килчӗҫ, пуҫра уҫӑмлӑх ҫук. Ҫӗнсе илме те вӑй ҫитмест. Пурте кӗтмен ҫӗртен вӗт-ха. Ҫамрӑк пуҫӑн ӑҫта кайса кӗмелле, мӗнле хурав памалла, мӗнле тусассӑн тӗрӗс? Никампа калаҫса пӑхма та ҫук, ашшӗ те ҫук…
— Ну ҫитӗ, кайса апатланар-ха. Паян эсӗ манӑн сумлӑ хӑна. Кун каҫиччен калаҫмалӑх пур-ха.
Эсрел алӑ ҫупса сас турӗ те юнашар пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ, кӗтсе илекен арҫын курӑнчӗ, сӑмсана тутлӑ апат шӑрши кӑтӑкласа илчӗ. Чӑнах та, самай пысӑк пӳлӗмре сӗтел авӑнас пек апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ, мӗн кӑна ҫук. Кун пек сӗтеле ҫамрӑк турхан пӗрремӗш хут курать.
Тем тесен те чӑваш йӑли ҫапларах ҫав: апат ҫиессине пит пысӑк вырӑнах хумасть, тепӗр чухне кӑшт-кашт ҫырткаланипех ҫырлахать. Алмас чухӑн килте ӳсмен-ха ӗнтӗ, ҫӑкӑр-тӑвар ҫителӗклӗччӗ, ҫапах та кунти пек мар. Нивушлӗ вара Эсрелӗн сӗтелӗ кашни кунах ҫакӑн пек? Тен, чӑнах та ҫамрӑк турхана сума суса хатӗрленӗ ҫакна?
Вырнаҫса ларсанах Эсрел ылтӑнпа илемлетнӗ кӑкшӑмран кӗмӗл куркана сыпмалли ячӗ те пӗрле тумалли ӗҫсемшӗн тесе пушатрӗ. Алмасӑн та ӗҫмеллех ӗнтӗ, хӑйне ҫитӗннӗ арҫын пек тытмалла. Тутлӑ шерпет иккен, ӗҫме ҫӑмӑл. Шерпет тути — пыл тути тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Алмас хӑйне асӑрхануллӑ тытма тӑрӑшрӗ, Эсрел хӑш ҫимӗҫ хыҫҫӑн хӑшне ҫинине сӑнаса пырса апатланчӗ. Урам урлӑ каҫсанах урӑхла йӗрке теҫҫӗ вӗт. Кунта вара урам урлӑ каҫни ҫеҫ мар, пач урӑхла тӗнче. Арҫынсем ӗҫсе-ҫинӗ ҫӗрте пӗр хӗрарӑм та ҫук. Ҫимӗҫ йӑтса кӗрекенӗ те арҫын.
Сыпкаланӑ хыҫҫӑн Эсрел чӗлхи чаракне ҫухатрӗ, самаях мухтанчӗ. Мӗн кӑна ҫук иккен хӑйне тӗнче пуҫлӑхӗ тесе шутлакан Эсрелӗн, каласа та пӗтереес ҫук. Чи чапли вара темиҫе пинрен тӑракан ҫарӗ, паян тесен паян Улӑпа ҫапса ҫӗмӗрме хатӗрскер.
Эсрел аллине ҫупса илчӗ, пӳлӗме аллине хӑнкӑрмаллӑ пӗчӗк параппан тытнӑ хӗрарӑм чупса кӗчӗ те ташша пуҫӑнчӗ. Вӑрӑм йӗмпе, ҫинҫе пилӗкӗ уҫах, кӑвапи те курӑнать. Хура куҫӗсем пӗрре Эсрел ҫине, тепре Алмас ҫине питӗ илӗртӳллӗн пӑха-пӑха илеҫҫӗ. Чаплӑ кавир ҫинче ҫаруран ҫӗлен пек явӑна-явӑна ташлать. Пилӗкне вылятса илнӗ чухне хӑв ӑҫта ларнине те манса кайӑн.
— Ну, мӗнле, килӗшет-и? — ыйтрӗ Эсрел ҫамрӑк ҫын куҫ илмесӗр пӑхса ларнине асӑрхаса. — Кала, именсе ан тӑр. Енчен те унпала уйрӑм вырӑнта выляса пӑхас тесен, нимӗнле чару та ҫук. Хӑнан кунта хӑйне ирӗклӗ туймалла.
Ак чӗмере, ташлакан хӗрарӑм Алмас патне вӗтӗ утӑмсем туса чупса пычӗ те алӑран тытса тӑратрӗ, хӑй патнелле туртрӗ. Мӗн амакӗ вара ку? Ура вӑйӗ таҫта кайса кӗнӗ, шӑнӑрсем те ҫемӗҫнӗ. Нивушлӗ шерпет ҫапла тӑвать? Алмас аллине карт! туртса илчӗ те хӑй вырӑнне ларчӗ. Лешне вара Эсрел хӑй патне чӗнсе илчӗ те шерпетпе хӑналарӗ. Хӗрарӑм питӗ вӗттӗн чупса тухса кайрӗ.
— Ура пачах та итлемест, — терӗ Алмас.
— Нумая пымасть вӑл, иртсе каять. Халӗ вара хам хӗрӗмсене кӑтартам. Ольган-ханума кала-ха, чӗнсе килтӗр, — хушрӗ хуҫа айккинче тӑракан арҫынна, — Чӑваш патшине тивӗҫлӗскерсем вӗсем. Суйла. Вӑхӑт ҫитсен тӗнчипе паллӑ туй туса ирттерӗпӗр.
Алӑк уҫӑлчӗ те тӑваттӑн кӗрсе тӑчӗҫ.
— Иртӗр, иртӗр, ман ҫамрӑк тусӑмпа паллашӑр. Ольган-ханум, кунтарах килсе тӑр-ха.
Ак тамаша, ханум текенни Ольга иккен. Вӑл та Алмаса тӳрех палласа илчӗ, утса пынӑҫемӗн пичӗ мӑкӑнь чечекӗ пек курӑнма пуҫларӗ. Именет ӗнтӗ. Ольга Эсрел патне пычӗ те питӗнчен чуп туса илчӗ, унтан — хӗрӗсем.
— Ольган-ханум, ячӗсене каласа тух-ха.
— Ку — Зангиджа, ку — Туркан, ку — Роксана, — паллаштарчӗ Ольга.
— Ку вара чӑвашсен пулас патши Алмас турхан.
Хӗрсем Алмас умне пӗрерӗн пырса пит-куҫне кӑтартса йӑл кулса илчӗҫ те пӗр сӑмах чӗнмесӗр чакса тӑчӗҫ. Пурте вӑрӑм тумпа, алли-ури пачах та курӑнмасть. Сӑнран вара самай илемлӗскерсем. Пӗри, Роксана ятли, тӳрех Нарпие аса илтерчӗ. Мӗн тӑвӑн-ха, тӗрлӗ ҫӗрте ҫуралсан та пӗрпеклӗх тупӑнать. Тумӗсем пирки каламӑпӑр та ӗнтӗ. Чи капӑрри вара Ольгӑн. Ҫамрӑк арӑмӑн та ун пек пулмасан тата? Эсрелӗн вӗт.
«Ахалех тӑрӑшатӑр. Ман пуҫра халь пачах урӑххи. Мӗншӗн алӑ вырӑнне ҫунат мар-ши? Килелле вӗҫӗттӗм те кайӑттӑм». Сан хӗрӳсем кирлӗ мар теес патнех ҫитнӗччӗ, ҫапах та Алмас хӑйне алла илчӗ. Тыткӑнра вӗт. Хуҫаран иртейместӗн. Паян капла та, ыран темле-ха… Тен, ҫавна шута илсех ҫамрӑк турхан чӗрре кӗме шутламарӗ, хӑна йӑлине пӑсмарӗ, ҫӑкӑр-тӑваршӑн тав турӗ те ура ҫине тӑчӗ. Хӗрарӑмсем тухса кайсанах Эсрел алӑ ҫупса леш арҫынна чӗнсе илчӗ те Алмаса урӑх тум тӑхӑнтарма хушрӗ. Тепӗр пӳлӗме куҫма тиврӗ. Ҫамрӑк турхан валли ҫар ҫыннин тумне хатӗрленӗ иккен.
— Ку мӗн тума тата? — ыйтрӗ тӳрех Алмас тӗлӗннине пытармасӑр.
— Ҫарӑҫсем патне кайма ӗнтӗ, — хуравларӗ ку ҫинҫе сасӑпа.
«Мӗнле арҫынсем вара кунта, пур ҫӗрте те хӗрарӑм сассипе калаҫаканскерсем», — шутласа илчӗ Алмас. Ӑҫтан пӗлтӗр-ха ӗнтӗ вӑл кунти хуҫалӑха тытса пынӑ ҫӗрте евнухсем, урӑхла каласассӑн, кастарнӑ арҫынсем ӗҫленине? Темиҫе арӑмлӑ хуҫа ун пек шанчӑклӑрах туять хӑйне.
Алмас тухнӑ ҫӗре Эсрел пысӑк кӳме патӗнче тӑрать. Юнашар — юланутлӑ хурал. Малтан турхан хӑпарса ларчӗ, унтан — Эсрел. Иккӗшӗ те йывӑр, кӳме тӗнӗлӗ авӑннӑ пекех туйӑнса кайрӗ. Кӗҫех хускалчӗҫ. Акӑ вӗсем хуларан тухрӗҫ, ку хутӗнче ҫурҫӗр енчи хапхаран. «Апла кунта тӑватӑ енче тӑватӑ хапха иккен», — шутларӗ Алмас унччен ҫӳренисене аса илсе. Тӑпра купалакансем те йышлах мар, хула хӳмине туса пӗтернӗпе пӗрех. Кӑштах кайсан юртӑсем, ӳплесем, сӑнӑ тытнӑ ҫынсем курӑнма пуҫларӗҫ. Вӑрҫӑ вӑййи пырать иккен. Кусене вара Озал кӗтсе тӑрать. Эсрелпе Алмас хӳмерен тухсанах ҫарӑҫсем пурте чӗркуҫленсе ларчӗҫ. Хуҫа аллине ҫӗклесенех сӑрнай сасӑ пачӗ, каллех вӑрҫӑ вӑййи тапранса кайрӗ.
— Лешсем ӑҫта тата? — ыйтрӗ Эсрел хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннинчен.
— Ҫав йывӑҫсем патӗнче, — терӗ Озал айккинелле тӗллесе кӑтартса.
— Чи тӗреклӗ чӑвашсене суйласа илсе уйрӑм ҫар турӑмӑр, — пӗлтерчӗ Эсрел. — Эсӗ вара, Алмас, вӗсен ертӳҫи пулатӑн.
Ак тӗнче! Сӑнӑ тыттарнӑ чӑвашсем ретӗн-ретӗн тӑрса тухнӑ та пӗрре выртаҫҫӗ, тепре сиксе тӑрса малалла чупаҫҫӗ. Кӑшкӑрса ятлаҫни те илтӗнет, чӑваш чӗрине касакан сӑмахсем те лӑк тулли.
Эсреле курсан чарӑнчӗҫ те ушкӑнсене пайланса ретпе тӑрса тухрӗҫ. Асли чупса пырса вӗрентӳ мӗнлерех пынине пӗлтерчӗ. Хӑш-пӗрисем итлесшӗн мар.
— Каланӑ сире ун пек чухне пурин умӗнче вӗрентсе илмелле тесе! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Озал. — Итлеменнисене сӑнӑпа тирӗнтерсе ҫӗклӗр…
— Ҫак ҫарӑҫсене сана шанса паратӑп. Ҫапӑҫма вӗрентессине ыттисем те тӑвӗҫ, эсӗ вара ытларах сӑмахпа ӗҫле, хӑв майлӑ ҫавӑрса Улӑпа хирӗҫ ҫӗкле, — хушса хӑварчӗ Эсрел. Озал кунтах юлчӗ, ыттисене ҫар пуҫлӑхӗпе паллаштарчӗ, кайран ӑна ҫарӑҫсем выртса тӑракан юртӑсене кӑтартса ҫӳрерӗ. Алмас валли уйрӑм юрта хатӗрленӗ иккен. Паянтан уншӑн ҫарӑҫ пурнӑҫӗ пуҫланчӗ…
Алмаса пӗр шухӑш канӑҫ памасть: мӗншӗн-ха чӑвашсем унпала калаҫасшӑн мар, пӗри те сӑмах чӗнмест. Мӗне пӗлтерет ку? Чӗлхесӗр мар вӗт-ха вӗсем. Ҫапах та шухӑшлакан пуҫ шыраса тупатех. Тен, хӑйсен ертӳҫисенчен, вунпӳсемпе ҫӗрпӳсенчен хӑраҫҫӗ вӗсем? Лешсем пурте Эсрел ҫыннисем вӗт-ха, вӗсен хаярлӑхне ҫамрӑк турхан пӗрремӗш кунах курнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫарӑҫсем хӑйсене капкӑнри пекех туяҫҫӗ.
Акӑ, Алмас ыттисенчен айккинерех канма ларнӑ ушкӑн патне пычӗ те аслине шӑппӑн темӗнле ӗҫ хушрӗ. Лешӗ апат пӗҫерекенсем патне утрӗ.
— Мӗнле пурӑнатӑр, мӗнле ыйтусем пур? — ыйтрӗ чӑвашлах ҫар пуҫлӑхӗ.
Ҫарӑҫсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, куҫсем те урӑхларах йӑлкӑшма пуҫларӗҫ.
— Пире чӑвашла калаҫма чараҫҫӗ. Тӳрех патак тивет, — терӗ пӗри.
— Халӗ вара мӗн каламаллине калӑр. Итлетӗп.
— Эсреле сутӑннӑ турханпа мӗн калаҫмалли пур, — персе ячӗ тепри тарӑхнине палӑртса.
Ав, мӗнре иккен калаҫма кӑмӑл туманнин сӑлтавӗ. Алмаса йышӑнасшӑн мар вӗсем.
— Эсӗ марччӗ-и-ха ҫырмаран чул йӑтнӑ чухне нухайккапа ҫапса тӑраканни, — хушса хучӗ тепри.
Мӗн калӑн ӗнтӗ, чӗлхе те ҫаврӑнмасть, сӑмах та тупӑнмасть.
— Чӑвашсем, каҫарӑр мана, каҫарӑр. Ҫак ӗҫе хам ирӗкпе туман эпӗ. Пӗтӗмпех Эсрел хистенипе.
— Пире кампа ҫапӑҫма хатӗрлеҫҫӗ вара? Улӑпа хирӗҫ тенине илтнӗччӗ, — пӑрса ячӗ калаҫӑва ҫулӗпе ыттисенчен аслӑраххи. — Санӑн пӗлмеллех ӗнтӗ. Ахальтен Эсрелпе юнашар ларса ҫӳреместӗн пуль. Кунта эпир хамӑр ирӗкпе килмен вӗт-ха. Мӗншӗн Улӑп пире халӑх тӑшманӗ тесе сивлет? Ӑҫта кайса кӗмелле-ши? Ав, виҫҫӗшӗ тарса пӑхрӗҫ, ӗҫ тухмарӗ. Хӑваласа ҫитсе тытса килчӗҫ те сӑнӑпа чиксе ҫӗклерӗҫ.
Алмаса тӳрех Озал каласа пани аса килчӗ. Ун сӑмахне ӗненсен Улӑп шухӑшне лерен кунта тарса килнӗ ҫын пӗлтернӗ, имӗш. «Никама та каҫармастӑп», — тесе калать тет Улӑп.
Кун пек хыпар, паллах, шухӑша ярать. Тен, ҫакӑ ӗнтӗ вӑл пӗр чӗлхе тупма май паракан сӑлтав. Чӑваш патшине ларасах тесен Эсреле пулӑшмах тивет. Тепӗр тесен тата кам ҫӗнтересси те паллӑ — чӑвашсен вӑйлӑ ҫар ҫук.
Шухӑш вӑл тӗпсӗр ҫӑл куҫӗ пекех, пӗрмаях ҫӗнелсе тӑрать. Ӑна нихӑҫан та пӗтӗмпех каласа пӗтерме ҫук. Ҫарӑҫсем хушшинче вӑрҫӑ хускалчех-тӗк, пӗтӗм йышпа Улӑп енне куҫас шухӑш та пур. Анчах ӑна Алмаса пӗлтерес текен тупӑнмарӗ. Паллӑ ӗнтӗ, кун пек шухӑша чи шанчӑклӑ ҫынна кӑна калама юрать.
Ҫын шутласа тупнӑ япаласенчен вӑрҫӑ пек хӑрушши, ирсӗрри урӑх нимӗн те ҫук. Мӗншӗнни те паллах ӗнтӗ. Ҫын пурнӑҫӗ вӑрҫӑра ниме те тӑмасть: ӳкет те вилет, е ӗмӗрлӗхе сусӑрланса юлать. Чылай чухне ҫарӑҫсене пурне те вилессине пӗлсех ҫапӑҫӑва кӗртсе яраҫҫӗ. Алмас ҫарӗ те ҫавӑн пеккисен шутӗнче. Эсрел шучӗпе, ӑна ҫапӑҫӑва чи хӑрушӑ та йывӑр самантра кӗртсе ямалла. Вӗсен хыҫӗнчен ухӑҫсен пымалла, чӑвашсене чакма памалла мар, каялла ҫав\рӑнса пӑхсанах персе пӑрахмалла. Умра вара Улӑп ҫарӗ. Урӑхла каласан, Алмас ҫарӗн ҫӗмрен вырӑнне пулса тӗп вӑйсене ҫул уҫса памалла. Анчах ҫакна хальлӗхе никам та пӗлмест-ха. Кун пек шухӑш вӑл икӗ ҫын вӑрттӑнлӑхӗ, Эсрелпе Озал шанӑҫӗ. Чӑваш чӑваша вӗлерни вӗсемшӗн калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ, курайманлӑх вучахне чӗртсе ямалли мел. Ҫапӑҫса пурӑнччӑр вӗсем. Ун пек халӑх никамшӑн та хӑрушӑ мар.