51219.fb2
— Пысӑк хуйхӑ кӗтет сире, — терӗ юмӑҫ карчӑк. — Ӳчӗпе килте пулсассӑн та чунӗпе сирӗнтен уйӑрӑлса пырать. Таҫта урӑх ҫӗрте ӑна илӗртекен вӑй пур. Ҫавӑ хӑй патне чӗнет. Кун пек туртӑмран ҫӑлӑнма ҫӑмӑлах мар, уйрӑмах чылай ҫулланнӑ ҫынна.
Аминене ҫак сӑмахсене илтме ҫав тери йывӑр пулчӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, чӑтмалла. Ку ватӑ карчӑк суяс ҫук, хӑй ӗмӗрӗнче кун пеккине пайтах курнӑ-тӑр.
«Ах, ҫав Пӑрчкана, чунӗ унӑн кунтах явӑҫса ҫӳрет иккен, — вӑрҫса илчӗ Амине килелле васканӑ май. — Чим-ха, мӗн тӑватӑп-ха эпӗ?» Вара вӑл лашине каялла ҫавӑрчӗ те каллех юмӑҫ патне вӗҫтерчӗ, Ватрас сывлӑхне тӗрӗслетӗр тесе хӑйпе пӗрлех лартса тухрӗ.
Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре Ватрас выртмаллипех выртать иккен. Калима та питӗ тунсӑхлӑ, куҫӗсене шӑла-шӑла илет. Юмӑҫ карчӑк кӗнӗ-кӗменех йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те турхан патне пырса тӑчӗ. Ҫав самантра Аминене унччен Пӑрчкан ларнӑ вырӑнта такам пур пек туйӑнса кайрӗ, чӑтса тӑраймарӗ, шикленерех утса чаршав хыҫне кайса пӑхрӗ. «Такам пур пек туйӑнчӗ те», — терӗ вӑл каялла тухсан ыттисем патне ҫывхарса.
— Пурри — пур-ха, анчах хӑй курӑнасшӑн мар, — ҫирӗплетрӗ ним иккӗленмесӗр тенӗ пек юмӑҫ карчӑк. Икӗ аллине ҫӗклесе йӗри-тавра уткаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ. Пӗр алли ҫине ӑшӑ хум, теприн ҫине сивӗ хум ҫапать иккен.
— Мана хама та темшӗн сивӗ, — терӗ Амине.
— Пӑрчкан, эсӗ-и ку?- ыйтрӗ Ватрас пурте илтмеллех.
— Атте, Пӑрчкан аппа кунта ҫук вӑл, — хыпӑнса ӳкрӗ Калима. — Тӗлӗкре калаҫать пулас.
Ватрас аташнине курсассӑн Амине юмӑҫа Пӑрчкан чунне хӑваласа яма ыйтрӗ. Лешӗ вара хӑй мӗн пултарнине турӗ, асамлӑ сӑмахсем каларӗ, куркари шыва тӑватӑ еннелле сирпӗтрӗ, Ватраса та пӗрӗхсе илчӗ. Лешӗ вӑранчӗ. Аптраса ӳкнӗ Амине тӳрех пире пӑрахса ан кайха тесе йӑлӑнма тытӑнчӗ.
— Мӗскер эсир мана чӗрӗллех пытаратӑр? Ҫук, ман халех кайма юрамасть. Малтан Алмас патне ҫитсе килем-ха. Ӑна пил парасчӗ, — лӑплантарма пикенчӗ Ватрас.
Паллӑ ӗнтӗ, юмӑҫсем вӗсем чирлӗ ҫынна мӗн каламаллине аван чухлаҫҫӗ, шанӑҫ кӳрекен сӑмахсем хатӗрех. Вӗсем чирлӗ турхан валли те ҫителӗклех пулчӗҫ. Хӑйне ӑсатма тухнӑ Аминене вара юмӑҫ карчӑк тӗрӗссине калас терӗ: «Сывлӑхӗ чаксах пырать унӑн», — ҫапла пӗлтерчӗ. Турхан арӑмӗ ватӑ ҫын мӗн каласшӑн иккенне тӳрех тавҫӑрса илчӗ. Вара ун пуҫӗнче урӑхларах шухӑшсем явӑҫа пуҫларӗҫ. Паллах, малалла мӗнле пурӑнасси канӑҫ памасть ӑна. «Алмаса турхана лартсассӑн йӗркеллех пулӗха. Анчах… Эсрел умӗнчи парӑма мӗнле татмалла-ха? Унсӑрӑн килӗшмесен те пултарать. Пачах ют ҫынна илсе килсе лартӗ те… Ҫук, мӗн те пулин тумаллах ӗнтӗ». Ҫак тӗллевпе вӑл турхан патнерех пырса тӑчӗ те Калимана тарҫӑсем мӗнле ӗҫленине кайса пӑхма хушрӗ. Лешӗ тухрӗ.
— Ватрас, — пуҫларӗ сӑмахне Амине, — кала-ха, эсӗ тахҫан ман валли пӗр вӑрттӑнлӑх пур теттӗнччӗ. Астӑватӑп-ха, пурлӑх пирки калаҫнӑ чухнеччӗ.
Ҫак сӑмахсем пачах та кӗтмен ҫӗртен пулчӗҫ. Турхан шикленӳллӗн арӑмӗ ҫине пӑхса илчӗ те:
— Ку тата мӗн тума кирлӗ? Мӗншӗн ҫак самантра ыйтатӑн? — терӗ.
— Вилӗм вӑл куҫа курӑнса килмест. Паян капла та, ыран темле. Каламаллине хӑвпа пӗрле илсе каймалла мар ӗнтӗ.
— Эсӗ эпӗ каясса кӗтетӗн иккен, — тарӑхрӗ турхан.
— Ҫук, ҫук, пачах та апла мар. Хамшӑн мар, ачасемшӗн ыйтатӑп. Тен, Алмаса ҫавӑрса килме май ҫукши тетӗп-ҫке.
Кун пек чухне ӑҫтан чӑтса тӑрӑн-ха, калама тиветех. Арӑмӗ те хӑй пекех шутлать-ҫке.
— Амине, кил-ха кунтарах. Мӗн илтнине никама та каламалла мар. Тӗрӗсле-ха, вӑрттӑн тӑнласа тӑракансем ҫук-и унта.
Амине тухса пӑхрӗ, никам та ҫуккине пӗлтерчӗ.
— Манӑн аттерен юлнӑ ылтӑнӑм пур. Пытарса хунӑ эпӗ ӑна Эсрел тарҫисенчен те, пушартан та шанчӑклӑрах вырӑна.
— Ӑҫта-ши ӗнтӗ вара вӑл?
— Пахча кӗтессинчи ват йӑмра хӑвӑлӗнче вӑл. Ҫӳллӗ пусмапа хӑпарсассӑн ҫурҫӗр енче тӑмпа сӗрнӗ вырӑн пур. Ҫавна ватсассӑн алӑ кӗмелӗх шӑтӑк уҫӑлать. Сӑранпа чӗркесе хунӑччӗ. Анчах хам сывӑ чухне ан тӗкӗн. Сывалӑп та унпа усӑ курма тӑрӑшӑп, Алмасшӑн парӑп. Пӗтӗм шанчӑк та ҫавӑнта. Алмас валли, Алмас… — тесе ватӑ турхан ҫывӑрса кайрӗ.
Кун пек хыпар хыҫҫӑн Амине шалтах аптраса ӳкрӗ. Мӗн тумалла-ха? Турхан сывлӑхӗ чакса пыни те куҫкӗретех. Ылтӑнне те тытса пӑхас килет. Тепӗр кунне ирех тӑчӗ те пахчана тухрӗ, курӑк татам пекки тукаласа леш йӑмра патне ҫывхарчӗ. Йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ те пуҫне каҫӑртса Ватрас каланӑ вырӑна шырама тытӑнчӗ. Чӑнах та, пӗр шултра туратран кӑшт ҫӳлерех сарӑ тӗслӗн курӑнакан вырӑн пур, пӗр ал лаппи пысӑкӑш пулӗ. Унтан Амине вӑрӑм пусма ӑҫта тӑнине шыраса тупрӗ. Пусми пур-ха, тӑмне вара… Хытса ларнӑскерне алӑпах ҫӗмӗреймӗн. Тен, кусарпа?… Вӑхӑчӗ вара… Паллах, тӑр кӑнтӑрла мар ӗнтӗ. Ку ӗҫе ҫынсем курмалла мар. Пач тӗттӗмре те меллех пулас ҫук. Тен, тул ҫутӑлнӑ тӗлелле, пурте тарӑн ыйӑхра чухне ҫапса ватас?
Ҫапла турӗ те Амине. Ҫывӑрса каяймасӑр асапланса выртнӑ хыҫҫӑн кил картине тухрӗ те вӑрӑм пусма патне пычӗ. Самай йывӑрскер иккен. Ҫапах та пӗчченех йӑтса утрӗ, йӑмра патне ҫитсессӗн тайӑнтарса тӑратма пикенчӗ. Ӗҫ тухмарӗ. Тепӗр ҫынсӑр май ҫуккине курсассӑн Амине ҫывӑракан хӗрне кӗрсе вӑратрӗ те йӑмра патне илсе пычӗ. Иккӗн иккӗнех ҫав. Амине шӗвӗр вӗҫлӗ кусара илчӗ те хӑпарса кайрӗ, Калима пусмине тытса тӑчӗ. Акӑ, хӗвелпе хытса ларнӑ сарӑ тӑм катӑкӗсем ҫӗр ҫине пере-пере анчӗҫ. Амине аллине хӑвӑла чиксе хыпаласа пӑхрӗ те сӑран чӑмӑркка туртса кӑларчӗ. Хытӑ туртса ҫыхнӑ кантрине салтасшӑн пулчӗ, кусарне те Калимана лекесрен айккинелле ывӑтса ячӗ, анчах салтаймарӗ. Шӑлпа турткаласа пӑхни те пулӑшмарӗ. Вара вӑл чӑмӑрккана ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те анчӗ.
— Мӗн япала вара ку? — ыйтрӗ Калима.
— Аҫу валли питӗ хаклӑ эмел, — чӑнне каласшӑн пулмарӗ амӑшӗ. Тинех тавҫӑрса илчӗ вӑрттӑнлӑха, хӗрӗ умӗнче салтма кирлӗ маррине. Ашшӗне калӗ те пӗтрӗ пуҫ вара.
— Эсӗ кӗрсе ҫывӑр, — хушрӗ хӗрне амӑшӗ. Хӑй вара мунча патнелле утрӗ. Калима кайсанах леш япалана салтса пӑхрӗ. Ак тамаша! Унта пысӑках мар мунча чулӗ кӑна выртать иккен.
Ҫакна курсассӑн Амине чутах тӳнсе каятчӗ. Ҫапах та вӑйне пухрӗ те киле чупса кӗчӗ, турхан чирлине пӑхмасӑрах кӑшкӑрса ячӗ:
— Ватрас, тӑр-ха! Ҫаратнӑ пире! Эс каланӑ ылтӑн ҫуккӑ!
Ҫывӑрнӑ-ҫывӑрман выртакан турхан хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те арӑмӗ ҫинелле куҫне чарса пӑхрӗ. Пӗр самантлӑха ним калама аптраса тӑчӗ. Сӑмах та тупӑнмарӗ пулас.
— Мӗн кирлӗ мара пуплешетӗн эсӗ? Ылтӑн пирки ӑҫтан пӗлетӗн?
— Улӑхса пӑхрӑм эпӗ. Акӑ, кур унта мӗскер выртнине, — тесе Амине сӑранпа чӗркенӗ чула упӑшкине тыттарчӗ.
— Ку мӗн япала тата?
— Йӑмра хӑвӑлӗнчен илтӗм ӑна.
— Пулма пултараймасть.
— Урӑх нимӗн те ҫук унта. Ӗненмесессӗн Калимаран ыйтса пӑх.
Ашшӗпе амӑшӗн калаҫӑвне хӗрӗ вӑрттӑн итлесе тӑнӑ иккен. Шӑп ҫак самантра вӗсем патне пырса тӑчӗ те хӑй сӑмахне пуҫларӗ:
— Капла вара мӗн пулса тухать-ха? Ман пуласлӑх пирки епле? Мӗнле, мӗнле пурлӑхпа хӑваратӑр эсир мана? Турхан хӗрӗ тесе ӳстертӗр те чухӑнлӑха хӑвартӑр. Ӑҫта кайса кӗнӗ вара ҫав ылтӑн? Эсӗ тата мӗншӗн улталарӑн мана, — сиввӗн пӑхса илчӗ амӑшӗ ҫине.
— Хӗрӗм, мӗн калаҫатӑн эсӗ.
— Йӑмра хӑвӑлӗнчен мӗн илтӗн тесессӗн аҫуна кирлӗ эмел темерӗн-и-ха… Чим-ха, мӗншӗн тӳрех мунчана кӗрсе кайрӑн-ха эсӗ? Ылтӑна ҫавӑнта пытарса хуман-и-ха вӑл?
Ватрас леш чула ҫавӑркаласа пӑхрӗ те шухӑша кайрӗ. Мунча чулӗ иккен, кӑштах тӗтӗмпе вараланни те паллӑ.
— Апла эппин эсӗ упӑшкуна улталама шут тытнӑ? Кала, ӑҫта пытарса хутӑн!
— Курман эпӗ вӑл ылтӑна. Ҫак чул кӑна пулнӑ унта. Ӗненмесессӗн турӑ умӗнче сӑмах паратӑп, ҫӗр ҫыртма та хатӗр.
— Суять вӑл, — ҫине тӑчӗ хӗрӗ. — Пӗччен салтса пӑхрӗ те, мана кӑтартмарӗ. Тен, ылтӑнӗ хӑй ҫумӗнчех ун.
— Халех панӑ пул, — хушрӗ турхан. — Кӑларса хур! Унсӑрӑн ак…
— Каларӑм вӗт нимле ылтӑн та ҫук тесе. Чул татки кӑна.
Ватрас чӑтса тӑраймарӗ, сылтӑм аллинчи чулпа арӑмне пеме тӑчӗ, анчах аллине ҫӗклесенех вырӑн ҫине тайӑлса анчӗ. Калима чупса пычӗ те ашшӗне майлаштарса вырттарчӗ, унтан амӑшне ҫавӑтса тула илсе тухрӗ, халех кӑтартнӑ пул ӑҫта пытарнине тесе ҫурӑмӗнчен тӗксе илчӗ.
— Хӗрӗм, мӗн тӑватӑн эсӗ, аннӳ ҫине алӑ ҫӗклеме те именместӗн.
— Ут мунчаналла, — каларӗ хыттӑн Калима. — Мана кӗлмӗҫе хӑварасшӑн эсӗ. Ҫуррине те пулин пар.
— Ҫук! Ниҫта та каймастӑп. Каларӑм вӗт, нимӗнле ылтӑн та пулман унта.
— Ан суйса тӑр. Ут!
Калима амӑшне хыҫалтан тӗке-тӗке мунча умне илсе ҫитерчӗ. Амине хӗрне хирӗҫ ҫаврӑнса тӑчӗ те тепӗр хут йӑлӑнма пуҫларӗ.
— Хӗрӗм, чарӑн-ха. Хӑвна алла ил. Енчен те ылтӑнӗ ман алӑра пулсассӑн, нивушлӗ санран пытарӑттӑм. Эпӗ ӑна тӳрех Алмасшӑн кайса панӑ пулӑттӑм. Турхан туйине алӑран вӗҫертмелле мар пирӗн. Аҫу та ҫаплах шутлать.
— Пӗлетӗп сире, мана нимӗн вырӑнне те хумастӑр. Ман шӑпам ҫине тахҫанах сурса хунӑ эсир. Калаҫса ан тӑр, пытарса хунине илсе тух, — терӗ Калима амӑшне тӗксе кӗртсе ярса. — Унсӑрӑн кунтан кӑлармастӑп.
Аминене кӗртсе ярсанах Калима мунча алӑкне кӗтесре тӑракан йывӑҫ кӗреҫепе чаракларӗ.
Ҫак пӑтӑрмах ҫав тери хӑвӑрт тата веҫех хӑйне хирӗҫле ҫаврӑнса тухнине пула Амине самантлӑха чӑннипех ҫухалса кайрӗ. Хӗрӗ те нихӑҫан курманнине кӑтартрӗ вӗт, ҫапса пӑрахманни ҫеҫ. Кӑштах лӑплансан Амине алӑка тӗртсе пӑхрӗ. Питӗрнӗ иккен.
— Пытарса хунине тупрӑн-и? — ыйтрӗ хӗрӗ.
— Халех уҫнӑ пул! — кӑшкӑрчӗ лешӗ. — Кунта сан валли те пур.
Калима чарака илчӗ те алӑка уҫрӗ. Амӑшӗ тухма тӑчӗ. Аллинче унӑн чул татки. Ҫакна курсан Калима пӗтӗм вӑйӗпе алӑка тӗкрӗ те каллех чаракласа лартрӗ. Унтан нимӗн шарламасӑр пӑрӑнса утрӗ, амӑшне кӑштах тӑна илтӗр терӗ пулас…
Амине чунӗ ҫав тери тӑвӑлса ҫитнипе макӑрса ячӗ. Упӑшки те, хӗрӗ те ӑна хирӗҫле иккен. Ним сӑлтавсӑрах айӑпласа кӳрентереҫҫӗ. Калима тата, ах, Калима…
Сасартӑк мунча лавкки айӗнче темӗскер йӑшӑлтатса илчӗ.
— Кам унта? — ыйтрӗ хӑраса Амине.
— Эпӗ-ха ку, — илтӗнчӗ Пӑрчкан сасси.
— Чур! Пӑрчкан, чур! — кӑшкӑрса ячӗ Амине. — Эсӗ вилнӗччӗ вӗт-ха. Халӗ вара ӑҫтан сиксе тухрӑн?
— Вилнӗччӗ мар, вӗлернӗ темелле. Ҫапах та эсӗ манран ан хӑра. Усал тума килмен эпӗ. Ватрас халӗ вилес пек выртать, ман паталла васкать, курса юл ӑна чӗрӗлле. Киле васка.
— Епле тухӑп-ха кунтан? Кӑлармаҫҫӗ вӗт мана.
— Алӑк уҫах унта. Вӗҫтер часрах.
Чӑнах та, Амине ҫитнӗ ҫӗре Ватрас тӑнне ҫухатнӑ, арӑмне те палласа илеймерӗ. Леш уксаххи те кунтах. Калима киличчен вӑл пӗчченехчӗ.
— Ватрас, веҫех эсӗ хушнӑ пек тӑвӑп, — терӗ турханӑн чи ҫывӑх тарҫи.
«Юмӑҫ карчӑк чӑннинех каларӗ иккен», — аса илчӗ Амине. Калима вара кӑшкӑрсах макӑрма пуҫларӗ.
— Атте, мӗн туса хутӑн эсӗ? Мӗншӗн мана пӑрахса каятӑн? Ҫакӑн пек чухӑн турхан хӗрӗ кама кирлӗ? Мана малашне мӗн кӗтет-ши?
— Калима, ытлашши ан хуҫӑл-ха эсӗ. Хам пулӑшса пырӑп. Турхан туйине вӑхӑтлӑха мана парса хӑварчӗ вӑл, — йӑпатрӗ тарҫӑ.
Ку вара Аминешӗн уяр ҫанталӑкра аслати кӗрленӗ пекех туйӑнса кайрӗ. Мӗнле-ха капла? Тӗрӗссинех калать-ши вара вӑл?
— Ҫук, ӗненместӗп. Ватрас ун пек хушу тума пултарайман. Турхан туйи Алмас аллинче пулмалла вӑл. Ватрас яланах ҫапла калатчӗ. Хальлӗхе вара ӑна эпӗ хам тытса усрӑп, — терӗ те Амине турхан ҫумӗнчи туяна ярса тытрӗ. Анчах та пӗр самантрах тенӗ пекех уксаххи те ӗлкӗрчӗ. Арҫын арҫынах, туяна туртса илчӗ.
— Алмаса турхана лартиччен пурин те эпӗ хушнине тума тивет. Ватрас вилнине халӑха пӗлтерер те чысласа пытарасси пирки калаҫар, мӑчавӑрпа канашласа пӑхар…
Сӑмах ҫинех тата чӗнме янӑ тарҫӑпа мӑчавӑр килсе ҫитрӗҫ. Мӑчавӑр тӳрех турханӑн аллинчи юн таппине тӗрӗслесе пӑхрӗ. Амине чӑтса тӑраймарӗ, уксах тарҫӑ мӗн хӑтланнине каласа пачӗ, мӑчавӑртан ҫак ыйтӑва татса пама ыйтрӗ.
— Хӗрарӑм ӗҫӗ мар вӑл! — кӑшкӑрса ячӗ уксаххи.
— Мӗншӗн ҫапла калатӑн вара? Япалан йӗрки пур, — лӑпкӑ сасӑпа ӑнлантарма пикенчӗ мӑчавӑр. — Ӑру пуҫӗ пирӗн хӗрарӑм та пулнӑ. Ӑнӑҫлах ертсе пынӑ. Кунта вара турхан туйи ывӑлне куҫмалла.
— Вӑл ӑҫтине пӗлетӗр вӗт-ха. Унччен вара…
— Нивушлӗ пирӗн ҫак тарҫа пӑхӑнса пурӑнмалла вара? — чӑтса тӑраймарӗ Калима, — эпир турхан йӑхӗнчен мар-им вара?
— Турхан туйине Аминене пама тивет,- хушрӗ мӑчавӑр.
— Ҫук! Никама та памастӑп! Ватрас мана хушса хӑварчӗ, — терӗ те алӑк патнелле утрӗ тарҫӑ. Амине ун ҫулне пӳлчӗ, Калима та чупса пычӗ. Анчах тепӗр тарҫи уксаххин хутне кӗрсе хӗрарӑмсене тытса чарчӗ. Лешӗ ӑнӑҫлах тухса шӑвӑнчӗ.
Усал хыпар таврана хӑвӑрт сарӑлчӗ. Кӗҫех Ватраспа Амине тӑванӗсем килсе ҫитрӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Ватраса масар ҫине йӑтса кайрӗҫ. Халӑх таҫтан та пухӑннӑ, анчах ытти чӑваш турханӗсем ҫук. Мӑчавӑр ертсе пынипе кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн Ватраса тарӑн шӑтӑкри ятарласа тунӑ йывӑҫ пурана вырттарчӗҫ, юнашар чустаран тунӑ лаша кӗлетки, хӑй ярӑнса ҫӳренӗ йӗнер, хурҫӑ хӗҫӗ, уявра тӑхӑнмалли тум хурса пачӗҫ. Вара тин тӑпрапа витрӗҫ. Питӗ пысӑк купа турӗҫ, тӑприне лавпа турттарсах. Тӑррине каярах юман юпа лартрӗҫ. Ун ҫинче ҫын сӑнӗ пулӗ. Паллах, ҫамрӑк арҫын сӑнӗ. Ҫынна пытарнӑ хыҫҫӑн ун чунӗ ҫамрӑкланать те тепӗр пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлать, имӗш. Ватрас чунӗ те ҫаплах, ӳчӗ кунта пулмасан та ун ҫамрӑкланнӑ чунӗ ҫынсем хушшинчех, киле те пырса ҫӳрӗ-ха. Ҫавӑнпа та масар ҫинчен таврӑннӑ чухне макӑрма кирлех мар, юрлани те вырӑнлӑ. Ҫапла турӗҫ те: яла юрласах пырса кӗчӗҫ, ташлакансем те пулчӗҫ…